- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 3 (5)
-
Хальхи раççей социумӗн аслă шкулӗнче вӗренӳ системи улшăннă тапхăрта вузăн социокультура лару-тăрăвне функци енчен хаклани
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Большакова Алина Сергеевна
- Рубрика:
- Вěренӳ политики
- Аннотаци:
- Ку статьяра хальхи вузра социокультура хутлăхě епле йěркеленнипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Тěпчевре автор хальхи пурнăçа, унăн расна енне, функци паллисене, теори енчен, аслă шкул системи улшăннине шута илсе тишкерет. Тишкерӳ çине таянса автор функцисем пěрлешнипе усă курса вěренӳ çěнěлěхěсемпе меллě усă курма май пуррине ěнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- культура, система, вěренӳ хаклăхě, социокультура хутлăхě, инноваци
-
Педагогика вӗренӗвӗн професси компетенцине кăтартакан содержанийӗ çинчен
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Ерохина Людмила Юрьевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статяра Профессин «Педагог» стандарчěн требованийěсене тишкернин тата ФГОСăн «Педагогика вěренěвě» енěпе иртекен вěренěве теори енчен тěпченин пěтěмлетěвне панă. Автор норма тăвакан документсен содержанине кам мěнле ăнлантарнине пăхса тухать тата профессин кирек хăш самантра та пулмалли компетенципе «Пурнăç хăрушсăрлăхě» профилěн компетенцине тума панă сěнӳсене кăтартать.
- Тӗп сӑмахсем:
- ФГОС 3++, профессин ялан пулмалли компетенцийě, профессин айккинчен сěннě компетенци паллисем
-
Математика профилӗпе çыхăнман педагогика вузӗсен студенчӗсене математика дисциплинисене вӗреннӗ чухне тӗпчев ӗçне явăçтарни – вӗренӗве хавхалантаракан мел
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Гейбука Светлана Васильевна, Ковшова Юлия Николаевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьян тěллевě математика профилěпе вěренмен студентсене тěпчев ěçне математикăпа çыхăнтарни математика дисциплинисене вěренме епле хавхалантарнине кăтартасси пулса тăрать. Теорипе практика меслечěсемпе усă курса авторсем студентсене математика дисциплинисене вěренме хавхалантарма май пур текен гипотезăна тěресленě. Математика дисциплинисене вěрентнě май студентсене тěпчев ěçěсем епле панине ăнлантарнă, студентсемпе ирттернě анкетировани результачěсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика вузě, тěпчев ěçě-хěлě, хавхалантарни, математикăна верентни, педагогика вěренěвě
-
Телекоммуникаци университетӗнче ют чӗлхе вӗренме ик енлӗ хастар хутшăну йӗркелекен тренажер тăвас умӗнхи тӗп шухăш
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Ильина Татьяна Сергеевна, Ошкина Анастасия Владимировна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Ку статьяра телекоммуникаци университетěнче ют чěлхе вěренме ик ен хушшинче активлă хутшăну тăвакан тренажер кирлěлěхне ěнентернě. Çакнашкал тренажерăн аудиторире тата аудитори тулашěнче усă кураслăхра хальччен пулман чи лайăх енěсене кăтартнă. Студентсемпе преподавательсем универсал тренажерпа вěренӳре усă курассин ырă пуласлăхне тупса палăртнă. Универсал тренажер пулăшнипе тěрлě дисциплинăн тачă çыхăнăвне йěркелесе пыма май пуррине каланă. Ку ěçе пěлсе туса пырсан дисциплинăсем хушшинчи çыхăну çирěпленет, вěренӳ шайě ӳсет.
- Тӗп сӑмахсем:
- ик енлěх тренажерě, вěренěвěн пахалăхне ӳстерни, инклюзив вěренěвě, универсал инструмент, ик ен активлăхне ӳстерекен технологи
-
Пурнăçпа ăслăлăхăн хальхи университет пӗлӗвне çӗнетекен факторӗсем
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Карелин Владислав Михайлович
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Ку статьяра социокультура объекчě шутланакан хальхи университетăн пěлӳ параслăхě малашлăхра çěнелессине кăтартнă. Çěнелěве пулăшакан тата чăрмантаракан факторсене тишкернě. Çав факторсен тěп ушкăнěсем çаксем: университет пěлěвне ăнлантаракан ăс-хакăл туртăмěсем (тěпрен илсен, идеологи пусăмне иртнě хыççăнхисем); çак туртăмсемпе усă курас уйрăмлăх (законпа палăртнă ирěклěхе кура); ăслăлăх аталанăвěн хальхи туртăмěсем (вěренӳпе ăслăлăх аталанăвěн уйрăмлăхне кура); хальхи обществăн пурнăçě (общество хăвăрт улшăнать, университет пěлěвě вěçěмсěр çěнелсе тăмалла текен шухăшпа пурăнать).
- Тӗп сӑмахсем:
- çěнелӳ, хальхи университет, вěренӳ реформи, законпа ирěк пани, эпистемологи (ăслăлăха тěпчекен дисциплина), вěренӳ политики
-
Цифра ӗмӗрӗн ăс-тăнпа вӗренӳ талккăш экологийӗ
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Петрова Екатерина Викторовна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяна цифра ěмěрěнче ăс-тăнпа вěренěве сывлăх енчен сыхлассине халалланă. Автор шухăшěпе, кирек мěнле çын та тулашран информаци кирлěлěхне туйса пурăнать. Информаци лару-тăрăвě, мěн пур талккăшра, вăл шутра вěренӳре, сарăлса хальхи çын пурнăçěн тěп хутлăхě пулса тăрать. Автор хăйне хăй çакнашкал ыйту парать: цифра вěренӳ технологийěсем тиркевлě шухăшлава, ăс-тăнпа ěçлеме пултараслăха, информаци тěнчинче ăнкару тупса кирлě шухăша суйласа илме вăй çитереслěхе епле витěм кӳреççě? Пěлӳ илме кирлě çěнě майсем парса информациллě обществăн ку е вăл технологийě çитěнекен ăрăвăн ăс-тăнěпе шухăшлавне, час-часах, хирěçле витěм кӳрет. Çав вăхăтрах цифра технологийě çынсен «шухăшлав сăн-сăпатне» туйăм енчен пуян интеллект енне çавăрса лайăхлатма та пултарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаци лару-тăрăвě, тавралăх, цифра ěмěрě, информациллě общество, информаципе коммуникаци технологийě, информаци экологийě, вěренӳ, туйăм енчен пуян интеллект
-
Инклюзив вӗренӗвне ертсе пыракан психолог педагогăн професси компетенцине палăртасси
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Ряписов Николай Александрович, Ряписова Алевтина Геннадьевна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра инклюзив вěренěвне ертсе пыракан психолог педагогăн профессире ялан кирлě компетенцине палăртма тата формулăлама тунă ěçе пěтěмлетнě тата çав компетенцие хакламалли индикаторсене илсе панă. Вěсем магистратурăн тěслěх вěренӳ программине хатěрленě чухне психологипе педагогика вěренěвěн 44.04.02 номерлă «Инклюзив вěренěвěн психологийěпе педагогики» магистр программин содержанине тумалли тěллев пулса тăраççě.
- Тӗп сӑмахсем:
- инклюзив вěренěвě, психолог педагог, профессипе çыхăннă ěçěн задачисем, вěсен тěсěсем, ертсе пыру, професси стандарчě, професси компетенцийě, çитěнӳ кăтартăвě
-
Шадринск педагогика универстечӗн электронпа иформаци хутлăхӗ
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Кириллова Оксана Александровна, Евдокимова Вера Евгеньевна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Ку статьяра информаципе коммуникаци технологийěсемпе усă куракан хальхи вěренěве пăхса тухнă. Шадрнинск педагогика университечěн электрнпа информаци хутлăхне тишкернě тата ăна тěнчепе паллă Moodle платформăпа танлаштарса тишкернě. Вуз ЭИОСпа ěçленě май мěнле-мěнле йывăрлăхпа тěл пулнине тата ЭИОСăн лайăх енěсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаципе коммуникаци технологийěсем, электрон вěренӳ хутлăхě, авторлав, Интернет талккăшě
-
Урок тулашӗнче ОБЖ предмечӗпе ирттерекен ӗç – 7-мӗш класс ачисен çынлăх тума кирлӗ кулленхи вӗренӳ ӗç-хӗлне йӗркелемелли мел
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Куликовская Мария Александровна, Поспелов Иван Геннадьевич
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Сěннě статьяра 7-мěш класс ачисене çынлăх тума кирлě кулленхи вěренӳ ěç-хěлне ОБЖ предмечěпе урок тулашěнче ирттерекен ěç çине таянса епле йěркелеме май пуррине ăнлантарса панă. Занятисенче ěçěн çакнашкал формисемпе усă курни тухăçлă тенě: вăйă, тěпчев, творчество, конкурс, творчествăна аталантаракан ěç. Вěсем ачасене пурнан пурнăç лару-тăрăвне хăвăрт хăнăхма май панине палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- кулленхи вěренӳ ěçě-хěлě, çынлăх тума кирлě кулленхи вěренӳ ěçě-хěлě, урок тулашěнче тăвакан ěç, тухăçлă ěç тěсěсем, вěренěвěн çынлăх йěркелев результачě
-
Беларусь вузӗсен экономика специальноçӗсене абитуринтсем илнӗ чухнехи йывăрлăхӗсем
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Лизакова Роза Алексеевна
- Рубрика:
- Тавлашу
- Аннотаци:
- Статьяра Беларусь вузěсен экономика факультечěсене кěрекен абитуриентсен йышě чакнин салтавěсене пăхса тухнă. Пěр-пěр вузăн конкуренцире çěнтерме юрăхлă пахалăхне вăйлатас тěллевпе уйрăм специалист компетенцине маркетинг картинче позицировани стратегийěпе усă курса кăтартма ку е вăл сěнӳ панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- вуз, Беларусь, экономика специальноçě, позицировани, професси компетенцийěн Интернет-маркетингě
-
Вӗренӳ кăларăмӗсен управлени теорине аталантарассине ăнлантарнă чухнехи çитменлӗхсем (И.В. Пронинăн «Уçă управлени теорийě» вěренӳ кěнекине тěпе хурса тунă тиркевлě тишкерӳ)
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Киселев Александр Александрович
- Рубрика:
- Тишкерěвě, хаклавě
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах вěренӳ кěнекисенче управлени теорине епле ăнлантарни çинчен пырать. Автор хальхи вěренӳ кěнекисене ячěшěн кăна хатěрленине, содержани çинчен тимлě шухăшласа çитерейменнине палăртать. Тишкерěве, тěпрен илсен, И.В. Понкинăн «Уçă управлени теорийě» вěренӳ кěнеки тăрăх тунă. Автор пěтěмлетěвě тăрăх, паян кун, управлени теорийěн ăслăлăх никěсне тěпе хурса тата вуз пěтерекенсен управлени компетенцине Федерацин патшалăх вěренӳ стандарчěпе килěшӳллě йěркелеме юрăхлă шая çитерсе çěнě йышши вěренӳ кěнекисем хатěрлемелле.
- Тӗп сӑмахсем:
- управлени, уçă управлени, уçă управленийěн концепцийě, патшалăх тата муниципалитет управленийě, управлени принципěсем, уçă управление нормăпа право енчен йěркелени (тивěçтерни), веренӳ кěнеки