- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 4
-
Педагогика вĕренĕвĕн бакалаврĕсем хушма вĕренӳ программисене алла илнĕ май пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăплани
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Гаврилова Нелли Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Вĕренĕве патшалăх политикин çĕнĕ приоритечĕсем витĕм кӳни çын социализациленнин тытăмĕнче тăтăш вĕренĕвĕн пĕлтерĕшне тата вĕренӳ ăшĕпе ун тулашĕнче расна субъектăн хутшăнăвне улăштарать. Ĕç рынокĕнче конкуренци вăйне ӳстерме аслă шкулăн студенчĕсем хайсен пĕлĕвĕпе професси ĕçĕнче усă курмашкăн çĕнĕ пĕлӳсем тата хăнăхусем илме хатĕр пулмалла. Студентсен аслă пĕлӳсĕр пуçне хăйне майлă пĕлӳпе хăнăхусем илмелли формăсен шутне хушма вĕренӳ кĕрет. Маларах калани ‒ пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăпланă май пулас педагогсем хушма программăсене алла илнĕ чухнехи пурнăç лару-тăрăвĕ еплерех пулнине, малашне еплерех пулмаллине тупса палăртасси пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне çирĕплетет. Тĕпчев тĕллевĕ – педагогика вĕренĕвĕн бакалаврĕсем хушма вĕренӳ программисене алла илнĕ май пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăпламалли лару-тăрăва (условие) тупса кăтартасси. Тĕпчевĕн материалĕсем тата меслетлĕхĕ. Тĕпчев материалне, меслетлĕх енчен, педагогика вĕренӳ программисене алла илнĕ май хушма вĕренӳ программисене вĕренме кирлĕ лару-тăрăва лайăхлатмалли мелсене халалланă ăслăлăх ĕçĕсене тишкерсе уçса панă. Тĕпчев меслечĕсен шутне ăслăлăхпа меслетлĕх литература çăл куçĕсене тĕпченипе тишкерни тата студентсемпе ирттернĕ анкета ĕçĕсем кĕреççĕ. Тĕпчев результачĕсем. АВ «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ» ФПБВУ çумĕнче хушма вĕренӳ центрĕ ĕçлет. Çав центрăн потенциалне пĕлме аслă шкулăн студенчĕсемпе ятарлă тĕпчев ирттернĕ, çамрăксем хушма программмăсене алла илме май пуррипе çукки пирки мĕн шухăшланине палăртнă. Анкетăлани акă мĕн кăтартать: студентсенчен чылайăшĕ хушма вĕренĕвĕн курсĕсене çӳресе темиçе программăпа пĕлӳ илесшĕн. Чылай программăпа сертификат е свидетельство илес текенсен йышĕ 20 процента çитет. Пĕтĕмлетӳсем. Хушма вĕренӳ тытăмĕ пулас педагогсене хальхи пурнăçпа экономика лару-тăрăвне, ĕç рынокĕн кăткăслăхне чăтма хăнăхтарать, çавна май анлă профильлĕ пысăк квалификациллĕ профессипе ĕçленипе пĕрлех хăй тĕллĕн малалла аталанма пултаракан специалистсем тăвать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика вĕренĕвĕн бакалаврĕсем, пĕтĕмĕшле професси пĕлĕвĕсем, пĕтĕмĕшле професси пĕлĕвĕсем калăпланни, хушма вĕренӳ
-
Çĕнĕ йышши вăйăсем ‒ пуçламăш шкул учителĕ пулма хатĕрленекен студентсен меслетлĕх пĕлĕвне аталантармалли хатĕр
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Сергеева Лариса Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра автор пуласлăхра пуçламăш шкулта ĕçлеме хатĕрленекен студентсене математика вĕрентмелли меслетлĕх курсне алла илме пулăшнă май меслетлĕх пĕлӳлĕхне аталантарма май паракан лару-тăрăва теорипе практика енчен никĕсленĕ. Тĕпчев тĕллевĕсем: пуçламăш классен пулас учителĕсен меслетлĕх пĕлĕвне аталантаракан лару-тăрăва вăйă мелĕпе йĕркелессине теори енчен никĕслесси, практика енчен чăнлăха кăларасси тата эксперимент картинче тĕрĕслесси. Тĕпчев меслечĕсем: а) теори меслечĕсем: тишкерӳ (анализ), пĕтĕмлетӳ, тĕпчев ыйтăвĕсемпе çырнă ăслăлăх литературине тишкерни; б) практика меслечĕсем: педагогика эксперименчĕ. Теори тĕпчевне пурнăçланă май «пĕлӳлĕх», «меслет пĕлӳлĕхĕ», «вайă практики» категорисене ăнлантарма усă курнă мелсене содержани енчен хакланă, пуçламăш шкулăн пулас учителĕсен меслетлĕх пĕлĕвне çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курса аталантарни тĕп мел пулнине ĕнентернĕ, студентсем меслетлĕх дисциплинисене вĕреннĕ чух çĕнĕ йышши вăйăсем шухăшласа кăлармалли тата вĕсемпе усă курмалли кăтартусене калăпласа панă. Педагогика эксперименчĕн результачĕсем студентсен меслет пĕлӳлĕхне ӳстерме вăйăсемпе усă курни тухăçлă хатĕр иккенне ĕнентереççĕ. Тĕпчевĕн практика пĕлтерĕшĕ пуçламăш вĕренӳ педагогĕсене меслетлĕх енчен хатĕрлеме çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курмалли лару-тăрăва калăпланинче палăрать. Практика мелĕпе ирттернĕ тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пулас учительсене хатĕрлеме вăйăсем чăннипех вырăнлă пулнине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх (компетенцилĕх), меслет пĕлӳлĕхĕ (меслет компетенцилĕхĕ), вăйă практики, çĕнĕ йышши вăйăсем, пуçламăш шкулăн пулас учителĕсем
-
Чӑваш халăхĕн ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем – йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене хӑнӑхтармалли этнопедагогика меслечӗсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Пушкина Клара Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Йӑлана кӗнӗ наци хаклӑхӗсене упракан кил-йыш хальхи обществӑра пĕтĕм этемлĕх культурин уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Нацин хӑй ăнланăвне ӳсме, эткерлĕхе хаклама тата стереотипсене аркатма, ҫемье хаклӑхӗсене урăхларах курма хистекен социаллӑ улшӑнусен тапхăрĕнче те кил-йыш йӑлана кӗнӗ социаллӑ институт пек сыхланса юлни питĕ паха. Ҫавна май пӗтӗм этемлӗхĕн тата нацин ҫемье хаклӑхӗсене палӑртакан ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Тӗпчев тӗллевӗ – хальхи чӑваш кил-йышĕнче ҫитӗнекен ӑрӑва вĕрентсе ӳстерме пулăшакан ҫемье хаклӑхӗсене палӑртасси тата ăнлантарса парасси. Йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене статьяра ҫирӗп те туслӑ кил-йыш никӗсӗ пек курса тишкернӗ. Çемье пурнӑҫӗ тата кил-йышри хутшӑнусем ҫинчен калакан чӑвашла ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене тĕпчени çакна кăтартать: пирĕн халăх наци культури тата йӑли-йӗрки çинче никĕсленсе тăракан ҫемье хаклӑхӗсене пысӑка хурать. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ патне туртӑнас кăмăлĕ хавшаса пынине те палăртса хăвартăмăр. Аслисем хӑйсен ачи-пăчин тыткаларăшне ӑнланманнине статьяра ҫак сӑлтавсемпе çыхăнтарса ăнлантарнă: 1) ашшӗ-амӑшӗн педагогика пӗлӗвӗпе ӑсталӑхĕ тарăн та анлă пулманни; 2) чӑваш ҫемйин ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем ҫинче никӗсленнӗ воспитани принципӗсене хальхи вăхăтра манӑҫа кӑларни. Автор шучĕпе, халăх педагогикин никӗсне вӗренни ачасене воспитани парас ӗҫре ырă витĕм кӳрĕ. Статьяра икĕ тĕрлĕ меле тĕпе хунă: 1) пĕтĕмĕшле теори меслечĕсем тата темăпа çыхăннă психологипе педагогика литературине тишкерни; çав шутра – энциклопедипе справка материалӗсене, фольклор хайлавӗсене пăхса тухни; 2) сăнав (эмпиризм) меслечӗсем; çав шутра: педагогика сӑнавĕсем ирттерни, анкетӑсемпе тата ыйтӑмсемпе усӑ курни, этнопедагогика опычĕпе паллаштарни. Чӑваш уил-йышĕнчи йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсен кӑмӑл-сипет вӑй-хӑватне палӑртас тӗлӗшпе эксперимент ӗҫĕ ирттернӗ. Автор ҫакăн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: чӑваш ҫемйисем хӑйсен мӑн аслашшӗсенчен эткерлӗхе юлнă наци йӑли-йӗркине упраççĕ, вӗсене малашнехи ӑрусем валли те кил-йыш пурнӑҫӗнчи ориентир пек парса хӑварма шутлаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- халăх педагогики, хальхи чӑваш ҫемйи, сапăрлав йăли, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем, воспитани памалли педагогика хатӗрӗсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, эксперимент ӗҫĕ
-
Аслă вĕренӳ заведенийĕнче вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне йĕркеленĕ чухне ĕçлев (функци) модельне усă курни
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Астафурова Ольга Анатольевна, Кулагина Ирина Ивановна, Харламова Ирина Ивановна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра аслă вĕренӳ заведенийĕнче вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне йĕркелесси пирки харпăр шухăшсене каланă. Авторсем çак ĕçĕн тĕп тĕллевĕ студентсен харпăр тата професси аталанăвĕ пулса тăрать тесе шутлаççĕ. Çакна вĕренекен çамрăксене активлă ĕçлеме тата пурăнма, гражданин пек хăйсен вырăнне тупма, пултарулăхне аталантарма, професси тĕлĕшĕнчен аталанма тата пайăр харкамлăхне пурнăçа кĕртме майсем туса парсан анчах пурнăçлама пулать. Вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне системăлас тата йĕркелес ĕçре Сапăрлав ĕçĕн календарь планĕсем (тумалли ĕçсене кунсерен çырса тухни) тата Вĕренӳ программисем тăрăх воспитани памалли ĕç программисем пек методика докуменчĕсем пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Статьяра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх служби академийĕ филиалĕн – Волгоград управлени институчĕн сапăрлав ĕçне йĕркелемелли ĕçлев (функци) модельне тĕслĕх вырăнне илсе панă. Модель тума IDEF0 нотаципе (йышăннă çыру паллисен системипе) усă курнă. «Мĕнле пур» моделе туса хатĕрленĕ май вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçне пурнăçлама витĕм кӳрекен, анчах та маларах шута илмен сăлтавсене тупса палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- диаграмма, ĕçлев (функци) моделĕ, декомпозици (пĕтĕмĕшлине пайăн-пайăн тишкерекен шухăшлав операцийĕ), IDEF0 нотаци (йышăннă çыру паллисен системи), вĕренӳ тулашĕнчи сапăрлав ĕçĕ, кăмăл-сипет хаклăхĕсем, культурăпа çут ĕç мероприятийĕсем
-
Акăлчан чĕлхипе усă курса хутшăнма пĕрле вĕрентнине студентсем епле хаклани
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Бефикаду Лемма
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ‒ вĕренекенсем акăлчан чĕлхи урокĕсенче хутшăнма пĕрле вĕрентес тĕлĕшпе тунă çĕнĕлĕхе епле йышăннине тĕпчесси. Хутшăнма пĕрле вĕрентни çамрăксен акăлчанла калаçас ăсталăхне ӳстерме пулăшать. Тĕпчев тĕллевне пурнăçлама сăнав тата анкетлав мелĕсемпе усă курнă. Хисеп кăтартăвĕсене процент тата тăтăшлăх енчен пăхса тишкернĕ. Пахалăх кăтартăвĕсене ăнланса илме тематика тишкерĕвĕн мелĕпе усă курнă. Тĕпчев результачĕ тăрăх, студентсенчен чылайăшĕ темиçе çын пĕрлешсе вĕренет, анчах вĕрентĕвĕн тĕсĕ, чăннипе, пĕрле вĕрентни мар иккен. Чылай учитель ачасене кашни хăйĕн ĕçне тунă май кӳршĕпе калаçтăр тесе кăна пĕр-пĕринпе юнашар вăйпа лартать. Хăш-пĕр учитель ку е вăл ĕçе ушкăнсене валеçсе парса тутарать. Ушкăнра вара, тĕрĕссипе, пĕр е икĕ ача анчах ĕçлет, вĕсем мĕн тунине ыттисем пăхса лараççĕ, анчах та ĕçленĕ ачасемпе пĕр шайрах зачет илеççĕ. Пĕрле вĕрентнĕ чухне, паллах, кашни мел пĕлтерĕшлĕ пулин те урокра тунă ĕç пĕрле вĕрентни шутне кĕме пултараймасть. Куна, тĕрĕссипе, традици картинче ушкăнпа вĕрентни тесе пăхма тивет. Унсăр пуçне хăш-пĕр студент ĕçе преподаватель ыйтнă пек мар, пачах урăхла туни те пулать. Учительсем, ку ĕç пĕлтерĕшне хаклакан организацисем пĕрле вĕреннине пурнăçа кĕртес умĕн, студентсен пĕлĕвне май пур таран анлă сарас тĕллевпе, пуçарнă мелĕн усăлăхĕ çинчен каласа ăнлантарма тивĕçлĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- акăлчан чĕлхи, пĕрле вĕренни, туйни
-
Пысăк хула ‒ шкулпа тан аталанакан вĕренӳ никĕсĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Петряева Елена Юрьевна, Истомина Анна Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Пысăк хулара мĕнле те пулин идейăна, пахалăха, кăтартăва мала хуракан ушкăнсем çитĕнеççĕ те пĕр-пĕрне шыраççĕ. Ача ашшĕ-амăшĕ пепкисем валли, ялан тенĕ пек, шкул суйласа илнĕ чухне, вăл инçе ларнипе ларманнине, шкулта тытса пыракан пахалăх енĕсене, вĕсене саракан мелсене пăхать, занятисем мĕнлерех формăпа иртнине шута илет. Шкулсем хăйсем патне пурнăç миссийĕ, хаклăх енĕсем тата малашлăх стратегийĕ тӳр килекен ашшĕ-амăшне кăна «туртаççĕ». Тĕпчевĕн тĕллевĕ пысăк хуласенче шкулпа тан вĕренӳ аталанма май паракан витĕмлĕ сăлтавсене тупасси пулса тăрать. Тĕллеве пурнăçлама материал Раççейĕн чи пысăк пилĕк хулинче (Мускавра, Санкт_Петербургра, Новосибирскра, Екатеринбургра, Хусанта) пухнă, уйрăм çынсен шкулпа тан вĕрентме май паракан 667 проектне тишкернĕ. Кашни хулара ‒ шкулпа тан вĕренӳ паракан программа ертӳçисенчен пилĕк çынна тупса палăртнă та вĕсенчен питĕ тĕплĕ интервью илнĕ. Çавăн пекех тĕпчев темипе ĕçлекен экспертсемпе те интервьюпа ушкăнра сӳтсе яву (фокус-группа) ирттернĕ. Тĕпчев пĕтмĕшĕнче авторсем пысăк хуласенче шкулпа тан вĕренӳ пултăр тесен професси, инфраструктура, экономика, культура, тĕн, политикăпа идеологи, патшалăх паракан пулăшу енчен май пур таран тачă пĕрлештерекен вăй кирлине кăтартнă. Шкулпа тан вĕренĕве аталанма хавхалантарман факторсем шутне ашшĕ-амăшне килĕшменнисем ‒ шкулта ачасем ытлашши нумай пулни, вĕренӳ пахалăхĕ ‒ кĕреççĕ. Ача ашшĕ-амăшĕ пысăк витĕм кӳрет: вĕсен çулĕ-ӳсĕмĕ, ачисен вĕренĕвĕпе кăсăкланни, вĕренӳре пулăшни, тĕрлĕ информаципе пуян пулнипе пулманни т. ыт. те. Хула çыннисен пурнăç стилĕ пĕрлештерекен фактор пулса тăрать. Ку енĕпе икĕ стратегие палăртмалла: «all inclusive» стратегие тата вĕренĕве пысăка хурса хаклакансен стратегине. Пысăк хуласенче шкулпа тан вĕренĕве аталантарма чăрмантаракан сăлтавсем те пур. Вĕсем ‒ транспорт тытăмĕн кăткăслăхĕ тата унăн логистики, çурт-йĕр аренди /хакĕ пысăк пулни.
- Тӗп сӑмахсем:
- шкулпа тан вĕренӳ, семьере иртекен вĕренӳ, ячĕшĕн тăвакан вĕренӳ, ирĕклĕ вĕренӳ, демократиллĕ вĕренӳ, Монтессори меслечĕ, вальдорф педагогики, вырăс классика шкулĕ, аталанакан вĕрентӳ, реджио мелĕ
-
Кăмăл-сипетпе экологи сапăрлавĕ вĕренӳ пахалăхĕн кăтартăвĕ пулни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Соколовская Светлана Владимировна, Афиногенова Светлана Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕн пахалăх изоморфĕ текен ăнлава тата вĕренӳ результачĕн пахалăхне ‒ çыннăн пĕлĕвĕпе сапăрлавне пăхса тухнă. Шкул ачине ун ăс-тăнĕпе тыткаларăшĕ енчен тишкернĕ. Çакнашкал тĕпчев паян кун пĕлтерешлĕ пулнине ноосферизм ăслăлăх шкулĕн нумай тĕпчевçи çирĕплетнĕ. Статьяра илсе панă тĕпчевĕн тĕллевĕ çыннăн кăмăл-сипет пахалăх кăтартăвĕсемпе унăн кăмăл-сипетпе экологи ăс-тăнĕ (çут çанталăк объекчĕсен субъектификаци шайĕ, çут çанталăка епле йышăнасси çынран хăйĕнчен тата тавралăха ăса епле хывнинчен, эстетикăран, практикăра усă курнинчен тата кăмăл-сипет епле пулнинчен килни) хушшинче çыхăну пуррине ĕнентересси пулнă. Тĕпчевре çыннăн кăмăл-сипет пахалăх ориентацине тĕпчемелли меслетлĕхпе, çут çанталăк объектне субъектификаци тумалли мелсемпе, çын çут çанталăкпа хутшăннă чухне тĕп выранта тăни çинчен калакан теорипе, эгоцентризм (харпăр хăйне пуринчен мала хуни) çыхăнулăхĕпе (ассоциацийĕсемпе) тата корреляци анализĕпе (Пирсон вĕрентĕвне тĕпе хурса), уйрăм тĕпчевсем тăрăх диагностика тунипе усă курнă. Вăтам шкулăн аслă класĕнче вĕренекенсене тата аслă вĕренÿ заведенийĕн малтанхи курсĕнче вĕренекенсене пĕтĕмпе 75 çынна сăнанă. Авторсем асăрханă тăрăх, каччăсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ çут çанталăка ăспа ăнланса туйăмпа туять иккен. Çут çанталăк пуянлăхĕпе практикăра усă курассине мала хуракансен йышĕ чи сахалли пулнă. Ку вăл вĕренĕве экологипе çыхăнтарни малашне анлă çула тухассине, вĕренекенсен экологи енĕпе кăмăл-сипет пысăк пахалăхлă пулассине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ пахалăхĕ, вĕренĕве экологипе çыхăнтарни, кăмăл-сипетпе экологи енчен пĕлӳ пурри, çут çанталăкпа çыхăнни, кăмăл-сипет енне тĕллевлени
-
Çичĕ çула кайнă ачасен пĕлес хастарлăхĕ: шкулта вĕренме пуçланă чухнехи уйрăмлăхсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Баранова Эльвира Авксентьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра шкулчченхи вĕренӳ учрежденине çӳрекен çичĕ çула кайнă ачасен пĕлес хастарлăхне тĕпченĕ хыççăнхи результатсемпе паллаштарнă. Тĕпчев актуаллăхĕ хальхи вăхăтри шкулчченхи ӳсĕмри ачасен пĕлес хастарлăхĕн шайĕ чакнипе çыхăннă. Çакă малашне ачана вĕренӳ программине ăса хывма чăрмантаракан сăлтав пулма пултарать. Психологипе педагогика ĕçне асăннă активлăха аталантарас тĕлĕшпе эффективлă йĕркелени çак пулăмăн спецификине, хăйне евĕрлĕхне мĕнлерех пĕлнинчен килет. Ку сăлтава пула асăннă ӳсĕмри ачасен пĕлес хастарлăхĕпе çыхăннă çĕнĕ ăслăлăх даннăйĕсем кирли палăрать. Статьяра шкулчченхи ӳсĕмри ачасен пĕлес хастарлăхне тĕпчессипе çыхăннă даннăйсене кĕскен тишкерсе тухнă, статья авторĕ пурнăçланă эмпиризм (сăнав) тĕпчевĕсен результачĕсемпе паллаштарнă. Тĕпчев тĕллевĕ 7 çула кайнă ачасен пĕлес хастарлăхĕн уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси пулнă. Тĕпчеве диагностика меслечĕсен комплексĕпе усă куракан констатацилекен (çирĕплетсе паракан) эксперимент формипе пурнăçланă. Тĕпчев ирттерме ача сачĕсенчи хатĕрлев ушкăнĕсене çӳрекен 41 ачана суйласа илнĕ. Тĕпчевре пĕлес хастралăхăн палăртнă тытăмне тĕпе хурса асăннă çулти ачасен çак хастарлăхĕн спецификăллă, хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупса палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх ĕç-хĕлĕ, пĕлес хастралăх, шырав хастарлăхĕ, шкулчченхи ӳсĕмри ачасем
-
Интернет шыравĕсен çитĕннĕ çынсен асра тытас пахалăхне кĕске вăхăтлăх кӳрекен витĕмĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Медведская Елена Ивановна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Пирĕн тĕпчевĕн пĕлтерĕшĕ интернетра час-час шырав ирттерни ват çынсен сывлăхне епле витĕм кӳни пирки ăслăлăхра мĕнле те пулин уçăмлă хыпар-хăнар çуккипе çыхăннă. Ĕçĕн тĕллевĕ аслă çынсем интернетра хыпар шыранă май мĕнле те пулин хыпара куç умĕнчен янă чухне ăна асра тытассине кĕске вăхăтлăха кӳрекен витĕм тупасси пулса тăрать. Тĕпчеве уйрăм çын интернетра ĕçленине квазиэксперимент дизайнĕнче тĕпченĕ. Ку дизайн асра хăварассин тĕп-тĕрĕслĕхне икĕ условире хак пама пултарать: яланхи вулав (кĕнеке вулани), интернетра шырани (кĕсье телефонĕпе усă курни). Асра тытнине хаклама «Пиктограмма» меслетлĕхĕн автор модификацийĕпе усă курнă. Тĕпчеве квалификацие ӳстерекен учительсен курсĕнче лекци занятийĕсенче ирттернĕ (n=50; вĕсенчен 12 ар çын тата 38 хĕрпе арăм; вăтам çул ‒ 44,56±4,11). Суйласа илнĕ çынсене икĕ пĕчĕк ушкăна уйăрнă, çавна май тĕрĕслеве позици енчен тан йĕркепе ирттерме май паракан схемăна тытса пынă. Тĕпчев результатне тишкерни тăрăх, сăнавра пулнă çынсенчен кашни виççĕмĕшĕ сăмахсене расна условире тĕрĕс ас тăвас енчен пĕр пек кăтарту панă. Нумайăшĕн вулас енĕпе ырă улшăнусем пулнă (р ≤ 0,01). Интернетра шыранă чухне йăнăшсен шучĕ вăтамран виçĕ хут ӳсет.
- Тӗп сӑмахсем:
- квазиэксперимент, аслисем (çитĕннисем), пичетленине вулани, интернет шыравĕ, тӳррĕн çыхăнмасăр асра тытни, пиктограмма
-
Психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăм (асра тытни) уйрăмлăхĕсем: эксперимент тĕпчевĕн результачĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Быкова Ольга Николаевна, Сугоняка Елена Михайловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчев тĕллевĕ – психика аталанăвĕ кая юлса пыракан шкул çулне çитмен аслă ачасен астăвăм (асра тытасси) уйрăмлăхĕсене унӑн тытăмĕнчи пайсен (компонентсен) йышӗнче тупса палăртасси. Задачăсем: психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмне (асра тытассине) хăйсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен астăвăмĕпе (асра тытассипе) танлаштарса аталанăвăн кăтартуллă, типлă тата харпăр уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси; йĕркеллĕ аталанса пыракан тата психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмĕ (асра тытасси) тытăмĕнчи кашни пай (компонент) аталанăвĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси. Тĕпчев гипотези: 5-6 çулти психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмне (асра тытассине) хăйсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен астăвăмĕпе (асра тытассипе) танлаштарсан кашни пай (компонент) аталанăвĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕсем пуррине асăрхама пулать. Тĕпчев меслечĕсем: эксперимент чăн пулнине констатацилекен (çирĕплетсе паракан) тӗпчев проблемипе ҫыхӑннӑ ăслăлăх литературине теори тĕлĕшĕнчен тишкерни тата пӗтӗмлетÿ туни; пухнă даннăйсен шут-хисеп тата пахалăх анализĕ, вĕсене интерпретацилекен (ăнлантаракан) меслетсем. Тĕпчев результачĕсем: статьяра астăвăмăн виçĕ компоненчĕн – 5-6 çулти психика аталанăвĕ кая юлса пыракан тата вĕсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен сăлтавлавăн (мотивацин), тĕллевлевĕн тата операципе техникăн – хăйне евĕрлĕхне пĕтĕмĕшле танлаштарса хакланă. 5-6 çулти психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасен астăвăмне (асра тытассине) вĕсемпе пĕр çулти йĕркеллĕ аталанса пыракан ачасен астăвăмĕпе танлаштарсан астăвăм шайĕ пĕчĕк пулни курăнать. Астăвăм аталанăвĕн тытăмĕнче «чи пĕлтерĕшли» сăлтавлав (мотиваци) пулса тăрать: психика аталанăвĕ кая юлса пыракан ачасем астăвăмăн задачисемпе тытăмне ялан тенĕ пекех лайăх, ырă кăмăлпа йышăнаççĕ. Ялан тенĕ пекех тĕллев компоненчĕ (пайĕ), çавăн пекех астăвăм задачисем мĕн тума кирлине ăнланмаççĕ, хăйсем тĕллĕн мĕн те пулин астуса юлма тĕллев лартасси тата çав тĕллеве пурнăçласси, аса илесси те вĕсен асра та çук, хăйсем курни-илтнин питĕ пĕчĕк пайне анчах вĕсем каласа кăтартма пултараççĕ. Астăвăмăн операципе техника компоненчĕ те питĕ пĕчĕк шайра: астăвăм мелĕсен (приемĕсен) машина пек, ним ӑнланмасӑр ас туса юласси ытларах палăрать е ачасем пачах та астуса юлмаççĕ, çавăн пекех питĕ япăх ас туса юлни, питĕ нумай йăнăшпа каласа пани курăнать, сĕнекен ĕçе, задание пурнăçланă чух хăй тĕллĕнлĕх çукки курăнать, астăвăма тĕрĕсленĕ тата хакланă чухне час-часах çак ачасем аслисенчен пулăшу ыйтаççĕ е ĕçе пурнăçлама килĕшмеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- астăвăм (асра тытасси), сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасем, психика аталанăвĕ кая юлни
-
Вĕренӳ результачĕн пахалăхне палăртнă тата учителе характеристика панă чухне изоморфлăх принципĕпе усă курни
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Рыжов Василий Васильевич, Соколовская Светлана Владимировна, Синипалов Александр Васильевич
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра çынна тата вĕренĕве квалиметри мелĕпе тĕпченин татса паман ыйтăвĕсене халалланă ăслăлăх литературине теори енчен тишкернин результачĕсене илсе кăтартнă. Ку тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ вĕренӳ тытăмĕнче хальхи вăхăтра аслă шкул наци тытăмне куçнин витĕмне пула пысăк улшăнусем пулса иртнипе çыхăннă. Ку вара пĕтĕмĕшлĕн илсен кĕрет вĕренӳ организайĕнче те, Раççей патшалăхĕн шайĕнче те ку е вăл педагогăн, учителĕн тата вĕренӳ тытăмĕн ертӳçин кăмăл-сипетĕнчен килет. Теори тĕпчевĕн ăслăлăх гипотези çакнашкал: учителĕн падагог ăсталăхĕ, унăн профессипе çынлăх пахалăхĕ, вăл усă куракан вĕрентӳпе сапăрлав технологийĕ тĕпрен илсен вĕренӳ пахалăхĕпе тĕлме-тĕл килĕшсе тăраççĕ, шкул ачисен харпăрлăх пахалăхĕнче (пĕлӳре тата сапăрлахра) палăраççĕ. Тĕпчев меслечĕ тесе ĕçре А.И. Субеттăн тата ытти авторсен изоморфлăх принципне тытса пырса çырнă 100 ытла ĕçне теори енчен тишкернине пăхмалла. Ученăйсем ку принциппа учительсем ачасене ăс панă тата сапăрланă чухне епле ĕçленине тĕпчеме усă курнă. Теори енчен тишкерсе авторсем Раççей квалиметри шкулĕн чи паллă 7 енне тупса палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- квалиметри, пахалăх, изоморфлăх принципĕ, учителĕн сăпачĕ (харпăрлăхĕ), вĕренӳ пахалăхĕ, çын пахалăхĕ