Список публикаций по ключевому слову: «ачасем»
-
Аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлессине хакланин ăнлану пайĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Александрова Татьяна Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлес пирки мĕн шухăшланине тишкернин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартнă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи вĕренӳ системи шкул ачисенчен пуласлăхра энерги перекетлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне ăнланакан çынсем çитĕнтерес енĕпе сапăрлав ĕçĕ тума сăлтав пур пулин те ку ыйту çине сахал тимлĕх уйăрнипе çыхăннă. Статьяра кĕрет материал çине таянса тунă тĕпчевĕн результачĕсене илсе кăтартнă. Автор хăй хатĕрленĕ меслетлĕхпе усă курса тĕпчев ирттернĕ. Ку меслетлĕх çын энергие перекетлесси çинчен мĕн шухăшланине пĕлтернĕ чухне тĕнчене, тавралăха епле ăнланнине шута илет. Ĕçре 5–10 çулсенчи ачасем энергие перекетлес ĕçе епле сăлтавланине çырса панă. Энергие перекетлемеллине ĕненме хистекен сăлтавсен аталанăвĕ çынсенче тĕрлĕ шайра пулать. Ку шайсене палăртнă, вĕсенчен кашни мĕнпе уйрăлса тăнине çырса ăнлантарнă. Ачасен энерги перекетлевĕн кирлĕлĕхне сăлтавласа ăнланасси вăтам шайра пулнипе уйрăлса тăрать. Энергие перекетлени мĕн тума кирлине ăнланасси ачасен малтан уçăмсăр. Шкулчченхи аслă ӳсĕмрен пуçласа шкулăн кĕçĕн çулĕччен çакна сăлтавласси аталанса пырать. Чи курăмлă сăлтав – энергие перекетлени ачасен канлĕхне, хăтлăхне пырса тивнипе е тивменнипе çыхăннă. Çул-ӳсĕм пысăкланнă май ачасенче «энерги перекетлевĕ» ăнлавăн содержанийĕ улшăнать, çавна май энергие перекетлес тĕллев те яр уççăн палăрма тытăнать. Ӳссе пынă май ачасем харпăр хăй илес пайта çинчен мар, халăха кÿрекен усă çинчен шухăшлама тытăнаççĕ. Энерги перекетлевĕ кирлине ĕнентерекен сăлтавсен аталанăвĕ мĕнле çул-йĕрпе каясси аслисем мĕн каланинчен тата вĕренӳ содержанийĕнчен килет. Экологи ыйтӑвӗсен тематикине уҫса паракан шкулти предметсем тата кӗҫӗн ӳсĕмри шкул ачисен шухӑшлавӗн ҫӗнӗ формисен аталанăвĕ энергие перекетлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм иккенне ӑнланса илме пулăшаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- энергие перекетлесси пирки шухăшлани, энергие перекетлессине чăн пурнăçпа çыхăнтарса сăлтавлани, энергие перекетлеме витĕм кӳрекен сăлтавсем, çут çанталăка упрассине шута илнĕ тыткаларăш, шкул çулне çитмен аслăрах ачасем, кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачисем
-
Çитĕнсех çитмен ачасен тĕпчев туртăмне кружокра аталантарасси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Декина Елена Викторовна, Шалагинова Ксения Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ĕçе çитĕнсех çитмен ачасен тĕпчев ĕçĕ патне туртакан туйăмĕ кружокра аталаннин уйрăмлăхĕсене палăртассине халалланă. Тĕпчев ĕçĕн картинче çĕнĕ пĕлӳсем илсе пуç тавра шухăшланисĕр пуçне вĕсемпе практикăпа çыхăннă задачăсене шутлама та усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра эпир çамрăксене тĕпчев ĕçĕ патне туртакан вăй аталаннин формипе содержанине тупас тĕллевпе вăй хуратпăр. Ĕçре теори, эмпирика (автор анкетăлавĕ, тест ирттерни, педагогика эксперименчĕ) меслечĕсемпе, тĕпчев результачĕсене нумай енлĕ тишкерсе ушкăнланипе усă куртăмăр. Тĕпчевĕн диагностика программи ултă методикăран тăрать. Вĕсен тĕллевĕ яшсемпе хĕрсен тĕпчевпе кăсăкланнин уйрăмлăхĕсене тишкерсе пĕлесси пулчĕ. Тĕпчеве 6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Яшсен кружокра тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă кăсăкланăвне аталантармалли программа тĕрлĕ формăран тăрать: вĕренекенсен конференцийĕ, пĕчĕк ушкăнсенче ĕçлени, тренинг элеменчĕсемпе усă курса ирттерекен занятисем, ĕç вăййисем т. ыт. те. Тĕпчевре палăртнă тăрăх, ачасен тĕпчевпе кăсăкланас кăмăлĕн аталанăвĕ ăнăçлă пултăр тесен вĕсен кашнин уйрăмлăхне тата ӳсĕмне, психологине, кăсăкланăвне шута илсе ĕçлемелле, кашнинпе хутшăннă май вĕсен кăмăлне тĕпе хумалла, ăнăçу патне илсе пыракан, кашни ача хай çын иккенне çирĕплетекен, хăй кам пулнине çынсене кăтартма май паракан лару-тăру тумалла. Тĕпчев результачĕсемпе, вĕренекенсен хавхалану кăмăлне аталантармалли программăпа – психологи службин ĕçĕнче, класс ертӳçин, сапăрлав канашçин, шкулăн ăслăлăх кружокĕн ертӳçин тата хушма пĕлӳ паракан учрежденин ĕçĕсенче усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- хутшăну, кружок, çитĕнсех çитмен ачасем, яшсемпе хĕрсем, тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ, кăсăклану, кăсăклантару
-
Психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен сывлăх енчен йĕркеллĕ тантăшĕсем пурнăçа епле хакланине вăрах вăхăт тĕпчени
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Воробьева Марина Анатольевна, Колмакова Валентина Владимировна, Соколова Анжела Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен сывлăх енчен йĕркеллĕ тантăшĕсем пурнăçа епле хакланине вăрах вăхăт хушши танлаштарса тĕпченин результачĕсене илсе кăтартнă. Психика аталанăвĕ кая юлакан çамрăксен пурнăçра пĕлтерĕшлĕрех тесе шутлакан пахалăх тĕсĕсене Екатеринбургăн 157-мĕш вăтам шкулĕнче 2021-мĕш çултан пуçласа 2023-мĕш çул вĕçĕчченхи тапхăрта тĕпченĕ. Пурнăçра кирлĕрех тесе шутлакан пахалăх енĕсен диагностикине икĕ методикăпа усă курса пурнăçланă: «Пурнăçăн пахалăх енĕсен ориентацине тĕпчемелли методикăпа» (М. Рокич), «Пурнăçăн пахалăх енĕсен иеархийĕпе» (Г.В. Резапкина). Тĕпчев психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен тантăшĕсем пурнăçа пĕрешкел хакланине, анчах хаклавра куçа курăнакан хăш-пĕр уйрăмлăх пуррине кăтартса пачĕ. Ку уйрăмлăхсем психика аталанăвĕ кая юлакан ачасене пайăррăн пулăшмаллине уçăмлатрĕ. Çакă вара кашни ачана аталанма пулăшать. Тĕпчев кăтартăвĕсем педагогсене, ача ашшĕ-амăшне тата психика кăлтăкĕ пур ачасене аталантарас тесе ĕçлекен специалистсене кăсăклантармалла. Сывă çамрăк çынсен тата психика енчен кăлтăклă яшсемпе хĕрсен пурнăç пахалăхĕ епле аталаннине тĕпчени танлаштаруллă тишкерӳ тума тата çамрăк ывăлпа хĕр ачасен пурнăç пахалăхĕн аталанăвĕнче мĕнлерех туртăм пулнине асăрхама май пачĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пахалăхсем, пахалăхсен иерархийĕ, психики аталанăвĕ кая юлакан çамрăксем, психики йĕркеллĕ ачасем
-
5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Быкова Ольга Николаевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку статьяра 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсене эксперимент мелĕпе тĕпченин результачĕсене çырса кăтартнă. Палăртнă ыйтăва тĕпченин сăлтавĕ тесе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче юлашки вунă çуллăхсенче çемье çыхăнăвĕсем пулас ăру аталанăвне сиен кӳрсе улшăннине пăхмалла. Ку ыйту картинче тĕп вырăнта малашне ачаран мĕнле çын пулассине, ача хăйне ЭПĔ тесе ăнланассине никĕслекен шкул умĕнхи тапхăр тăрать. Çав вăхăтрах, ыйтăвăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ пысăк пулин те ăна çак таранччен те татса паман. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – 5–6 çул тултарнă ачасен харпăр ăнланăвĕн тытăмне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусене тĕпе хурса палăртасси. Тĕпчев меслечĕсен шутне тĕпчев ыйтăвĕпе çыхăннă ăслăлăх литературине теори енчен тишкерсе пĕтĕмлетни, констатаци тумалли эксперимент, пухнă материала хисеп тата пахалăх енчен тишкерни, ăна ăнлантаракан меслет кĕреççĕ. Тĕпчев результачĕсем: эксперимент тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх, 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă чух палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем акă епле палăраççĕ: ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинче килĕшӳллĕ çыхăнусем пурри çавнашкал хутшăнусем çуккипе танлаштарсан ача ăсĕнче «ЭПĔ» ăнлава çӳллĕрех шая çĕклет, ача хăйне шута илнине курма, арлăх енчен кам пулнине пĕлме, хăй вăхăтпа çыхăннине туйма, хăйĕн мĕнле ирĕклĕхпе тивĕç пуррине ăнланма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- çын, харпăр ăнлавĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусем, шкула каяс умĕнхи аслă ӳсĕм ачисем
-
П.Ф. Лесгафтăн ачана ӳт-пӳ енчен сапăрлас пирки каланă шухăшĕсем тата вĕсем хальхи çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Потапова Анна Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра П.Ф. Лесгафт ачана ӳт-пӳ енчен сапăрлас пирки каланă шухăшсем хальхи кил-йышра мĕн таран кирлине тĕпченин результачĕсене илсе панă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи саманара çĕнĕ технологисем аталаннăран çынсен (уйрăмах ачасен) кулленхи хусканăвĕ чакса пыни хăрушлăх кăларса тăратнипе çыхăннă. Çавăнпа та çемьере ӳт-пӳ сапăрлавĕ кирлĕ пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕш туянать. П.Ф. Лесгафтăн ачасене ӳт-пӳ сапăрлавĕ парасси çинчен тата ку ĕçре кил-йыш мĕнле вырăн йышăнни çинчен калакан вĕрентĕвĕн тĕп шухăшĕсем ку ыйтăва тĕрĕс татса пама май паракан шанчăклă никĕс хываççĕ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ хальхи çемьере ачасен ӳт-пӳ сапăрлавĕ П.Ф. Лесгафтăн идейисемпе мĕн таран килĕшсе тăнипе тăман-нине тупасси пулса тарать. Тĕпчеве анкетăлав мелне усă курса ирт-тертĕмĕр. Анкетăлав ĕçне 18 çул тултарнисенчен пуçласа 67 çул тултарнă çынсем таран пĕтĕмпе 96 çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен 88 çын тулли çемьерен пулчĕ, 8-ăшĕ – тулли мар çемьерен. Статьяра ача ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене ӳт-пӳ енĕпе сапăрлас пирки панă хуравсене тишкернин пĕтĕмлетĕвне патăмăр, вĕсене П.Ф. Лесгафтăн теорине шута илсе ăнлантартăмăр. Статьян вĕçĕнче анлă пĕтĕмлетӳ турăмăр. Тĕпрен илсен, П.Ф. Лесгафт шухăшĕсем паян куншăн та пĕлтерĕшлĕ, анчах вĕсем пурнăçра туллин палăрмаççĕ: ача ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки нумай енлĕ сапăрлав илтĕр тесен ӳт-пӳ енчен те аталантармалли занятисем кирлине ăнланать, ыйтăмра пул-нисен çурринчен ытларахăшĕ ачисене сапăрланă ӳт-пӳ хăнăхтарăвĕсем тутарать, ӳт-пӳ сапăрлавĕпе пурăнакансен хальхи йышĕ иртнĕ ăрусемпе танлаштарсан ӳссе пырать. Çав вăхăтрах, нумай кил-йышра, урамра уçăлса çӳренин, хускануллă вăйăсен, ӳт-пĕве çирĕплетекен кулленхи занятисен пĕлтерĕшне шута илмеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ӳт-пӳ сапăрлавĕ, çемье сапăрлавĕ, хальхи кил-йыш, ӳт-пӳ культури (ӳт-пӳ сапăрлăхĕ), ачасем, П.Ф. Лесгафт идейисем
-
Çичĕ çула кайнă ачасен пĕлес хастарлăхĕ: шкулта вĕренме пуçланă чухнехи уйрăмлăхсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Баранова Эльвира Авксентьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра шкулчченхи вĕренӳ учрежденине çӳрекен çичĕ çула кайнă ачасен пĕлес хастарлăхне тĕпченĕ хыççăнхи результатсемпе паллаштарнă. Тĕпчев актуаллăхĕ хальхи вăхăтри шкулчченхи ӳсĕмри ачасен пĕлес хастарлăхĕн шайĕ чакнипе çыхăннă. Çакă малашне ачана вĕренӳ программине ăса хывма чăрмантаракан сăлтав пулма пултарать. Психологипе педагогика ĕçне асăннă активлăха аталантарас тĕлĕшпе эффективлă йĕркелени çак пулăмăн спецификине, хăйне евĕрлĕхне мĕнлерех пĕлнинчен килет. Ку сăлтава пула асăннă ӳсĕмри ачасен пĕлес хастарлăхĕпе çыхăннă çĕнĕ ăслăлăх даннăйĕсем кирли палăрать. Статьяра шкулчченхи ӳсĕмри ачасен пĕлес хастарлăхне тĕпчессипе çыхăннă даннăйсене кĕскен тишкерсе тухнă, статья авторĕ пурнăçланă эмпиризм (сăнав) тĕпчевĕсен результачĕсемпе паллаштарнă. Тĕпчев тĕллевĕ 7 çула кайнă ачасен пĕлес хастарлăхĕн уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси пулнă. Тĕпчеве диагностика меслечĕсен комплексĕпе усă куракан констатацилекен (çирĕплетсе паракан) эксперимент формипе пурнăçланă. Тĕпчев ирттерме ача сачĕсенчи хатĕрлев ушкăнĕсене çӳрекен 41 ачана суйласа илнĕ. Тĕпчевре пĕлес хастралăхăн палăртнă тытăмне тĕпе хурса асăннă çулти ачасен çак хастарлăхĕн спецификăллă, хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупса палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх ĕç-хĕлĕ, пĕлес хастралăх, шырав хастарлăхĕ, шкулчченхи ӳсĕмри ачасем
-
Психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăм (асра тытни) уйрăмлăхĕсем: эксперимент тĕпчевĕн результачĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Быкова Ольга Николаевна, Сугоняка Елена Михайловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчев тĕллевĕ – психика аталанăвĕ кая юлса пыракан шкул çулне çитмен аслă ачасен астăвăм (асра тытасси) уйрăмлăхĕсене унӑн тытăмĕнчи пайсен (компонентсен) йышӗнче тупса палăртасси. Задачăсем: психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмне (асра тытассине) хăйсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен астăвăмĕпе (асра тытассипе) танлаштарса аталанăвăн кăтартуллă, типлă тата харпăр уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси; йĕркеллĕ аталанса пыракан тата психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмĕ (асра тытасси) тытăмĕнчи кашни пай (компонент) аталанăвĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси. Тĕпчев гипотези: 5-6 çулти психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмне (асра тытассине) хăйсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен астăвăмĕпе (асра тытассипе) танлаштарсан кашни пай (компонент) аталанăвĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕсем пуррине асăрхама пулать. Тĕпчев меслечĕсем: эксперимент чăн пулнине констатацилекен (çирĕплетсе паракан) тӗпчев проблемипе ҫыхӑннӑ ăслăлăх литературине теори тĕлĕшĕнчен тишкерни тата пӗтӗмлетÿ туни; пухнă даннăйсен шут-хисеп тата пахалăх анализĕ, вĕсене интерпретацилекен (ăнлантаракан) меслетсем. Тĕпчев результачĕсем: статьяра астăвăмăн виçĕ компоненчĕн – 5-6 çулти психика аталанăвĕ кая юлса пыракан тата вĕсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен сăлтавлавăн (мотивацин), тĕллевлевĕн тата операципе техникăн – хăйне евĕрлĕхне пĕтĕмĕшле танлаштарса хакланă. 5-6 çулти психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмне (асра тытассине) вĕсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен астăвăмĕпе танлаштарсан астăвăм шайĕ пĕчĕк пулни курăнать. Астăвăм аталанăвĕн тытăмĕнче «чи пĕлтерĕшли» сăлтавлав (мотиваци) пулса тăрать: психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасем астăвăмăн задачисемпе тытăмне ялан тенĕ пекех лайăх, ырă кăмăлпа йышăнаççĕ. Ялан тенĕ пекех тĕллев компоненчĕ (пайĕ), çавăн пекех астăвăм задачисем мĕн тума кирлине ăнланмаççĕ, хăйсем тĕллĕн мĕн те пулин астуса юлма тĕллев лартасси тата çав тĕллеве пурнăçласси, аса илесси те вĕсен асра та çук, хăйсем курни-илтнин питĕ пĕчĕк пайне анчах вĕсем каласа кăтартма пултараççĕ. Астăвăмăн операципе техника компоненчĕ те питĕ пĕчĕк шайра: астăвăм мелĕсен (приемĕсен) машина пек, ним ӑнланмасӑр ас туса юласси ытларах палăрать е ачасем пачах та астуса юлмаççĕ, çавăн пекех питĕ япăх ас туса юлни, питĕ нумай йăнăшпа каласа пани курăнать, сĕнекен ĕçе, задание пурнăçланă чух хăй тĕллĕнлĕх çукки курăнать, астăвăма тĕрĕсленĕ тата хакланă чухне час-часах çак ачасем аслисенчен пулăшу ыйтаççĕ е ĕçе пурнăçлама килĕшмеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- астăвăм (асра тытасси), сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасем, психика аталанăвĕ кая юлни
-
Çамрăксен информаци хăрушсăрлăхне педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса пырассине йĕркелес ĕç меслечĕсем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Курмакаева Ольга Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра çамрăксен (çитĕнсех çитмен ачасен) информаци хăрушсăрлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене личность аталанăвне витĕм кӳрекен сăлтавсем витĕр хакланă. Тĕпчев тĕллевĕ – хушма пĕлӳ учрежденийĕсенче çамрăксен информаци хăрушсăрлăхне педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса (ертсе) пырассин модельне хатĕрлес, пурнăçа кĕртес ĕçе тата ăна ăнăçлă пурнăçлассине меслетлĕх тĕлĕшĕнчен сăлтавласси. Ĕçе педагогика практикин теори анализĕпе пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса калăпланă. Хушма пĕлӳ учрежденийĕнчи программăлама вĕрентекен курсăн тытăмĕ тĕпчев материалĕ пулса тăчĕ. Тĕпчев результачĕсем çитĕнсех çитмен ачасен информаци хăрушсăрлăхне педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса пырассине синергетикăна (çут çанталăкри пулăмсемпе процессене çум системăсем пĕр системăна хăйсем тĕллĕн йĕркеленнин принципĕсене тĕпе хурса тишкернине), аксиологие (хаклăхсен теорине), социокультурăна (тĕрлĕ сферăри социаллă хутшăнусене йĕркелекен нормăсемпе хаклăхсен, символсемпе институтсен пĕрлĕхне) тата ĕç-хĕл процесне (этемĕн ăс-тăнне тата вăл мĕнле çын, личность пулнине палăртма пулăшакан ĕç-хĕл процесне) тĕпе хурса йĕркелемеллине кăтартса пачĕç. Статьяра информаци хăрушлăхне хирĕç тăма пултаракан çыннăн пахалăхĕсене йĕркелеме пулăшакан тата пирĕн общество ыйтнине тивĕçтерекен педагогика условийĕсене палăртса хăварнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаци хăрушсăрлăхĕ, информаци хăрушлăхĕ, цифра талккăшĕнчи çамрăксем (çитĕнсех çитмен ачасем), педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса (ертсе) пыни
-
Виктимлă тыткалас туртӑмлӑ çитĕнсех çитмен ачасен хӑйсĕне хаклас тата личность йӗркелес уйрӑмлӑхĕсен ҫыхӑнӑвӗ
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Бобченко Татьяна Григорьевна, Нефедова Алла Валерьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра ҫитӗнсех ҫитмен ачасем хӑйсене виктимлӑ тытма тӑрӑшнине хаклам-алли тӗпчев результачӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗпчев актуаллӑхӗ: çак çулти ачасем хӑйсене виктимлă тыткалакан тӗслӗхсен шучӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пынипе тата унăн ҫӗнӗ формисем тĕл пулнипе психолог педагогсен профилактика ӗҫне вĕренекенсен психологи уйрăмлăхĕсене шута илсе вӑхӑтра йĕркелемеллине палӑртнӑ. Çӑл куҫсене тишкерсе тухнӑ май «виктимлăх», «виктимлă тыткаларăш» ӑнлавсене палӑртма, ҫитӗнсех ҫитмен ачасем хӑйсене виктимлӑ тыткаланине хак парас тӗлӗшпе хамăр çĕр-шывра тата чикĕ леш енче кун çути курнă тӗпчевсенчи шухăшсене уйӑрса илме, статья авторӗсене эмпиризм тӗпчевĕсен результачӗсене илсе панă. Статья тĕллевӗ: ҫитӗнсех ҫитмен ачасем хӑйсене виктимлӑ тыткалама юратнин уйрӑмлӑхĕсене палӑртасси. Тӗпчевре тестлав тата математика статистики меслечӗсемпе усӑ курнӑ. Тӗрӗслев ирт-терме 15-17 ҫулсенчи 30 вӗренекене (каччăсене) суйласа илнĕ. Хӑйсене вик-тимлӑ тыткалама юратакан çитӗнсех ҫитмен ачасем хăйсене ҫакӑн пек хакла-нине палӑртнӑ: хăйсен шухăшĕсемпе туйăмĕсене ытти çынсеннинчен япăх уйăрса илме пĕлеççĕ, килӗшӳлӗх çук, ӳт-пĕве тата сӑн-сӑпата пĕчĕкрех хак парса тÿлевлĕ ĕç ăсталăхне пысăкрах хак параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- виктимлӑх, виктимлă, ҫитӗнсех çитмен ачасем, харпӑр хӑйне хаклани
-
«Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕхĕн 5 çул тултарнă ачасемпе (III шай) ĕçленĕ чухнехи уйрăмлăхĕсем (1-мĕш хыпар)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Коваленко Оксана Михайловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кӳртĕм пайра, пуплевĕ пĕтĕмĕшле аталанман ачасен шухăшлавĕн, тавралăх туйăмĕн, тишкерӳллĕ сăнавĕн куçпа курса илнĕ информацие тишкерсе тĕрĕс хак пама чăрмантаракан уйрăмлăхĕсене уçса панă. Тĕпчевĕн меслечĕ «Килĕшӳсĕрлĕх» ĕçĕн Р.С. Немов сĕннĕ варианчĕ пулса тăрать. Тĕпчев пĕтмĕшĕнче уйрăм килĕшӳсĕрлĕхсен пĕтĕмлетӳллĕ результачĕсене хисепсемпе кăтартса панă. Пахалăха тишкерни тĕрĕс хуравсене çирĕплетсе хăварать, ачасем тăвакан йăнăшсен механизмне уçса парать. 5 çул тултарнă нормăпа аталанакан тата нормăпа аталанман (III шай) ачасен пĕр-пĕр ӳкерчĕке пăхса тухнă чухнехи паллăсене тишкернин пахалăх енĕсене кăтарнă: тӳр килӳ çуккине (пурне те тĕрĕс ӳкернĕ-и?) ăнлантарнин варианчĕсем тата хуравсене тӳрлетнипе пулнă (чăннипе епле пулмалла?) вариантсем. Тӳр килӳсем çуккине ăнлантарнă тата тӳрлетнĕ кашни вариантпа пĕтĕм хисепе тата тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕсене хисеп тăрăх палăртса пынă. Ăнлантару панă тата тӳрлетӳ тунă пĕтĕм варианта ачасен хуравĕсемпе ĕнентернĕ тата уйрăмлăхсене числопа кăтартса пынă. Çавăнпа пĕрлех, йĕркеллĕ калаçакансен хисепĕ пысăкрах вариантсене, пуплев пĕтĕмĕшле аталанманнисен (III шай) варианчĕсене, пĕтĕмĕшле аталанманнисен кăна (III шай) тĕл пулакан вариантсене кăтартнă. Пĕтĕмлетӳре ăнлантару, тӳрлетӳ варианчĕсен йĕркине тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсене пысăк уйрăмлăхран пуçласа пĕчĕк уйрăмлăх таран черетпе вырнаçтарса кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплев пĕтĕмĕшле аталанса çитменни (пуплев аталанăвĕн III шайĕ), 5 çул тултарнă ачасем, кĕрет тата сăнарлă шухăшлав, тавралăха туйни, «Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕх, тишкерӳллĕ сăнав
-
Шкул ачисен инклюзив вӗрнтӗвенче палӑракан толератнлӑх уйрӑмлӑхӗсем
Статья в сборнике трудов конференции
Современные тенденции развития системы образования (к 85-летию Чувашского республиканского института образования)- Автор:
- Фролова Людмила Сергеевна
- Рубрика:
- Инклюзивное образование как ресурс создания толерантной среды
- Аннотаци:
- Статьяра сӑмах пӗтӗмӗшле вӗренӳ организацийсенче вӑй хурса вӗреннӗ май ачасене сывлӑх енчен кӑлтӑк пур танташӗсене чӗререн хисеплеме хӑнӑхтарсси çинчен тата çавна май чун-чӗмлӗх енчен ӑс парасси пирки пырать. Инклюзив вӗренӗвӗн çакнашкал ӗненӳ çине таянакан модельне ӑнлантарнӑ: инклюзив вӗренӗвӗнче толератнлӑх ӑс парӑвӗ вӑл – педагогсем, ачасем, вӗсен ашшӗ-амӗшӗ тата пӗтӗм общество хутшӑнса тӑвакан системӑллӑ тата нумай енлӗ ӗç. Общесто сывлӑх енчен кӑлтӑклӑ ачасене мӗнле хаклани те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сывлӑхӗпе расна ачасене пӗрлештерсе вӗрентнин йывӑрлӑхӗсене те кӑтартнӑ. Çав вӑхӑтрах, практикӑра, сывлӑхӗпе расна ачасене пӗрле вӗрентсе мӗн пур ачана чун-чӗм енчен ӑс памалли çӗнӗ мелсем те тухаççӗ. Вӗсем сывлӑх енчен кӑлтӑк пур ачасене ыттисемпе хутшӑнма хӑнӑхма, ыттисене чун-чӗмпе кӑмӑл-туйӑм енчен ырӑлӑх аталантарма паха витӗм кӳреççӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- толерантлӑх, сывлӑх енчен кӑлтӑк пур ачасем, сывлӑх енчен расна ачасене пӗрле вӗрентни (инклюзив вӗренӗвӗ)
-
Вĕренĕвĕн универсаллă ĕç-хĕлне çитĕнсех çитмен суккăр ачасен социаллă харкамлăх аталанăвĕнче тишкерни
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Полякова Надежда Петровна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра «вĕренĕвĕн универсаллă ĕçĕ-хĕлĕ», «социаллă харкамлăх аталанăвĕ» ăнлавсене тишкерсе тухнă. Çитĕнсех çитмен суккăр ачасен социаллă харкамлăх результачĕ патне çитмелли тĕслĕхлĕ пĕр çул-йĕрне çутатса панă. Çак ĕç-хĕл шкул ачисене куракан çитĕннĕ çынсемпе тухăçлă хутшăнма та, куракан тантăшĕсемпе танах хăйсен пултарулăхне кăтартма та майсем туса парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- социаллă харкамлăх результачĕсем, вĕренĕвĕн универсаллă ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнсе çитмен суккăр ачасем
-
Шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасене çĕнĕлле условисенче педагогика енчен ертсе пыни
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Демура Юлия Игоревна, Замашнюк Елена Вадимовна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул çулне çитмен ачасене педагогика тĕлĕшĕнчен ертсе пыни çине хальхи вăхăтра мĕнле пăхнине тишкернĕ. «Хавшак сывлăхлă ачасене тата вĕсен çемйисене ертсе пыракан служба» тата «Малтанхи пулăшу центрĕ» пек çĕнĕ условисенче куç вăйĕ чакнă ачасене ертсе пырассин уйрăмлăхĕсеене çырса панă. Ачасен куç вăйĕ чакса пынин сăлтавĕсене ĕнентернĕ, çак ушкăна кĕрекен ачасене вĕрентессин тĕллевĕсемпе задачисене çырса панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- ертсе пыни, педагогика енчен ертсе пыни, çĕнĕлле условисем, шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасем, хăйне евĕрлĕ вĕренӳ кирлĕлĕхĕ, малтанхи пулăшу служби, ертсе пыракан центр, хавшак сывлăхлă ача тата унăн çемйи
-
Ача сачĕн вĕренÿ талккăшĕ – шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли вăй
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Марихин Сергей Васильевич, Кондратюк Мария Игоревна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра ача сачĕн шкул умĕнхи ачасен харпăр ăнланăвне аталантармалли тĕп майĕсене пăхса тухнă. Авторсем пуплев тулли аталанман ачасен харпăр ăнланăвне пĕтĕмĕшле ăнлантарнă, çакнашкал ачасен харпăр ăнланăвне аталанмалли çул-йĕре кăтартнă. Авторсвем палăртнă тăрăх, пулса иртекен ĕçсене тишкерсе хаклама хăнăхтарни, пурнăçра çын тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ĕç тунине кăтартни пуплев аталанман ачасене ытти ачасемпе пĕр рете тăртатма, ыттисемпе хутшăнма, чун çирĕплĕхне аталантарма, «Эп» концепцие никĕслеме, ума пысакрах тĕлевсем лартма хăнăхтарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпар ăнланăвĕ, шкул умĕнхи ачасем, ача сачĕ, пуплевĕн тулли аталанманлăхĕ