- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 1
-
Техника специальноҫĕсен колледжĕн преподавателĕсен педагогика пахалăхĕсем: содержанийĕ тата тытăмĕ
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Баймурзин Руслан Хамитович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Халăх ушкăнĕсен культура талккăшĕн сăн-сăпачĕ улшăнакан тата вĕренӳ ҫул-йĕрĕ паян аталанакан йăха пĕлӳ ансат мелпе панинчен кăмăл-сипет енне ҫавăракан лару-тăрура уйрăм пĕлтерĕшлĕ аксиологи (пахалăх вĕрентĕвĕн) мелĕ туянать. Статьяра техника специальноҫĕсен колледжĕн преподавателĕсен педагогика пахалăхĕсен системин хăй евĕрлĕхне (спецификине) пăхса тухнă. Професси стандарчĕ умне кăларса тăратнă требованисене шута илсе тата техника специальноҫĕсен колледжĕн преподавателĕсен професси ĕҫĕ-хĕлĕн хăйне евĕрлĕхне асра тытса автор педагогика пахалăхĕсен пĕр-пĕринпе ҫыхăннă виҫĕ ушкăнне уйăрнă. Вĕсем профессипе пахалăх системин шалта йĕркеленекен педагогика системине тăваҫҫĕ: пĕлӳ пахалăхĕ (техника тата професси пахалăхĕсен ҫыхăнуллă пĕрлешĕвĕ), хатĕр-хĕтĕр пахалăхĕ (вĕренӳ технологийĕсем) тата хутшăну пахалăхĕсем (профессилĕхе кăтартакан педагогика этеплĕхĕ). Кăтартнă пахалăхсене алла илес тесен професси пĕлĕвĕпе ăнланăвне улăштарма тивĕҫ пуррине ĕнентернĕ, мĕншĕн тесен вĕсен профессипе ҫыхăннă унчченхи ĕҫĕ тĕп вырăна объекта, алгоритма тата хăвăрт пулакан результата лартнă. Педагог ĕҫĕнче вара, тĕрĕссипе, субъектлăх, рефлекси, вăрах вăхăта пыракан пуласлăх тата кăмăл-сипет палăрăмĕ (кăмăл-сипет рефлексийĕ) кирлĕ. Автор техника специальноҫĕсен колледжĕн преподавателĕсен педагогика пахалăхĕсен системи деклараци шайĕнче тăракан нормăсен пуххи темелле мар текен, аталанакан вăй пулса тăрать текен, профессилĕхĕн техника тата педагогика тĕсĕсен чиккинче никĕс хывать те профессилĕхе (професси рефлексине) кăтартса пама хистет тата ятарлă лару-тăру тума ыйтать текен шухăш патне пырса тухать. Ку лару-тăрушăн меслетлĕх енчен системăллă пулăшу памалла тата преподавателе хăйне ĕҫре кăтартма (професси рефлексине ҫын умне кăларма) май паракан йĕрке тумалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- пахалăхсем, педагогика пахалăхĕсем, колледж преподавателĕ, техника специальноҫĕсем, професси пĕлĕвĕ, вĕренӳ технологийĕсем
-
Педагогăн профессийĕнче çирĕпленекен пиçĕ хăнăхусем тата вĕсен пайрăм тытăмĕ
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Краснова Светлана Гурьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяна педагогăн пиҫĕ хăнăхăвĕсем аталанса ҫирĕпленнине тата вĕсемпе вĕренӳре усă курассине халалланă. Хальхи педагогсем професси ĕҫĕн ҫĕнĕ лару-тăрăвĕне хăвăрт хăнăхассипе, вĕренӳ аталанăвĕн субъекчĕсемпе ăнăҫлă хутшăнăва кĕрессипе, ертӳҫĕ пахалăхĕсене, ҫĕнĕлле шухăшлама пултараслăха (креатива), стандартлă мар ыйтусене татса парас пултарулăха кăтартассипе ҫыхăннă йывăрлăхсене час-час кураҫҫĕ. Педагогăн професси компетенцийĕ пирки калакан требованисенче педагог «пиҫĕ» текен хăнăхусен нумай енлĕ комплексĕпе епле усă курнине мала кăларнă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ «пиҫĕ хăнăхусем» ăнлава кĕрет уҫăмлатасси, ҫав хăнăхусен пайрăм тытăмне тупасси тата пайсемпе вĕренӳре епле усă курнин хăйне евĕрлĕхне палăртасси пулса тăрать. Ку вара вĕренекенсем тата вĕренӳ хутшăнĕвне кĕрекенсем хушшинче майлашакан ҫыхăнăва тухăҫлатма май парать. Педагог тĕслĕх паракан тата вĕрентекен пулни, вĕренӳ аталанăвĕ калакан хăнăхусене (хутшăнма пултараслăха, критикăллă шухăшлава, эмпатие, креатива т. ыт. те) аталантаракан талккăш пулни пĕлтерĕшлĕ. Статьяра паян кун педагогсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пиҫĕ хăнăхусен ушкăнне тупса кăтартнă, вĕсене характеристика парса сăнланă. Цифра технологийĕсемпе хăрушсăр тата тухăҫлă усă курмалли цифра пĕлĕвне уйрăм тимлĕх уйăрнă. Материал ҫăл куҫне тишкерни пиҫĕ хăнăхусене аталантарса ҫирĕплетмелли витĕмлĕ ҫул-йĕр, меслетсем тупма май панă. Вĕсенчен автор педагогсен пиҫĕ хăнăхăвĕсене аталантаракан психологипе педагогика программисене пурнăҫа кĕртнине палăртать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогсем, пиҫĕ хăнăхусем, пиҫĕ хăнахусен пайрăмĕсем, вĕренӳ аталанăвĕ, цифра пĕлĕвĕ
-
Харпăр хăйне сăнанин электрон дневникĕ аслă шкул студенчĕсен математикăна алла илнĕ май харпăр хăйне тĕпчесе аталантаракан хатĕрĕ пулни
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Рыбакова Анна Ивановна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Вĕренĕвĕн хальхи тытăмĕ аслă вĕренӳ заведенийĕн пулас выпускникĕ умне кĕрет требованисем кăларса тăратать. Уйрăммăн илес пулсан – студентăн вăхăтпа пĕлсе усă курмалла, хăйĕн аталану ҫул-йĕрне вĕренӳ принципĕсене пăхăнса тытса пыма пултармалла. Харпăр хăйне сăнаса ӳсĕм туни – ҫын аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ. Вăл пуҫ мимин шухăшлав ĕҫ-хĕлне сăнаса тăрас пултарулăхне кăтартать, ҫынна вăл хăйĕн ку е вăл ĕҫне мĕншĕн тунине ăнланса илме тата тунă ĕҫ-пуҫа малашлăхра кирлĕ пек улăштарас тĕллевпе хаклама май парать. Хальхи вăхăтра ученăйсем информаци ытлашши нумай пулнăран ҫын умне тухса тăракан йывăрлăхсем ҫинчен ҫыраҫҫĕ. Вĕсем общество пурнăҫĕ ытлашши информациленнипе ҫыхăннă та ҫамрăк ăрăвăн шухăшлавĕпе ĕҫ-пуҫа йĕркелес пултарулăхĕ пăсăлнин сăлтавĕ пулса тăраҫҫĕ. Ку ĕҫе аслă вĕренӳ заведенийĕ студенчĕсен математикăна алла илнĕ май харпăр хăйне сăнаса аталантармалли хатĕрĕсене тупас ыйтăва халалланă. Пăхса тухакан ыйтăва тĕпченĕ литературăна тишкерни тата пĕтĕмлетни студентсен хăйсене сăнаса аталантармалли хатĕр сахал текен пĕтĕмлетӳ патне илсе пырать. Педагогика эксперименчĕ вăхăтĕнче тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ ҫине таянса хатĕрленĕ электрон дневник математика дисциплинисен содержанине алла илекен студентсем хăйсене сăнаса аталанма май паракан тухăҫлă хатĕр пулнине палăртнă. Йĕркелесе ирттернĕ ăслăлăх тĕпчевĕ малашне тишкермелли ыйту чылай иккенне курма май пачĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ, студентсем, аталану, аслă вĕренӳ заведенийĕ, харпăр хăйне сăнаса аталантарни, харпăр хăйне сăнанин дневникĕ, математика дисциплинисем
-
Аслă шкулта ӳт-пӳ аталанăвĕ сапăрлавĕнчи ҫӳллĕ шая тивĕҫтерекен (акмеологи) моделĕ
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Сайганова Екатерина Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче студентсене ӳт-пӳ воспитанийӗн тытӑмне лайӑхлатас ыйтӑва конкурентлӑ тата килӗшӳллӗ аталаннӑ специалиста хатĕрлес тӗллев контекстӗнче тишкереҫҫӗ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – аслă шкулăн ӳт-пӳ сапăрлавĕн акмеологи ĕлкине (модельне) теори енчен уҫса парасси тата ăна практикăра кăтартасси. Ку модель ҫынна хăй аталанăвне ӳт-пӳ енĕпе кăна мар, профессире те чи ҫӳллĕ шая ҫитерме май парать. Ĕҫĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ студентăн ӳт-пӳ аталанăвне хăнăху (традици) ҫул-йĕрĕнчен, норматив картинчен уйрăм ҫынна аталанура ĕҫпе хускану, интеграци моделĕ ҫине куҫарассипе ҫыхăннă. Теори енчен тишкерме тата педагогика модельне йĕркелеме система, акмеологи тата компетенци мелĕсене суйласа илнĕ. Тĕпчев результачĕ тытăмпа функци ĕлки пулса тăрать. Унта тĕп вырăна студент йышăнать. Вăл ĕҫ-хĕл субъекчĕ вырăнĕнче пулать те хăйĕн «акме» (чи ҫӳллĕ шайĕ) патне рефлексипе регуляци тата халăхпа хутшăнас хăнăху компоненчĕсене пĕр ҫĕре пĕрлештерсе тĕллевлĕн пырать. Ĕлке тапхăрлăх (хăнăху тапхăрĕ, ĕҫ кăтартнин тапхăрĕ, рефлексипе пултарулăх тапхăрĕ) пуррипе палăрса тăрать тата ятарлă педагогика условийĕсенче аталанать. Автор тунă пĕтĕмлетӳ тăрăх, ҫӳллĕ шай моделĕпе усă курни студентсен малашнехи професси ĕҫĕ-хĕлĕнче тата кулленхи пурнăҫĕнче ӳт-пӳ хусканăвĕпе пĕр уйрăлмасăр тăтăш пурăнас шухăш-кăмăлне ӳстерет. Ку вара пурнăҫ шайне ҫĕклет тата професси енчен малалла аталанма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- акмеологи, ӳт-пӳ аталанăвĕн сапарлавĕ, аслă шкул, сывлăх тата професси аталанăвĕ, педагогика ĕлки (моделĕ), субъектлăх, ҫыннăн хул-ҫурăм аталанăвĕн культури
-
Ют чĕлхе вĕрентме хатĕрленекенсен критикăллă шухăшлавĕ пуплевĕн ҫĕнĕ моделĕсен витĕмĕпе аталанни: чăн калаҫăва тĕпченин системăллă тишкерĕвĕ
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Чусовлянова Светлана Викторовна, Жарикова Елена Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Пулас педагогсен критикăллă шухăшлавне аталантарасси уйрăмах вĕренĕве цифра ĕлкине куҫарнă май пĕлтерĕшлĕрен те пĕлтерĕшлĕ пулса пырать. Вĕренӳре ăсталăх (цифра) интеллекчĕпе усă курнă пирки çакă уйрăмах ӳсет. Ку ĕҫре практика материалне тĕпченине (2019–2025 ҫулсем) системăллă тишкерсе панă. Тишкерĕве педагогсене хатĕрлекен аслă шкулсен «Урăх ҫĕр-шыв чĕлхи» профилĕн студенчĕсен критикăллă шухăшлавне чĕлхен пуплевре тĕл пулакан ҫĕнĕ ChatGPT йышши системăллă ĕлкисемпе (моделĕсемпе) усă курса аталантарассине халалланă. Ĕҫ иккĕмĕш тишкерӳ майлă: кунта авторсен ятарласа тунă эксперимент кăтартăвĕсем ҫук, анчах Раҫҫей, Китай, Сауд Аравийĕ тата ытти ҫĕр-шыв ученăйĕсен рецензилекен журналсенче пичетленнĕ 10 тĕпчевĕ ҫине таянса пĕтĕмлетнĕ. Литературăна тишкернĕ тăрăх – нейросетьпе тухăҫлă усă курни ятарлă меслетсемпе (танлаштарупа критикăллă ИИ контент тишкерӳпе, проект вĕрентĕвĕпе, ҫырса хуравланипе, академи тавлашăвĕпе) усă курсан критикăллă шухăшлавăн тĕп операцийĕсене – тишкерĕве, хаклава, пĕрлештерĕве (синтеза) тата рефлексие аталантарма пулăшать тесе ҫирĕплетме пулать. Çав вăхăтрах, çын хайланă ăс-хакăлтан (ИИ) килекен йăнăшсене (шухăшлав наянлăхне, ăслăлăх (академи) чыссăрлăхне, аталану ҫинчен калакан информацин тĕрĕс марлăхне) системăланă. Студентсен цифра тата критика пĕлĕвне аталантарса ИИ контентпа ҫыхăнса ĕҫлеме пулăшакан лару-тару тума сăлтав пур тесе тата ҫак ĕҫ-хĕл преподаватель пĕлӳ ҫăл куҫĕнчен фасилионтатора (ушкăн ĕҫне ертсе пыракана) куҫнине ăнланса илме май паракан пысăк пĕлтерешлĕ услови пулса тăрать тесе палăртнă. Тĕрлĕрен тĕпчеве тĕрлĕ енчен пăхса тишкерни кăмăл-сипетпе меслетлĕх енчен ĕненӳллĕ мел тупса педагогикăн цифра теорине ҫĕнĕлĕх кĕртет, филолог педагогсене професси енчен хатĕрлеме – хальччен пулман модедьсемпе усă курма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- критикăллă шухăшлав, пуласлăхра тăван мар чĕлхе вĕрентекен учительсем, вĕренӳре усă куракан çын хайланă ăс-хакăл (çын хайланă интеллект), педагогика ĕҫне хатĕрленни, рефлекслă (хуравлă) вĕрентӳ, хастарлă вĕрентӳ
-
Педагогика аслă шкулĕн студенчĕсен вĕренӳ ăнăҫлăхне ППЭ (ЕГЭ) результачĕсемпе танлаштарса хаклани
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Ильина Екатерина Анатольевна, Ильина Светлана Викторовна, Васильева Лариса Геннадьевна, Григорьева Светлана Владиславовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн обществăпа гуманитари профилĕсен студенчĕсен ППЭ (ЕГЭ) результачĕсем аслă шкулăн вĕренӳ ăнăҫлăхне епле витĕм кӳме пултараслăхне 2021–2025 ҫулсенче пухнă материалсем тăрăх практика мелĕпе сăнавлă (эмпиризмла) хаклав шайĕнче уҫса панă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – профиль предмечĕсемпе тытнă ППЭн вăтам балĕпе вĕренӳ кăтартăвĕсем хушшинче ҫыхăну пуррине финансировани формипе профиль спецификине шута илсе тупасси. Чăваш Ен вăтам шкулĕсенчен вĕренсе тухакансем тытнă ППЭ результачĕсен правительство панă кăтартăвĕсене, вĕренӳ траекторийĕн (ҫулĕ-йĕрĕн) мониторингне тата аслă шкулта ирттерекен статистикăна тĕпе хунă. Спирменăн корреляци анализĕпе, Манн-Уитнин U критерийĕпе тата динамика тишкерĕвĕпе усă курнă. ППЭн вăтам балĕ ≥70 пулни предмета мала хунă гуманитари профилĕн пысăк пахалăхлă кăтартăвĕсемпе (ρ = 0,38–0,42, p < 0,001) килĕшсе тăнине асăрханă. Вĕренӳ кăтартăвĕ бюджетниксемпе контрактниксем хушшинче нумай уйрăлса тăнине (r = 0,39–0,58), уйрăмлăх вĕренӳ хавхипе ҫыхăннине палăртнă. Пултарулăх кирлĕ профильсенче ППЭ результачĕсемпе вĕренӳ ăнăҫлăхĕ хушшинче статистика ҫыхăнăвĕ пуррине асăрхаман (ρ < 0,15, p > 0,05). Тĕпчев результачĕсем ҫирĕплетнĕ тăрăх, абитуриентсене пайăррăн суйласа илмелле, ку принципа вĕсене ертсе пыма хатĕрлекен программăсенче те тытса пымалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- патшалăхăн пĕрлехи экзамĕнĕ (ППЭ). вĕренӳ ăнăҫлăхĕ, вĕренĕвĕн унчченхипе хальхин ҫыхăнăвĕ, шайлашуллă (корреляциллĕ) тишкерӳ, регионăн вĕренӳ ҫулĕ-йĕрĕсем (регионăн вĕренӳ траекторийĕсем), И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ
-
Акăлчан чĕлхи урокĕсенче 6-мĕш класра вĕренекенсен фонетика хăнăхăвне йĕркелес процеса интерактивлă (нумай енлĕ) Playphrase.me видеосервиспа пĕрлештерни
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Сабирова Эмилия Ильдаровна, Насибуллова Гузель Ришатовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра вăтам шкул ачисен фонетика хăнăхăвĕнче нумай енлĕ (интерактивлă) хутшăнăва аталантаркан цифра технологийĕсемпе (пайăррăн PlayPhrase.me. онлайн платформăпа) усă курассине пăхса тухнă. Глобализаци аталаннă тата тăван мар чĕлхесемпе практикăра усă курассине пысăка хунă тапхăрта тĕрĕс калупа аудировани (пуплеве ăнланса итлени; пуплеве илтсе ăнланни) хăнăхăвне тивĕҫлĕ шая ҫитересси ҫине уйрăмах тимлĕ пăхаҫҫĕ. Вĕренӳ кĕнекисемпе репродукци мелĕпе усă куракан йăлана кĕнĕ меслетлĕхĕн чăрмавĕсене тишкерсе авторсем хальхи шкул паянхи цифра саманине тивĕҫтерекен ҫĕнĕ дидактикăна ыйтать тесе пĕтĕмлетеҫҫĕ. Статьяра акăлчанла калаҫу пултарулăхне аталантаракан вĕренӳре пĕр-пĕрне ырă витĕм кӳрекен вăйпа тăтăш усă курмалли кĕрет меслетлĕх сĕннĕ. Уроксенче PlayPhrase.me платформа пулăшнипе суйласа илнĕ видео материалĕсемпе усă курни лайăхрах пулнине ĕнентернĕ. Ку материалсем вĕренекен ачасене чăн ҫыхăнăва кĕрсе пуплеме май параҫҫĕ, предмета вĕренме хавхалантараҫҫĕ, фонетика нормисене тата ҫирĕпрех тытса пыма, хутшăну хăнăхăвĕсене вăйлăрах аталантарма пулăшаҫҫĕ. Ятарласа хатĕрленĕ тата платформăпа тĕрĕслесе пăхнă хăнăхтару комплексне пурнăҫа Тутар Республикин Арск муниципалитет районĕн «Арск хулин вăтам пĕлӳ паракан 6-мĕш вăтам шкулĕ» МБВУра кĕртнĕ. Эксперимент результачĕсем сăнав ушкăнĕнче вĕренекен ачасен фонетика хăнăхăвĕ ахаль ушкăнра йăлана кĕнĕ кивĕ меслетлĕхпе вĕренекен ачасеннинчен палăрмалла ӳснине ҫирĕплетсе пачĕҫ. Кунпа пĕрле, сĕннĕ меслетлĕх пиҫĕ пулнине палăртмалла, мĕншĕн тесен ăна текст ĕҫĕсен тĕллевĕсемпе ачасен ҫул-ӳсĕмне шута илсе вĕрентĕвĕн кирек хăш тапхăрĕпе, чĕлхен кирек хăш пайĕпе (лексикипе, грамматикипе) килĕштерсе улăштарма пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика технологийĕ, вăйă меслечĕсем, пĕр-пĕринпе ҫыхăнса тата витĕм кӳрсе вĕрентни (интерактивлă вĕрентÿ), фонетика хăнăхăвĕсем, пуплеве ăнланса итлени, пуплеве илтсе ăнланни (аудировани), вĕрентĕве цифрăлани, PlayPhrase.me, чăн материалсем
-
Математикӑна вӗрентес ӗҫре цифра технологийӗсемпе усӑ курни: «хура ещӗк» тытӑмӗнчен пуҫласа педагогикӑн ӑс-тӑн хутлӑхӗсем таран
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Малютин Егор Владимирович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра цифра технологийĕсем математикăна вĕрентнине епле витĕм кӳнине тишкернĕ. Автор сĕннĕ цифра хатĕрĕсен тăватă компонентлă типологийĕ ҫине – «хура ешчĕк» евĕрлĕ система (Black Box systems), цифрăллă ĕç тетрачĕсем (Digital Workbooks), ăс-тăна аталантарса вĕрентекен система (Intelligent Tutoring Systems, ITS) тата ятарласа тунă интеллект никĕсĕ (AI-based Systems) çине – таянса вĕсен ăс парупа педагогика вăйăмĕсене тата ăс-тăна витĕм кӳрекен çум хăрушлăхĕсене тĕпченĕ. Цифра инструменчĕсем процедура тата алгоритм хăнăхăвĕсене тухăçлă аталантарнине, хăвăрт хуравлама хăнăхтарнине тата кашни вĕренекенпе çыхăну тытса ĕçлеме май панине палăртнă. Çав вăхăтрах ку е вăл системăпа сăнаса, тĕрĕслемесĕр усă курни математика шухăшлавĕн тишкерӳ тата пултарулăх компоненчĕсене хĕссе кăларма пултарать, автомата куçнă шутлав уйрăмлăхĕсене кура ансатлатасси тата инструментпа усă курасси патне илсе çитерет. Уйрăм тимлĕхпе, вĕренекен тăвакан интеллект хăрушлăхĕсене пăхса тухнă. Вĕсем, пĕр вăхăтрах, диалог хутшăнăвне аталантаракан шухăшлава тишкерме вăй пуррине кура, вĕренекенсене хатĕр хуравсемпе ним шухăшламасăр усă курасси, хăй тĕллĕнлĕхе чакарасси патне илсе пыма пултараççĕ. Статьяра цифра технологийĕсене вĕренӳре дидактика тĕлĕшĕнчен пĕлсе, тӗплӗн шухӑшласа пĕрлештерессине тимлĕх уйăрнă. Кун пек ĕçлесен технологисем пĕр-пĕринпе улшăнмаççĕ, вĕренекенсен ăс-тăн ĕçне, математика шухăшлавне (тишкерме, шухăшлама тата çĕнĕлĕх тума пултараслăхне) тулли аталантарса вăйлатаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- цифра технологийĕсем, вĕренĕве цифрăлани, математика енĕпе пĕлӳ пани, вĕрентĕвĕн ăс-тăн паракан системисем, çын вĕренӳре усă курма хайланă ăс-хакăл
-
6–7 ҫул тултарнă куҫ тата хăлха енчен кăлтăклă ачасене шкул хутшăнăвне хатĕрлесси
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Быкова Ольга Николаевна, Лаврентьева Мария Георгиевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Шкул хутшăнăвне хатĕрлесси хальхи вăхăтра шкул умĕнхи педагогикăпа психологин чи пĕлтерĕшлĕ задачисенчен пĕри пулса тăрать. Ку ыйтукурас тата илтес енчен ҫитменлĕх пур ачасемпе ĕçленĕ чух уйрăмах пысăк пĕлтерĕш туянать. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – куҫпа курас тата хăлхапа илтес енчен кăлтăклă 6–7 ҫул тултарнă ачасем шкул хутшăнăвне ыттисемпе танлаштарсан еплерех хатĕррине кăтартакан условисене тупасси, вĕсен витĕмлĕхĕн виҫине палăртасси. Задачăсем: куҫпа хăлха енчен кăлтăк пур 6–7 ҫул тултарнă ачасен, сывлăхĕ йĕркеллĕ ытти ачасемпе танлаштарсан, шкулта хутшăнăва кĕме хатĕррин уйрăмлăхĕсене тупасси; куҫра тата хăлхара кăлтăклă 6–7 ҫул тултарнă ачасене шкул хутшăнăвне кĕме хатĕрлемелли психологипе педагогика условийĕсене палăртасси, вĕсен витĕмлĕхĕн шайне хакласси. Тĕпчевĕн малтанхи шухăшĕ (гипотези): куҫра тата хăлхара кăлтăк пур 6–7 ҫул тултарнă ачасене шкул хутшăнăвне тухăҫлă хатĕрлеме педагогикăпа психологин ҫак условийĕсене пăхăнас пулать: пĕрле вылякан вăйăсемпе пултарулăх ĕҫĕ-хĕлĕ ҫине таянни (ку ĕҫ-хĕл ачан субъект позицине ҫирĕплетет тата тантăшĕсемпе хутшăнма хăнăхтарать); ĕҫ тытăмне шкул пирки ырă шухăшлама, «учительпе» «вĕренекен ача» позицийĕсене йышăнма хистекен мерăсем кĕртни. Тĕпчев меслечĕсем: тĕпчев проблемипе ҫыхăннă ăслăлăх материалĕсене теори енчен тишкерни (ку ĕҫ эксперимент ирттерттерет, пухнă даннăйсене хисеп тата пахалăх енчен тишкерӳ тутарать, вĕсене ăслăлăх енчен ăнлантарма хисет). Тĕпчев результачĕсем: куҫпа тата хăлхапа ҫыхăннă кăлтăк пур ачасем шкул хутшăнăвне кĕрессин шайĕ аялта тăрать. Аталанма май паракан ятарлă ĕҫ системипе усă курни куҫпа хăлха кăлтăкĕллĕ 6–7 ҫул тултарнă ачасене шкул хутшăнăвне тухăҫлă хатĕрлеме май парать. Кунпа пĕрле – сывлăх енчен кăлтăк пур ачасен тантăшĕсемпе хутшăнса тата пĕр-пĕрне пулăшса ĕҫлес хăнăхăвĕн кăтартăвĕсем ӳсни, аслисемпе тата кăткăсрах ҫыхăнусене кĕни, вĕсемпе контекста кура хутшăнма пĕлнин шайĕ пысăкланни палăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- хутшăнăва кĕрес енчен шкула кайма хатĕр пулни, шкул умĕнхи аслă ачасем, илтес енчен кăлтăклă ачасем, курас енчен кăлтăклă ачасем, курупа илтӳ кăлтăкĕсем
-
Вӗренӗве цифрланӑ лару-тӑрура психолог педагогсем профессипе ӗҫлеме психологи енчен хатӗррин динамики
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Усольцева Виктория Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Вĕренӳ цифра енĕпе улшăнни хальхи шкулăн вĕренӳ процесĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать, ҫавна май психолог педагогсене вĕренĕвĕн цифрлă дидактикинче професси хастарлăхне ӳстерме хистет. Ăслăлăх тĕпчевĕн объекчĕ психолог педагогсен психологи енчен хатĕрри, унăн пайрăмĕсем (компоненчĕсем) шкулта вĕренĕве цифрăланă май профессипе ĕҫленĕ тапхăрта епле вăй илни пулса тăрать. Статьяра психолог педагогсем шкулта ĕҫлеме хатĕр пулнине 2021 тата 2024 ҫулсенче тишкернине илсе панă. Ку тишкерӳ психолог педагогсен цифрăланăвăн тĕрлĕ тапхăрĕнче психологи пайрăмĕсем епле пулнин аталанăвне тупма май пачĕ. Шкул психологĕсем психологи енĕпе мĕн таран хатĕррине икĕ хут ирттернĕ урлă касу меслечĕпе (касу (срез) меслечӗ (урлӑ касу меслечӗ) - психологи тӗпчевӗсен меслечӗ, ҫав меслетпе пӗр вӑхӑтрах тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсен ушкӑнӗсене тишкереҫҫӗ) усă куртăмăр, ăна авторсен меслетлĕхĕ тата стандартлă меслетлĕхсем ҫине таянса шута илтĕмĕр. Тĕпчевĕн тĕп результачĕ тесе педагог психологсен псхологин информаци илнипе шухăшлав, туйăмпа ҫирĕп кăмăл, хавхапа пахалав тата хăвăрт тăваслăх пайрăмĕсем лайăхланнине пăхнă. Пĕлтерĕшлĕ уйрăмлăхсене тĕпчев кăтартăвĕсене статистика тишкерĕвĕ туса тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмлетӳре тĕпчевĕн ăслăлăх тата практика пĕлтерĕшне ҫырса панă, педагог психологи енчен хатĕр пулнин уйрăм пайрăмĕсене концепци шайĕнче кăтартнă, квалификацие ӳстерекен курсра чăннипе психологин информаци илнипе туйăм пайрăмĕ мар, професси ĕҫĕн хавхапа пахалав пайрăмĕ пĕлтерĕшлĕрех пулнине ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- психологи енчен хатĕр пулни, професси ĕҫĕ-хĕлĕ, психолог педагогсем, информаци илнипе шухăшлав пайрăмĕ, туйăмпа ҫирĕп кăмăл пайрăмĕ, хавхапа пахалав пайрăмĕ, хăвăрт тăваслăх пайрăмĕ