Список публикаций по ключевому слову: «яшсем»
-
Çитĕнсех çитмен ачасен тĕпчев туртăмне кружокра аталантарасси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Декина Елена Викторовна, Шалагинова Ксения Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ĕçе çитĕнсех çитмен ачасен тĕпчев ĕçĕ патне туртакан туйăмĕ кружокра аталаннин уйрăмлăхĕсене палăртассине халалланă. Тĕпчев ĕçĕн картинче çĕнĕ пĕлӳсем илсе пуç тавра шухăшланисĕр пуçне вĕсемпе практикăпа çыхăннă задачăсене шутлама та усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра эпир çамрăксене тĕпчев ĕçĕ патне туртакан вăй аталаннин формипе содержанине тупас тĕллевпе вăй хуратпăр. Ĕçре теори, эмпирика (автор анкетăлавĕ, тест ирттерни, педагогика эксперименчĕ) меслечĕсемпе, тĕпчев результачĕсене нумай енлĕ тишкерсе ушкăнланипе усă куртăмăр. Тĕпчевĕн диагностика программи ултă методикăран тăрать. Вĕсен тĕллевĕ яшсемпе хĕрсен тĕпчевпе кăсăкланнин уйрăмлăхĕсене тишкерсе пĕлесси пулчĕ. Тĕпчеве 6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Яшсен кружокра тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă кăсăкланăвне аталантармалли программа тĕрлĕ формăран тăрать: вĕренекенсен конференцийĕ, пĕчĕк ушкăнсенче ĕçлени, тренинг элеменчĕсемпе усă курса ирттерекен занятисем, ĕç вăййисем т. ыт. те. Тĕпчевре палăртнă тăрăх, ачасен тĕпчевпе кăсăкланас кăмăлĕн аталанăвĕ ăнăçлă пултăр тесен вĕсен кашнин уйрăмлăхне тата ӳсĕмне, психологине, кăсăкланăвне шута илсе ĕçлемелле, кашнинпе хутшăннă май вĕсен кăмăлне тĕпе хумалла, ăнăçу патне илсе пыракан, кашни ача хай çын иккенне çирĕплетекен, хăй кам пулнине çынсене кăтартма май паракан лару-тăру тумалла. Тĕпчев результачĕсемпе, вĕренекенсен хавхалану кăмăлне аталантармалли программăпа – психологи службин ĕçĕнче, класс ертӳçин, сапăрлав канашçин, шкулăн ăслăлăх кружокĕн ертӳçин тата хушма пĕлӳ паракан учрежденин ĕçĕсенче усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- хутшăну, кружок, çитĕнсех çитмен ачасем, яшсемпе хĕрсем, тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ, кăсăклану, кăсăклантару
-
Яшсем харпăр хăйне хакланипе педагога хисеплени пĕр-пĕринпе çыхăннин уйрăмлăхĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Бакаева Ольга Николаевна, Ануфриева Ольга Викторовна, Рыжкова Ольга Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра яшлăх çулне çитнĕ ачасем харпăр хăйне хакланипе шкулта вĕрентекен учителе епле хисеплени хушшинче çыхăну еплерех иккенне пăхса тухнă. Çамрăксем харпăр хăйне хакласси вĕсен пурнăçра ку е вăл вырăн йышăнма май паракан нумай пĕлӳ илес хастарлăхĕ ӳссе пынипе çыхăннă. Ку ыйту психологипе педагогика ăслăлăхĕсенче çĕнĕлĕх шутланмасть, çапах шкула çĕнĕ ФГОСа кĕртнĕ май урăх куçпа пăхса тухма хистет. Сăнавлă тĕпчеве Елец хулин В.А. Дорохин ячĕллĕ 12-мĕш муниципалитет автономи вĕренӳ учрежденийĕнче ирттернĕ. Сăнава 13–15 çул тултарнă 40 ача хутшăннă. Сăнав вăхăтĕнче яш ачасем харпăр хăйне епле хакланин уйрăмлăхĕсене тата вĕсем педагогпа епле хутшăннине тĕпченĕ. Тĕпчевре С.А Будасин çын хăйне хăй хаклама усă куракан меслетпе тата Дж. Келлин репертуар решеткин техникипе усă курнă. Вĕсем яш çулне çитнĕ ачасем хăйсен педагогĕсене епле хакланине пĕлме май параççĕ. Ачасемпе педагог хушшинче çыхăну епле иккенне тĕпчеме тĕп вырăна А.А. Рябовăн «Шкул ачи куракан учитель» меслетне илнĕ. Ирттернĕ тĕпчев ача хăйне хăй хак панипе учителе хакласси хушшинче тӳрĕ çыхăну пуррине кăтартать. Ку çыхăну акă мĕнлескер: хăйне шайлаштарса е чакарса хаклани ача учителе хисепленине пĕлтерет, анчах хăйне пысăка хуни ачапа учитель хушшинче çыхăну (çыхăну тĕсĕ) начаррине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпăр хăйне (хăйне хăй) хаклани, педагогпа çыхăнни, яшлăх тапхăрĕ, яшсем