Тӳлев условийӗсем
Банк картисемпе тӳлев ҫакӑн урлӑ иртет АО «АЛЬФА-БАНК». 
Тӳлеме VISA, MasterCard, «Мир» тӳлев системи картисене йышӑнаҫҫӗ.
Интернет урлӑ тӳлев услуги Visa, MasterCard тата «Мир» тӳлев системисен тӗнчери Правилисем тӑрӑх, тӳлеве конфиденциальноҫпа хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнса туни принципӗпе иртет; ҫакӑшӑн тӗрӗслевӗн, шифрлевӗн тата даннӑйсене хупӑ ҫыхӑну каналӗсемпе янин хальхи меслечӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Банк карти даннӑйсене АО «АЛЬФА-БАНК» хӳтӗленӗ тӳлев страницинче кӗртеҫҫӗ.
Банк карти даннӑйсене кӗртмелли страницӑра карта номерне, карта хуҫин ятне, карта ӗҫлев срокне, виҫӗ хисеплӗ хӑрушсӑрлӑх кодне (VISAшӑн CVV2 е MasterCardшӑн CVC2) кӗртмелле. Кирлӗ мӗнпур даннӑйсем карта ҫинчех ҫырнӑ. Виҫӗ хисеплӗ хӑрушсӑрлӑх кодӗ — карта каялла енӗнчи виҫӗ цифрӑ.
Малалла Сире хӑвӑрӑн банк страницине 3DSecure кода кӗртмелле куҫараҫҫӗ; код Сире СМС-па килет. 3DSecure код килмен пулсан, карта панӑ банка кайса ыйтӑр.
Тӳлеве сирсе яни пулӑмӗсем:
- банк карти интернет урлӑ тӳлемелли мар, ҫакӑ ҫинчен хӑвӑрӑн Банка кайса пӗлме пулать;
- банк картинче тӳлемелли укҫа ҫителӗксӗр. Банк картинчи укҫа пурри ҫинчен тӗплӗнрех карта кӑларнӑ банка кайса пӗлме пулать;
- банк карти даннӑйсене тӗрӗс мар кӗртнӗ;
- банк картин ӗҫлев срокӗ иртнӗ. Карта ӗҫлев срокне ытларах чухне унӑн малти енӗнче кӑтартаҫҫӗ (ку — карта ӗҫлекен уйӑхпа ҫул). Карта ӗҫлев срокӗ ҫинчен тӗплӗнрех карта кӑларнӑ банка кайса пӗлме пулать;
Банк картипе тӳлев ыйтӑвӗсемпе тата сайт ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусемпе ҫак телефонпа калаҫма пултаратӑр: +7 (8352) 655-731.
Эсир панӑ персоналлӑ информаци (ят, адрес, телефон, e-mail, банк карти номерӗ) конфиденциаллӑ тата уҫӑмлатмалли мар. Сирӗн кредит карти даннӑйсене шифрленӗ евӗр кӑна яраҫҫӗ тата пирӗн Web-сервер ҫинче упрамаҫҫӗ.