Список публикаций по ключевому слову: «educational environment»
-
Хатарлăхра пурăнакан информациллӗ обществăн гуманитари вӗренӗвӗнче тӗл пулакан йывăр ыйтусем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Степаненко Герман Николаевич
- Рубрика:
- Вěренӳ политики
- Аннотаци:
- Статьяра аталанакан информациллě обществăн хальхи гуманитари вěренěвěнче тěл пулакан йывăр ыйтусене пăхса тухнă. Тěп вырăнта çамрăксем хăйсем кам иккенне политика енчен епле уçăмлатни, вěсен право ăнланулăхě тата теветкел лару-тăрăва ытларах чух технологи пулăмě витěм кӳни тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вěренӳ хутлăхě, информаци технологийěсем, çыннăн ирěклěхě, информациллě обществăн хатарлăхě
-
Педагогикăн çĕнĕ системинче усă куракан тхнологисем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Дмитриева Наталия Константиновна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра информаципе вĕренÿ талккăшне вузра йĕркелессине педагогикăн çĕнĕ системине тумалли каткăс ыйтусенчен пĕри тесе пăхнă, ку системăна тăвасси паян куншăн пысăк пĕлтерĕшле пулнине ĕнентернĕ, мĕншĕн тесен ку ĕç пĕр енчен цифра экономикипе, тепĕр енчен уйрăм çынна мĕн кирлипе çыхăннă. Автор «информаципе вĕренÿ талккăшĕ» ăнлава тишкернĕ, çавна май хальхи педагогика ăслăлăхĕнче ку ăнлава епле пăхнине, ун тĕп паллисене кăтартнă, «информаципе вĕренÿ талккăшĕ» категорие пĕтĕмĕшле определении панă. Ĕçре паян кун чи пĕлтерĕшлĕ шутланакан технологисене пăхса тухнă, мĕншĕн тесен вĕсене хальхи информаципе коммуникации технологисене шута илсе çĕнетсе улăштармалла. Ку вара ХХI ĕмерте вĕренÿпе воспитание вăйлатас тĕллеве кура аслă шкулăн информаципе вĕренÿ талккăшĕпе тухăçлăрах усă курма май парать. Автор шухăшĕпе, тухăçлă технологисем шутне хутшăнăва аталантаракан проект мелне, информаципе коммуникаци технологийĕсен нумай енлĕ хăватне пĕрлештерекен контекст технологине, модуль тата малалла талпăну технологине кĕртме пулать. Çĕнĕ технологисен комплексне тупса палăртмалли принципсем шутне çаксем кĕреççĕ: ĕçлĕлĕх принципĕ, хăй тĕлĕнлĕх принципĕ, пултарулăх принципĕ тата ФГОСра кăтартнă ĕç результатне курас принцип.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогикăн çĕнĕ системи, информаципе вĕренÿ талккăшĕ, информаци технологийĕн вăйĕ, педагогика технологийĕ
-
Мигрантсем урăх культурăллă вĕренÿ лару-тăрăвне хăнăхассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Капанова Айжан Капанкызы, Абишева Клара Мухамедияровна, Айкенова Рыскельды Айкеновна
- Рубрика:
- Вěренěвěн социологийě тата статистики
- Аннотаци:
- Статьяра студентсем урăх культурăллă вĕренÿ лару-тăрăвне епле хăнăхнине тишкернĕ. Ĕç тĕллевĕ – ют çĕр-шыв студенчĕсемпе вырăнти халăх çыннисем тата çĕр-шыв диаспорисем хушшинче сиксе тухакан хирĕç тăрăвăн тĕрлĕ тĕсне тĕпчесси, йышăнакан енĕн лару-тăрăвне хăнăхмалли мелсене тупасси. Тĕпчев вăхăтĕнче анкетированипе тата дискурс-анализ мелĕпе усă курнă. Ĕçленĕ май авторсем культурăсем хутшăннă чухне этнос ĕненĕвĕ мĕнлерех палăрнине тĕпченĕ, йывăрлăхсене тупнă, вĕсене сирсе ямалли мелсене кăтартнă. Пĕтĕмлетÿре мигрантсем вĕренÿ учрежденине тата вырăнти халăха епле ханахнине тĕпчеме салтав пуррине çирĕплетнĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- опыт, этноцентризм, вĕренÿ мигранчĕ, урăх культураллă вĕренÿ лару-тăрăвĕ, çĕнĕ культурăна хăнăхни (аккультурации), ĕçлĕх, ĕçлĕх лару-тăрăвĕ
-
Хальхи цифра вĕренĕвĕ: аталану çул-йĕрĕ
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Кондратьева Светлана Борисовна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра цифра пурлăхĕ хальхи вĕренӳ талккăшĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарнă. Вĕренӳ аталанăвĕ ачасен пĕлӳ чиккисене сарма май паракан компьютер технологине вăя кĕртессипе тачă çыхăннине кăтартнă. Вĕренĕвĕн лайăх енĕсем пур пулин те – техника хатĕрĕсемпе усă курассинче татса памалли ыйтусем те çук мар. Статьяра, тĕпрен илсен, вĕренӳ аталанăвне ăслăлăхăн пысăк технологипе çыхăннă енĕ пысăк витĕм кӳнине тимленĕ. Хальхи цифра технологийĕ вăй илсе пыракан обществăра вĕрентӳре çĕнĕ мелсем шырас пирки каланă ку е вăл шухăша тишкернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ хутлăхĕ, цифра технологине пĕлни, интернет пуянлăхĕ, цифра технологине пĕлекен общество, онлайн вĕрентӳ