Вӗренӳ аталанӑвӗ
Razvitie obrazovaniya
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
    • Генератор списка литературы
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
ISSN 2619-1466 (print)
ISSN 2618-8910 (online)
  • Регистрация
  • Вход
  • Чув
    • English
    • Русский
    • Чăваш чĕлхи
Чув
  • English
  • Русский
  • Чăваш чĕлхи
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
    • Генератор списка литературы
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
  • Издательство
Регистрация Вход
  1. Главная
  2. Журнал «Развитие образования»
  3. Выпуск 4
  • Врачсене професси енчен хатĕрленĕ май юла юпуллă (симуляциллĕ) вĕрентĕвĕн хальхи технологийĕсемпе чи çĕнĕ меслет шайĕнче усă курни. вĕренекенсен хаклавĕ

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Осипов Евгений Викторович, Ануфриев Игорь Иванович, Саркисян Сусана Суреновна, Косякова Яна Сергеевна, Ковтун Таисия Анатольевна, Тарасова Анастасия Сергеевна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статья вĕрнтӳре çĕнĕ технологисемпе усă курас пирки, пулас врачсене хатĕрленĕ тапхăрта юла юпу (симуляци) тума май паракан чи тухăçлă технологисемпе усă курас пирки ыйту тапратать. Ку технологисем вĕренӳ пахалăхне чылай ӳстереççĕ, професси компетенцине тума, пулас врачсен клиника шухăшлавне калăплама май параççĕ тата медицина ĕçченне пурнăçра кирлĕ хăнăхусене алла илме пулăшаççĕ. Ку тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ медицина вузĕнче вĕренекенсем юла юпуллă (симуляциллĕ) технлогисемпе усă курнине, вĕсемпе вĕренӳре усă курма мĕн таран хатĕр пулнине палăртасси пулса тăрать. Тĕллеве пурнăçлас шухăшпа икĕ пайран тăракан анкетăлав ирттернĕ. Анкета ĕçĕн пĕрремĕш пайĕнче респондентсем чи тухăçлă технологи лару-тăрăвĕнче тăвакан ĕç пирки мĕн шухăшланине хаклас тĕллев лартнă, иккĕмĕш пайра – юла юпуллă (симуляциллĕ) вĕрентĕвĕн центрĕсенче усă куракан технологисене епле йышăннине хаклас тĕллев. Анкетăланин результачĕсем тăрăх, медицина вузĕсенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ вĕрентӳре симуляциллĕ технологисемпе усă курнин кирлĕлĕхне ырласа палăртаççĕ, мĕншĕн тесен ку технологисем сывату тата диагностика симуляцийĕсене пациентсемсĕрех ирттерме май параççĕ. Вĕрентӳре усă куракан инноваци технологийĕсем вĕренӳ ĕçĕн уйрăлми пайĕ пулни пирки нимле иккĕленӳ те юлмасть. Илнĕ результатсем пире юла юпуллă вĕрентӳ центрĕсем медицина вузĕсен вĕренекĕнсем валли те, пациентсем валли те ĕçре кирлĕ хăрушсăрлăх лару-тăрăвне йĕркеленине тата çамрăк специалистсем яланхи практикăра усă курма юрăхлă опыта пухма пулăшнине ĕнентереççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ, чи тухăçлă технологиллĕ лару-тăру, вĕренекенсем епле хаклани (йышăнни), пациентсем, юла юпуллă (симуляциллĕ) технологисем, техника хатĕрĕсем, юла юпуллă вĕрентӳ центрĕ
    Перейти 
  • Студент ĕçтешсем пурнăçлакан проект ют çĕр-шыв çамрăкĕсене вырăс культурипе чĕлхин талккăшне хăнăхтармалли витĕмлĕ меслет пулни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Павлова Ирина Викторовна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра ĕçтешсен проекчĕн пуласлăхне тĕпченĕ, ют çĕр-шыв студенчĕсен Раççей чăнлăхне хăнăхас пултараслăхне, вĕсен ытти çынсемпе хутшăннин, урăх ушкăна хăнăхнин пĕлтерĕшне уçса панă. Пермь патшалăх медицина университечĕн тăван мар вырăс чĕлхи кафедри тата Экономика аслă шкулĕн Пермь Наци тĕпчев университечĕн ют чĕлхесен департаменчĕ ертсе пынипе хатĕрленĕ проектпа паллаштарнă. Проекта пурнăçа кĕртес енĕпе аслă шкулсем пĕрле ĕçленĕ. Проект тĕллевĕ аслă шкулсене иккĕшне те канăçсăрлантаракан ыйтусемпе çыхăннă: пĕр енчен, Пермьре пурăнакан Инди студенчĕсем хăйсемпе кăна хутшăнаççĕ, урăх никампа та çыхăнмаççĕ, хулан культурăпа чĕлхе талккăшне кĕмеççĕ; тата, тепĕр енчен, Пермь хулин çыннисем, хамăр студентсем ют çĕр-шывран килнĕ нумай студентăн пурнăçĕ хулара еплерех иккенне лайăх пĕлмеççĕ. Икĕ вуз пĕрлешсе хатĕрленĕ проектăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ Пермь тата Инди студенчĕсене пĕр-пĕринпе паллашма, кашни хăй çĕр-шывĕн культури çинчен каласа пама, туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем тытма, пĕрлехи пултарулăх ĕçĕ тума май пурринчен тухса тăрать. Ку, паллах, тĕрлĕ наци çыннисене пĕр-пĕринпе хушăнма, хутшăну хăнăхăвĕсене аталантарма, пулас специалистсене пĕр-пĕрин культурине пĕлме пулăшать.
    Тӗп сӑмахсем:
    культурăсен хутшăнăвĕ, ĕçтешле çыхăну, проект ĕçĕ-хĕлĕ, ют çĕр-шыв студенчĕсем çĕнĕ вырăна хăнăхни
    Перейти 
  • Специалистсене аслă шкулта хатĕрленин пахалăхне инçет ăс парупа усă курса ӳстерме производствăпа вĕренĕве çыхăнтарни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Степанов Юрий Александрович, Бурмин Леонид Николаевич
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра информаци технологийĕнче кадр çăл куçĕ вăйсăр чух студентсене хатĕрлессин пахалăхĕ пирки сăмах пырать. Ансăр профильлĕ специалистсене хатĕрлессипе çыхăннă йывăрлăхсене пăхса тухнă. Ыйтăва татса пама юрăхлă пулма пултарать тесе вузпа производство хутшăнăвĕн центрне йĕркелеме сĕннĕ. Ку центр вĕренĕве чăн проектсемпе тата тĕллевсемпе çыхăнтарма май парĕ. Çавна май студентсене малашнехи информаци технологийĕсемпе çыхăннă ĕçре усă курма кирлĕ пĕлӳпе хăнăхусене ăса хывма çул уçăлĕ. Студентсене тапхăрăн-тапхăрăн хатĕрлекен пулăма пурнăçа епле кĕртнине уçса панă. Хатĕрлевĕн никĕсĕ аслă шкулта вырнаçнă, пурнăçпа çыхăнтараканни – компанин тата проект ĕçĕ-хĕлĕн картинче. Компанин финанс кăтартăвĕсене тата вĕрентӳ пахалăхне тишкерсе тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тунă. Сĕнĕве пурнăçа кĕртни çĕнĕ специалистсене хатĕрлесе укçа-тенкĕ тăкас вырăнне ĕçченсен квалификацине пысăклатнине пула компанин финанс кăтартăвĕсем лайăхланнине ĕнентернĕ. Çавнашкалах, вĕрентӳ пахалăхĕн кăтартăвĕсем лайăх енне улшăннине палăртнă. Ку вара аслă шкултан вĕренсе тухакансен пахалăх шайĕ ӳснине ĕнентерет. Тĕпчевçĕсен сĕнĕвĕн малашнехи аталанăвĕ епле пулассине – вăл шутра ытти компанисемпе тата вузсемпе çыхăну тытассине, вĕренĕвĕн çĕнĕ программисемпе технологийĕсене пурнăçа кĕртессине, тĕпчевсем тăтăш тăвассине тата пĕрлешнин усăлăхне тишкерессине уçса панă.
    Тӗп сӑмахсем:
    информаци технологийĕсем, проект ĕçĕ-хĕлĕ, ăс парса ертсе пыни, кадр çăл куçĕ, аслă шкулпа производствăн пĕрлешĕвĕ, пĕр-пĕринпе инçетрен çыхăнса ĕçлени, ĕçе вырнаçни, хатĕрлев (е хатĕрленĕ япала)
    Перейти 
  • «Мультимедиа дизайнĕ» магистр программипе студентсене вĕрентнĕ май темиçе дисциплинăна çыхăнтаркан no-code технологи никĕсĕ çинчи проекта пурнăçламалли меслетлĕх

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Северова Тамара Степановна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Енчен те вĕрентӳре проект меслечĕ пек çĕнĕ меслетсемпе усă курас пулсан – мультимедиа дизайнĕн пулас специалисчĕсене интернет технологийĕсене вĕрентни, паллах, вĕсене малашне ĕç рынокĕнче ăнăçу тума май парать. Статьяра «Мультимедиа дизайнĕ» магистр программине алла илекен студентсене педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче интернет продукчĕ тăвассипе тата интернет проекчĕсемпе çыхăннă темиçе дисциплина картинче усă курса вĕрентнине пĕтĕмлетнĕ. Тĕпчев меслечĕсем: педагогика ăслăлăхĕн литературине тишкерни тата педагогика эксперименчĕ. Çакна тупса палăртнă: интернет продукчĕ тăвас енĕпе техника хăнăхăвĕсем илес тĕллевлĕ ӳнерçĕ студентсене вĕрентес ыйтăва код тата харпăрлăх проекчĕн меслетне çырмасăрах, программăлав технологийĕсемпе усă курса татса пама пулать. Практикăпа çыхăнтарса кашнин валли хатĕрленĕ проектпа епле усă курмаллине – заказ тăвакан валли интернетран ăнсăртран илнĕ тĕслĕх çине тата уйрăм студент хăй тĕллĕн тунă проект çине таянса ăнлантарнă. Илнĕ результатсене танлаштарса тишкерни çакăн пек пĕтĕмлетӳсем тума май парать. Цифра продукчĕсем çине код çырмасăр тунă технологисем студентсене, ятарлă сервиссемпе платформăсем пулăшнипе, мĕн пур енчен тивĕçтерекен интернет продукчĕсем туса кăларма май параççĕ, кашнин вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ, профессире кирлĕ нумай енлĕ пĕлӳпе хăнăхăва калăпласа çитĕнтерме пулăшаççĕ. Тĕпчев результачĕсемпе – ӳнер пултарулăхĕ енĕпе пĕлӳ илекен студентсене интернет технологийĕсене вĕрентнĕ чухне усă курма юрать.
    Тӗп сӑмахсем:
    интернет технологийĕсене вĕрентесси, икĕ е темиçе предмета пĕрлештерекен проект, уйрăм çынна харпăр хăй проектне тутаракан меслет, кодсăр технологи, интернетра тăвакан дизайн, интернет проекчĕсене ертсе пырасси
    Перейти 
  • Экологин кăткăс ыйтăвĕсене татса панă чухнехи контекстра экологие гуманитаризацилессин тата вĕрентессин йывăр ыйтăвĕ

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Петрова Екатерина Викторовна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра экологи ăслăлăхĕпе экологие вĕрентессинче – ăна гуманитаризацилессинче паян кун тĕл пулакан туртăмсене тишкернĕ. Экологие вĕрентнин тапхăрĕсене тата тĕсĕсене кĕскен сăнласа панă, вĕрентĕвĕн кашни тапхăрĕнчех экологие вĕрентнин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри экологи ăс-тăнĕпе экологи культурине аталантарасси пулнă тесе пĕтĕмлетӳ тунă. Экологи пĕлĕвĕпе экологи культурине аталантарасси экологи ыйтăвĕсене татса пама меллĕ те хăватлă хатĕр пулса тăрать. Ку енчен гуманитаризациленекен экологи чи тухăçлă. Унăн тĕллевĕ вĕренекенсен ăс-тăнĕнче çут çанталăкпа хутшăннă чухне пахалама, харпăрлăха, ырă кăмăл-сипете, илемлĕхе кăтартма пултараслăх тăвасси пулса тăрать. Экологи ăнкарăвне тĕрлĕ чарусемпе усă курнипе, экологи инкекĕсем çинчен пĕлтернипе çеç йĕкелеме, аталантарма çук. Çыннăн умвельтĕнче (пурнăçшăн пĕлтерĕшле тĕнчере) культура, социум, символсен тĕнчи пысăкран та пысăк талккăш йышăнса пыраççĕ, тавралăх тĕнчи майĕпен хăйĕн яланхи вырăнне çухатса пырать. Гуманитаризациленекен экологин тĕллевĕ – çут тĕнчене, унта мĕн пуррине ансатлатса та пулин, кăшт улшăннă сăн-сăпачĕпе те пулин çынна тавăрса парасси. Ку тĕллеве пурнăçламашкăн вĕренӳре сапăрлавăн экологи нарративĕпе (экологи çинчен калакан текстсемпе), илемлĕх тата эстетика, кăмăл-сипетпе экологи хатĕрĕсемпе усă курмалла. Экологи вĕренĕвне гуманитаризациленине 2030 çулчченхи аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ пулать тесе йышăннă.
    Тӗп сӑмахсем:
    экологи вĕренĕвĕ, экологи ăс-тăнĕ, экологи культури, экологи кризисĕ, гуманитаризациленекен экологи
    Перейти 
  • И.Я. Яковлев дидактикин концепци никĕсĕ тата педагогика аслă шкулĕнче вĕренекенсен хăйсем тĕллĕн ĕçлемелли хальхи технологийĕсем

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Данилова Людмила Николаевна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра И.Я. Яковлев дидактикин концепци никĕсне тĕпчесси пирки сăмах пырать. Ĕçре харпăр хăй тĕллĕн вĕреннин, кашни хăй тĕллĕн аталаннин, хăй тĕллĕн пĕлӳ илнин технологийĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă çыннăн вĕрентĕвĕнче мĕнле пулнине тишкерсе панă. Федерацин аслă шкулпа çыхăннă вĕренӳ стандарчĕсем çине таянса автор хальхи вăхăтра «Педагогикăн аслă вĕренĕвăн тĕшши» программăна пурнăçлама И.Я. Яковлевăн вĕрентӳ системи кирлĕ пулнине, Чĕмпĕр чăваш учителĕсен шкулĕнче вĕренĕве тухăçлă йĕркеленине ĕнентерет. Ĕçре «Шкулчченхи вĕрентĕвĕн педагогикипе психологийĕ» енĕпе хатĕрлекен вĕренӳ программисене харпăр хăй тĕллĕн вĕренме кирлĕ технологисене тата вăхăта тĕпе хурса тишкернин результачĕсене кăтартса панă. И.Я. Яковлевăн вĕрентӳ тытăмне тĕпченĕ май вĕрентӳре пĕлĕве, халăх культурине тата çын уйрăмлăхĕсене епле шута илнине тĕпе хунă, системăлăхпа пĕлӳлĕх принципĕсене пăхăннă. Тĕпчевĕн педагогика литературин теори материалне тата вĕрентĕве йĕркелекен документсене тишкерсе тунă пĕтĕмлетĕвĕсем пĕтĕмĕшле методологипе çыхăнса тăраççĕ, анлă профессилĕхпе кĕрет профессилĕх компетенцийĕсем епле пулмаллине уçăмлатакан кăтартусемпе килĕшсе тăраççĕ. Автор XVIII ĕмĕрте аудиторире тата аудитори тулашĕнче ирттернĕ ĕçсене йĕркелекен кăтартуллă технологисемпе – уйрăм çынсем усă кураканнисемпе тата анлă сарăлнисемпе тĕплĕн паллаштарать. Вĕсен шутне вĕренекенсен логика тата критика шухăшлавне аталантаракан çак технологисем кĕреççĕ: вулав, çырнин содержанине каласа пани, педагогика литературине конспектлани, тĕпчев, проект, шухăшлав сочиненийĕ. Çырса кăтартнă технологисемпе хальхи çĕнĕ лару-тăрура усă курма тивĕç пур. Вĕсемпе хальхи аслă шкулăн вĕрентĕвĕнче усă курма юрать.
    Тӗп сӑмахсем:
    дидактика, вĕренекенсем, педагогика аслă шкулĕ, И.Я. Яковлев, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлемелли технологисем
    Перейти 
  • Раççей Федерацийĕн патшалăх политикин педагогика пĕлĕвне тата педагогикăра ĕçлекен кадрсен потенциалне аталантармалли çул-йĕр

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Шонтукова Ирина Васильевна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Патшалăхăн вĕренӳ политикин ӳсĕмĕ аталану политикин тĕп векторĕ пулнă май, педагогика ĕçченĕсен вăй-хăватне пысăклатасси вĕренӳ пахалăхне ӳстернĕ чухне чи паллă вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Педагогсен потенциалне пысăклатнипе ачасен пĕлӳ результачĕсем ӳсни хушшинче икĕ енлĕ çыхăну пурри тата вĕсем пĕр-пĕрне витĕм кӳни куç кĕрет. Çакă тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшне уçăмлатать. Ку статьян тĕллевĕ Раççей Федерацийĕнче педагогика пĕлĕвĕ тата педагогика ĕçченĕсен ăсталăхне ӳстерес енĕпе патшалăх хăйĕн политикине епле улăштарнин тĕп çул-йĕрне тупасси пулса тăрать. Раççей Федерацийĕнчи федераципе регионсен педагогика пĕлĕвне тата педагогика ĕçченĕсен ăсталăхне ӳстерес енĕпе мĕн тунине кăтартакан нормăпа право докуменчĕсем тĕпчев ирттермелли тĕп материал пулчĕç. Асӑннӑ документсене тишкерни пирĕн тӗпчев ĕçĕн тӗп меслечӗ пулчĕ. Унсӑр пуҫне вӗренӳ сферинчи патшалӑх политики аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне Кабардин-Балкар Республикинче регион шайĕнче мĕнле аталантарса, пурнăçа кĕртсе пынине тишкерни тĕпчев никӗсне хывнӑ. Тĕпчев ирттерсе Раççей Федерацийĕн патшалăх политикин педагогика пĕлĕвне тата педагогикăра ĕçлекен кадрсен потенциалне аталантармалли тĕп çул-йĕре палăртма май килчĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    педагогикăра ĕçлекен кадрсен потенциалĕ, патшалӑхăн вӗренӳ политики, педагогика ӗҫченӗсен професси ӳсӗмӗн наци системи
    Перейти 
  • Юрист специальноçĕпе вĕренсе тухакансен цифра пĕлĕвне йĕркелени

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Бурцева Елена Васильевна, Рак Игорь Петрович, Селезнев Андрей Владимирович
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра хальхи цифра экономики лару-тăрăвĕнче кирлĕ цифра пĕлĕвне юридици кадрĕсене профессионал шайĕнче хатĕрленĕ чух информаци технологийĕсемпе епле усă курса алла илме пулăшнине пăхса тухнă. Юристсене хатĕрлекен тĕрлĕ аслă шкул цифра пĕлĕвĕ паракан дисциплинăсене епле суйласа илнине тишкернĕ. Ĕçре, уйрăмах аслă шкулсенчен чылайăшĕнче, цифра пĕлĕвĕ паракан предметсен чи пĕчĕк йышĕ хальхи информаци технологийĕсемпе усă курма пултаракан юристсене профессипе çителĕклĕ çыхăннă тĕллевсемпе килĕшӳллĕ хатĕрлеме май памасть тесе палăртнă. «Криминалистика» предмета тĕслĕх вырăнне хурса авторсем цифра енĕпе çителĕклĕ пĕлӳ пама май паракан мел сĕннĕ. Ун тăрăх, тивĕçлĕ енпе тата профильпе çыхăннă дисциплинăна вĕреннĕ май информаци технологийĕсемпе усă курмалла. Лекцисенче видеоматериалсемпе усă курмалла, конференци евĕр лекцисене презентаци кăтартса вуламалла; программа ыйтакан вĕренӳ хатĕрĕсемпе – ĕç тата вĕренӳ вăййисемпе, тренажер программăсемпе, виртуаллă чăнлăх технологийĕсемпе усă курмалли практика занятийĕсене ирттермелле. Ку вăл профильпе çыхăннă дисциплинăна вĕреннĕ май пулса пымалла, мĕншĕн тесен авторсем сĕннĕ мел студентсене теори илме кăна мар, цифра пĕлĕвĕсемпе пурнăçра кирлĕ шайра усă курма çул уçать.
    Тӗп сӑмахсем:
    цифрăлав, информаци технологийĕсем, юрист кадрĕсем хатĕрлени, цифра пĕлĕвĕсем, программăн вĕренме кирлĕ хатĕрĕсем
    Перейти 
  • Çитĕнсех çитмен ачасен тĕпчев туртăмне кружокра аталантарасси

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Декина Елена Викторовна, Шалагинова Ксения Сергеевна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Ĕçе çитĕнсех çитмен ачасен тĕпчев ĕçĕ патне туртакан туйăмĕ кружокра аталаннин уйрăмлăхĕсене палăртассине халалланă. Тĕпчев ĕçĕн картинче çĕнĕ пĕлӳсем илсе пуç тавра шухăшланисĕр пуçне вĕсемпе практикăпа çыхăннă задачăсене шутлама та усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра эпир çамрăксене тĕпчев ĕçĕ патне туртакан вăй аталаннин формипе содержанине тупас тĕллевпе вăй хуратпăр. Ĕçре теори, эмпирика (автор анкетăлавĕ, тест ирттерни, педагогика эксперименчĕ) меслечĕсемпе, тĕпчев результачĕсене нумай енлĕ тишкерсе ушкăнланипе усă куртăмăр. Тĕпчевĕн диагностика программи ултă методикăран тăрать. Вĕсен тĕллевĕ яшсемпе хĕрсен тĕпчевпе кăсăкланнин уйрăмлăхĕсене тишкерсе пĕлесси пулчĕ. Тĕпчеве 6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Яшсен кружокра тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă кăсăкланăвне аталантармалли программа тĕрлĕ формăран тăрать: вĕренекенсен конференцийĕ, пĕчĕк ушкăнсенче ĕçлени, тренинг элеменчĕсемпе усă курса ирттерекен занятисем, ĕç вăййисем т. ыт. те. Тĕпчевре палăртнă тăрăх, ачасен тĕпчевпе кăсăкланас кăмăлĕн аталанăвĕ ăнăçлă пултăр тесен вĕсен кашнин уйрăмлăхне тата ӳсĕмне, психологине, кăсăкланăвне шута илсе ĕçлемелле, кашнинпе хутшăннă май вĕсен кăмăлне тĕпе хумалла, ăнăçу патне илсе пыракан, кашни ача хай çын иккенне çирĕплетекен, хăй кам пулнине çынсене кăтартма май паракан лару-тăру тумалла. Тĕпчев результачĕсемпе, вĕренекенсен хавхалану кăмăлне аталантармалли программăпа – психологи службин ĕçĕнче, класс ертӳçин, сапăрлав канашçин, шкулăн ăслăлăх кружокĕн ертӳçин тата хушма пĕлӳ паракан учрежденин ĕçĕсенче усă курма юрать.
    Тӗп сӑмахсем:
    хутшăну, кружок, çитĕнсех çитмен ачасем, яшсемпе хĕрсем, тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ, кăсăклану, кăсăклантару
    Перейти 
  • Психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен сывлăх енчен йĕркеллĕ тантăшĕсем пурнăçа епле хакланине вăрах вăхăт тĕпчени

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Воробьева Марина Анатольевна, Колмакова Валентина Владимировна, Соколова Анжела Владимировна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Статьяра психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен сывлăх енчен йĕркеллĕ тантăшĕсем пурнăçа епле хакланине вăрах вăхăт хушши танлаштарса тĕпченин результачĕсене илсе кăтартнă. Психика аталанăвĕ кая юлакан çамрăксен пурнăçра пĕлтерĕшлĕрех тесе шутлакан пахалăх тĕсĕсене Екатеринбургăн 157-мĕш вăтам шкулĕнче 2021-мĕш çултан пуçласа 2023-мĕш çул вĕçĕчченхи тапхăрта тĕпченĕ. Пурнăçра кирлĕрех тесе шутлакан пахалăх енĕсен диагностикине икĕ методикăпа усă курса пурнăçланă: «Пурнăçăн пахалăх енĕсен ориентацине тĕпчемелли методикăпа» (М. Рокич), «Пурнăçăн пахалăх енĕсен иеархийĕпе» (Г.В. Резапкина). Тĕпчев психика аталанăвĕ кая юлакан ачасемпе вĕсен тантăшĕсем пурнăçа пĕрешкел хакланине, анчах хаклавра куçа курăнакан хăш-пĕр уйрăмлăх пуррине кăтартса пачĕ. Ку уйрăмлăхсем психика аталанăвĕ кая юлакан ачасене пайăррăн пулăшмаллине уçăмлатрĕ. Çакă вара кашни ачана аталанма пулăшать. Тĕпчев кăтартăвĕсем педагогсене, ача ашшĕ-амăшне тата психика кăлтăкĕ пур ачасене аталантарас тесе ĕçлекен специалистсене кăсăклантармалла. Сывă çамрăк çынсен тата психика енчен кăлтăклă яшсемпе хĕрсен пурнăç пахалăхĕ епле аталаннине тĕпчени танлаштаруллă тишкерӳ тума тата çамрăк ывăлпа хĕр ачасен пурнăç пахалăхĕн аталанăвĕнче мĕнлерех туртăм пулнине асăрхама май пачĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    пахалăхсем, пахалăхсен иерархийĕ, психики аталанăвĕ кая юлакан çамрăксем, психики йĕркеллĕ ачасем
    Перейти 
  • 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Быкова Ольга Николаевна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Ку статьяра 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсене эксперимент мелĕпе тĕпченин результачĕсене çырса кăтартнă. Палăртнă ыйтăва тĕпченин сăлтавĕ тесе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче юлашки вунă çуллăхсенче çемье çыхăнăвĕсем пулас ăру аталанăвне сиен кӳрсе улшăннине пăхмалла. Ку ыйту картинче тĕп вырăнта малашне ачаран мĕнле çын пулассине, ача хăйне ЭПĔ тесе ăнланассине никĕслекен шкул умĕнхи тапхăр тăрать. Çав вăхăтрах, ыйтăвăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ пысăк пулин те ăна çак таранччен те татса паман. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – 5–6 çул тултарнă ачасен харпăр ăнланăвĕн тытăмне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусене тĕпе хурса палăртасси. Тĕпчев меслечĕсен шутне тĕпчев ыйтăвĕпе çыхăннă ăслăлăх литературине теори енчен тишкерсе пĕтĕмлетни, констатаци тумалли эксперимент, пухнă материала хисеп тата пахалăх енчен тишкерни, ăна ăнлантаракан меслет кĕреççĕ. Тĕпчев результачĕсем: эксперимент тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх, 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă чух палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем акă епле палăраççĕ: ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинче килĕшӳллĕ çыхăнусем пурри çавнашкал хутшăнусем çуккипе танлаштарсан ача ăсĕнче «ЭПĔ» ăнлава çӳллĕрех шая çĕклет, ача хăйне шута илнине курма, арлăх енчен кам пулнине пĕлме, хăй вăхăтпа çыхăннине туйма, хăйĕн мĕнле ирĕклĕхпе тивĕç пуррине ăнланма май парать.
    Тӗп сӑмахсем:
    çын, харпăр ăнлавĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусем, шкула каяс умĕнхи аслă ӳсĕм ачисем
    Перейти 
  • Ташă занятийĕсене пĕр тăтăш çӳрекенсен ăс-тăн сывлăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4
    Автор:
    Баранова Эльвира Авксентьевна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Статьяра çитĕннĕ çынсен ăс-тăн сывлăхне тĕпчесси çинчен сăмах пырать. Ăс-тăн сывлăхĕ хăйне майлă пулăм пулнине халалланă тĕп ĕçсене пĕтĕмĕшле хак панă, тĕрлĕ ĕç тăвакан, тĕслĕрен ĕç-хĕлпе пурăнакан çынсен (студентсен, педагогсен, медицина ĕçченĕсен, халăхăн тĕрлĕ-тĕрлĕ ушкăнĕпе хутшăнакансен, шалти ĕçсен министерствинче вăй хуракансен т. ыт. те) ăс-тăн сывлăхĕ епле пулнине уçса паракан ăслăлăх тĕпчевĕсен пĕр ушкăнне тишкернĕ. Ташă занятийĕсене пĕр тăтăш çӳрекен çынсен ăс-тăн сывлăхĕ пирки хальхи ăслăлăхра пĕлӳ сахал пулнине палăртнă, çакă тĕпчев эксперименчĕн тĕллевне витĕм кӳнине каланă. Статьяра икĕ ушкăн çынна тĕпченин результачĕсене илсе панă: занятисене пĕр тăтăш çӳрекенсенне (вĕсен вăтам ӳсĕмĕ 48 çул) тата ташă занятийĕсене çӳременнисенне (вĕсен ӳсĕмĕ 47 çул). Аслă çынсен ăс-тăн уйрăмлăхне – тĕпчекен пулăмăн автор хăй пайланă ку е вăл ушкăнĕ тăрăх çырса панă. Ташăпа кăсăкланакансен ăс-тăн сывлăхĕн паллăрах енĕсене уйăрса кăтартнă. Вĕсем тĕпчекен пулăмăн кăтартăвĕсем кĕтнинчен те лайăх пулнине ĕнентереççĕ. Ку вара ташă занятийĕсене çӳрекенсен ăс-тăн тăрăмĕ пĕтĕмĕшлен ырлава тивĕçлине пĕлтерет.
    Тӗп сӑмахсем:
    ăс-тăн сывлăхĕ, психологи сывлăхĕ, хутшăну сывлăхĕ, ташă занятийĕсем çыннăн ăс-тăн сывлăхне витĕм кӳни
    Перейти 

Форма подписки

Подпишитесь на нашу рассылку и станьте одним из первых, кто будет в курсе всех новостей!

Спасибо!

На вашу почту выслана инструкция для подтверждения учетной записи.