- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 3
-
«Истори» курса вĕрентекен талккăшра патриотлăх пахалăхĕсене вăйă технологийĕсемпе усă курса калăплани (Иккĕмĕш тӗнче вăрçин историне ăса хывни тăрăх)
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Ткаченко Ирина Сергеевна, Шумилова Виталина Викторовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра ятарлă вăтам пĕлӳ тата аслă вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳпе хăнăху туянакансен патриотлăх пахалăхĕсене вăйă технологийĕсене (тĕслĕхрен, квеста) тĕпе хурса епле калăплассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Нацилĕхе упрассипе çыхăннă лару-тӑрура çамрăксен патриотлăх пахалăхĕсене калăпласси патшалăх заказĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ятарлă вăтам пĕлӳ паракан тата аслă вĕренӳ заведенийĕсен пĕрремĕш курс студенчĕсем халăхпа хутшăнăва епле кĕнине тишкерсе тĕпчевçĕсем индустри аталанса çитнĕ, информаципе туллин тивĕçтернĕ обществăра историе унчченхи хытса ларнă мелсемпе вĕрентнин усси çук тесе пĕтĕмлетеççĕ. Статьяра «Истори» предметпа вĕренӳре икĕ енлĕ хутшăну технологийĕсемпе усă курма май паракан меслетсемпе формăсем сĕннĕ. Тĕпчев картинче авторсем евĕрлев меслечĕ шайĕнче квестсемпе епле ĕçлемеллине уçăмлатакан меслетсемпе мелсене кăтартнă. Лекци занятийĕсенче видео хатĕрĕсемпе, проект тата вăйă технологийĕсемпе квестсем пек усă курма тивĕç пуррине, вĕсем студентсене пĕтĕм вăя хурса вĕренме, вĕренӳ хавхине туйма, материала тухăçлăн ăса хума лайăх иккенне, вĕренекенсене патриотлăх енчен сапăрлама меллĕ пулнине ĕнентернĕ. 1949 çулта Японин Квантун çарĕпе çыхăнтарса ирттернĕ процесне халалланă «Истори çулĕсемпе» ятлă тĕслĕх квеста Хабаровскăн В.М. Лебедев ячĕллĕ Раççей патшалăх суд ĕç университечĕн Инçет хĕвел тухăç филиалĕн суд системи валли специалистсем хатĕрлекен вĕçĕмсĕр вĕренӳ факультечĕн пĕрремĕш курсĕн (колледжĕн) тата «Юриспруденци» специальноçпа аслă категори кадрĕсем хатĕрлекен факультечĕн студенчĕсен практика занятийĕсенче тĕрĕслесе пăхнă. Кунсăр пуçне тата акă мĕн каламалла: квест пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса çӳреме аван, тата унпа Иккĕмĕш тӗнче вăрçин историне вĕрентме юрăхлă улăштарса ытти специальноçсен (вăл шутра гуманитарипе çыхăнман специальноçсен) занятийĕсенче те истори предмечĕн содержанине тата пулас специалистсен профессире кирлĕ пĕлĕвĕсене шута илсе усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- квест, пахалăхсем, патриотлăх, патриотлăх сапăрлавĕ, вăйă технологийĕсем
-
Аслă професси вĕренĕвĕн иммерси технологийĕсем: пуласлăх курăмĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Пронин Алексей Юрьевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тĕпчевĕн тĕллевĕ ахаль тата ятарлă професси паракан вăтам тата аслă шкулăн вĕренӳ талккăшĕнче иммерси (чăнлăх пур пек туйни) технологийĕсемпе усă курнă опыта тишкересси тата вĕсемпе аслă професси вĕренĕвĕнче малалла аталантармалли çул-йĕре тупса ĕçре усă курма сĕнесси пулса тăрать. Хальхи вăхăтра иммерси технологийĕсене вĕренӳ меслечĕ пек мар, цифра технологийĕсен витĕмĕпе пулнă вĕренӳ талккăшĕ евĕр пăхаççĕ. Кун пек чухне иммерсиллĕ вĕренӳ талккăшĕ вĕренекен çынсене цифра тĕнчине туллин е пайăн кĕме май парать, çавна пула чăн тавралăха анлăлатать е пачах çĕнĕ виртуаллă чăнлăха кĕртсе ярать. Ирттернĕ тĕпчев результачĕсем кăтартнă тăрăх, вĕренĕвĕн иммерси технологийĕсем виртуаллă чăнлăх, хушăм чăнлăх тата хутăш чăнлăх технологийĕсем шутне кĕреççĕ. Вĕренӳ программисене çĕр-шывăн малта пыракан вузĕсенче пурнăçланине тишкернин опычĕ иммерси технологийĕсене çакнашкал ушкăнлама сĕнет: пурнăçа кĕртнин тĕсне кура, шала мĕн таран кĕнин тарăнлăхне кура, аталану виçине кура. Автор ирттернĕ тишкерӳ çине таянса иммерси технологийĕсен лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене паллăраххисене уйăрса кăтартнă, вĕсемпе аслă професси вĕренĕвĕнче епле усă курнине тĕслĕхĕсемпе иллюстрациленĕ. Юлашки пайра малашне иммерци технологийĕсем вĕренӳ ĕçне-хĕлне кĕрсе пырасах пирки пĕтĕмлетӳ тунă, вĕсем пурнăçланмалли тĕп çул-йĕрсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- цифра технологийĕсем, вĕренӳ пахалăхĕ, иммерси технологийĕсем, виртуаллă чăнлăх, хушăм чăнлăх, хутăш чăнлăх, практикăна мала хуракан вĕренӳ, вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ (вĕренӳ процесĕ)
-
Çул çитмен ачасем правăна пăснине пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕнче пайăррăн профилактикăласси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Миротворская Ирина Валерьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ «хăрушлăх ушкăнĕн» çул çитмен ачисен девиант (йышăннă йĕркене пăхăнман) тыткаларăшĕн ĕлкине (модельне) концептуализацилесси, сăнласа парасси, профилактика тата верификаци тăвасси (чăнлăхпа тӳр килнине тĕрĕслесси) пулса тăрать. Тĕпчевĕн никĕсне асăннă ĕлкене тĕпе хурса ĕçлекен кĕрет вĕренĕвĕн пĕр организацийĕн опытне хунă. Тĕпчевĕн материалĕ шутне шкулăн норматив докуменчĕсем, уйрăм ачана реабилитацилемелли программăсем, вĕренекенсен тыткаларăшне сăнанисем, вĕренекенсемпе кĕскен ирттернĕ интервьюсем тата анкетăпа тест кăтартăвĕсем кĕчĕç. Тĕпчев меслечĕ шучĕпе case-study йĕркине илнĕ, педпрактикăна анлăн пăхса пĕтĕмлетнĕ, моделировани элеменчĕсене кĕртсе аналитика тишкерĕвĕ тунă. Тĕпчев результачĕсем усă курнă моделĕн вăйлă енĕсене асăрхама май пачĕç. Вĕсенчен çаксене кăтартма юрать: профилактикăра ĕç комплекслă пулни, коррекципе педагогика ĕçне харпăрлатни (индивидуализацилени), вĕренекенсене профилактикăна май пур таран нумаййăн явăçтарни, педагогика персоналĕн ĕçне-хĕлне вăйлатни тата ырăлăх енне туртакан хавхалантарупа усă курни. Пулма пултаракан чăрмавсемпе проблемăсене тупса палăртнă, мĕншĕн тесен ăс парупа сапăрлавра çӳллĕ шайра ĕçлекен кураторсем кирлĕ, ачасен карточкисене ячĕшĕн тултарасран сыхланмалла, системăн верификацийĕ (тĕрĕслевĕ) кăткăс, пĕчĕк проектсен ăнăçлăхĕ класс ертӳçисен хастарлăхĕнчен килет. Илсе панă ĕлке (модель) нормăран пăрăннин хăрушлăхне чакарма тата ачасем çынсемпе хутшăнăва кĕрес шая çĕклеме витĕмлĕ вăй пулнине тата унăн малашлăхĕ пуррине палăртса пĕтĕмлетӳ тунă. Хисеппе пахалăх кăтартăвĕсенчен тăракан мониторингпа тухăçлăха палăртма кирлĕ система сĕннĕ. Профилактикăра шкул библиотекарĕн ăс пару пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ хутлăхĕ, шкул, правăна пăснин профилактики, профилактика ĕçĕсем, дезадаптаци, социализаци, харпăр ачан вĕренӳ маршручĕ, психологи хавхалантарăвĕ (психологи енчен пулăшни), тухăçлăх мониторингĕ
-
Шкул ачисене математикăпа хатĕрленин пулас професси хăнăхăвĕсене алла илме пулăшакан пĕлтерĕшĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Баракова Елена Александровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Хальхи вăхăтра шкулта иртекен профиль вĕренĕвĕ ачасене пулас профессире кирлĕ пĕлӳ илме хавхалантарас тĕллеве пăхăнать. 9-мĕш класс пĕтерекенсем профиль дисциплинисене 10–11-мĕш классенче тарăннăн вĕренес тĕллевпе суйласа илни – патшалăхăн пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ профиль шайĕнче иртекен пĕрлехи патшалăх экзаменĕ евĕр пулассине те пĕлтерет. Апла пулин те результат, час-часах, ачасем хăйсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем кĕтнинчен начартарах пулса тухать. Статьяра 2024 çулта математикăпа тытнă пĕрлехи патшалăх экзаменĕн (профиль шайĕ) результачĕсене тĕпченĕ те математика учителĕ ачасене вĕрентнĕ чухне хăй тунă йăнăшсене тишкернин форматне кăтартнă, ачасен математика енĕпе хатĕрленӳ пахалăхне ӳстерес тĕллевпе математика учителĕн çĕнĕ компетенцине ушкăнласа иле-иле панă. Хальхи шкул паракан математика пĕлĕвĕн кăткăслăхне (тĕслĕхрен, шкул вĕренĕвĕн профиль енне агротехнологи класĕсене кĕртнине) хушма професси вĕренĕвĕн программине алла илекенсемпе (регионсен вĕренӳ институчĕсен шкулта професси парассипе ĕçлекен специалисчĕсемпе, вĕренӳ организацийĕсен ертӳçисемпе е вĕсен çумĕсемпе, математика учителĕсемпе) сӳтсе явса шкул ачисен математика енĕпе ирттерекен хатĕрленĕвне, пĕлĕвне тĕпрен улăштарма питĕ пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр кăтартнă. Математика пĕлĕвĕпе пурнăçра епле усă курнине кĕретĕн кăтартас тĕллевпе – агротехника профилĕн класĕсенче пĕр-пĕринпе çыхăннă предметсене вĕрентнĕ май математикăпа епле усă курнине тĕслĕх вырăнне илсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- математика учителĕн професси компетенцийĕ, шкул паракан профиль пĕлĕвĕ, аслă классенче вĕренекенсене математика енĕпе пĕлӳ памалли çул-йĕрсем, агротехнологи класĕсем
-
Хушма професси пӗлӗвӗ паракан программӑна алла илнӗ май шкул умӗнхи вӗренӳ педагогӗсен цифра компетентлӑхне аталантарасси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Кондрашова Анастасия Ивановна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Технологисем хӑвӑрт аталаннӑ тата вӗсене пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферипе, ҫав шутра вӗренÿпе те, пӗрлештернӗ вӑхӑтра цифра компетентлӑхӗн ыйтӑвӗ уйрӑмах актуаллӑ пулса тӑрать. Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсен педагогӗсен, ачасен пӗлӳпе ӑсталӑх никӗсне тĕп йӗркелекенсем пулнӑ май, вӗрентӳ процесӗнче ҫӗнӗ инструментсемпе тата меслетсемпе тухӑҫлӑ усӑ курас тесен хальхи цифра компетенцийӗсемпе усӑ курмалла. Статья актуаллӑхӗ вӗренӳ процесне хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмаллипе тата цифра технологийӗсемпе усӑ курас енӗпе компетенцисене аталантармаллипе ҫыхӑннӑ. Паян преподавательсен тӗп пӗлӗве кӑна мар, вӗсемпе практикӑра усӑ курма пӗлнине те алла илмелле. Унсӑр пуҫне юлашки ҫулсенче вӗренӳре цифра технологийӗпе кӑсӑкланасси ӳссе пырать. Ҫапла вара, ҫак статьяра шкулчченхи вӗрентӳ организацийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме кирлӗ хушма професси пӗлӗвӗн тытӑмӗнчи тӗп цифра компетенцийӗсене лайӑхлатмалли енсене пӑхса тухнӑ, ҫавӑн пекех вӗренӳ учрежденийӗсенче информаципе коммуникаци технологийӗсене усӑ курмалли практикӑна пурнӑҫа кӗртмелли тата ӑнӑҫлӑ практикӑсемпе усӑ курмалли квалификацие ӳстермелли курссене пурнӑҫламалли тӗп ыйтусене уҫса панӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- цифра компетенцийӗсем, цифра компетентлăхĕ, педагогсем, вӗрентӗве аталантарасси, квалификацие ӳстересси, шкулчченхи вӗренӳ
-
Çын хайланă ăс-хакăла вĕренĕве кĕртнине педагогика футурологийĕ çине таянса прогнозлани
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Грунис Максим Леонидович, Кирилова Галия Ильдусовна, Иминь Чэнь
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕсенче вĕренĕве çын хайланă ăс-хакăла тимлесе кĕртсе пынă май преподавательсене хатĕрлеме кирлĕ çĕнĕлĕхсене сӳтсе явнă. Панă çĕнĕлĕхсене педагогика футурологийĕ çине таянса пăхса тухнă. Çын хайланă ăс-хакăла вĕренĕве кĕртнин пĕлтерĕшлĕхне танлаштару мелĕпе илсе кăтартнă. Ку пĕлтерĕше хайлав ăс-хакăл системине пурнăçа кĕртессишĕн яваплă тата палăртнă инновацисене йышăнма хатĕрлĕхĕ тĕрлĕ шайра тăракан субъектсем валли тупнă. Статьяра вĕренӳ аталанăвĕн тĕп йывăрлăхĕсене çын хайланă ăс-хакăл витĕмĕпе пулма пултаракан прогноз результатсене тишкерсе, вĕренӳре эксперимент мелĕпе тата йăлана кĕнĕ алгоритмсенчен пуçласа аналитика функцийĕсене çынсенчен илсе цифра агенчĕсене пама пултарнине çити кăтартса ăнлантарнă. Тĕпчеве професси паракан аслă вĕренӳ учрежденийĕсен пуçлăхĕсене, пай ертӳçисене, профессорсемпе преподавательсене, хайлав ăс-хакăлпа усă курса ĕçлеме хатĕрленекен бакалаврпа магистрант студентсене явăçтарнă. Статьяра вĕренӳ лару-тăрăвĕн субъекчĕсен прогноз ĕçне педагогика футурологийĕ çине таянса тата хайлав ăс-хакăлпа усă курас пуласлăха шута илсе ĕçлеме май паракан мелсен системине сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- информациллĕ вĕренӳ талккăшĕ, вĕренĕвĕн субъекчĕ, çын хайланă ăс-хакăла пурнӑҫа кӗртни, педагогика футурологийĕ
-
Çын хайланă ăс-хакăла вĕренĕве кĕртнине педагогика футурологийĕ çине таянса прогнозлани
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Грунис Максим Леонидович, Кирилова Галия Ильдусовна, Иминь Чэнь
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕсенче вĕренĕве çын хайланă ăс-хакăла тимлесе кĕртсе пынă май преподавательсене хатĕрлеме кирлĕ çĕнĕлĕхсене сӳтсе явнă. Панă çĕнĕлĕхсене педагогика футурологийĕ çине таянса пăхса тухнă. Çын хайланă ăс-хакăла вĕренĕве кĕртнин пĕлтерĕшлĕхне танлаштару мелĕпе илсе кăтартнă. Ку пĕлтерĕше хайлав ăс-хакăл системине пурнăçа кĕртессишĕн яваплă тата палăртнă инновацисене йышăнма хатĕрлĕхĕ тĕрлĕ шайра тăракан субъектсем валли тупнă. Статьяра вĕренӳ аталанăвĕн тĕп йывăрлăхĕсене çын хайланă ăс-хакăл витĕмĕпе пулма пултаракан прогноз результатсене тишкерсе, вĕренӳре эксперимент мелĕпе тата йăлана кĕнĕ алгоритмсенчен пуçласа аналитика функцийĕсене çынсенчен илсе цифра агенчĕсене пама пултарнине çити кăтартса ăнлантарнă. Тĕпчеве професси паракан аслă вĕренӳ учрежденийĕсен пуçлăхĕсене, пай ертӳçисене, профессорсемпе преподавательсене, хайлав ăс-хакăлпа усă курса ĕçлеме хатĕрленекен бакалаврпа магистрант студентсене явăçтарнă. Статьяра вĕренӳ лару-тăрăвĕн субъекчĕсен прогноз ĕçне педагогика футурологийĕ çине таянса тата хайлав ăс-хакăлпа усă курас пуласлăха шута илсе ĕçлеме май паракан мелсен системине сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- информациллĕ вĕренӳ талккăшĕ, вĕренĕвĕн субъекчĕ, çын хайланă ăс-хакăла пурнӑҫа кӗртни, педагогика футурологийĕ
-
Колледж студенчĕсен психика тăрăмĕн рефлексийĕпе психика ырлăхĕн çыхăнăвĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Велиева Светлана Витальевна, Зорина Елена Вячеславовна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяна колледж студенчĕсен хăйсен психика тăрăмне харпăр тĕллĕн тишкерсе кирлĕ ĕç тума пултараслăхĕпе психика ырлăхĕн тĕрлĕ енĕсем пĕр-пĕринпе епле çыхăннине халалланă. Тĕпчев тĕллевĕ – çак çыхăнăвăн хăй евĕрлĕхне вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕнче иртекен вĕренӳ лару-тăрăвĕнче тупасси тата тишкересси. Тĕпчеве Шупашкар медицина колледжĕн 15–24 çулсенчи студенчĕсем хутшăннă. Кăтартусем пухма психика диагностикин стандарт картинче тăракан меслечĕсемпе усă курнă. Вĕсен шутĕнче – уйрăм çыннăн рефлексилĕхне тупма май параканнисем (А.В. Карповăн, В.В. Пономаревăн), пăшăрханулăха палăртаканнисем (Д. Спилбергерăн), психика тăрăмне пĕлмеллисем (Г. Айзенкăн) тата психика ырлăхне виçмеллисем (К. Риффăн). Акă мĕн тупса палăртнă: харпăр хăй психика тăрăмне сăнаса тишкерни тата тивĕçлĕ ĕç туни (рефлексийĕ) студентсен психика пурнăçĕн тĕрлĕ енĕпе статистика енчен пĕлтерĕшлĕ, çапах пĕлтерĕшĕсем тĕрлĕрен. Пăшăрханупа çĕнĕ лару-тăрăва хăнăхнин çыхăнăвне лайăх сăнама пултарнине тата пурнăçа ăнланнипе кашни хăйне туйни ырă енлĕ иккенне асăрханă. Агрессилĕхе хирĕç çыхăну пуррине палăртнă. Çав вăхăтрах психологи ăнăçлăхĕ кăтартăвĕн пысăк ушкăнĕпе рефлекси пĕлтерĕшлĕ çыхăну хушшинче (К. Рифф кăтартăвĕсемпе) тата психологи ырлăхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ хушшинче пĕлтерĕшлĕ килĕшӳ тупман. Пухнă результатсем рефлекси (студентсем хăйсене сăнаса кирлĕ ĕç тума пултараслăхĕ) комплекслă пулнине палăртаççĕ тата вĕренӳре студентсен психологи сывлăхне упрассишĕн рефлексин хăнăхма ансат формисене аталантарма сăлтав пуррине кăтартаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- агрессилĕх, пăшăрханулăх, рефлекси (харпăр хăйне сăнаса кирлĕ ĕç тума пултараслăх), психика тăрăмĕсем, психологи ырлăхĕ, фрустраци (палăртнине пурнăçлама май çуккине пĕлнипе пулакан пăшăрханулăх), ригидлăх (çĕнĕ лару-тăрава хăнăхма пултарайманлăх)
-
Туйăмлă ăс-хакăл тата харпăр хăй тĕллĕнлĕх: пулăшу профессине алла илекен студентсен хутшăну аспекчĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Горшенина Надежда Викторовна, Соловьева Светлана Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи уçăмсăрлăх пысăк тата специалистсенчен, уйрăмах пулăшу профессире тăрăшакансенчен, çирĕп ыйтакан тĕнчере çыннăн тĕп пĕлӳлĕхĕ (компетенцийĕ) аталаннин пĕлтерĕшĕ ӳссе пырать. Ку тĕпчевĕн тĕллевĕ пулăшу профессипе ĕçлеме хатĕрленекен студентсен туйăмлă ăс-хакăлĕпе харпăр хăй тĕллĕнлĕхĕ хушшинче майлашакан çыхăнăва тĕпчесси пулчĕ. Тĕпчеве психологпа педагог пулма хатĕрленекен 17–18 çул тултарнă 100 студент хутшăннă. Туйăмлă ăс-хакăла хаклама Д.В. Люсинăн ЭмИн методикипе тата М.А. Манойловăпа Н. Шутте методикисемпе усă куртăмăр. Харпăр хăй тĕллĕнлĕх шайне В.П. Шейнова ыйтăвĕсемпе виçрĕмĕр. Пухнă материала статистика енчен Пирсонăн корреляци анализĕпе усă курса тишкертĕмĕр. Тĕпчев туйăмлă ăс-тăнпа харпăр хăй тĕллĕнлĕх шайĕ хушшинче статистика енчен пĕлтерĕшлĕ çыхăнусем пуррине кăтартать. Чи вăйлă çыхăнусем, Д.В. Люсина меслечĕпе, харпăр хăй тĕллĕнлĕхпе харпăр çыннăн ăс-хакăлĕ хушшинче, М.А. Манойлова меслечĕ уçăмлатакан туйăмлă ăс-хакăлпа кăмăла йĕркелесе тăма пултараслăх хушшинче тата, Н. Шутте меслечĕпе, туйăмлă ăс-хакăлăн пĕтĕмĕшлĕх палли хушшинче курăнаççĕ. Илнĕ кăтартусем – пулăшу профессийĕпе ĕçлеме хатĕрленекенсене професси енчен çитĕнтерме тĕпчевре тишкернĕ конструктсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнни çинчен калакан гипотезăна çирĕплетеççĕ тата студентсен туйăмлă ăс-хакăлĕпе харпăр хăй тĕллĕнлĕхне профессин тухăçлăхне пысăклатса тата профессире çунса каясран сыхласа аталантарма сăлтав пуррине кăтартаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика, психологи, студентсем, хире-хирĕç çыхăну, туйăмлă ăс-тăнлăх, харпăр хăй тĕллĕнлĕх, пулăшу профессийĕсем, çыхăнуллă тишкерӳ, професси енчен аталанни