Список публикаций по ключевому слову: «шкул ачисем»
-
Раççей шкул ачисен пахалăх ориентацийĕсем калăпланакан контекстра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем аталанни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Федорова Наталия Валериевна, Щебланова Вероника Вячеславовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья Раççейри шкул ачисен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсен системи аталаннипе çирĕпленнин механизмне кăтартать. Ĕçре ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем мĕнне, вĕсен тĕсĕсене пăхса тухнă, сапăрлав тапхăрĕнче пахалăхсем парассипе çыхăннă ыйтусене татса парассин пĕлтерĕшĕпе майĕсене тишкернĕ. Пĕтĕм Раççейĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, паянхи кун, тĕрлĕ дисциплинăпа çыхăннă йывăрлăхсемпе пĕр ретре вырнаçаççĕ, системăллă аталаннă çынна вĕрентессипе сапăрлассин тĕп пайĕ пулса тăраççĕ. Пĕтĕм Раççей пахалăхĕсен ăнланса илнĕ тупсăмĕсем çыннăн пахалăхсен çӳпçине вырнаçаççĕ. Ку пахалăхсем этемĕн гражданлăх позицийĕнче, деструкциллĕ идеологисене сивлесе хакланинче палăраççĕ. Çавăнпа та йăлана кĕнĕ кăмăл-сипет картинче сапăрлани – вĕренĕвĕн мĕн пур шайĕнче чи малта тăракан тĕллев; пĕтĕмĕшле илсен, вĕренӳпе сапăрлав, культура политикин тата наци хăрушсăрлăх политикин инструменчĕ пулса тăраççĕ. Кĕçĕн классенчех пуçланă ăс-хакăл тата кăмăл-сипет сапăрлавĕ çын хăй пурнăçне ытти çынсемпе ăнăçлă йĕркелесе янинче, ӳсекен çын тĕрлĕ йăхпа, гражданпа хутшăнăва кĕнинче тата патриотлăх çыхăнăвĕсем тунинче çирĕп никĕс пулса палăрать. Авторсем Раççейри шкул ачинче пахалăх çул-йĕрĕсем вăй илнин механизмне ирттернĕ мероприятисем çине таянса кăтартаççĕ, çавна май пахалăх ориентацийĕн тытăмне тата пахалăхсене шкул ĕçне-хĕлне епле тухăçлă кĕртсе пынине шута илеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- шкул ачисем, вĕренӳ талккăшĕ, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, педагогика практикисем, вĕренӳпе сапăрлав ĕçĕ-хĕлĕн формачĕсем, пахалăхсем аталаннин механизмĕ
-
Аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлессине хакланин ăнлану пайĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Александрова Татьяна Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлес пирки мĕн шухăшланине тишкернин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартнă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи вĕренӳ системи шкул ачисенчен пуласлăхра энерги перекетлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне ăнланакан çынсем çитĕнтерес енĕпе сапăрлав ĕçĕ тума сăлтав пур пулин те ку ыйту çине сахал тимлĕх уйăрнипе çыхăннă. Статьяра кĕрет материал çине таянса тунă тĕпчевĕн результачĕсене илсе кăтартнă. Автор хăй хатĕрленĕ меслетлĕхпе усă курса тĕпчев ирттернĕ. Ку меслетлĕх çын энергие перекетлесси çинчен мĕн шухăшланине пĕлтернĕ чухне тĕнчене, тавралăха епле ăнланнине шута илет. Ĕçре 5–10 çулсенчи ачасем энергие перекетлес ĕçе епле сăлтавланине çырса панă. Энергие перекетлемеллине ĕненме хистекен сăлтавсен аталанăвĕ çынсенче тĕрлĕ шайра пулать. Ку шайсене палăртнă, вĕсенчен кашни мĕнпе уйрăлса тăнине çырса ăнлантарнă. Ачасен энерги перекетлевĕн кирлĕлĕхне сăлтавласа ăнланасси вăтам шайра пулнипе уйрăлса тăрать. Энергие перекетлени мĕн тума кирлине ăнланасси ачасен малтан уçăмсăр. Шкулчченхи аслă ӳсĕмрен пуçласа шкулăн кĕçĕн çулĕччен çакна сăлтавласси аталанса пырать. Чи курăмлă сăлтав – энергие перекетлени ачасен канлĕхне, хăтлăхне пырса тивнипе е тивменнипе çыхăннă. Çул-ӳсĕм пысăкланнă май ачасенче «энерги перекетлевĕ» ăнлавăн содержанийĕ улшăнать, çавна май энергие перекетлес тĕллев те яр уççăн палăрма тытăнать. Ӳссе пынă май ачасем харпăр хăй илес пайта çинчен мар, халăха кÿрекен усă çинчен шухăшлама тытăнаççĕ. Энерги перекетлевĕ кирлине ĕнентерекен сăлтавсен аталанăвĕ мĕнле çул-йĕрпе каясси аслисем мĕн каланинчен тата вĕренӳ содержанийĕнчен килет. Экологи ыйтӑвӗсен тематикине уҫса паракан шкулти предметсем тата кӗҫӗн ӳсĕмри шкул ачисен шухӑшлавӗн ҫӗнӗ формисен аталанăвĕ энергие перекетлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм иккенне ӑнланса илме пулăшаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- энергие перекетлесси пирки шухăшлани, энергие перекетлессине чăн пурнăçпа çыхăнтарса сăлтавлани, энергие перекетлеме витĕм кӳрекен сăлтавсем, çут çанталăка упрассине шута илнĕ тыткаларăш, шкул çулне çитмен аслăрах ачасем, кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачисем
-
Наци вĕренӳ талккăшĕнче шкул ачисене Раççей çынни пулнине туйма ăс паракан технологисем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Карпушина Лариса Павловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ĕç тĕллевĕ – шкул ачисене наци вĕренӳ талккăшĕнче Раççей çынни пулнине туйма пулăшакан технологисене теори енчен ĕнентересси тата вĕсемпе усă курмалли сĕнӳсем хатĕрлесси. Теори тишкерĕвĕ тумалли меслетлĕхпе усă курса, хăйĕн тата хальхи педагогикăн опычĕ çине таянса автор шкул ачисене наци вĕренӳ талккăшĕнче Раççей çынни пулнине туйма пулăшакан тухăçлă формăсемпе хатĕрсем сĕнет. Статьяра «Раççей çынни пул», «Тăван çĕршыва юрат» ăнлавсем хушшинче çыхăну пуррине палăртса хăварнă, «наци вĕренӳ талккăшĕ» ăнлава ăнлантарнă, шкул ачисен Раççей çынни туйăмне наци вĕренӳ талккăшĕнче вăратса çитĕнтерекен, вĕренӳре тата вĕренӳ тулашĕнче аталантаракан тĕрлĕ юхăма хак парса тухнă, тĕрлĕ нацирен, культурăран тухнă ачасем хутшăнмалли формăсене тишкернĕ. Литература, математика, сăнарлă искусство, музыкăпа технологи урокĕсенче Раççей çынни пулнине туйма вĕрентекен хатĕрсене пăхса тухнă. Пĕтĕмлетӳре автор Раççей çыннин туйăмĕ аталаннине обществăшăн хастар ĕçлекен, нумай нациллĕ, нумай культурăллă талккăшра ытти çынсемпе хастар хутшăнма пултаракан, тĕрлĕ культурăна пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан çын çитĕнсе çитнипе танлаштарать, çавна май вăйă технологийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăрхать, вĕсен халăхсене пĕрлешетерекен функцийĕ пуррине кăтартать. Ку функци шкул ачисене обществăра мĕнле тытмаллине ‒ нумай нациллĕ, нумай культурăллă халăхсен хутшăнăвĕнче вăй илсе çирĕпленнĕ культура нормисене алла илме, хăйсен хăтланкаларăшне, ĕçнехĕлне тĕрĕс хаклама май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика технологийĕсем, Раççей çынни пулнине туйни, шкул ачисем, наци вĕренӳ талккăшĕ