- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 1 (3)
-
Акăлчан чĕлхи раççей вузĕсенче академи дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Шеина Елена Сергеевна
- Рубрика:
- Вěренӳ политики
- Аннотаци:
- Статьяра тăван чĕлхе акăлчан чĕлхи мар патшалăхсенче «Акăлчан чĕлхи академи дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр» дисциплинăна васкавлă кĕртес туртăма пăхса тухнă. Оксфорд университечĕн педагогика факультетĕнче J. Dearden ертсе пынипе тата Британии Канашĕ пулăшнипе ирттернĕ тĕпчев çине таянса автор çĕнĕ пулăма пĕтĕмĕшле ăнлантарать, дисциплина тĕллевне уçăмлатать, тĕнчепе сарăлакан пулăма кĕнĕ патшалăхсем, вăл шутра Раççей те, мĕн кĕтнине тишкерет, акăлчан чĕлхи преподавателĕсем умне тухса тăнă йывăрлăхсене кăтартать. Тĕпчевçĕ «Акăлчан чĕлхи академи дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр» дисциплинăна кĕртнин хăш-пĕр аспектне ăнлантарать, вĕсене профессионалсем расна хакланине, çавна май тишкермелли_тĕпчемелли сăлтав кĕрет пуррине палăртать.
- Тӗп сӑмахсем:
- акăлчан чĕлхи – академии дисциплинисене вĕрентмелли хатĕр, акăлчан чĕлхи – тăван мар чĕлхе, тăван чĕлхе, тĕнчепе сарăлакан пулăм, йывăрлăх, тĕпчев
-
Экономитсемпе менеджерсен линиллĕ алгебра курсĕн программине хушăм темăсем кĕртесси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Шашкин Сергей Юрьевич
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Ĕçре «линиллĕ алгебра уравненийĕсене тÿр килмен, уçăмсăр тата çирĕп мар системăсене анализлама пĕрещкел мел тупас тĕллевпе шутласси» ăнлава пĕтĕмлетнĕ. Линиллĕ алгебра уравненийĕсен число коэффициенчĕсене улăштарнинчен килекен çирĕп мар системисене пăхса тухнă. Линиллĕ системăсем çирĕп пулманнин сăлтавĕсене тата линиллĕ алгебра уравненийĕсен кирек епле системине те шутлама май паракан алгоритма тишкернĕ. Автор палăртнă тăрăх, çирĕп мар СЛАУсене шутлама меллĕ тесе Тихоновăн анлă саралнă тата практика енчен меллĕ йĕркелĕх алгоритмне пăхмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- линиллĕ алгебра уравненийĕсен системине йăнăш шутлани, сăлтавлăх хисепĕ, Тихновăн алгоритмĕ
-
Раççейӗн педагогика аслӑ шкулӗнче психологи пӗлӗвӗ вӑй илсе аталанни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Безуглая Татьяна Искяндяровна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра Раççей педагогика пӗлӗвӗ XІX – XX ӗмӗрсен чиккинче епле аталаннине кӑтартса панӑ. Асӑннӑ тапхӑрта психологи ӑслӑлӑхӗ философи картинчен тухса уйрӑм ӑслӑлӑх шайне çитмелӗх аталаннин сӑлтавне ӑнлантарнӑ. Учительсен XІX ӗмер вӗçӗнче Раççейре ӗçленӗ институчӗсене тишкернӗ, вӗсен вӗрентӳ содержанине тата ун чухнехи педагогика вӗренӗвӗ мӗн пулнине çырса кӑтартнӑ. Кунсӑр пуçне тата XX ӗмӗр пуçламӑшӗнче (уйрӑмах революци хыççӑн) педагогика енӗпе илнӗ пӗлӳ мӗн пулнине ӑлантарнӑ. Çав педагогика вӗренӗвӗн формисене, содержанине тата ун чухнехи вӗренӳре хирӗçӳлӗх мӗнле шайра пулнине кӑтартнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- психологи пӗлӗвӗ, учитель институчӗсем, университетсен вӗрентӳ планӗсем, аслӑ шкула реформӑлани, пӗтмӗшле тата педагогикӑпа çыхӑннӑ психологи, сӑнавлӑ психологи, педагогика ӗç-хӗлӗ, политехника шкулӗ, культурӑпа истори аталанӑвӗ
-
УГМУн медицина биологийӗ кафедринче асра тытӑва хавхалантарма усӑ куракан мнемоника мелӗсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Петров Василий Михайлович, Шорикова Елена Александровна, Костромина Ольга Владимировна, Прощенко Дарья Александровна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра пысӑк калӑпӑшлӑ информацие кӗске вӑхӑтра пухса калӑплама май паркан педагогикӑпа психологин тухӑçлӑ мелӗсем çинчен каланӑ. Ку ыйтӑва татса пама авторсем биологин кӑткӑс материалне алла илмелли мнемотехникӑна сӗнеççӗ. Тӗпчев результачӗсем çакнашкал: цитологи курсӗн чи йывӑр ыйтӑвӗсем асра тытса юлмалли единицӑсем питӗ нумай пулнипе çыхӑннӑ; йывӑр темӑна ӑнланма студентсемшӗн сас паллиллӗ код чи тухӑçлӑ мел пулса тӑрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- мнемотехника мелӗсем, асра тыту процесӗ, молекула биологийӗ, сас паллиллӗ код
-
Психологи тренингӗн педагогсен психика камӑл-туйӑмне çӗклессинчи пӗлтерӗшӗ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Сорокоумова Галина Вениаминовна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра профессипе çыхӑннӑ стресс мӗн пулнине, вӑл педагогсен профессине епле витӗм кӳнине, педагогсен професси стресне тапратакан объективлӑ тата субъективлӑ сӑлтавсене, професси стресӗн тӗрлӗ тӗсне (информаци стресӗ, туйӑм стресӗ тата хутшӑну стресӗ) тишкернӗ. Ӗçре стреса хирӗç тӑрас вӑя тата психика кӑмӑл-туйӑмне çӗклес хӑнӑхӑва çирӗплетни пысӑк пелтерӗшлӗ пулнине ӗнентернӗ; психологи тренингӗ стреса хирӗç тӑрас вӑя тата психика кӑмӑл-туйӑмне çӗклес хӑнӑхӑва мӗнле витӗм кӳнине тӗпчесе пухнӑ результатсене тишкернӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- професипе çыхӑнна стреса профилактика тӑвасси, стреса хирӗç тӑрас вӑй, тӗпчев, психологи тренингӗ, психика кӑмӑл-туйӑмӗн тӑрӑмӗ, хушма вӗренӳ педагогӗсем
-
Аслӑ пӗлӳ компетенцийӗн ӑслӑлӑх тупсӑмӗ – пӗлӳ пахалӑхне ӳстерессипе çыхӑннӑ йывӑр ыйту
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Киселев Александр Александрович
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Авторсем çӗр-шывра пӗлӳ пахалӑхне ӳстересси компетенцие мӗнле ӑнланассипе тачӑ çыхӑннинчен килекен çивӗч ыйтусене кӑтартаççӗ. Федерацин аслӑ шкул енӗпе патшалӑх вӗрнӳ стандартне çине-çине çӗнетсе тӑраççӗ, çапах тапратнӑ ыйтусене татса парас енчен кӗрет улшӑну курӑнмасть-ха. Стандартра студентсен профессипе ӗçлеме çителӗклӗ компетенци пулмалла тенӗ, çапах пулас специалистсене мӗне тата мӗнле вӗрентесси уçӑмлӑ мар. Чылай тавлашу иртрӗ пулин те наукӑра компетенци мӗн иккенне халӗ те уçӑмлатман. Çакӑ паян кун, пирӗн шухӑшпа, çӗр-шыв вузӗсенче вӗренӳ пахалӑхне ӳстерес енчен татса паман чи пысӑк ыйту тата чӑрмав пулса тӑрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- компетенци, компетенцилӗх, пӗлӳ, мӗн те пулин тӑвас хӑнӑху, ӗçре усӑ куракан операци, хатӗр пулни, хатӗрленсе тӑни, профессипе çыхӑннӑ ӗç-хӗл
-
«Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» (38.03.04) направлениллĕ бакалавриат выпускникĕн професси компетенцийĕсене хатерлессипе çыăннă йывăрлăхсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Парфенов Кирилл Виленович
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра патшалăх граждан хĕсметçисен професси стандарчĕ çук чухне «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» (38.03.04) направленипе аслă вĕренÿ учрежденийĕсем професси компетенцийĕсене хатĕрленĕ май тĕл пулакан ку е вăл йывăрлăха ăнлантарнă. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама автор Раççĕй Ĕç министерствин меслетлĕх материалĕнче квалификаци енĕпе кăтартнă требованисемпе усă курма сĕнет.
- Тӗп сӑмахсем:
- патшалăх управленийĕ, квалификаци требованийĕсем, професси компетенцийĕсем, патшалăх тата муниципалитет хĕсмечĕ, Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ
-
Ача сачĕн вĕренÿ талккăшĕ – шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли вăй
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Марихин Сергей Васильевич, Кондратюк Мария Игоревна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ача сачĕн шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли тĕп майĕсене пăхса тухнă. Авторсем пуплев тулли аталанман ачасен харпăр ăнланăвне пĕтĕмĕшле ăнлантарнă, çакнашкал ачасен харпăр ăнланăвне аталанмалли çул-йĕре кăтартнă. Авторсвем палăртнă тăрăх, пулса иртекен ĕçсене тишкерсе хаклама хăнăхтарни, пурнăçра çын тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ĕç тунине кăтартни пуплев аталанман ачасене ытти ачасемпе пĕр рете тăртатма, ыттисемпе хутшăнма, чун çирĕплĕхне аталантарма, «Эп» концепцие никĕслеме, ума пысакрах тĕлевсем лартма хăнăхтарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпар ăнланăвĕ, шкул умĕнхи ачасем, ача сачĕ, пуплевĕн тулли аталанманлăхĕ
-
Хальхи медицинăн тăтăш вĕренÿ тытăмĕ тата тĕп принципĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Чеснокова Ирина Владимировна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Медицинăн тăтăш вĕренĕвĕ (МТВ) вăл – профессипе çыхăннă квалификацие ÿстермелли тата çĕнĕ специальность илмелли программăсемпе ирттерекен хушăм вĕренÿ. МТВна аталантармалли норма бази тата сăлтав тесе федерацин сывлăх сыхлав законĕсене пăхмалла. МТВ аталанăвĕн принципĕсем çаксем: тĕнче нормисеммпе килĕшсе тăни; патшалăхпа професси ассоциацийĕсем хушшинчи çыхăну пурри; медицина ĕçченĕсене вĕсене çырлахтаракан тулли комплекспа вĕрентни; хальхи çĕнĕ технологисемпе усă курни; пахалăха тĕрĕслесе тăни тата пăхăнманлăх; медицина ĕçченĕсен квалификацие ÿстерес екки пурри.
- Тӗп сӑмахсем:
- медицинăн тăтăш вĕренĕвĕ, врачăн квалификацине ÿстерни, вĕренĕвĕн дистанции технологийĕсем, специалистсене аккредицилени, медицина ĕçченĕсен професси ассоциацийĕсем
-
Педагогикăн çĕнĕ системинче усă куракан тхнологисем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Дмитриева Наталия Константиновна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра информаципе вĕренÿ талккăшне вузра йĕркелессине педагогикăн çĕнĕ системине тумалли каткăс ыйтусенчен пĕри тесе пăхнă, ку системăна тăвасси паян куншăн пысăк пĕлтерĕшле пулнине ĕнентернĕ, мĕншĕн тесен ку ĕç пĕр енчен цифра экономикипе, тепĕр енчен уйрăм çынна мĕн кирлипе çыхăннă. Автор «информаципе вĕренÿ талккăшĕ» ăнлава тишкернĕ, çавна май хальхи педагогика ăслăлăхĕнче ку ăнлава епле пăхнине, ун тĕп паллисене кăтартнă, «информаципе вĕренÿ талккăшĕ» категорие пĕтĕмĕшле определении панă. Ĕçре паян кун чи пĕлтерĕшлĕ шутланакан технологисене пăхса тухнă, мĕншĕн тесен вĕсене хальхи информаципе коммуникации технологисене шута илсе çĕнетсе улăштармалла. Ку вара ХХI ĕмерте вĕренÿпе воспитание вăйлатас тĕллеве кура аслă шкулăн информаципе вĕренÿ талккăшĕпе тухăçлăрах усă курма май парать. Автор шухăшĕпе, тухăçлă технологисем шутне хутшăнăва аталантаракан проект мелне, информаципе коммуникаци технологийĕсен нумай енлĕ хăватне пĕрлештерекен контекст технологине, модуль тата малалла талпăну технологине кĕртме пулать. Çĕнĕ технологисен комплексне тупса палăртмалли принципсем шутне çаксем кĕреççĕ: ĕçлĕлĕх принципĕ, хăй тĕлĕнлĕх принципĕ, пултарулăх принципĕ тата ФГОСра кăтартнă ĕç результатне курас принцип.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогикăн çĕнĕ системи, информаципе вĕренÿ талккăшĕ, информаци технологийĕн вăйĕ, педагогика технологийĕ
-
Хальхи индрустри аталаннă обществăра Университет кризислăхĕ çивĕч ыйту пулса тăни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Тимофеева Евгения Сергеевна, Ефремов Олег Юрьевич
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра индустри аталанăвĕ хыççăнхи университет вĕренĕвĕн социумпа культура пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Университета хальхи вăхăтра мĕнле ăнланнине, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк производствăпа анлă усă куру тапхăрĕнче мĕнле пысăк иккенне кăтартнă. Чи çивĕч ыйтусене, вĕсене татса памалли çул-йĕре кăтартнă, вăл шутра: вĕренĕвĕн паян кун пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене, вĕренÿ пахалăхне ÿстерессипе аслă шкулсене коммерцизацилессине пăхса тухнă, вĕренÿпе культура тачă тытăм тунине кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- университет, культура, Кризис, вĕренÿ, вĕрентÿ, индустри аталаннă общество, халăх культурин пĕрлĕхĕ, вĕренÿ пахалăхĕ, çын аталанăвĕ, университетлăх талккăшĕ
-
Чӑваш Республикинче университет пӗлӗвне мала хурассипе çыхӑннӑ ыйтусем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Кириллова Валентина Юрьевна, Соколова Лариса Юрьевна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра хальхи вӑхӑт çыннисем университет çинчен мӗн пӗлнине, унӑн вӗренӳ талккӑшӗнчи вырӑнне пӑхса тухнӑ, университетӑн паллӑрах енӗсемпе критерийӗсене илсе панӑ, никӗс университет идейипе паллаштарнӑ. Авторсем хальхи университетӑн вӗренӳ талккӑшӗ пӗлӳ илекенсемшӗн малалла аталанса çынна тухмалли çирӗп никӗс пулса тӑнине кӑтартаççӗ. Унивеирситет халӑх пурнӑçне кӗмелли çул-йӗре уçса парать, общество аталанӑвӗн пурнӑçпа тата культурӑпа çыхӑннӑ задачисене уçӑмлатать, çӗнӗрен çӗнӗ пахалӑх туянать.
- Тӗп сӑмахсем:
- университет, университет паракан пӗлӳ, вӗренӳ талккӑшӗ, çын аталанӑвӗ
-
Профориентаци системине тунӑ чухнехи кластер мелӗ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Субиркина Наталья Юрьевна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Ӗçре «професси суйласа илесси», «профессие суйласа илес ирӗклӗх» ӑнлавсене субъектпа обьъект çыхӑнӑвӗсен картинче тишкернӗ. Профессие суйласа илессин субъекчӗсем шутне общество институчӗсем (шкул, çемье, патшалӑх) кӗреççӗ. Профессие суйласа илес ирӗклӗхре вара тепчевçӗшӗн, тӗп вырӑна, пуласлӑхӗшӗн пӗлтерешлӗ пысӑк ыйтӑва татса пама хатӗрленекен çын, ун хӑйне евӗрлӗхӗ тухса тӑрать. Автор шухӑшӗпе, кластер мелӗ профориентацие хутшанакансене килӗшӳ тупса чи лайӑх результатсем патне пыма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профориентаци, профессие суйласа илес ирӗклӗх, кластер мелӗ, ӑслӑлахпа вӗренӳ кластерӗ
-
Вĕренÿпе ăслăлăх çыхăнăвĕн контекстĕнче аслă шкулăн ăслăлăх хевтине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă хăш-пĕр йывăрлăх
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Залунин Владимир Иванович
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ăслăлах, вĕренÿ тата производство хушшинчи килĕшĕве витĕм кÿрекен вăя тата çав институтсен çыхăну тапхăрĕсене пăхса тухнă, ăслăлăхпа вĕренÿ аталанăвĕн уйрăмлăхне тишкернĕ, аслă шкулăн ăслăлăх хевтипе усă курассипе çыхăннă йывăрлăха тата хальхи Раççейĕн аслă шкулĕнче ăслăлăхпа вĕренĕве лайăхлатма пулăшакан факторсене ăнлантарнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлÿ, ăслăлăх, вĕренÿ, аслă пĕлÿ, пĕлÿпе ăслăлăха институциализацилени, ăслăлахăн, вĕренĕвĕн тата практикăн çыхăну формисем, ăслăлăхпа техника прогресĕ, ăслăлăхпа техника революцийĕ, ăслăлăхпа вĕренÿ цивилизацийĕ, аслă шкулăн ăслăлăх хевти, аслă шкулăн ăслăлăх потенциалне пурнăçа кĕртессин йывăрлăхĕпе факторĕсем
-
Мигрантсем урăх культурăллă вĕренÿ лару-тăрăвне хăнăхассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Капанова Айжан Капанкызы, Абишева Клара Мухамедияровна, Айкенова Рыскельды Айкеновна
- Рубрика:
- Вěренěвěн социологийě тата статистики
- Аннотаци:
- Статьяра студентсем урăх культурăллă вĕренÿ лару-тăрăвне епле хăнăхнине тишкернĕ. Ĕç тĕллевĕ – ют çĕр-шыв студенчĕсемпе вырăнти халăх çыннисем тата çĕр-шыв диаспорисем хушшинче сиксе тухакан хирĕç тăрăвăн тĕрлĕ тĕсне тĕпчесси, йышăнакан енĕн лару-тăрăвне хăнăхмалли мелсене тупасси. Тĕпчев вăхăтĕнче анкетированипе тата дискурс-анализ мелĕпе усă курнă. Ĕçленĕ май авторсем культурăсем хутшăннă чухне этнос ĕненĕвĕ мĕнлерех палăрнине тĕпченĕ, йывăрлăхсене тупнă, вĕсене сирсе ямалли мелсене кăтартнă. Пĕтĕмлетÿре мигрантсем вĕренÿ учрежденине тата вырăнти халăха епле ханахнине тĕпчеме салтав пуррине çирĕплетнĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- опыт, этноцентризм, вĕренÿ мигранчĕ, урăх культураллă вĕренÿ лару-тăрăвĕ, çĕнĕ культурăна хăнăхни (аккультурации), ĕçлĕх, ĕçлĕх лару-тăрăвĕ
-
Аслă шкулсен чĕлхеçĕсене хатĕрлемен факультечĕсенче урăх патшалăхсенчен килнĕ студентсене Акăлчанла калаçма профессипе çыхăнтарса вĕрентесси («фармаци» специальность)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Костарева Елена Александровна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Ку статья аслă шкулсен чĕлхеçĕсене хатĕрлемен факультечĕсенче урăх патшалăхсенчен килнĕ студентсене акăлчанла калаçма вĕсен уйрăмлăхĕсене тата вĕренĕвĕн пахалăхне витĕм кÿрекен факторсене шута илсе вĕрентнĕ чухнехи йывăрлăхсене кăтартать. Ĕçре ютран Раççее килнĕ студентсем умне тухса тăракан йывăрлăхсекне тишкернĕ. Йывăрлăхсенчен тухма тесе автор акалчан чĕлхине вĕрентме килĕшÿллĕрх методика суйласа илме, занятисене харăс виçĕ чĕлхепе – вырăс, акăлчан тата араб чĕлхисемпе – усă курса ирттерме сĕнет.
- Тӗп сӑмахсем:
- ютран килнĕ студентсем, вĕренÿ процесĕ, профессипе çыхăннă акăлчан чĕлхи, Раççей аслă шкулĕ
-
Сывлӑх енчен кӑлтӑклӑ ачасен пуплевне шкул умӗнхи аслӑ ӳсӗмре «Пуплев-матикӑра» математикӑн ансат ӑнлавӗсемпе паллаштарнӑ май тӳрлетмелли программа
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Вараксина Лариса Владимировна, Чекунова Наталья Юрьевна, Кустикова Лариса Николаевна, Позолотина Ольга Михайловна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра сывлах енчен кӑлтӑклӑ ачасен пуплевре усӑ куракан активлӑ сӑмах йышне, хутшӑну, грамматика енчен тӗрӗс диалог тата монолог тӑвас пултарулӑхне формӑпа, пысӑкӑшпа, ритмпа, хисеппе, тулли япала пайсенчен тӑнипе, вырӑн тата вӑхӑт талккӑшӗпе паллаштарнӑ май епле аталантармалли программӑн содержанийӗ çинчен кӗскен çырнӑ. Ку программа сывлӑх енчен кӑлтӑклӑ, çав вӑхӑтрах пуплев енчен пӗтӗмӗшле аталану çук ачасен пуплевне тӳрлетес тӗллевпе тухӑçлӑрах ӗçлеме май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплеве тӳрлетесси, математикӑпа çыхӑннӑ ансат тӗшмӗртӳ, тӳрлетӳпе аталантару программи, календарьпе тематика планӗ
-
Профессие тӗпе хурса нимӗçле вӗрентмелли формӑсемпе меслетсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Антонова Людмила Виталиевна, Григорьева Тамара Николаевна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра «Профессире тата карьерӑра кирлӗ нимӗç чӗлхи» курсӑн тӗп тӗллевӗсене, тытӑмне, содержанине тата результачӗсене, методикӑпа методологи никӗсне тишкернӗ. Кунсӑр пуçне авторсем профессие тӗпе хурса вӗрентнӗ чухне хутшӑнӑва тата системӑллӑ ӗç-хӗле пурнӑçа кӗртмелли мелсене (вӗренӳпе тренировка фирминче ӗçленине имитацилесе тунӑ ку е вӑл моделе) тӗплӗн ӑнлантараççӗ. Уйрӑм тимлӗхпе – «Профессире тата карьерӑра кирлӗ нимӗç чӗлхи» курса иртнӗ студентӑн компетенци енӗсене ӑнлантарнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- компетенцилӗхе тӗпе хуни, вӗрентӳ, ӗçлӗ хутшӑну, вӗренӳпе тренировка фирми, имитаци çине таяннӑ модельсене янтӑлани
-
Мнемотехника – аслӑ шкулсен чӗлхеçӗсене хатӗрлемен факультечӗсенче акӑлчан чӗлхин лексикине хӑвӑрт вӗрентмелли мел
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Костарева Елена Александровна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Çак статья авторӗ акӑлчан чӗлхин професси лексикине челхеçӗ мар специалистсене вӗрентессипе çыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене тишкерерт. Вӗренекенсене мнемотехника мелӗ акӑлчан чӗлхин лексика единицисене сахалрах вӑй хурса тата кӗске вӑхӑтра алла илме пулӑшать. Мнемотехникӑн тӗп хатӗрӗсем шутне фонетика ассоциацийӗ, тематика карточкисемпе усӑ курни тата «Юр купи» вӑйӑ кӗме пултараççӗ. Вӗренӳ результачӗсем мнемотехникӑпа анлӑрах усӑ курма сӑлтав пуррине ӗнентереççӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- мнемотехника, ассоциаци, сӑнарсем, професси лексикине вӗренни, асра тыту, интенсификаци
-
Каркӑс фольклорӗнче тӗл пулакан соматизмсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Жанчарбекова Сабира Жамалбековна
- Рубрика:
- Тавлашу
- Аннотаци:
- Кӑркӑс халӑхӗн сӑмахлӑх ӑсталахне нумай тӗпчевçӗ тишкернӗ. Ку ӗçре авалхи халӑх тӗнчене мӗнле курнине, туйнине-ӑнланнине уçса паракан сӑмахсене вӗсем палӑртакан сӑнарсем, ӑнлавсем тата ассоциацисем çине таянса тӗпченӗ. Çын ӳт-пӳ пайӗн ячӗсем – соматизмсем – нумай-нумай çул аталанса паян кунччен юлнӑ лексикӑн чи авалхи сийне кӗреççӗ, авалхи çын хӑйӗн çинчен, ӳт-пӗвӗн ку е вӑл пайӗ çинчен мӗн шухӑшланине кӑтартаççӗ. Соматизмсемпе халапçӑсем халӑх эпосне каласа панӑ чухне йышлӑн усӑ курнӑ. Статьяра «соматизм» ӑнлава тишкернӗ, вӗсемпе кӑркӑс эпосӗн («Манас», «Курманбек» тата «СаринжиБөкөй çинчен калакан халап») геройӗсене епле сӑнланине уçӑмлатакан тӗслӗхсем иле-иле кӑтартнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- соматизмсем, соматизм витӗмӗпе сӑнарлӑх туяннӑ сӑмах ушкӑнӗсем, халӑхӑн сӑмахлӑх ӑсталахӗ, кӑркӑс фольклорӗ
-
Экономика специальноçӗсемпе, направленийӗсемпе тата программисемпе вӗренекен студентсен ӗçӗсене плагиат енчен тӗрӗсленӗ чухнехи йывӑрлӑхсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Хахонова Наталья Николаевна
- Рубрика:
- Тавлашу
- Аннотаци:
- Статьяра – экономика вузӗсенче вӗренекен студентсен текстӑн хӑйне евӗрлӗхне сыхлама тивӗçлӗх пуррине шута илсе çырнӑ ӑслӑлӑх статйисен содержани пахалӑхне хакламалли требованисене тишкернӗ. Ку статьян тӗллевӗ – çакнашкал ыйтӑва хурав тупасси: профессие халь çеç алла илме пуçланӑ, вӗрентӳ планне кӗртнӗ расна курса харӑс вӗренекен студент ку е вӑл темӑпа мӗнле те пулин хӑйне майлӑ тӗпчев ӗçӗ çырма пултараять-ши? Налогообложени, учет, аудит ыйтӑвӗсене халалланӑ статьясене тишкерсе автор нормӑпа право докуменчӗсене чылайӑшне илсе кӗрет тишкермесӗр тӗпчев текстне содержани енчен тивӗçлӗ шая çитерме май çуккине тата вузсем тӗпчев ӗсӗн хӑйне евӗрлӗх процентне палӑртнин уссӑрлӑхне ӗнентерет. Аслӑ пӗлӳ паракан вузсен тӗп тӗллевӗ вӑл, автор шухӑшӗпе, студента хӑйне кӑсӑклантаракан темӑна тупма, тема картинче татса паман ыйтусене палӑртма, ыйтусене татса пама тесе экономика литературинче каланӑ сӗнӳсене ушкӑнлама, çав сӗнӳсем хальхи законодательствӑпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗпчев объечӗн спецификине шута илсе тишкерме вӗрентесси пулса тӑрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- антиплагиат, ӑслӑлӑх статйисем, статьясене хатӗрленин пахалӑхӗ
-
Вӗренӗвӗн тӗп программисене аслӑ шкулӑн ФГОСӗпе килӗшӳллӗ проектланӑ чухне модуль технологийӗпе усӑ курасси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Киселев Александр Александрович
- Рубрика:
- Тавлашу
- Аннотаци:
- Статьяра вӗренӗвӗн тӗп программисемпе вӗрентӳ планӗсене Федерацин аслӑ шкулсемпе çыхӑннӑ патшалӑх стандарчӗпе (ФГОС ВО 3 ++) килӗшӳллӗ хатӗрленӗ чухнехи ку е вӑл йывӑрлӑха кӑтартнӑ. Федерацин 273-мӗш «Раççей Федерацийӗн вӗренӗвӗ» законӗнче вӗренӳ программисене пурнӑçа кӗртнӗ чухне вӗренӗве конструировани тытӑмӗсемпе усӑ курса йӗркелеме ирӗк пуррине каланӑ. Ку ӗçпе ӗçленӗ чухне вӗренӗвӗн тӗп программин содержанийӗпе вӗрентӳ планӗсем модульсен картинче тӑнине асӑрхамалла. Статьяра вӗренӳ программине тунӑ май модульсене суйласа илсе йӗркелемелли пӗр тӗслӗх сӗннӗ. Çакнашкал ӗçлесе тунӑ модульсен расналӑхӗпе студентсен вӗренӳ çул-йӗрне (уйрӑмлӑхне) тӗпе хума меллӗ. Ку вара унчченхи ФГОСсен çитменлӗхӗнчен хӑтӑлма, преподавательсен тӗрлӗ вӗренӳ докуменчӗсене тӑвассипе çыхӑннӑ усӑсӑр ӗçне пӑрахӑçлама, ӗç паракансен требованийӗсене шута илме тата пулас профессионалсене тухӑçлӑ хатӗрлеме май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вӗренӳ программи, вӗренӗвӗн тӗп программи, вӗренӳ модулӗ, модуль технологийӗ, вӗрентӳ тухӑçлӑхӗ
-
Тинӗс вузӗн кӗрет мар формин студенчӗсем акӑлчан чӗлхине хӑйсем тӗллӗн вӗреннине йӗркелесси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Минаева Ирина Дмитриевна
- Рубрика:
- Тавлашу
- Аннотаци:
- Статьяра челхеçӗсене хатӗрлемен вузсен кӗрет мар пӗлӳ илекен студенчӗсем акӑлчан чӗлхине вӗренӳ çӗнелнӗ тапхӑрта кашни хӑй тӗллӗн вӗреннине тишкернӗ. Сӳтсе явма ют чӗлхесене вӗрентнӗ май çӗнӗ технологисене йӑлара юлнисемпе çыхӑнтарнинчен тухса тӑракан ыйтусене сӗннӗ. Çӗнӗ технологисен тӗллевӗ – компетенцисене ФГОСра каланине шута илсе тата ИМОн ПДНВ78/95 конвенцине тивӗçтерсе аталантарнӑ май акӑлчан чӗлхине компетенцилӗх картинче вӗрентнин тухӑçлӑхне ӳстересси.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпӑр тӗллӗн ӗçленине йӗркелесси, çӗнӗ технологисем, професси аслӑ шкулӗн ФГОС тата ПДНВ конвенцийӗн требованийӗсем, пӗтӗмӗшле культурӑпа професси культурисене çыхӑнтарни, инçет мел (дистанци) вӗрентӗвӗ