- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2
-
Çар чаҫӗсем тата ытти подразделенийӗсем палӑртса хунӑ задачӑсене пурнӑҫлама хатӗр тăни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Богомолова Елена Владимировна, Киселев Сергей Викторович, Федюшкин Алексей Васильевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тӗпчев тӗллевӗ – «ҫар чаҫӗсемпе подразделенийӗсенчи служащисем палӑртса хунӑ задачӑсене пурнӑҫлама хатӗрри» ӑнлава, унӑн кирлĕлĕхĕн тытăмне, критерийӗсемпе кӑтартӑвӗсем хатӗррине палӑртасси. Раҫҫей Федерацийӗн хӑрушсӑрлӑх енӗпе тӗп документсене, психологипе педагогика, наукӑпа ҫар литературин, кирлĕ документсене, професси хатӗррине, ҫапӑҫӑва хатӗррине, ҫар чаҫӗсемпе подразделенисене кӗске вӑхӑтра палӑртас тӗллевсене пурнӑҫлама хатӗррине тишкерсе тĕрĕс кăтартмалла. Çар чаҫӗсемпе подразделенийӗсене хатӗрлемелли практикӑпа сӑнав результачӗсем, преподавательсемпе тата офицерсемпе калаҫнӑ чухне «ҫар службин подразделенийӗсемпе ҫар чаҫӗсем палӑртса хунӑ задачӑсене пурнӑҫлама хатӗрри» текен ӑнланав çирĕп пулмалла. Çав ӑнланусенче вӗсен характеристикине, каласа панин пĕрлештернĕ (интрегациллĕ) пахалӑхне тата служба задачисене пурнӑҫлама май пуррине те палӑртнă. Вĕсенче вырăнти тĕрлĕ лару-тăрура, тӗрлӗ условисенче тата кирек мӗнле тӑшмана хирӗҫ те çирĕппĕн туса пымалли хаклавсем когниитивлӑ майпа пӗрлешсе тӑраҫҫӗ. Унтах хушнисене хăвăрттăн туса ирттермелли, пурнăçламалли компонентсен кăтартăвĕсем пур. Компонентсен содержанийӗ хатӗррине, критерисене хак памалли кӑтартусем уҫӑмлӑ пулнине палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- Сывлăшпа çар десант чаҫӗсемпе подразделенийӗсен çар çыннисем, палӑртса хунӑ задачӑсем, хатӗр тӑрасси
-
Студентсем суйласа илнĕ вулав стратегийӗпе вулав продуктивлӑхӗн çыхăнăвĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Мусема Аман, Джеремью Лему
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тӗпчев тӗллевӗ – Эфиопи университечӗсенче тăван мар чĕлхене лайăх пĕлекен тата япăх пĕлекен студентсен ют чӗлхепе çырнă ĕçсене вуланă чухнехи вулав стратегийĕпе вулав продуктивлӑхĕ хушшинчи çыхăнăвне тĕпчесе пĕлесси. Ҫак тӗллевпе стратификациленӗ суйлав мелĕпе усӑ курса утмӑл студента (30 чи лайăх вĕренекен тата 30 кая юлса пыракан) суйласа илнӗ. Студентсем пĕтĕмĕшле, проблемăллă тата пулăшуллă вулав стратегийӗсемпе усӑ курни палӑрнӑ. Пĕтĕмĕшле стратеги, сӑмахран, çакăн пек йĕркеленет: «Эпӗ текста пӗтӗмӗшле пӑхса тухатӑп, вӑл мӗн ҫинчен пулнине вуличчен малтан ӑнланас тетӗп». Проблемӑллӑ стратеги: «Эпӗ вуласа тухнине лайӑхрах астуса юлас тесе информацие ăсра ӳкеретĕп». Пулӑшуллă стратеги вуланӑ чухне пулӑшу хатӗрӗпе, сӑмахран, словарьпе, усӑ курнине пӗлтерет. Ҫакӑнпа пӗрлех вуланине мĕнле ӑнланнине уçăмлатакан тест ирттернĕ. Пухнӑ даннӑйсене сăнласа кӑтартакан статистика пулӑшнипе, t-критерипе ирĕклĕ суйласа илсе тата Пирсон корреляцийӗ пулӑшнипе статистика анализĕ тунă. Тӗпчев результачӗсем виҫӗ тӗп стратегипе (пĕтĕмĕшле, проблемăллă тата пулăшуллă вулав) усă курни тата студентсен вулавӗн тухӑҫлӑхӗ пӗр-пӗринпе ҫыхӑннине кӑтартса панă. Студент вулавӑн тӗрлӗ стратегийӗсемпе мӗн чухлӗ ытларах усӑ курать, вуланине çавӑн чухлӗ лайăхрах ăнланать. Пухнă даннӑйсене тӗпе хурса вуламалли тӗрлӗ стратеги пурри ҫинчен вӗренекенсен тĕплĕнрех каласа памалла, вӗсемпе час-часах усӑ курма сĕнмелле. Начар вӗренекен студентсене нумайрах вуламалли стратегипе, уйрӑмах, пĕтĕмĕшле стратегипе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вулав стратегийĕ, пĕтĕмĕшле вулав стратегийĕ, проблемӑллӑ вулав стратегийĕ, пулăшуллă вулав стратегийĕ, вулав продуктивлӑхĕ
-
Аслă шкул лекцийĕ: ют çĕршыв студенчĕсене химине вĕрентнин опычĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Штоббе Ирина Андреевна, Азарова Ольга Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра медицина университечӗн ют ҫӗршыв студенчӗсене химине епле вӗрентессине пăхса тухнă. Ют ҫӗршыври студентсене вӗренӳ материалӗсене химипе ӑнланма ҫӑмӑллатас тĕллевпе лекцисен дидактика пĕлтерĕшне ÿстернĕ. Кашни ҫулах Раҫҫейри аслӑ шкулсем аякри граждансене 170 тĕрлĕ ҫӗршывран ытла вӗрентме йышӑнаҫҫӗ. Вĕсен шучӗ ҫуллен çул ӳссе пыни наци курсĕн вӗренӳ тата наука пӗрлӗхне вăл тăван мар патшалӑхсене те витĕм кÿрет. Тӗпчевӗн актуаллӑхне илес пулсан, Раççей Федерацийĕн аслӑ шкулӗсем ют ҫӗршыв студенчӗсене вӗрентмелли программӑсенче вӗренӳпе методика материалӗсем туса хатӗрлес ӗҫре кирлӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫак асăннă тӗпчев тӗллевӗ лекци материалне тата ăна ӑнланассине ҫӑмӑллатасси пулса тăрать. Палăртнă тăрăх, медицина аслă шкулĕнче ют ҫӗршыв студенчӗсен химине вӗрентес ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси акӑлчанла ирттерекен лекцисене вӗрентес ӗҫре епле усӑ курнинчен те килет. Асӑннӑ ӗҫре вӗренекенсене анкетӑламалли меслетпе усӑ курса, ют ҫӗршыв студенчӗсем химипе акӑлчанла лекцисене вӗрентес тӗлӗшпе педагогика тӗпчевӗ ирттернӗ. Тӗпчеве Алтай патшалӑх медицина университечӗн 80 ют ҫӗршыв студенчӗ, инҫет чикĕ леш енчи ҫӗршыв гражданӗсем, хутшӑннӑ. Ҫак статьяра сĕннĕ лекцисен курсӗ вӗренӳ материалӗн ют ҫӗршыв студенчӗсен (97,5 проценчӗ) усӑ курмалли пысӑк калӑпӑшлӑ йывӑрлӑхсене çĕнтернине, хӑй тӗллӗн ӗҫленин тухӑҫлӑхне (92,5%) ӳстернине, чӗлхепе вӗрентнӗ чухне чӗлхе барьерне ҫӗнтерме пулӑшнине (67,5%), ҫавна май химире ют ҫӗршыв студенчӗсем наукӑпа (95%) пӗтӗмӗшле интересленсе кайнине, вӗренӳ материалне ӑнланнине тата вӗренӳ ҫитӗнӗвӗсене ӳстерме (96.2% химипе ӑнӑҫлӑ экзамен панӑ) 96.2% май панине палӑртать. Ятарлă ушкăнри ку хисеп 60 процентпа танлашать. Эпир вара ҫапларах пĕтĕмлетÿ турăмӑр: хими енĕпе туса хатӗрленӗ акӑлчанла калаҫакансен курсĕпе усӑ курни студентсен лекци материалĕн ӑнланӑвне ҫӑмӑллатма тата ют ҫӗршыв вӗренекенӗсен хими вӗренӗвӗн пахалӑхне ӳстерме май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- ют çĕршыв студенчĕсем, химине вĕрентни, лекци курсĕ, акăлчан чĕлхи, педагогика тĕпчевĕ
-
«Пĕтĕмĕшле (академилле) тата професси лару-тăрăвĕнче çыхăнусен çулйĕрне çырса йĕркелени» курса хатĕрлени
Краткое сообщениеВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Кочкарева Ирина Витальевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Чĕлхесене ятарлă тĕпчемен факультетсенче «Пĕтĕмĕшле (академилле) тата професси ларутăрăвĕнче çыхăнусен çулйĕрне çырса йĕркелесси» курс пур. Ку статьяра магистрантсем валли çак факультативлӑ курса туса хатӗрлессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Ăна гуманитари тата ҫутҫанталӑк ӑслӑхӗн специальноҫĕсемпе иккӗмӗш ҫул вĕренекен магистрантсем валли палăртнă. Темӑн актуаллӑхӗ паллă. Пӗтӗм тӗнчери кӑларӑмсенче Раҫҫей ученӑйӗсем пичетленесси ÿссех пырать. Çавна май университетсен вӗренӳ программисене шăпах ют чӗлхепе (акӑлчанла) коммуникацин никӗсӗсене вӗрентекен курса ҫине тӑрсах кӗртме кирли куçкĕрет. Статьяра автор ку курсăн тытӑмне ҫырса кӑтартать, вӗрентӳ процесӗнче усӑ куракан материалсен ҫӑлкуҫĕсене палăртать, кунашкал факультатива хăй иртсе пынин опычӗпе паллаштарать. Пичете хатӗрленӗ чухне ҫакӑн пек меслетсемпе усӑ курнӑ: 1) Пермь патшалӑх наципе тӗпчев университечӗн мӗнпур факультечӗн преподаватель-тӗпчевҫӗсен кăтартăвĕсем. Ĕçленĕ хушăра вӗсем ку енĕпе хӑйсен профессийĕнче мӗнле жанрсемпе усӑ курни. 2) ӗҫлӗ çырăва çÿретнине тишкернĕ литературӑна тата çавăн пекех ӑслӑх статйисене акӑлчанла епле ҫырассине пăхса тухни. 3) акӑлчанла хутшăну культурин уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарасси тата çав енӗпе тĕл пулакан сĕнÿсене тупса палӑртасси тата ăна йĕркелени. Ҫакăнта палăртнисене тишкернĕ хыҫҫӑн пĕтĕмĕшле (академилле) тата професси ларутăрăвĕнче çыхăнусен çулйĕрне çырса кăтартмаллин жанрĕсене суйласа илнӗ. Çав çыхăнусем вара халĕ сĕнекен курс тытӑмне йӗркелемелли никӗс пулса тӑнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- хутшăну культури, ĕçлĕ çырăва çÿретни, ăслăх статьи, çыхăнăвăн çулйĕрне çырса йĕркелени, пĕтĕмĕшле (академилле) ларутăру
-
Литературăра сарăлнă «пĕрешкел тема» тата «куçса çӳрекен сюжет»: наци литературин йышăнăвĕсем тата хăй евĕрлĕхĕ çинчен
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Исаев Юрий Николаевич, Мышкина Альбина Федоровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- XX ĕмĕрĕн ăслăлăхпа техника аталанăвĕ (кĕнеке пичетлевĕ, радиопа инçе курав, киноматограф т. ыт. те) обществăшăн пĕлтерĕшлĕ ăслăлăх тата урăх йышши çăл куçран тухнă информацие кăна мар, сăнарлăхпа илемлĕх тăвакан шухăша та пĕр çĕртен тепĕр çĕре хăвăрт çитерме май туса пачĕ. Ку статьян тĕллевĕ – литература пултарулăхĕнче илемлĕхе йышăнма май туса паракан тĕп факторсене тата пĕр-пĕринпе тачă çыхăнман литературăсенче пĕрешекел пулăмсем (пĕр пек сюжет, тема, проблема) килсе тухнин сăлтавĕсене тупса палăртасси. Хальхи культурăра илемлĕ хайлавăн хăй евĕрлĕхĕпе çыхăннă ыйту пĕлтерĕшлĕхне паян кун ӳстерсех пырать, мĕншĕн тесен вăл наци философийĕпе илемлĕхĕн хăйне евĕрлĕх кăтартуçи пулса тăрать. Наци литератури вăл – каласа пару чĕлхи кăна мар, унăн ку е вăл халăхшăн кăтартуллă проблемăсем, характерсем, хирĕç тăрусем тата вĕсене татса памалли мелсем. Паллах, тĕнче литературинчен, тĕнче культуринчен тухса тăракан илемлĕх мелĕсем те пĕлтерĕшлĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕрешкел тема, куçса çӳрекен сюжет, христиан этеплĕхĕ (христиан этики), йышăнусем, литературăн хăй евĕрлĕхĕ
-
Бакалаврсене спорта суйласа хатӗрлемелли тĕслĕхе тĕрĕслесе пăхни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Николаев Геннадий Михайлович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Хальхи вăхăтра çитӗнекен ӑрӑва спорт занятийӗсемпе интереслентерме тата малашне хавхалантарма спортри çул=йĕре суйласа илни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Малашлăхра çитĕнÿсем тума пултаракан спортсменсене хăйсене кӑсӑклантарасси, суйласа илнисемпе ҫитӗнӳсем тӑвасси, тӗнчери спортсменсен йышĕнче вĕсен конкурентлӑхне ӳстересси, нумай ҫул хушши тренировка ӗҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗсенче тата тӗрлӗ енлĕ дисциплина тӗлӗшӗнчен спортра пурнӑҫлама пултаракан пысӑк класлӑ специалистсене пулӑшасси те ялан кирлĕ. Анчах та спортӑн тӗрлӗ енĕсене палӑртнӑ чух тавлашусем пулни те спорт суйлавӗн пӗрлехи методикине йӗркелес ӗҫе кӑткӑслатать. Ку вара спорт суйлавӗн методикине тухӑҫлӑ пурнăçлама пултаракан специалистсене хатӗрлес ӗҫ питĕ кирлине тепĕр хут ҫирӗплетет. Спорт суйлавне пурнӑҫлас тата физкультура енӗпе пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем хăйсем спорт суйлавӗн методикине туллин те тухӑҫлӑ пурнăçлама хатӗррине, чармавлă ыйтусене ҫӗнтерсе мĕнле ĕçлес тӗллевпе эпир ятарлă тӗпчев туса ирттертӗмӗр. Ку тӗпчев тӗллевӗ пулас бакалаврсене «Физкультура» моделĕн методикине пурнӑҫлама хатӗрленĕ чух педагогика условийӗсене сителĕклĕ туса хатӗрлесси тата пурнӑҫа кӗртесси. Материалсемпе меслетсене илес пулсан, тӗпчеве Мари патшалӑх университечӗн базинче 2017 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен, физкультурӑпа спорт тата туризм факультечӗн 300 студенчӗ хутшӑннипе ирттернӗ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче теори тишкерĕвӗн, педагогика эксперименчӗн, тӗрӗслев тесчӗсен, анкета мелĕпе, проксиметри меслечӗн тĕсĕсемпе усӑ курнӑ. Пĕтĕмлетÿ. Туса хатӗрленӗ педагогика условийӗсене пурнӑҫлани питĕ кирлĕ. Вĕсем еплерех сăлтавланнине, когнитивлă шухăшлава, ӗҫлӗ тата рефлекслӑ хатӗрлеве «Физкультура» текен спорт енĕн методикине ятарласа пурнӑҫланă чух тата еплерех ӳстерме май пуррине тепĕр хут ҫирӗплетсе пачĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- спорта суйласа илни, спорта суйласа илнин меслечĕсене пурнăçлама хатĕрленни, бакалаврсене хатĕрлени, бакалаврсене хатĕрлемелли мелсем, вĕрентÿ никĕсĕсем
-
Аслă класс ачисем вĕренӳре репетиторсем епле вырăн йышăнни пирки мĕн шухăшланине тишкерни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Лузгина Елена Николаевна, Иванова Милена Евгеньевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ ачасене хальхи пурнăçăн йывăр ыйтăвĕсене татса пама май паракан паха пĕлӳ парассинчен тухса тăрать. Çавна май, вĕренӳ системинче, репетиторсемпе усă курас йăла аталансах пырать. Ку ĕçĕн тухăçлăхне лайăх пĕлес тесен, паллах, репетиторсем çинчен, вĕсем вĕренӳре мĕн чухлĕ пулăшни çинчен ачасем мĕн шухăшланине тĕпчеме тивет. Пирĕн тĕпчев ĕçĕн пĕлтерĕшлĕхĕ аслă каласс ачисем репетиторсен вĕренӳре мĕнле вырăн йышăннине епле хакланине пĕлни пулса тăрать. Аслă класс ачисем репетиторсен пулăшăвĕпе анлă усă куракан йыша кĕреççĕ. Çăвăнпа та вĕсен шухăшĕ репетиторсемпе малашне усă курас пирки ку е вăл йышăну тума витĕмлĕ никĕс пулса тăма пултарать. Ку ĕçре анкета меслечĕпе усă курнă. Анкетăна кĕртнĕ ыйтусене репетиторсем вĕренӳре мĕнле вырăн йышăнни пирки мĕн шухăшланине пĕлес тата кашни ача репетитор пулăшăвĕпе епле усă курнă опытпа паллашас тĕллевпе хатĕрленĕ. Пухнă материала тишкерсен акă мĕн паллă пулчĕ: аслă класс ачисем репетиторсене лайăх хак параççĕ, вĕренӳре питĕ кирлĕ пулăшу параççĕ тесе шухăшлаççĕ. Тĕпчеве хутшăннисен пысăк пайĕ репетиторсемпе усă курса вĕренӳре лайăх результатсем (вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пыни, илнĕ пĕлӳ çирĕп иккенне туйса тăни) кăтартнине палăртаççĕ. Кунпа пĕрлех тĕпчев репетиторсемпе усă курнин хăш-пĕр çитменлĕхне те кăтартрĕ: вĕренӳ хаклă пулни, репетиторпа шкул ачин пĕлĕвĕсем расна шайра тăни тата, хăш чух, вĕреннин пайти çукки. Репетиторпа усă курни вĕренекенĕн пĕлĕвне ӳстерме тата аслă класс ачисене хавхалантаракан хатĕр пулса тăма пултарать, анчах унăн çитменлĕхĕсемпе чăрмавĕсене те шута илмелле. Тĕпчев результачĕсем вĕренӳре репетитор пулăшăвĕпе усă курас пирки тивĕçлĕ йышăну тума шкул администрацийĕсене, ача ашшĕ-амăшне тата асла класс ачисене усăллă пулма пултарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- шкул, репетиторсем, аслă класс ачисем, вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренӳре ĕлкĕрсе пыни, вĕренӳ хавхи
-
Музей пуянлăхĕпе аслă шкулăн хĕр студенчĕсене ача амăшĕ пулма хатĕрленме усă курни (Чӑваш Республикине тӗслӗхе илсе)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Иларионова Инна Валерьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра музейсен пуянлăхĕпе аслă шкулăн хĕр студенчĕсене ача амăшĕ пулма хатĕрленме усă курни çинчен сăмах пырать. Ĕçĕн тĕллевĕ – асăннă ыйтăва татса парасси. Тĕпчев материалĕ Шупашкарăн Наци музейĕ ирттерекен расна мероприятийĕ – уйрăмах тьютор мастерскойĕ пулса тăнă. Психологипе педагогика литературине теори енчен тĕпчеме май паракан мелсемпе усă курса тата пур опыта системăласа пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш наци музейĕн аслă шкулта вĕренекен çамрăк хĕр студентсене ача амăшĕ пулма хатĕрленме усă курмалли педагогика потенциалне, вăйне тупнă. Тĕпчевре музейĕн асăннă ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, ку ĕç хĕр студентсен тыткаларăшне улăштарас енчен тĕп вырăнта тăнине кăтартнă. Музея культура нормисемпе опыта общество ку е вăл тапхăрта кăларса тăратнă ыйтусене тивĕçтерсе йăхран йăха парса пыракан вĕренӳпе ăс пару центрĕ пек пăхса тухнă. Статьяра тьютор йĕркипе ĕçлекен «Аннелĕх» мастерскойăн опытне музей ĕçĕнче епле сарнине çырса кăтартнă. Пĕтĕмлетӳре студентсене тьютор мастерскойĕ аннелĕхе хисеплес тĕллевпе ирттерекен ĕçе явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- аннелĕх, анне пек тыткаларăш, анне ĕçне тума хатĕр пулни, пĕлӳ сарни, тьютор мастерскойĕ, аслă шкулăн студенчĕсем
-
РСФСРăн вырăс мар халăх ачисене шкул умĕн ăс панин аталану тапхăрĕсем (1917 çултан 1930 çулсен пĕрре виççĕмĕш пайĕччен)
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Боденова Ольга Викторовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра РСФСРта вырăс мар халăх ачисене шкул умĕн епле ăс панине тĕпчесе пĕтĕмлетӳ тунă. Тĕпчев тĕллевĕ РСФСРта вырăс мар халăх ачисен шкулчченхи ăс парăвне епле йĕркеленине тĕпчесси пулнă. Тишкерӳ, танлаштару, архив тата пичет çăл куçĕсене, нормăпа право докуменчĕсене пĕтĕмлетни пирĕн тĕпчев ĕçĕн меслечĕсем пулчĕç. Тĕпчев результачĕ тесе РСФСРта вырăс мар халăх ачисене шкулччен ăс парас ĕç аталанăвĕн тапхăрĕсене палăртнине хакламалла. Тĕпчев валли илнĕ хронологи чиккисенче вырăс мар халăх ачисене шкул умĕн ăс пани çак тапхăрсенчен тăнине тупса палăртнă: ăнкару (чухлав) (1917–1923 çулсем), йĕркеленӳ (1923–1927 çулсем), çирĕп аталану (1928 çултан 1930 çулсен пĕрре виççĕмĕш пайĕччен). Кашни тапхăрта вырăс мар халăхсен шкулчченхи ăс парăвĕ мĕнле-мĕнле çул-йĕрпе аталанса пынине кăтартнă: вырăс мар халăхсен ачасене шкул умĕнхи ăс парăва ертсе пыракан органсене йĕркелени, агитаципе пропаганда, шкулчченхи ăс пару учрежденийĕсен системине туни, ăс парăвăн тĕллевĕпе содержанине палăртни, шкул умĕнхи ăс пару учрежденийĕсем валли професси кадрĕсем хатĕрлени. Автор вырăс мар халăх ачисене шкулччен ăс пани епле вăй илсе аталанса пыни çинчен çĕнĕ материал çырса панă. Тĕпчев результачĕсем халăхăн шкул умĕн ирттерекен ăс парăвĕ совет тапхăрĕнче епле вăй илсе аталанса пыни çинчен пухнă теори пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Вĕсем воспитательсене професси енĕпе ятарлă тата хушма пĕлӳ парса хатĕрленин историне анлăрах курма май параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- халăхăн шкул умĕнхи ăс парăвĕ, вырăс мар халăхсен ачисем, шкул умĕнхи ăс пару аталанăвне тапхăрлани, ăс пару содержанийĕ, ăс пару тĕллевĕ, ăс парăва идеологилени
-
Кризисла лару-тăрăвăн сăн-сăпатне Белоруççи студенчĕсен куçĕпе хаклани
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Новак Наталья Геннадьевна, Захарова Анна Николаевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Умĕн калани. Кризисла лару-тăру анлӑ ӑнлав вӑл пурнӑҫри йывӑрлӑхсен, тĕрлĕ кризис тӑрӑмӗн сӑлтавӗ пулса тӑрать. Çынна ку лару-тӑрура пĕртте çăмăл мар, хăй те, унпа юнашарисем те, ăна чăтса ирттерекенскерсем, шалти тата тулашри лару-тӑру субъекчӗ пулса тăраççĕ. Кризис лару-тӑрӑвӗнче хăйĕн шалти шайлашулӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнине, чылай чухне пулса иртекен ӗҫсене мӗнле хакланине палӑртать. Лару-тӑру контексӗнчи пӗлтерӗшлӗ событисене суйласа илесси, пулса иртекен ӗҫ-пуҫ ҫын куҫӗ умне епле тухса тӑнинчен нумай килет. Ку тӗпчевĕн тӗллевӗ – кризис лару-тӑрӑвӗн сӑнарне тата студентсен палăртнине тӗпе хурса ун хыҫҫӑнхи лару-тӑрӑва тӗпчесси. Материалсемпе меслетсем. Тӗпчеве «Ф. Скорин ячӗллӗ Гомель патшалӑх университечӗ» вӗренӳ учрежденийӗнчи 1–4 курс студенчӗсем хутшӑннӑ. Тӗпчев тишкерĕвне 369 студент (181 яш каччă тата 188 хӗр), 16 ҫултан пуҫласа 24 ҫула ҫитнисем хутшăннă. Ыйтусем çине хуравланисен вӑтам ҫулӗ – 18,6. Психодиагностика инструменчӗ вырăнне «Кризисла лару-тӑрӑвӗн тĕп паллисем» оригиналлӑ меслетпе (Н.Г. Новак) усӑ курнӑ. Тӗпчевĕн кăтартăвӗсем тата вĕсене сӳтсе явни. Респондентсен шухăшĕвĕсене тишкернӗ май, кризис пулăмĕн сӑнарне, кризис лару-тăрăвĕн сӑнарне, ҫавӑн пекех ăна тӳссе ирттермелли пулӑмсем ҫинчен калакан тĕп-çул йĕре палӑртнӑ. Пĕтĕмлетÿсем: хальхи белорусси студенчӗсем кризис пулăмне пач кӗтмен, веçех ишӗлтерекен, халиччен пулман, кӗтмен, хӑрушла, усӑсӑр, ытлашшипех пулма пултаракан ӗҫ вырӑнне хураҫҫӗ. Вĕсем пĕтĕм вӑя туртса илеҫҫӗ, ҫын шалти туйӑм чакнине, шалти вӑйсӑрлӑха, аптраса ӳкнине, лару-тӑрӑва малтанах тӗрӗслеменнине, хăнăху вăйĕ хавшанине туять. Ун пек чухне мӗн те пулин тумаллине (хӑйне хăй вăл иртсе каймĕ тесе те шутлать), анчах хӑйне мӗнле тыткаламаллине пӗлмест, пулӑшу кирлине пĕлет, хӑех пулӑшу ыйтать, ҫынсене пулӑшма тата пулӑшма хатӗр тăрать. Кризисла лару-тăрăвăн тӗп паллисем: именчӗклĕ, усал, салхуллӑ, ывӑнса ҫитнӗскер, пӑлханса ӳкнӗскер, кӑмӑлсӑрланнӑскер, кӳреннӗскер, пӑлханса кайнӑскер, эмоциллӗ вӑйсӑрскер, тӗрӗсмарлӑх туйӑмӗ, тӗлсӗрлӗх туйӑмӗ, пулса иртекен ӑнланманлӑх, пӑлхану, иккӗленӳ, курайманлӑх, лӑпкӑлăх, чӗмсӗрлĕх, пархатарлӑ, ҫухалса кайнӑскер, ӑслӑ, пассивлӑ. Асăннă ĕçре кризислӑ пулăмсен йывăрлăхĕсене сирсе яракан лайӑх тата япӑх енĕсене палӑртнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- тивĕçтерни, кризис пулăмĕ, кризисла лару-тăру, хумхану, сăмахсен пĕлтерĕшне иккĕлле ăнланни
-
Кĕçĕн класс ачисен пĕлӳ илес хавхи вĕренĕве техника енчен тивĕçтернипе йĕркеленни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Усольцева Виктория Владимировна, Пидцан Наталья Георгиевна, Дорохова Александра Валерьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра кĕçĕн класс ачисен пĕлẙ илес хавхи вĕренĕве расна техника хатĕрĕпе тивĕçтернине пула епле йĕркеленнине тишкерсе панă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи саманара çĕнĕ технологисем хăвăрт аталаннипе çыхăннă. Техника аталанăвĕпе вĕренẙре пĕлсе усă курни ачасен вĕренес кăмăлне аталанма, çавна май вĕсен хавхалану шайне çĕклеме хистет. Тĕпчевĕн тĕллевĕ кĕçĕн класс ачисен пĕлẙ илес хавхи вĕренĕве расна техника хатĕрĕпе тивĕçтернине пула епле йĕркеленнине тишкересси пулса тăрать. Авторсем вĕренẙ хатĕрĕсемпе лайăх тивĕçтернĕ чухне кĕçĕн класс ачисен вĕренес хавхи пысăкрах пулмалла текен гипотеза кăларса тăратнă пулнă. Тĕпчеме 124-мĕшпе 30-мĕш вăтам шкулсен 2-мĕшпе 4-мĕш класĕсенче вĕренекен ачасене суйласа илнĕ. Психологи меслечĕсен тапхăрĕсене, комплексĕсене кăтартнă, техника енчен пĕр пек тивĕçтермен шкулсенче вĕренẙ хавхи епле аталаннине тĕпченин уйрăмлăхĕсене тата результачĕсене çутатса панă. Тĕпчевре вĕренẙ хавхине пĕлмелли тест меслечĕпе, ачасен шкулта вĕренес хавхине тата ун шайне хакламалли меслетсемпе усă курнă. Статьян пĕтмĕшĕнче вĕренẙ хавхи вĕрентẙре усă куракан техника хатĕрсемпе тивĕçтернин шайĕнчен килнине пĕтĕмлетсе каланă. Техника хатĕрĕсемпе туллинрех тивĕçнĕ 2-мĕш класс ачисен вĕренес кăмăлĕ пысăкрах пулни палăрчĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- хавха, вĕренẙ хавхи, кĕçĕн класс ачисем, вĕренẙ техника енчен тивĕçни, вĕренÿ талккăшĕ улшăнни