- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2
-
Латин чĕлхи вĕрентнĕ май чĕлхепе çыхăнман пĕлӳлĕх йĕркелени
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Сивкина Наталья Юрьевна, Ващева Ирина Юрьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Юлашки çулсенче – латин чĕлхине вĕрентме усă куракан меслет чылай улшăнчĕ, йăлана кĕнĕ мелсем вăхăт ыйтнă шайри пĕлӳ пами пулчĕç. Çавна пула, латин чĕлхи предметне вĕрентме тухăçлă меслет тупасси паян куншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра авалхи чĕлхене филологипе çыхăнман аслă шкулта вĕрентни студентсен чĕлхе пĕлĕвне анлăлатнисĕр пуçне малашне профессире кирлĕ тавра курăмне те сарма тивĕçлĕ. Авалхи чĕлхене вĕрентме халĕ усă куракан меслет йăлапа пыракан тытăм картинчен тухмасть, çавна май вĕрентĕвĕн çĕнĕ тĕллевĕсене тивĕçтермест. Латин чĕлхи профессие алла илме пысăк пулăшу панине студентсем ăнланмаççĕ. Хамăрăн тĕпчевре, тĕпрен илсен, пĕтĕмĕшле ăслăлăхра тăтăш усă куракан анализпа синтез тата танлаштару меслечĕсене усă куртăмăр. Практика пайĕнче ыйтăм меслечĕ пысăк пулăшу кӳчĕ. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн авторсем çакнашкал пĕтĕмлетӳ патне пырса тухрĕç: вĕрентĕве чĕрĕлĕхпе тĕллевлĕ кăсăклану кĕртме ытларах алгоритмсемпе, хăнăхтарусемпе, тренингсемпе усă курмалла. Латин чĕлхин уçăмлă тытăмĕ, логикăлăхĕ – студентсен чĕлхепе тӳррĕн çыхăнман, анчах ĕç рынокĕнче питĕ кирлĕ пĕлĕвне вăй памалли лайăх никĕс пулса тăрать. Кунсăр пуçне, паллах, студентсен компетенцине мала хуракан аслă шкул валли пачах урăхла вĕренӳ кĕнеки кирлĕ. Вăл çĕнĕ меслетлĕхе пăхăнмалла, хальхи вăхăт ыйтнипе тата студентсен психологи уйрăмлăхĕсемпе килĕшӳллĕ пулмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- латин чĕлхи, гуманитари пĕлĕвĕ, латин чĕлхин вĕренӳ кĕнекисем, латин чĕлхи вĕрентмелли меслетлĕх, пĕлĕве мала хуни
-
Ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене тӗпе хурса ҫамрӑксен кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхне йӗркелесси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Павлова Ирина Ивановна, Павлов Владимир Иванович, Тихонов Денис Олегович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра «кăмăл-сипет ҫирӗплӗхӗ», «кăмăл-сипет ҫирӗпсĕрлӗхӗ», «улшӑну», ҫитӗнсе ҫитмен ачасен кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхне йӗркелемелли формӑсене, меслетсене, майсен тупсăмне тата содержание уҫӑмланаҫҫӗ. Кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхӗ – ҫынпа пĕрле ҫуралман пахалӑх, вăл тӗллевлӗ вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗн процесӗнче йӗркеленет. Ҫамрӑк ачасен кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхне йĕркелесси интериоризацирен нумай килет. Урăхла каласан, обществӑри мораль ыйтăвĕсемпе кăмăл-сипет принципӗсене кашни вӗренекенӗн шалти тĕллевне, шухӑш-кӑмӑлне куҫарасси пулса тӑрать. Вӗренӳпе воспитани процесӗ ӑслӑлӑх, историзм, туйӑмлӑх, социаллӑ культура тата вӗренӳ хаклӑхӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни, вӗренекенсен ӳсӗмӗ тата уйрӑмлӑхӗсем ҫине тӗревленсе йӗркеленет. Статьяра Чӑваш Ен шкулӗсен кăмăл-сипет ҫирӗплӗхне йӗркелес ӗҫ опытне тишкернӗ. Ҫамрӑксен кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхне ӑнӑҫлӑн йӗркелеме май паракан педагогика условийӗсен ретне уйӑраҫҫӗ. Вӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: тӗллевсене уҫӑмлӑ лартни, чи оптималлӑ формӑсемпе меслетсене, хаклăхсене суйласа илесси, вӗренӳпе воспитани ӗҫӗн содержанийӗ; ҫамрӑксене воспитани шайне шута илсе сапăрлав ĕçне тӗллевлӗн планласси тата воспитани парас ӗҫе йӗркелесси; ҫамрӑксене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет культурин хаклӑхӗсене явӑҫтарма май паракан вӗренӳ предмечӗсен воспитани вӑй-хӑвачӗпе усӑ курасси, мораль тӗлӗшӗнчен суйласа илесси; çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пĕлӳ парасси, наци культурипе паллаштарасси; ҫамрӑксене шкулта та, ун тулашӗнче те ырă тăвас, обществӑшăн усăллă проект ӗҫĕсене явăçтарасси; вӗсен кăмăл-сипет ҫирӗплӗхне, хӑйсене воспитани парассине йӗркелес ӗҫре кашни ҫамрӑка тимлĕх уйăрасси.
- Тӗп сӑмахсем:
- ҫамрӑксем, воспитани, кăмăл-сипет ҫирӗплӗхӗ, кăмăл-сипет ҫирӗпсĕрлӗхӗ, улшӑну, пластикӑлӑх, педагогика процесӗ, ӗнентерӳ меслечӗсем, проект ӗҫӗ-хӗлӗ, хӑвна ху воспитани парасси
-
Техника вузĕн студенчĕсен информаци хăрушсăрлăх культурин уйрăмлăхĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Соловьева Светлана Анатольевна, Кулебяев Михаил Анатольевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра техника вузĕн студенчĕсен информаци хăрушсăрлăх культурин уйрăмлăхĕсене тĕпченин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартнă. Тĕпчев паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни цифра информацийĕ пĕтĕм тĕнчене сарăлнипе çыхăннă. Вăл çын пурнăçĕн пĕтĕм енне пырса тивет: пĕр енчен, ытти çынсемпе епле хутшăннине, политикăпа патшалăх ĕçне тата профессине; тепĕр енчен, харкамлăхне. Ку вара информаци хăрушсăрлăхĕн культурине йĕркелессипе тата аталантарассипе тачă çыхăннă. Çак пулăм чи малтан техника вузĕн инженери отраслĕн студенчĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем, караях, тĕрлĕ информаци хăрушлăхне лекме пултаракан техника системисемпе тата информаципе ĕçлекенсем пулаççĕ. Информаци хăрушсăрлăхĕн культурине йĕркеленекен тата аталантаракан программăсен тухăçлăхĕ нумай чухне çав хăрушсăрлăх культурин уйрăмлăхĕсене тата ун пайĕсем (техника, тавралăха пĕтĕм туйăм органĕпе йышăнни, тыткаларăш, хаклавлă шухăшлав) епле палăрнине тĕпченинчен килет. Тĕпчеве авторăн «Информаци хăрушсăрлăхĕн культура шайĕ» ятлă диагностика ыйтăвĕсем çине таянса конструкцилекен сăнав форми евĕр ирттернĕ. Тĕпчевре Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр техника унивеситечĕн (МАДИн) Атăл çи филиалĕн 781 студенчĕ хутшăнчĕ. Информаци хăрушсăрлăх культурин тупса палăртнă тытăмĕ çине таянса техника вузĕн студенчĕсен хăрушсăрлăх культури аталанса вăй илнин хăй майлă уйрăмлăхĕсене тупса палăртнă: тĕпчев результачĕ техника вузĕн студенчĕсен хăрушсăрлăх культури аталанăвĕнче кăтартуллă уйрăмлăх пуррине кăларса тăратрĕ. Ку вăл – техника вузĕнче вĕренекенсен ăс-тăнĕнче информаци хăрушсăрлăхĕн культурипе пĕлӳ çителĕксăр пулни; техникăна пĕтĕмĕшле лайăх пĕлнĕ çĕртех хăрушсăрлăха шута илмесĕр ку е вăл тыткаларăша кĕнин кăтартăвĕ пысăк.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаци хăрушсăрлăхĕн культури, техника пайĕ (компоненчĕ), ăс-тăнпа шухăшлав пайĕ (компоненчĕ), тыткаларăш пайĕ (компоненчĕ), хаклавпа шухăшлав пайĕ (компоненчĕ)
-
Предприятисен кадр суверенитетне тивӗҫтерес тата инженерсен профессилĕхне пурнăçпа çыхăнтарас ĕçри техника университечĕн пĕлтерĕшĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Санникова Татьяна Дмитриевна, Аксенова Жанна Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçре инженерсен пĕлĕвĕн тулли комплексне тишкерес ыйту пирки тата çĕр-шывăмăрăн предприятийĕсене кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе суверенитет тăвасси çинчен сăмах пырать. Инженер кадрĕсене хатĕрленĕ çĕрте экономикăн чăн секторĕн, уйрăмах технологи енчен вăйлă аталаннă пайĕн, предприятийĕсене явăçтарма кирлине ĕнентернĕ. Раççей промышленноçĕнче технологи тата кадр тĕлĕшĕнчен суверенитет туса хунă чух техника университечĕсемпе предприятийĕсен тачă çыхăнăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса панă. Раççей экономикин кадр енĕпе вăй илнĕ пăхăнманлăхĕ пысăк квалификациллĕ практик специалистсене явăçтармасăр пулмасть. Ку программăсене хатĕрлев профилĕпе никĕс хывакан пĕлĕве, пултарулăха кăна мар, «пиçĕ» хăнăхусене те кĕртмелле. Çакă вара пулас специалистсене производствăн кирек епле лару-тăрăвĕнче те ситуаципе пайăррăн килĕшсе тăракан ку е вăл çул-йĕре, хутшăну мелне тупма май памалла. Инженерсене хатĕрлемелли системăна калăпланă май мĕнле-мĕнле фактора тĕп вырăна хумаллине палăртнă. Ку факторсене тивĕçлипе хакламасăр техника вузĕсен вĕренӳ планĕнчен «Бизнес планĕ», «Ресурссен управленийĕ», «Ĕçлĕ хутшăнусем» предметсене кăларни малашне кадрсен ретне тăмалли выпускниксене тухăçсăр хатĕрлесси патне илсе пырать. Статьяра пулас инженерсен предпринимательствăпа хутшăну компетенцийĕсене аталантармалли концепци модельне çырса кăтартнă. Ку компетенцисем пулас инженерсен профессилĕхне пурнăçа кĕртме, экономикăн технологи вăйлă аталаннă пайĕнче кадр енĕпе суверенитет çирĕплетме май параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- технологи енĕпе тунă пăхăнманлăх (суверенитет), кадр енĕпе тунă пăхăнманлăх (суверенитет), инженер кадрĕсем хатĕрлесси, вĕренӳпе производство пĕрлешĕвĕ, профессипе чăнлăхра усă курни, «пиçĕ» хăнăхусем
-
Хальхи шкул ачисене тĕрĕс вулама вĕрентесси – дидактикăн кăткăс ыйтăвĕ (регион аспекчĕ)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Коренева Анастасия Вячеславовна, Рыжкова Инна Витальевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах хальхи шкул ачисене текстсен расна тĕсне вĕсенче калаçу мĕн çинчен пынине пурнăçра кирлĕ пек тарăн ăнланмалăх тата ăнлантарса памалăх тĕрĕс вулама вĕрентесссипе çыхăннă кăткăс ыйту пирки пырать. Хальхи педагогикăпа лингводидактика тĕпчевĕсем çине таянса авторсем содержани енчен регион пурнăçĕ çинчен калакан текстсемпе усă курнипе вырăс чĕлхи урокĕсенче тĕрĕс вулав хăнăхăвĕ епле аталаннин уйрăмлăхне кăтартаççĕ. Педагогика экспериментне тĕпе хурса çырнă статья материалĕсем учителĕн меслетлĕх стратегине тĕплĕн улăштарма май параççĕ. Пĕлӳпе хăнăхăвăн пурнăçра кирлĕлĕхне тĕп вырăна хурса ĕçлекен хальхи чылай учителĕн шухăшне авторсем анкета мелĕпе тĕпченĕ. Респондентсен хуравĕсене тишкерни учительсем статьяра тапратнă ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хунине çирĕплетет, çав вăхăтрах меслетлĕх енчен пулăшу çуккипе, пĕлĕве пурнăçпа çыхăнтарма хистекен (пĕтĕмĕшлĕн илсен), ăнланса вулама вĕрентекен ĕçсен условине майлаштарма пĕлменнипе çыхăннă (уйрăммăн илсен) йывăр ыйтусем чылай иккенне те уçăмлатать. Авторсем çирĕплетнĕ тăрăх, ФГОСра каланă нормăсене пăрăнмасăр пăхăнма тивĕç пур пулин те хальхи учительсем пĕлӳпе пурнăçра усă курма хăнăхтарас енĕпе системăллă ĕçлемеççĕ. Кирлĕ ĕçе хутран-ситрен тăваççĕ. Ку вара, паллах, вĕрентĕвĕн пахалăхĕнче пĕтĕмĕшлĕн начар енпе палăрать тата шкул ачисен нумай пĕлес кăмăлне ним палăрми пĕтерсе вĕренӳре кая юласлăх картине сарать. Тĕрĕс вулама вĕрентекен тĕп мел тесе учительсем практикăра тĕсĕпе тата жанрĕпе тĕрлĕ текста тишкернине пăхаççĕ. Вĕрентӳ результачĕсене пĕтĕмĕшлĕн илсе тишкерни статья авторĕсене ачасене хальхи шкулта тĕрĕс вулама вĕрентме содержанийĕпе регион пурнăçне сăнлакан текстсем кирлĕ тесе çирĕплетме май парать. Регион культурипе тачă çыхăннă текстсем ачасене вуланин содержанине тĕплĕн тишкерме, тĕп шухăшсене мала хурса авторпа ирĕклĕ калаçăва кĕме чĕнеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- регион компоненчĕ, теори пĕлĕвĕсемпе пурнăçра усă курни (функциллĕ пĕлӳ), мĕн çырнине тĕплĕн ăнланни (вулав пĕлĕвĕ), текста тишкерни, вĕрентӳ пахалăхĕ, вĕрентӳ результачĕсем, уроксене проектлани, вĕренӳре кая юлни, шкул ачин çĕннине пĕлес кăмăлĕ (туртăмĕ)
-
Аслă шкулта проект тума вĕрентесси (Кемерово патшалăх университечĕн тĕслĕхĕ)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Глухова Ольга Юрьевна, Гудов Александр Михайлович, Сирик Светлана Михайловна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕсем, професси стандарчĕсем тата ĕç рынокĕ аслă шкулăн вĕрентĕвне проект ĕçĕ кĕртме пулăшаççĕ. Паян кун ученăйсем проект тума вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене тимлесех тĕпчеççĕ, анчах проекта хутшăнакансен ĕçне йĕркелесе тăракан ĕç-пуç системине пĕтĕмпе палăртса çитермен-ха. Статьяра – проект тума вĕрентнĕ май студентсене универсал тата професси пĕлĕвĕпе пултарулăх енчен аталантаракан меслете кăтартнă. Ку енсенчен чи мала проект хатĕрлессине тата пурнăçлассине тĕпе хунă, пĕлӳпе хăнăху хăш шая çитнине хакламалли мелсене сăнласа панă. Ку тĕпчевре – проекта пурнăçа кĕртмелли мĕн пур çул-йĕре тупассипе çыхăннă ку е вăл уйрăмлăха пăхса тухнă. Аслă шкулăн проектлама вĕрентме хатĕрленĕ теорипе практика положенийĕсене тĕрĕслеме студентсен професси пĕлӳлĕхĕпе хăнăхăвне (компетенцине) хаклаççĕ. Проекта хутшăнакан студентсен професси пĕлӳлĕхĕн шайне диагностика кăтартăвĕсем çине таянса тĕрĕслеççĕ. Вĕсене 01.04.01 магистратура студенчĕсен «Математикăпа информатикăна вĕрентесси» вĕренӳ программин тытăмне кĕрекен «Ăслăхпа тĕпчев ĕçĕ» производство практикин программинче каласа тухнă, производство практикин опычĕ çине таянса тĕплĕн ăнлантарнă. Экспериментпа усă курса ирттернĕ тĕпчев кăтартнă тăрăх, ятарлă вĕрентни магистратура студенчĕсене проект ĕçĕ тума хавхалантарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- проект, проект тума хăнăхтаракан вĕрентӳ, студентсен проект ĕçĕ-хĕлĕ, проект тума хăнăхтаракан меслетлĕх, проект ĕçне ертсе пымалли мел
-
Аслă класра вĕренекен блогерăн хутшăнупа психологи уйрăмлăхĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Костарева Кристина Дмитриевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Интернет талккăшĕ çамрăк ăрăвăн çынсемпе хутшăнмалли вырăнсенчен пĕри пулса тăнă. Хальхи вăхăтра çамрăксем интернетра видео блогĕ ертсе пынă май час-часах пĕтĕм халăха хăйсен пурнăçĕпе туйăмĕ çинчен тата пĕр-пĕр лару-тăрура хăйĕнпе çыхăннă ку е вăл пулăм çинчен каласа параççĕ. Аслă классенче вĕренекен блогер халăхпа хутшăннин, психологи енчен хăйне епле тыткаланин уйрăмлăхне тишкерсе пĕлни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулса тăрать, мĕншĕн тесен ку ыйтăва хальлĕхе Раççейре тата ют çĕр-шывсенче туллин уçса паман. Статьяра çамрăк çынсем интернетпа усă курса блогра ĕçленĕ чухне çынсемпе хутшăнма мĕнле хăнăхни тата психологи енчен епле улшăнни çинчен сăмах пырать. Тĕпчевре методологи хатĕрĕсен ретĕнче автор анкетипе, «Харпăр хăйне кăтартмалли (паллаштармалли) тактикăна хакламалли шкалапа», «Халăх шанăвĕн шкалипе», «Н. Холл тĕпчевçĕн туйăм интеллекчĕн шайне пĕлмелли меслечĕпе» т. ыт. те усă курнă. Статьяра интернетпа хастар усă куракан аслă класс ачисем тата яш блогерсем çынсемпе хутшăннине тата психологи енчен епле пулнине тĕпченĕ результатсене илсе панă. Автор тĕпчевĕ тăрăх, яшсем видео блогĕ ертсе пыни çынсемпе хутшăннин пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулать. Тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕ çакăн пек: аслă класра вĕренекен блогер хăйне хăй тивĕçлинчен пĕчĕкрех хак пама, хăйне вăрçма-тарăхма, хÿтĕленÿ тактикипе активлă усă курма, урăхла каласан, хăйĕнпе паллаштарнă чух та хăйне хӳтĕлекен стильпе усă курма пултарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- блог, аслă класра вĕренекен блогер, туйăм интеллекчĕ, халăх шанăвĕн шайĕ, халăх тетелĕсемпе (социаллă тетелсемпе) усă куракан çын, харпăр хăйне кăтартмалли (хăйĕнпе паллаштармалли) тактика, харпăр хăйне хаклани, харпăр хăйне йышăнни, харпăр хăйне хакланин палăрăмĕ
-
Аслă шкулăн психолог студенчĕсем вĕренӳ цифрăланса улшăннине хăнăхнин кăтартăвĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Усольцева Виктория Владимировна, Шитова Полина Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи технологисем психолог педагог ĕçĕн мĕн пур енне кĕреççĕ. Паян психолог студентсен цифрăллă вĕренӳ талккăшĕнче ĕçлеме, тĕрлĕ онлайн инструментсемпе усă курма хатĕр пулмалла тата вĕрентĕвĕн çĕнĕ форматне хăнăхма пултармалла. Психолог студентсем цифра технологийĕпе усă куракан вĕренĕве епле хăнăхнине тĕпчени паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хальхи тĕнчере цифра технологийĕсем пурнăçăн мĕн пур енче, вăл шутра вĕренӳре те, пысăкран та пысăк вырăн йышăнаççĕ. Цифра технологийĕсем психологшăн вĕрнĕвĕн мĕн пур тапхăрĕнче шанчăклă пулăшуçă пулса тăраççĕ. Педагогика университечĕн психолог студенчĕсем улшăну условийĕсене тата вĕренӳ цифрăланса пынине епле хăнăхнине тĕпчеме – ыйтăм тата анкетăлав меслечĕсемпе усă курнă. Ĕçре çыннăн пĕтĕмĕшле хăнăхăвĕн тăватă кăтартăвне тĕпченин результатне илсе панă: нервăпа психика тăнăçлăхне, хутшăну уйрăмлăхне, мораль çирĕплĕхне, хăнăху пултарулăхне. Вĕренӳ цифра енне куçнине студент епле хăнăхнин тăватă кăтартăвне палăртнă: кăсăклану, цифра инструменчĕсемпе усă курма хатĕрри, цифра инструменчĕсене пĕлни тата вĕсемпе усă курма пултарни, цифра инструменчĕсемпе усă курма хăнăхнă чухнехи çăмăллăх. Илнĕ результатсем çине таянса тĕпчевçĕсем психологи факультечĕн тĕрлĕ курсĕнче пĕлӳ илекен психолог студентсем вĕреннĕ вăхăтра цифра улшăнăвне епле хăнăхнине илсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- хăнăху (адаптаци), хăнăху кăтартăвĕсем, психолог студент, цифрăлани, вĕренӳ цифрăланса улшăнни, цифра инструменчĕсем, нервăпа психика тăнăçлăхĕ, хутшăну уйрăмлăхĕ, мораль çирĕплĕхĕ, хăнăху пултарулăхĕ
-
Аслă класс ачисене пурнăç вырăнне пĕлсе тупма аталануллă вĕрентмелли хатĕрсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Ольхова Юлия Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра аслă класс ачисен пуласлăха тăвас енĕпе пухăннă пĕлĕвне кăтартнă. Ăна аслă ачасене тимлекен шкулăн вĕренӳ талккăшне йĕркелемелли ориентир тесе хакланă. Пурнăç тăвас пирки пухнă пĕлĕве автор категори шайĕпе пăхнă, пулас пурнăçăн планĕ пулать тесе, психологин çын тавралăха епле туйнине шута илекен теорийĕпе килĕшсе тăрать тесе, аслă класс ачине хăй пурнăç çулĕн субъекчĕ, пурнăç стратегийĕн авторĕ пулать тесе кĕртнĕ. Пурнăçа йĕркеле ярас пирки пухăннă пĕлĕве çыннăн пĕрлĕхлĕ пахалăхĕ тесе ăнланмалла. Вăл çыннăн тĕллевне тата потенциалне (пĕлĕвне, пултарăвне, опытне тата çынлăх пахалăхне т. ыт. те) яваплăха тĕпе хурса планланă хыççăн пурнăçа кĕртес пултараслăхне хак парать. Статьяра пурнăç тăвас пĕлĕвĕн çак енĕсене тишкернĕ: сăлтав пурри, шухăшсене тишкерме пултарни, хаклама, пĕлтерĕшлĕх туйма пултарни, туйăмпа кăмăл çирĕплĕхĕ, ĕçе хăвăрт туни, рефлекси, хастарлăх палăрăмĕ, вĕсем епле палăрассине палăртса хума пултарни. Тĕпчевре аслă класс ачисен пурнăç тума пĕлеслĕхĕн çӳллĕ, вăтам тата аял шайĕсене сăнласа кăтартнă, ку е вăл шайра ачасен йышĕ мĕнле процент пулнине каланă. Пĕлĕвĕн кашни пайне ăнлантарнă май ача мĕн енчен хăйне майлă иккенне палăртса пынă, çав енсем çамрăка аталанмалли никĕс пулнине уçса панă тата шкул ачасенчен пурнăç çынни тума усă куракан хатĕрсене каласа тухнă. Статьяра кăтартнă хатĕрсем хăйсен тухăçлăхне çирĕплетсе пачĕç, çавăнпа вĕсемпе шкулта аслă класс ачисене тивĕçлĕ пĕлӳ пама усă курма юрать. Ку хатĕрсемпе пĕрлештерсе усă курни аслă класс ачисене пулас пурнăçра кирлĕ паха пĕлтерĕшлĕ енсене чăнлăх ыйтнă пек улăштарса планлама май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх, аслă класс ачисем, пурнăç тума пĕлни, вĕренӳ талккăшĕ, пĕлӳлĕх пайĕсем, «çут тĕнчере пурăнас» концепци, картировани (пулас процесс епле пулассине хальхи пурнăçа шута илсе палăртни), тытăмлă кун кĕнеки
-
Яшсем харпăр хăйне хакланипе педагога хисеплени пĕр-пĕринпе çыхăннин уйрăмлăхĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Бакаева Ольга Николаевна, Ануфриева Ольга Викторовна, Рыжкова Ольга Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра яшлăх çулне çитнĕ ачасем харпăр хăйне хакланипе шкулта вĕрентекен учителе епле хисеплени хушшинче çыхăну еплерех иккенне пăхса тухнă. Çамрăксем харпăр хăйне хакласси вĕсен пурнăçра ку е вăл вырăн йышăнма май паракан нумай пĕлӳ илес хастарлăхĕ ӳссе пынипе çыхăннă. Ку ыйту психологипе педагогика ăслăлăхĕсенче çĕнĕлĕх шутланмасть, çапах шкула çĕнĕ ФГОСа кĕртнĕ май урăх куçпа пăхса тухма хистет. Сăнавлă тĕпчеве Елец хулин В.А. Дорохин ячĕллĕ 12-мĕш муниципалитет автономи вĕренӳ учрежденийĕнче ирттернĕ. Сăнава 13–15 çул тултарнă 40 ача хутшăннă. Сăнав вăхăтĕнче яш ачасем харпăр хăйне епле хакланин уйрăмлăхĕсене тата вĕсем педагогпа епле хутшăннине тĕпченĕ. Тĕпчевре С.А Будасин çын хăйне хăй хаклама усă куракан меслетпе тата Дж. Келлин репертуар решеткин техникипе усă курнă. Вĕсем яш çулне çитнĕ ачасем хăйсен педагогĕсене епле хакланине пĕлме май параççĕ. Ачасемпе педагог хушшинче çыхăну епле иккенне тĕпчеме тĕп вырăна А.А. Рябовăн «Шкул ачи куракан учитель» меслетне илнĕ. Ирттернĕ тĕпчев ача хăйне хăй хак панипе учителе хакласси хушшинче тӳрĕ çыхăну пуррине кăтартать. Ку çыхăну акă мĕнлескер: хăйне шайлаштарса е чакарса хаклани ача учителе хисепленине пĕлтерет, анчах хăйне пысăка хуни ачапа учитель хушшинче çыхăну (çыхăну тĕсĕ) начаррине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпăр хăйне (хăйне хăй) хаклани, педагогпа çыхăнни, яшлăх тапхăрĕ, яшсем
-
Психологипе педагогикăн ачана шайлашуллă аталантарма май паракан принципĕсем П.Ф. Лесгафт ĕçĕсенче палăрни
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Потапова Анна Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку статьяра П.Ф. Лесгафт ачана шайлашуллă аталантарса пама сĕннĕ шухăшсене теори енчен тишкернĕ результатсене илсе кăтартнă. Хальхи ачасен хул-çурăм, кăмăл-сипет тата ăс-тăн аталанăвĕнче килĕшӳлĕх çуккипе тĕпчев паянхи куншăн та пĕлтерĕшне çухатман. Ытти облаҫсене ҫителӗксӗр тимлĕх уйăрнине пула çитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл сфери урăх облаçсенчен ытларах аталанать. Çавна пула чаплă гуманист ăсчахăн концепцийĕн тĕп шухăшĕсене çĕнĕрен «чĕртсе тăратни» уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулать. Пирĕн тĕпчевĕн тĕллевĕ П.Ф. Лесгафт ачасене шайлашуллă аталантарас енĕпе педагогикăпа психологире каланă концепцин принципĕсене палăртасси тата вĕсене содержани енчен пуянлатасси, педагогикăпа психологире халь йышăннă принципсемпе танлаштарса кăтартасси пулса тăрать. Тĕпчевĕн тĕп мелĕ – П.Ф. Лесгафт ĕçĕсенче каланă материала теори енчен хаклани тата пĕтĕмлетни, ăсчахăн эткерне тишкернĕ ĕçсене хамăр ыйтупа çыхăнтарса танлаштарни. Ĕçĕн юлашки пайĕнче анлă пĕтĕмлетӳ тунă. Автор ĕнентернĕ тăрăх, психологипе педагогикăн ачана шайлашуллă аталантармалли тĕп принципсем П.Ф. Лесгафт вĕрентĕвĕнче çаксем пулса тăраççĕ: психика аталанăвне пĕтĕмĕшле тата системăллă пăхни, ăнланулăх, хастарлăх, ĕç йĕркепе пыни, çыхăнулăх, курăмлăх, ачасен ӳсĕмĕпе пайăрлăхĕн уйрăмлăхĕсене шута илни, сапăрлав ĕçĕсен пĕрлĕхĕ, гуманизм.
- Тӗп сӑмахсем:
- çын, принцип, психологипе педагогика принципĕсем, шайлашуллă аталану, ача