- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 1
-
Çыравçăн ама несĕллĕх курăмĕ е литературăн илемлĕх тĕнчи («хĕрарăм прози» ăнлав тавра шухăшлани)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Мышкина Альбина Федоровна
- Рубрика:
- Журналăн ятарлă теми
- Аннотаци:
- Паянхи чăваш литератури, ытти халăхсен сăмахлăхĕ пекех, нумай енлĕн аталанать. Çакна çыравçăсен хайлавĕсенче совет литературирнче пулман пулăмсем аталанни те çирĕплетет. Çавăнпа та тĕпчевĕн паянхи кун пĕлтерĕшлĕхĕ «хĕрарăм прози» текен ăнлав чăваш литературинче йышăнакан вырăнĕпе пĕлтерĕшне палăртма кирлипе çыхăннă. Чăваш литературин илемлĕх тĕнчине чи малтанах халăх тĕнче курăмĕ, чăваш чĕлхин уйрăмлăхĕсем калăплаççĕ. Нумай чух вырăс тата тĕнче литературишĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсем чăваш литературишĕн пачах та ют. Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ – литература хайлавĕн илемлĕх тĕнчи тÿррĕнех авторăн ар уйрăмлăхĕпе çыхăнманнине кăтартса парасси. Тĕпчев материалĕ статьяра чăваш литературин хĕрарăм çыравçисен (Ю. Силэм, У. Элмен, Р. Прокопьева) проза хайлавĕсем пулса тăнă. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: чăваш литературиче «хĕрарăм прози» текен пулăм пур тесе иккĕленÿсĕр калама çук, мĕншĕн тесен унăн паллисем çыравçăсен психологиллĕ, философиллĕ тата лирикăллă стильпе çырнă хайлавĕсен уйрăмлăхĕсем пулса тăраççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- жанр, хĕрарăм прози, хĕрарăм тĕнче курăмĕ, хĕрарăм сăнарĕ, çыравçă стилĕ
-
Аслă шкулăн вĕренӳ талккăшĕнче типологи мелĕпе усă курасси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Лысенко Елена Михайловна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Пирĕн статьян тĕп тĕллевĕ педагогсем, психологсем, социологсем тата акмеологсем аслă шкулăн вĕренÿ талккăшĕнче студентсем çинчен мĕн шухăшланине пĕтĕмлетесси пулса тăрать. Ку ĕçе çырнă чух çакнашкал задачăсене тĕпе хунă: студентсене типологи тума ăслăлăхра мĕен пуррине тата кашни çын хăй çамрăксен харкамлăх типĕсене, кашнин вĕренÿ пултараслăхне, вĕренÿ манерне, репрезентаци системин шăнăрне тата типологин ытти критерийĕсене пĕтĕмлетсе, аслă шкулăн вĕренÿ, ăс пару тата аталану ĕçне тума кирлĕлĕхне асра тытса мĕн шухăшланине тупса палăртнă. Ĕçре ăслăлăхăн çакнашкал меслечĕсемпе уса курнă: тишкерÿ (анализ) тата пĕрлештерÿ (синтез) ,пĕтемлетÿ тата системăлав меслечĕсем тата моделировани меслечĕ. Статьяра кăтартнă тăрăх, типологи çул-йĕрĕ аслă шкул талккăшĕнче вĕренÿ ĕçне хутшăнакансен кăтартуллă тĕп типĕсене тупса палăртма меллĕ. Уйрăм тимлĕх типологи çул-йĕрĕпе каяс уйрăмлăхсем çине, вĕсем çине таянса вĕренекенсемпе верентекенсен хутшăнавне лайăхлатасси çине уйăрнă. Унта харкам çыннăн вăйлă енĕсене, паян куншăн тата çывăх вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ аталанăва шута илнĕ. Акă мĕн уçса панă: вĕренекенсен харкамлăх типĕсем шалта упранакан вай-хăвачĕ чăнлăхра палăртăр тесен ăста педагог пулăшăвĕ кирлĕ. Вăл хăй вулакан дисциплинăсенче, вузра ăс пару енĕпе ирттерекен меропириятисенче пулас профессионалсемпе вĕсен профессипе харкамлах аталанăвне кирлĕ пек йĕркелесе пыма кашнинпе уйрăммăн, кашнин хăйĕн енне тата еккине шута илсе ĕçлет. Тĕпчев результачĕ тесе пăхмалли ĕç-хĕл е япала вăл ‒ вĕренекенсене типологи тумалли мелсен таблици (унта типологи ушкăнĕсене палăртмалли психологипе педагогика тата акме-тĕллев çул-йĕрĕпе критерийĕсене шута илнĕ, вĕсемпе аслă шкулта вĕренÿре усă курассине ас тутарнă. Таблицăра психологсен, социологсен педагогсен тата амеологсен юлашки вунă çуллăхра аслă шкулăн вĕренÿ ĕçĕ хĕлĕ епле улăаннă пирки мĕн шухăшланине системаланă, студентсен вĕрĕвне малалла лайахлатма май паракан мелсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- типологи, типологи мелĕ, кашни çын уйрăмлăхне шута илесси, харкама типламалли критерисем, вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕн хăй евĕрлĕхĕ (манерĕ), харкамлăх уйрăмлăхĕсем, вĕренÿре палăракан пултараслăх (çыннăн вĕренÿ пултараслăхĕ), вĕренĕвĕн паян кирлĕ усăлăхĕ (пултару вăйĕ
-
Учителе профессипе харкамлăх енчен аталанма педагогика экспертизин хатĕрĕсемпе пулăшасси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Подлиняев Олег Леонидович, Федотов Дмитрий Владимирович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ ‒ ХХ ĕмĕрĕн пирвайхи чĕрĕкĕнче Тăван çĕр-шывăн психологипе педагогика ăслăлăхĕ учитель профессипе харкамлăх енчен аталанассин тĕп çул-йĕрĕ пирки мĕн каланине историпе педаогика тишкерĕвĕ çине таянса пăхса тухасси. Асăннă тапхăрта ĕçленĕ психологсемпе педагогсен ĕçĕсем, вĕсен учитель обществăра мĕнле вырăн йышанни çинчен, учителе професси тата харкам ÿсĕмĕ енчен пулăшасси çинчен каланă тĕп идейисем тĕпчев материалĕ пулса тăчĕç. Ытти ĕçсемпе пĕрле Тăван çĕр-шывăн паллă ученăйĕн М.Ф. Беляевăн ĕçĕсене тишкертĕмĕр. Тĕпчевре акă мĕн тупрăмăр: эпир тĕпченĕ тапхăр пурнăç хистенипе çуралнă, общество ыйтнине тивĕçтерекен хăйне майлă ушкăн, тĕпчевлĕ шырав пуррипе уйрăлса тăнă. Ку шырав учитель ĕçĕн тĕп енĕсене, професси хăй тĕллĕнлĕхĕпе аталанăвне, ку ĕçĕн тухăçлăхне витĕм кÿрекен хатĕрсене тупса ăслăлăх енчен никĕсленĕ, Педагогика эксперизин пĕлтерĕшне палăртмалли çул-йĕре тупнă. Ăна Михаил Федорович Беляев психологпа педагогăн идея эткерне малалла тытса пыракан учителе хăйне хăй аталантарма май паракан вăй тесе пăхнă, унăн методологи никĕсне хывнă, пĕтĕм ĕçе ырăлăх (гуманизаци) çулĕ çине тăратмалла тесе ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- учитель, педагогăн профессипе харкамлăх ÿсĕмĕ, профессипе харкамлăх ÿсĕмĕн хатĕрĕсем, педагогика экспертизи, педагогикăн татса паман ыйтăвĕсене унчченхи тапхăра шута илсе (ретроспективăра) тишкересси
-
Социаллӑ-диспетчер ӗҫӗ-хӗлӗ шкулти психологипе педагогика консилиумӗн специалисчӗсем инклюз вӗренӳ процесне аталантармалли хальхи условисенче
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Зинин Сергей Валерьевич
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Патшалӑх вӗренӳ сферинчи патшалӑх политики ҫӗнӗ практика задачисем лартать, сӑмахран, вӗренекенсене сывлӑх норминчен уйӑракан сывлӑх нор-мисене шута илсе инклюзивлӑ вӗренӳ анлӑхне кӗме, вӗсен сывлӑхне упраса та-та ҫирӗплетме вӗренме вӗрентет. Шкул консилиумӗн социаллӑ-диспетчер ӗҫӗ-хӗлне тӗп механизмра шкул ачисен пурнӑҫ пахалӑхне педагогика клиникипе педагогика режимӗн тата уйрӑм вӗренӳ маршручӗн условийӗсенче тивӗҫлӗн тивӗҫтерекен тӗп механизмра пӑхса тухнӑ. Педагогика ӗҫченӗсем медицина ыйтӑвӗсенче тӗрӗс ҫул тупмаллине, вӗренекенсене мӗн кирлине шута илмел-лине практикӑра кӑтартса панӑ. Тӗпчев меслечӗсем. ШКУЛ консилиумне «Анатнеудин 25 № – лӗ СОШӖ» медицина специалисчӗсене вӗрентекен 68 № – лӗ ҫул-йӗре тӗпченӗ, професси ӗҫӗнче вӗренӳ процесӗ валли пысӑк пӗл-терӗшлӗ йӗркеленӗ. Тӗпчев ирттерни ҫак пӗтӗмлетӳ тума май панӑ: шкул консилиумӗн специалисчӗсем енчен социаллӑ-педагогика пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхӗ шкул консилиумӗн 89,7 проценчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланма тата ҫӗнӗ диагнозсем лартма, маларах вӗренекен медицина рекомендацийӗсен кӑтартӑвӗсене ҫӗнетме е улӑштарма пулӑшать; 94,1% сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне тытӑмлӑн пӑхса тухнин тухӑҫлӑхӗ каярахпа шкул ачисене ятарлӑ условисен-че лайӑх палӑрма пултарать. Ӗҫре социаллӑ-диспетчер ӗҫ-хӗлӗн анализне пурнӑҫланӑ, ҫивӗч ыйтусене тӑратнӑ, вӗсен йышӑнӑвӗн майсем палӑртнӑ. Ҫавӑнпа тӗпчев кӑтартӑвӗсем медицина специалисчӗсене; Федераци пат-шалӑхне хальхи условисенче ӗҫлекен педагогсене интереслентерме пултараҫҫӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- социаллӑ-диспетчер ӗҫӗ-хӗлӗ, психолӑпа педагогика консилиумӗ (ППк), инклю-зив пӗлӗвӗ, клиникӑпа педагогика режимӗ, уйрӑм вӗренӳ маршручӗ, ятарлӑ пӗлӳ кирлӗ
-
Шкулчченхи ӳсĕмре ырă мар социометри статусне илнĕ ачасен обществăпа психологирен килекен уйрăмлăхĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Боденова Ольга Викторовна
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Статьяра шкулчченхи ÿсĕмре ырă мар социометри илнĕ ачасен обществăпа психологи уйрăмлăхĕсене тĕпченин результатне илсе панă. Обществăн пĕчĕк ушкăнĕн социометри тытăмĕ унăн аталану результатĕнчен килет, çак ушкăнăн тата унăн членĕсен аталанăвне витĕм кÿрет. Пĕр енчен, харкамлăх уйрăмлăхĕсем ытти факторсемпе пĕрле ырă социометри статусне йĕркелеме пулăшаççĕ е чăрмантараççĕ. Тепĕр енчен, мĕнле те пулин стататус пурри харкамлăхăн обществăпа психологи уйрăмлăхĕсен аталанăвне витĕм кÿрет. Теветкеллĕх ушкăнне ырă мар статуслă ачасем кĕрсе ÿкеççĕ. Ĕçĕн тĕллевĕ ырă мар социометри статусне илнĕ ачасен орбществăпа психологирен килекен уйрăмлăхĕсене тĕпчесси пулчĕ. Тĕпчеве Петрозаводскăн, Карели Республикин Прионежье тата Медвежьегорск районĕсен шкулчченхи вĕренÿ органицийĕсенче ирттертĕмĕр. Гипотезăна тĕрĕслеме «Секрет», «Ачасен хутшăнăвне сăнани», Розенцвейг тесчĕпе, ачасен агрессиллĕ тыткаларăшне сăнамалли меслетсемпе усă куртăмăр. Тĕпчев результачĕсем. Тĕпчевре акă мĕн турăмăр: ютланă, хисепе хуман ачасене агрессилĕх тата пăшарханулăх кăтатруллă; ырă мар социометри статусне илнĕ ачасен хирĕçлевĕпе пăшăрханулахĕ ыттисемпе хутшăнăва кĕрес кăмăл пуррипе (хушăну пуçарулăхĕпе) çыхăннă. Ку пахалăхсем питĕ хутшăнас кăмăллă ачасене кăтартуллă, анчах ютланипе тата ыттисенчен уйăрнипе хутшăнас кăмăл аталанман ачасен çук. Пăшăрханулăх тантăш ачасемпе тата аслисемпе хутшăну çуккинчен килет. Тĕпчев результачĕсем ырă мар ят илнĕ ачасемпе ирттерекен коррекципе аталантару ĕçĕ-хĕлĕн çĕнĕ задачисемпе çул-йĕрне кăтартаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- харкамлăх хутшăнăвĕ, харкамăн хÿтлĕх механизмĕ, социометри статусĕ, агрессилĕх, пăшăрханулăх
-
Шкула каякан кĕçĕн çулхи ачасен пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнипе дисграфине тӳрлетеси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Сибарова Мария Антоновна, Султанбаева Клавдия Ивановна
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Статьяра логопедăн пуплевĕ пĕтĕмĕшлĕн аталанманнине пула çыру пăсăлнă ачасемпе тăвакан тÿрлетÿ ĕçĕн содержанине уçса панă. Статья тĕллевĕ ‒ пуплевре çитменлĕх пур ачасене дисграфирен хăтарас енĕпе тăвакан ĕçĕн тухăçлăхне кăтартасси пулса тăрать. Юлашки çулсеенче пуплевĕ кăлтăклă ача йышĕ ÿссех пыни ыйту паян куншăн питĕ пĕлтерĕшлине тата педагогсемпе логопедсен ачасене вăхăтра пулăшу пама тивĕçлĕх пуррине кăтартать. Пуплев аталанманнипе çыхăннă дисграфие вăхăтра тупса палăртманни тата юсав тÿрех пуçламанни малашне шкулта вĕренÿ прграммине алла илме тата ачасене нумай енлĕн аталантарма чăрмантарать. Тĕпчев меслечĕ. Авторсем О.Б. Иншакова меслечĕпе усă курса ирттернĕ диагностика материалĕпе паллаштараççĕ. Ку меслет специалистсене кĕçĕн класс ачисен çыру пуплевĕнче тĕл пулакан кăлтăкĕсене тата вĕсен аталану шайне тупса палăртма май парать. Кунсăр пуçне кĕçĕн классенче педагогсем пуплевре кăлтăк пур ачасене çырура пулăшма усă куракан меслетсене сĕннĕ. Тĕпчев результачĕсем. Тĕрĕслев эксперименчĕ кăтартнă тăрăх, пуплевĕ аталанман ачасен, пуçламăш классенче, дисграфирен килекен йăнăш шучĕ 35 процент чухлĕ чакать. Пĕтĕмлетÿсем. Кĕçĕн класс ачисен çырăвне тĕпченин результачĕсем логопед коррекци ĕçне сасăсене уйăрса илессипе, сасăсене калама хăнăхтарассипе, сăмахсен сассисене уйăракан тата пĕрлештерекен ханăхтарусемпе çыхăнтармаллине тата кĕçĕн класс ачисен сăмах пуянлăхне çирĕплетсе, пунлатса пымаллине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- кĕçĕн шкул ÿсĕмĕ, дисграфи (çыру процесĕнче пулакан кăлтăк), çыру (çыру пуплевĕ), пуплев пĕтĕмĕшлĕн аталанманни, тÿрлетÿ (коррекци)
-
Тутар Республикинче «Шкул кооперацийĕ» проекта пурнăçласси çинчен
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Астраханцева Елена Анатольевна, Гатина Эльвира Арслановна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статья вулакана ял шкулĕсенче профориентаци ĕçне тума, коопераци предпринимательлĕхне асăрхама, Хусан коопераци институтĕнче пурнăçлакан «шкул кооперацийĕ» проектăн результачĕ пирки халăхра хыпар сарма тимлет. Тема паян куншăн пĕлтерĕшлĕ пулни çакнашкал сăлтавсемпе çыхăннă: хальхи çамрăк йыш пурнăçра, уйрăмах ял талккăшĕнче, хăй вырăнне тупма, тăван çĕрте-шывра йĕркеллĕ пурăнса кайма çук тесе шухăшлать. «Шкул кооперацийĕ» проекта хатĕрлесе чăнлăха кĕртсе пыни çамрăк çынсене, ял шкулĕнче вĕренекенсене ял территорийĕсенче (тата / е хуласенче) коопераци енĕпе ĕçленине пула бизнес тытса пыма май пуррине ĕнентерет. Тĕрлĕ даннăя тата шкулсенче, ТР район администрацийĕсенче тата РФ ытти регионĕсенче нумай хут ирттернĕ ыйтăм материалне тишкернĕ хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума май килет: хальхи çамрăксем яллă вырăнта юласшăн мар. Ирттернĕ мониторинг республикăн нумай районĕнче уйрăм специалистсем çуккипе кадр «выçлăхĕ» пуррине кăтартать. Результатсем. Илнĕ даннăйсем çине таянса пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлемелли çул-йĕр палăртнă, Стратегиллĕ сĕнÿсен агентстви ырлакан, наци проекчĕсемпе вак проекчĕсене тивĕçтерекен «Шкул коопеперацийĕсен акселераторĕ» проекта пурнăçа кĕртме май пуррине кăтартнă. Коопераци пĕлтерĕшне халăра ăнлантарни тата коопераци ĕçне аталантарни малашне тулли цикллă коопераци тума май парать. Статья материалĕ район администрацийĕн пуçлăхĕсене, вăтам пĕлÿ паракан организацисен ертÿçисене коопераци предпринимательлĕхĕ çинчен пĕлÿ сарма, вырăнта судентсен кооперативĕсене туса хума усăллă пулĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, шкул кооперацийĕ, предпринимательлĕх, прекчт, пулăшу, коопераци институчĕ, шкулта вĕренекенсем, финанслав, хÿтĕлев, Стратегиллĕ сĕнÿсен агентстви
-
Ăслăлăх статйинче тӳрккеслĕхе катертесси
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Кочкарева Ирина Витальевна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах тÿрккеслĕхе чакарасси çинчен, урăхла каласан пат татса çирĕплетес йăларан хăтăласси пирки, пырать. Темăн пĕлтерĕшлĕхĕ, паян кун, вырăсла калаçакан авторсем хăйсен ĕçĕсене ют çĕр-шывсенче тухакан кăларăмсенче нумайран та нумай пичетленĕ май ÿсет. Статьяна акăлчанла çырас пулсан автор анкăлчансен хутшăну культурин йĕркине шута илме тивĕç. Çавнашкал йĕркене тытса пыма хистекен правилăсенчен пĕри вăл ку е вăл шухăша ăнлантарнă чухне тÿрккеслĕхрен хăтăласси пулса тăрать. Ун пек йĕрке вырăсла çырăва кăтартуллă мар. Статйисене акăлчанла çыракан авторсем хăйсен шухăшне пат татса çирĕплетмелле мар. Вĕсем хăйсен шухăшне тÿррĕн каласран сыхланмалла. Çакна пула, тÿрккеслĕхе чакарни мĕн иккенне тĕпчес тата ун уйрăмлăхĕесмпе вырăс чĕлхиллĕ авторсене паллаштарас тивĕç курăнчĕ. Çакă пирĕн ĕçĕн тĕллевĕ пулса тăрать. Меслет шутне тÿрккеслĕхе йăвашлатассипе çыхăннă акăлчанла тата вырăсла литературăна тишкерни, унăн авторĕсем тÿрккеслĕхе катертме панă сĕнÿсене пухса системăлани кĕрет. Тунă пĕтĕм ĕç хыççăн эпир акăлчанла çырнă ăслăлăх статйисенче тÿрккеслĕхе хирĕç тăма усă курнă тĕп хатĕрсене тупрăмăр. Кунсăр пуçне, тÿрккеслĕхе хирĕç тăма вĕрентекен курс магистрантсемпе аспирантсен вĕренĕвĕнче пулмалла текен пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрăмăр.
- Тӗп сӑмахсем:
- дискурс, ăслăлăх статйи, тÿрккеслĕхе катертесси, хутшăну культури, çыруллă хутшăну