- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 1
-
Ĕç паракансен ыйтăвне шута илсе «Дизайнер усă куракан ĕçлевлĕх информатики» профилĕн бакалавр професси пĕлӳлĕхĕн содержанине палăртасси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Прокопьева Татьяна Владимировна, Лавина Татьяна Ароновна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра «Бакалавр професси пĕлӳлĕхĕн «Дизайнер усă куракан ĕçлевлĕх информатики» профилĕн содержанийĕ» ăнлава пăхса тухнă. Выпускникăн професси пĕлӳлĕхĕн содержанине туллин палăртма дизайн специалисчĕсенчен (графика дизайнерĕнчен, веб-дизайнертан, UX/UI дизайнертан) ĕç паракансем мĕн кĕтнине тишкернĕ. Ку специальноçсем тавра професси пĕлӳлĕхĕнче расна пахалăх пĕрлешет: çĕнĕ пĕлӳ илеслĕх, ĕçлевлĕх тата хавхалăх. Асăннă вырăнсене ĕç сĕнсе вакансисене сăнлакан сайта тишкернĕ, çавна май конкуренци шайне палăртнă. Ку е вăл должноçра ĕçлеме пыма шухăшлакансен еплерех енĕсем пулмаллине ĕç паракан кăтартнă ыйтусене палăртнă, мĕншĕн тесен вĕсем «Дизайнра усă куракан ĕçлевлĕх информатики» профиле вĕренсе пĕтерекен бакалавртан мĕн ыйтмаллине уçăмлатаççĕ. Дизайнăн асăннă енĕсемпе ваканси пурри çинчен калакан пĕлтерӳсене тишкернĕ. Ку тишкерӳ «графика дизайнерĕ», «веб-дизайнер» тата «UX/UI дизайнер» должноçĕсем вырăнне йышăнас текенсем професси пĕлĕвĕн пĕтĕм енне тивĕçтермешкĕн мĕнлерех çынсем пулмаллине пĕлме пулăшрĕ. Тупнă условисем «Ĕçлевлĕх информатики» енĕн «Дизайнер усă куракан ĕçлевлĕх информатики» профилĕпе вĕренсе пĕтерекенсен професси пĕлӳлĕхĕ мĕнле шайра иккенне виçме юрăхлă инструмент пулма пултараççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- професси пĕлӳлĕхĕ, професси пĕлӳлĕхĕн пайрăмĕсем, «Дизайнер усă куракан ĕçлевлĕх информатики» профиль бакалаврĕ, ĕç паракансем выпускникран мĕн кĕтнине кăтартакан ыйтусем, графика дизайнерĕ, веб-дизайнер» тата «UX/UI дизайнер
-
Раççейпе Китайăн чиккинче вырнаçнă университет библиотекисен вĕренӳ функцийĕ аталанни (Хабаровск крайĕпе Хэйлунцзян провинцийĕсен тĕслĕхĕ тăрăх)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Симоненко Ольга Анатольевна, Кривцова Екатерина Петровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçе Раççейпе Китайăн регион университечĕсенче вырнаçнă ăслăлăх библиотекисен ĕç условийĕсене хаклассине тата вĕсен вĕренӳпе çыхăннă функцине вăйлатма кирлĕ малашлăхне халалланă. Тĕпчев тунă май – иртнĕ опыта тата авторсем икĕ патшалăхăн чикĕре вырнаçнă пысăк университечĕсен библиотекисен ĕçне сăнанине пĕтĕмлетнĕ. Регионсен пысăк пĕлтерĕшлĕ аслă шкулĕсен (Лăпкă океан патшалăх университечĕн, Хабаровск политехника университечĕн) библиотекисене хаклакан кейссене илсе кăтартнă. Нормăпа право докуменчĕсем çине таянса тата патшалăхсен пĕр-пĕринпе хутшăннин уйрăмлăхĕсене шута илсе регионсен аслă шкулĕсен библиотекисем пурнăç факторĕсене кура хăйсен вĕренӳ пултараслăхне анлăлатаççĕ. Кунашкал факторсен шутне цифровизацие тата вĕренӳ талккăшĕнче пулакан улшăнусене кĕртме пулать. Университет библиотекин вĕренӳ ĕçĕ шутне çутта кăлару, информаци тĕрĕслĕхĕ, харпăр çыннăн вĕренĕвĕпе уйрăм çынна вĕрентни тата вĕренӳ процесĕнче пулакансен хутшăнăвĕ кĕрет. Регионсен библиотекисем пĕлӳ управçисем кăна мар, вĕренĕве хастар хутшăнакансем пулса тăраççĕ, çавна май патшалăхсен хутшăнăвне пулăшаççĕ, пурнăçăн хальхи ыйтăвĕсене ансат татса пама çул кăтартаççĕ. Çын ытти çынсемпе хутшăнмасăр пурăнманни çинчен тата урăх çĕр-шывра ĕçтеш тупас кăсăклăх пурри çинчен сăмах пырать. Урăх çĕр-шыв вузĕсемпе библиотекисем пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлени наци шайĕнче çук материала тĕрлĕ халăхăн даннăйсен базине, электрон журналĕсене тата ытти çăл куçне кĕрсе тупма май парать. Ку вара студентсемпе преподавательсен вĕренӳ ирĕклĕхне чылай сарать. Чикĕпе çывăх районсен ăслăлăх библиотекисем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлени вĕренĕве пуянлатнисĕр пуçне регионсене аталанма пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- библиотека, вĕренӳ функцийĕ, регион университечĕ, чикĕ çывăхĕнче пĕрле хутшăнса ĕçлени
-
Çар аслă шкулĕ курсанчĕсен информаци ĕнĕпе пĕлӳ пухăнни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Ламухина Наталья Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра информатика витĕмне пула офицерсен професси компетенцийĕ информатика енчен тивĕçлĕ шайра пулмаллине кура курсантсене паян кунхи çар аслă шкулĕнче вăхăт енчен малта пырса хатĕрлеме тивĕç пуррине ĕнентернĕ. Çар профессийĕпе çыхăннă ĕçе информацилесси малашне тĕп вырăнта тăрассине шута илсе информацилевĕн пуласлăхне уçса панă. Çавна май офицерăн информаци пĕлĕвĕ мĕне тивĕçтерессине каланă. Ку компетенци çын хăйне професси тата харкамлăх енчен аталантарнин, çынна ун малашне çĕннине ăса хывас, малашлăхра професси ĕçне пурнăçлама чи усăллă мелсем ăста шыраса тупас пултарулăхне тата психика тĕлĕшĕнчен хатĕрлĕхне нумай енлĕ характеристика панин результачĕ пулмалла. Ку пултарулăхпа хатĕрлĕх çар профессийĕн информаци технологийĕн пулас стандарчĕсене тивĕçтермелле. Çар профессийĕн информаципе малашне пулмалли содержанине хакласа тухнă. Ку содержани çар профессийĕн информаципе çыхăннă пуласлăхне тĕпе хурать, ăслăлăх тĕпчевĕсене ирттермелли тата информаци пĕлӳлĕхне практикăра тумалли ĕç-пуçа кăтартать. Авторăн офицер информацие алла илни енчен епле пулмалли çинчен калакан концепцине (офицер алла илнĕ информаци технологийĕсен пĕрлĕхне), аксиологи (пулас информацилĕхĕн пахалăхне, Çар вăйĕсен информаци культурин пуласлăхра пулмалли паха енĕсемпе мĕн таран паллашнине офицер ăнланни) тата рефлекс (çар профессийĕнче информаци хатĕрĕсемпе усă курса ĕçленĕ чухне психикăн опытпа пултарулăх çирĕплĕхĕ палăрни) компоненчĕсен тытăмне каласа панă. Курсант информаци енĕпе пĕлӳ илнине пĕр тапхăр тепринпе епле улшăнни тăрăх уçса панă. Пĕр тапхăрĕ мĕнле те пулин ыйтăва маларах татса парассипе çыхăннă пулсан тепри ку е вăл результат патне çитни пулса тăрать: татса памалли ыйту тухса тăнă тапхăр, модельсем (проект) тăвакан тапхăр, татса пару тата хурав (рефлекс) тапхăрĕ. Информаци компетенцине тума май паркан ĕçĕн çырса панă содержанийĕ, формипе меслечĕ курсантсене вĕрентни тулли пулнине тата результат панине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- професси ĕçне малтанах хатĕрлени, информаци пуласлăхĕ, информаци енĕпе пĕлӳ пурри
-
Аслă вĕренӳ заведенийĕнче ют чĕлхе вĕрентнĕ чухне парето принципĕпе усă курни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Поникаровская Валентина Викторовна, Панюшкина Марина Александровна, Мацакова Наталья Владимировна, Попова Марина Григорьевна, Поздняков Владимир Владимирович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçе аслă шкулăн чĕлхепе çыхăнман специальноçĕсене алла илекен студенчĕсене ют чĕлхене верентнĕ май Парето принципне епле тытса пырассине халалланă. 80/20 правилăн тупсăмĕ тăрăх, ют чĕлхене вĕрентнĕ чухне тĕп вырăнта кирек епле предмета вĕрентекен чи паллă ăслăлăх принципĕсем тăраççĕ. Вĕсем яланхи хутшăнура питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăшу параççĕ. Малтанхи тапхăрта усăсăр ытлашшилĕхрен хăтăлмалла, ют чĕлхен ку е вăл лару-тăрура кăна кирлĕ пайĕпе тĕрĕс те хăвăрт усă курма хăнăхтармалла. 80/20 правилăна тĕпе хурса ирттернĕ вĕренӳ талккăшĕнче тимлĕх информацие тӳррĕн ăнланни çине таянать, студентсем хăйсен ĕçне-хĕлне, хусканăвне ют чĕлхепе мĕн каланине тĕпе хурса улăштараççĕ, ют чĕлхепе малашне анлăн та туллин усă курма хатĕрленеççĕ. Вĕренме ăслайланă курсăн усăлăхĕн паллăрах енĕ вăл чĕлхепе усă курнă чухне пурнăçпа çыхăнтарни, «нейтив спикерсемпе» (чĕлхе усравçисемпе) хутшăнса усăллă опыт пухни пулса тăрать. Ку меслетпе илнĕ пĕлӳ паха актива куçать тата ют чĕлхепе хутшăнма кирлĕ кирек епле тĕллев патне çитме пулăшать. Эпир ирттернĕ эксперимент Парто принципне тĕпе хурса вĕрентнĕ студентсем унччен усă курнă традици меслечĕсемпе танлаштарасан ют чĕлхене алла илес енчен кĕске вăхăтрах пысăк çитĕнӳ тума пултарнине ĕнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- 80/20 правило, уйăру (дифференциаци), вĕренĕве пайăрлани (вĕренĕве индивидуализацилени), евĕрлесе модельлени, чĕлхе аспекчĕ, чĕлхепе усă куракан хутлăх
-
Профессипе çыхăннă текстсемпе вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентекен системăра усă курни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Кузнецова Юлия Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья урăх çĕр-шыв гражданĕсене вырăс чĕлхине Раççей вузĕсенче тăван мар чĕлхе шайĕнче вĕрентес ыйтăва тапратать. Тĕпчевре вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентнин тĕллевĕсемпе задачисене кăтартнă, занятисенче чи анлă усă куракан меслетлĕхсене тишкернĕ. Урăх çĕр-шыв гражданĕсене вырăс чĕлхине вĕрентме юлашки вăхăтра текст тăвас меле пысăка хунине палăртса каланă. Вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентнĕ чухне текст пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне кăтартнă. Текст çине таянса вĕрентни текста вĕрентĕвĕн тĕп единици тесе пăхма хистенине, текстпа ĕçлени пуплевĕн пĕтĕм енне (вулава, çырăва, каланине ăнланнине, каланине) вăй панине тата грамматика хăнăхăвĕсене аталантарнине, студентсене вĕренме хавхалантарнине палăртнă. «Текст» ăнлава ытти тĕпчевçĕсем мĕнле пăхнине тишкернĕ, текст вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентнин пĕлтерĕшне палăртнă. Ăслăлăх тата професси ыйтăвĕсемпе çыхăннă текстсемпе епле ĕçленине тишкерни пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен ку йышши текстсем ăнлавсен теори никĕсĕпе, мĕн пур чĕлхе единицин пĕлтерĕшĕсене пĕрлештереççĕ, урăх çĕр-шывран килнĕ студентсен пултарулăхне тата пĕлӳ илӳ хăнăхăвне ӳстереççĕ. Автор професси ыйтăвĕсене халалланă текстпа пысăк коплекслă ĕç тунин тĕслĕхне илсе парать. Студентсем комплекс картинче тунă ĕçсене ушкăнласа парать, вĕсен системине кăтартать. Статья вĕçĕнче автор текстпа ĕçлени вĕренекенсен професси ăсталăхĕпе тата нумай енлĕ пĕлĕвĕпе çыхăннă компетенцине тăвать тесе, хутшăнура професси енчен кирлĕ лексикăпа тата терминологипе ирĕклĕ усă курма çул уçать тесе пĕтĕмлетет.
- Тӗп сӑмахсем:
- текст, тăван мар вырăс чĕлхи, текст тăвас мел, профессипе çыхăннă текст
-
Хальхи аслă шкул студенчĕсен шухăшлавпа ăнлану пултарулăхĕ аталанни çинчен
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Григорьева Светлана Валерьевна, Сивкина Наталья Юрьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Аслă шкул системинче пулакан улшăнусем вĕренӳ процесне студентăн обществăпа патшалăх ыйтакан компетенцисене пурнăçа кĕртес тĕллевпе улăштармаллине пĕлтереççĕ. Ку компетенцисен картинче студентсен шухăшлавĕпе ăнланăвне аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. Асăннă пахалăхсене унчченхи вĕрентӳ тексчĕ çине таянса аталантарнă. Ку вара халь вĕренекен студентсене килĕшсех каймасть, мĕншĕн тесен вĕсем унчченхи студентсенчен сахалрах вулаççĕ. Çавна май пирĕн тĕпчевĕн тĕллевĕ студентсен асра тытăвне, тимлĕхне, пуплевне, логикине тата шухăшлавне аталантарма май паракан тухăçлă хатĕрсене тупса суйласа илесси пулса тăрать. Статья авторĕсем истори дисциплинисен тĕслĕхĕсем çине таянса ĕç тетрачĕ студентсен шухăшлавĕпе ăнлану пултарулăхне аталантармалли шанчăклă хатĕр пулать текен шухăш патне пырса тухнă. Ку тетрадь предметпа илнĕ пĕлӳсене тытăмне кура ăсра майлаштарма тата анлăлатма, асра тытăвăн тĕрлĕ тĕсне хăнăхтарма, пур информацие суйласа илме, критикăллă куçпа тишкерме тата ăнлантарма, студентсем ку е вăл предмета мĕнле вĕренсе пынине преподавательсене тата студентсене хăйсене тĕрĕслесе тăма май парать. Пурнăçламалли ĕçсен тĕрлĕ формачĕ, стандартлă мар заданисем, творчество проекчĕсем – ĕç тетрадьне студентсен шухăшлавпа ăнлану пултарулăхне аталантармалли, çут çанталăк ăслăлăхĕпе гуманитари циклне кĕрекен предметсене вĕрентнин тухăçлăхне ӳстермелли универсаллă хатĕр тăваççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика, аслă пĕлӳ, шухăшлавпа ăнлану пултарулăхĕ, истори вĕрентни, ĕç тетрачĕ, хальхи аслă шкул
-
И.Я. Яковлев аса илӳ эткерĕнче палăракан кил-йышăн чун-чĕм тата кăмăл-сипет тĕрекĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Иванова Лариса Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Чаплă педагог тата çутта кăларакан Иван Яковлевăн (1848-1930) аса илӳ эткерĕ вăл чăваш халăх культуринчИ сайра йышши пуянлăх пулса тăрать. Унта хăйĕн йăхташĕсене çутта кăларас тесе çур ĕмĕр тăрăшнă тата нумай енлĕ аталаннă И.Я. Яковлевăн сăнарĕ хăйне майлă палăрать. И.Я. Яковлевăн нумай çырăвĕнче хăйĕн кил-йышĕ çинчен калакан йĕркесем тĕпчевшĕн уйрăм кăсăклăх çуратаççĕ. И.Я. Яковлевăн çыру эткерне тĕпчени пирĕн çутта кăлараканăн пурнăçĕнче çемье пысăк вырăн йышăннине кăтартать. Иван Яковлевич кил-йышра чи малтан чун-чĕм тата кăмăл-сипет енĕпе ырă хутшăнусем пулччăр тесе яланах тăрăшнă. Ку енчен И.Я. Яковлевăн аслă ывăлĕ Алексей Яковлевич Яковлев (1878-1952) патне çырнă çырăвĕсем кăтартуллă пулса тăраççĕ. Çутта кăларакан тата педагог хăйĕн ывăлĕ патне çырнă çырусене тишкернĕ май çемьере аслисемпе ачисем хушшинче еплерех хутшăнусем пулнине, йыш пурнăçпа ĕçре мĕне пысăка хурса хакланине ăнланса илетĕн. Çав хаклăхсем шутне аслисемпе ачисем пĕр-пĕрне юратнипе хисепленине, ытти çынсемпе ырă кăмăллă та тимлĕ пулнине, çывăх çынсемшĕн яваплăх туйнине, вĕсене асăрхаса тимленине, пысăк кил-йышăн пайĕ пулнăшăн, пĕтĕм çемьепе хутшăнса ирттернĕ хаклă сехетсемшĕн телей туйнине кĕртмелле.
- Тӗп сӑмахсем:
- чун-чĕм тата кăмăл-сипет тĕрекĕ, кил-йыш, çыру эткерĕ, Чĕмпĕр чăваш учитель шкулĕ
-
Кĕçĕн класс ачисен çĕннине пĕлес психика пулăмĕсен ирĕклĕ аталанăвĕн уйрăмлăхĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Еланцева Светлана Александровна, Усламина Виктория Александровна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ кĕçĕн класра вĕренекен ачасен тавралăх çинчен мĕн пĕлнине ăс-тăна хывас тата йĕркелесе тăрас функцине пурнăçлас тĕллеврен килет, мĕншĕн тесен ачасен хальхи социокультурăра пурăнакан çынсене хăнăхмалла. Технологипе вĕренӳре хăвăрт пулса иртекен улшăнусем ачасене вĕренĕве тата çынсене хăнăхнă чухне пысăк вырăн йышăнакан психологи пулăмĕсене (тĕслĕхрен, тимлĕхе, асра тытассине, планлама пултарассине, харпăр хăйне йĕркелесе тăрассине т. ыт.) ирĕклĕ аталантарма хистеççĕ. Ишим хулин 31-мĕш шкулĕ муниципалитет автономиллĕ вĕренӳ учрежденийĕнче пĕлӳ илекен 8–9 çулсенчи ачасене тĕпчев ирттерме суйласа илнĕ. Ирĕклĕхĕн расна аспектне (тĕллев лартнине, планлама пултарассине, тӳрлетӳсем кĕртме пултарассине, ĕçсен вăр-варлăхне, çĕнĕлĕхе хăнăхнине тата рефлекси тунине («Шаблон», «Чупакан хур», «Ансат ĕçсен тесчĕ», «Çаврашкасем» т. ыт. те) хаклама май паракан методикăсемпе усă курнă. Даннăйсене тишкерме φ* критерие (Фишерăн кĕтеслĕ улшăнăвĕ е икĕ выборкăри тĕпчевçе кăсăклантаракан эффект тĕл пулнин тăтăшлăхне танлаштарнин меслечĕ. Вăл ҫак эффекта регистрациленĕ икĕ выборкăри процент шайĕсем хушшинчи уйрăмлăхсен чанлăхне, тĕрĕслĕхне хаклать) суйласа илнĕ. Ачасен пысăк ушкăнĕн шухăшласа тишкерес тата йĕркелес функцийĕ вăй илсе аталаннă тапхăрта пулса иртет, çав вăхăтрах компонентсем пĕрешкел аталанмаççĕ. Тĕллев лартассипе, планлассипе, коррекци тăвассипе, хускану пиçĕлĕхĕпе танлаштарсан прогноз тăвас, хăнăхас тата аса илес пултарулăхсем хăвăрт тата лайăх пахалăхпа аталанаççĕ. Тĕпчев результачĕсем кĕçĕн класс ачисен ирĕклĕх аталанăвне психилогипе педагогика енчен пулăшса пыма сăлтав пуррине ĕнентереççĕ. Ку пулăшу ачасене вĕренĕве тата хутшăнăва ăнăçлăрах хăнăхма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- шухăшлав, пĕлӳ илессипе çыхăннă психика пулăвĕсем, шкула каякансен кĕçĕн ӳсĕмĕ (кĕçен класс ачисем), тĕрлĕ ĕç-хĕл ирĕклĕхĕ, тимлĕх, ас тăвăм, ăс хайлавĕ, планласси, харпăр хăй ĕç-хĕлне йĕркелени, тыткаларăша йĕркелени, çĕнĕлĕхе хăнăхни (адаптаци)
-
Студентсен кăмал-туйăм ăс-хакăлĕпе психика енчен япăх лару-тăрăвĕн çыхăнăвĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Соловьева Ирина Алексеевна, Соловьева Светлана Анатольевна, Евсюкова Наталья Юрьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Аслă шкулта вĕреннĕ тапхăр шухăшлав тата кăмăл-туйăм енчен чылай йывăр пулăмсемпе пĕрле иртет. Вĕсем вĕренӳ кăларса тăратнă ыйтусемпе, хутшăну хăнăхăвĕсемпе тата професси кашни хăй тĕллĕн суйласа илессипе çыхăнса тăраççĕ. Ку факторсем пысăк куляну тата психика енчен сиенлĕ туйăмсем валли ку е вăл лару-тăру (пăшăрхану, фрустраци (палăртнине пурнăçлама çĕнĕлĕх чăрмантарассинчен шикленни), агрессилĕх тата çĕнĕлĕхе кура кăмăла улăштарма пултарайманлăх – регидлăх) тăваççĕ. Асăннă пулăмсем тăтăша кайнă пăшăрхану лару-тăрăвĕнче студентсен вĕренес кăмăлне чакарса тата пĕтĕмĕшле психикине начар витĕм кӳрсе тыткаларăшăн хăнăхăва хирĕç (дезадаптаци) формине куçма пултараççĕ. Статьяра кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕн шай расналăхĕпе психикăн сиенлĕх виçи хушшинче çыхăну пуррине ĕнентернĕ. Кун валли кăмăл-туйăм ăс-хакăлне малтанах тĕпченĕ те ăна шайĕ тăрăх виçĕ ушкăна (çӳллĕ, вăтам тата аял) уйăрнă. Психикăн тĕрлĕ енне шута илнĕ, вăл шутра – лару-тăру витĕмĕпе пулакан пăшăрханăва, çынран хăйĕнчен килекен пăшăрханăва, ĕмĕт пурнăçланаймасран шикленнине, агрессилĕхе тата кăмăла улăштарма пултарайманлăха. Çакă вара студентсен психика пулăмĕсем хушшинче çыхăну пуррине ĕнентерме пулăшрĕ. Тĕпчев панă кăтартусем акă епле пĕтĕмлетӳ тума май параççĕ. Кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕн шайĕ студентсен начар туйăмĕн çине-çинелĕхне улăштарать. Кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕ вăйлă пулни начар туйăмсене пурне те чакарать. Çав вăхăтрах кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕ вăйлă марри начар кăмăла пушшех пăсать. Статья вĕçĕнче авторсем студентсен психикине çирĕплетме тата вĕсене вĕренӳ лару-тăрăвне хăвăртрах хăнăхтарма вĕренӳ содержанине кăмăл-туйăм ăс-хакăлне аталантаракан программăсем кĕртмелле текен пĕтĕмлетӳ тунă.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, агрессилĕх, вĕренӳ талккăшĕ, кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕ (кăмăл-туйăм интеллекчĕ), психикăн сиенлĕ лару-тарăвĕ, пăшăрхану, ĕмĕте пурнăçлама мĕн те пулин çĕнни чăрмантарасран хăрани (фрустраци), çĕнĕлĕхе кура кăмăла улăштарма пултарайманлăх (ригидлăх), çыннăн хăй тыткаларăшне улăштараслăхĕ, психологи хăнăхăвĕ
-
Аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлессине хакланин ăнлану пайĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Александрова Татьяна Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлес пирки мĕн шухăшланине тишкернин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартнă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи вĕренӳ системи шкул ачисенчен пуласлăхра энерги перекетлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне ăнланакан çынсем çитĕнтерес енĕпе сапăрлав ĕçĕ тума сăлтав пур пулин те ку ыйту çине сахал тимлĕх уйăрнипе çыхăннă. Статьяра кĕрет материал çине таянса тунă тĕпчевĕн результачĕсене илсе кăтартнă. Автор хăй хатĕрленĕ меслетлĕхпе усă курса тĕпчев ирттернĕ. Ку меслетлĕх çын энергие перекетлесси çинчен мĕн шухăшланине пĕлтернĕ чухне тĕнчене, тавралăха епле ăнланнине шута илет. Ĕçре 5–10 çулсенчи ачасем энергие перекетлес ĕçе епле сăлтавланине çырса панă. Энергие перекетлемеллине ĕненме хистекен сăлтавсен аталанăвĕ çынсенче тĕрлĕ шайра пулать. Ку шайсене палăртнă, вĕсенчен кашни мĕнпе уйрăлса тăнине çырса ăнлантарнă. Ачасен энерги перекетлевĕн кирлĕлĕхне сăлтавласа ăнланасси вăтам шайра пулнипе уйрăлса тăрать. Энергие перекетлени мĕн тума кирлине ăнланасси ачасен малтан уçăмсăр. Шкулчченхи аслă ӳсĕмрен пуçласа шкулăн кĕçĕн çулĕччен çакна сăлтавласси аталанса пырать. Чи курăмлă сăлтав – энергие перекетлени ачасен канлĕхне, хăтлăхне пырса тивнипе е тивменнипе çыхăннă. Çул-ӳсĕм пысăкланнă май ачасенче «энерги перекетлевĕ» ăнлавăн содержанийĕ улшăнать, çавна май энергие перекетлес тĕллев те яр уççăн палăрма тытăнать. Ӳссе пынă май ачасем харпăр хăй илес пайта çинчен мар, халăха кÿрекен усă çинчен шухăшлама тытăнаççĕ. Энерги перекетлевĕ кирлине ĕнентерекен сăлтавсен аталанăвĕ мĕнле çул-йĕрпе каясси аслисем мĕн каланинчен тата вĕренӳ содержанийĕнчен килет. Экологи ыйтӑвӗсен тематикине уҫса паракан шкулти предметсем тата кӗҫӗн ӳсĕмри шкул ачисен шухӑшлавӗн ҫӗнӗ формисен аталанăвĕ энергие перекетлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм иккенне ӑнланса илме пулăшаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- энергие перекетлесси пирки шухăшлани, энергие перекетлессине чăн пурнăçпа çыхăнтарса сăлтавлани, энергие перекетлеме витĕм кӳрекен сăлтавсем, çут çанталăка упрассине шута илнĕ тыткаларăш, шкул çулне çитмен аслăрах ачасем, кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачисем
-
Вĕренӳ талккăшĕнче психологипе педагогика пулăшăвне памалли хальхи мелсем: пайăрлав, цифрăлав тата хĕрӳлĕхе ирттерекен асăрхану
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Матвеева Алла Ивановна, Ялунина Екатерина Николаевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статья авторĕсем пăшăрхану, хыпăну (стресс) тата професси енчен хал çухату питĕ пысăк вырăн йышăнакан вĕренӳ талккăшĕнче психологипе педагогика пулăшăвне памалли системăна çĕнетессипе çыхăннă паянхи çивĕч ыйтусене тĕпчеççĕ. Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ăслăлăх енчен вырăнлă пулăшу памалли тĕрĕс те вĕренĕве хутшăнакансен харкамлăх уйрăмлăхĕсене тата вĕренĕвĕн тухăçлăхне пысăклатма май паракан хальхи технологисене шута илекен модель тупасси пулса тăрать. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама метапрограмма тишкерĕвĕн меслечĕпе, диагноз тумалли стандарт инструментсемпе (Спилбергер-Ханинăн пăшăрханăва хаклама кирлĕ шкалипе тата Маслач-Джексонăн професси енчен хал çухатăвне тишкермелли ыйту пуххипе) усă курнă тата психологи пулăшăвĕ памалли цифра платформисене пĕрлештернĕ. Тĕпчеве Екатеринбург хулин муниципалитет шкулĕсен вĕренӳпе çыхăннă 500 ытла çынни хутшăннă. Тĕпчевĕн тĕп результачĕсем вĕренекенсен пăшăрхану шайĕ 15 процент чакнине, вĕренӳре ĕлкĕрсе пыраслăхĕ 12 процент (p <0,01) ӳснине кăтартаççĕ. Ку вара кашни ача валли метапрограмма тишкерĕвĕ çинче хатĕрленĕ вĕрнӳ маршручĕсем пысăк тухăçлăх панине çирĕплетет. Кунсăр пуçне, педагогсен хал çухатăвне тишерни супервизипе консултацисем ирттермелли комплекс программăсем хатĕрлеме май пачĕ. Вĕсем вĕренӳ организацийĕсенче çынсен кăмăл-туйăм лару-тăрăвне лайăхлатма тата преподавательсен професси çирĕплĕхне ӳстерме пулăшаççĕ. Статьяра психологипе педагогика пулăшăвĕ пама система кирлине палăртса каланă. Системăна акă мĕн кĕрет: вĕренĕве хутшăнакансен психикăпа кăмăл-туйăмне пĕлмелли тăтăш мониторинг, цифрăллă технологисемпе усă курни, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен хăйсене хăйсем тĕрĕслесе тытса тăрас хăнăнăху. Илнĕ кăтартусем практикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа вĕренӳ учрежденийĕсене хальхи условисенче пулăшу памалли универсаллă модельсем тума юрăхлă. Тĕпчев результачĕсем вĕренĕве хутшăнакансене пурне те вĕренӳ парадигми улшăнса тăракан лару-тăрура психологи çирĕплĕхне вăйлатма тата вĕренĕвĕн пахалăхне ӳстерме çĕнĕ майсем уçса параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- цифра технологийĕсем, вĕренӳ талккăшĕ, пăшăрхану, психикăпа педагогика пулăшăвĕ, хыпăну (стресс), професси енчен хал çухатни, тĕрлĕ программăна пĕрлештернĕ тишкерӳ (метапрограмма тишкерĕвĕ), пайăрлав (индивидуализаци), кăмăл-туйăм тĕреклĕхĕ (çирĕплĕхĕ), вĕренӳ маршручĕсем
-
Педагог-психолог тата педаиатр студентсен пăшăрханăва чăтас çирĕплĕхĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Мордык Анна Владимировна, Удалова Татьяна Юрьевна, Аксютина Зульфия Абдулловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчекен ыйтăвăн пĕлтерĕшлĕхĕ «çын-çын» професси ушкăнне кĕрекен студентсен пăшăрханăва чăтаслăх уйрăмлăхне педагог-психолог студентсемпе педиатр студентсене тĕслĕх вырăнне илсе палăртассипе çыхăннă. Тĕпчев тĕллевĕ пулăшу профессийĕсен студенчĕсен пăшăрханăва чăтаслăхĕн уйрăмлăхĕсене педиатр студентсемпе педагог-психолог студентсене тĕслĕх вырăнне хурса палăртасси пулчĕ. Гипотеза педагог студентсем тата педиатр студентсем хушшинче пăшăрханăва чăтас уйрăмлăх профессие хатĕрлекен йĕркерен, профессие хатĕрлекен ĕç содержанийĕнчен тата «çын –çын» сферăна кĕрекен пулас профессисен пĕтĕмлĕхĕнчен килме пултарать текен шухăшран тухса тăнă. Ку пĕтĕмлĕх асăннă профессисем ачасен сывлăхĕпе çыхăннинчен килет тесе пăхнă. Тĕпчев тума тест меслечĕсемпе усă курнă. Тĕпчевре медицинăпа педагогика университечĕсен 257 студенчĕ хутшăнчĕ. Результатсене тишкерни студентсен пысăк ушкăнĕн пăшăрханăва чăтаслăхĕ, тепрен илсен, вăтам кăтартусен шайĕнче тăрать. Пĕлтерĕшлĕ уйрăмлăхсем вăхăт çитменнинче палăрнă: пулас медиксем вĕренӳ задачисем нумай тиеннипе пăшăрханаççĕ. Çапла вара, тĕпчевçĕсем кăларса тăратнă гипотеза хăйĕн пĕчĕк пайĕпе кăна тӳрре килчĕ. Тĕпчев результачĕсем пулăшу профессийĕн специалисчĕсене пăшăрхануран хăтăлмалли технологисем туса хатĕрлеме усăллă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пăшăрхану (стресс), пăшăрханăва чăтаслăх, педагог-психолог студентсем, педиатр студентсем