- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2 (2)
-
Шупашкар хули: топонимика йĕрленчĕкĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Исаев Юрий Николаевич, Исаев Лев Юрьевич
- Рубрика:
- 1
- Аннотаци:
- Статьяра Шупашкар хулин географи объекчĕсен ячĕсен пулăвне, форма улшăнăвне тĕпченин историне пăхса тухнă. Вăхăт улшăннă май хăш халăх пурăннине кура географи объекчĕсен пĕр ушкăнĕ хăйĕн ятне улăштарнине, тепĕр пайĕ улăштарманнине, хăшĕ-пĕри хăйĕн тĕпне сыхласа темиçе чĕлхен элементне пĕрлештерсе тăнине ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ономастика, гидроним, потамоним, микротопоним, Шупашкар, топонимсем, Сăкăт шывĕ, Трусиха, Кайбулка, Берендей вăрманĕ, Изьяр кÿлли, Йăлăм, Протопопиха ялĕ, Петтин сали
-
Аслă шкула пĕтерекенсен конкуренцире пурăнаслăхне тума кирлĕ концепципе педагогика модельне хатĕрлесси
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Коноплянский Дмитрий Алексеевич
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра хальхи халăх пурнăçĕпе экономика хăвăрт улшăнса тăракан лару-тăрура аслă шкул пĕтерекенсен конкуренцире пурăнаслăхне тума витĕм кӳрекен сăлтавсене пăхса тухнă, вĕсене тĕпчев пулăмне тишкермелли концепципе педагогика моделĕсене тунă чухне мĕнле шута илмеллине кăтартнă. Тĕпчев задачисене шутлас тĕллевпе – педагогика, психологи тата экономика литературине ушкăнлав мелĕпе тата дисциплинăсем хушшинчи çыхăнусене тупма май паракан мелсемпе тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, контент-анализ тунă. Тупнă сăлтавсем концепципе педагогика моделĕсене тумалли условисене палăртма май пачĕç.
- Тӗп сӑмахсем:
- вуз, вуз пĕтерекенсем, конкуренцире пурăнаслăх йĕркеленни, сăлтавсем (факторсем), концепци, педагогика моделĕ, пуласлăха палăртни (стратеги)
-
Театрпа çыхăннă вěренӳ лару-тăрăвě – ачасен пултарулăхěпе çут çанталăк пание аталантармалли никěс
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Трофимова Елена Давидовна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра ачасен илемлěх пултарулăхне музыкăпа театр проекчěсене пурнăçа кěртнě май аталантарас ыйтăва тишкернě. Проектсем ачасене тěнчене хăйсен пултарулăхěпе, çěнěлěх тунипе ăнланнисěр пуçне пултарулăх калчине аталантарма тата çут çанталăк панине ӳстерме май параççě. Ачасен музыкăпа тата театрпа çыхăннă ěçне епле йěркелессине ăнлантарнă. Сěннě мелсемпе меслетлěх енěсем ачасен пултарулăхне аталантарма чăннипех пулăшаççě. Сцена çине кăларнă музыка хайлавěсен тěслěхěсене илсе панă. Вěсенче аталану валли пысăк хевте тупма пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- илемлě пултарулăх ěçě-хěлě, театр ěçěн (артист) ăсталăхě, музыка театрě, музыка тата сцена ěç-пуçě, ачасен сцена çинче выляс пултарулăхě
-
Инженера математика енěпе хатěрлеме шаблонсемпе тата алгоритмсемпе усă курасси
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Казакевич Виктория Григорьевна, Толкачева Елена Алексеевна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ěçре шухăшлав тěсěсене тата вěсем аталану енчен мěнле шайра пулнине пăхса тухнă. Вěренӳ задачисене ушкăнланă чух ик фактор принципне тěпе хурнă. Шаблон задачăсен тата алгоритм задачăсен тěслěхěсене илсе кăтартнă. Вěренěвěн тепěр шайне куçни шухăшлавăн тепěр тěсě патне (сěннě типологи талккăшěнче) утăм тунине пěлтерет текен гипотеза кăларса тăратнă. Гипотезăна трěслемелли меслетсем шутне çаксене кěртнě: шухăшлав тěсне тата вăл пулса çитнине тупмалли маркер задачăсен системине хатěрлени; шухăшлав тěсěсем пулса çитнине тата вěрентӳ ăнăçлăхěпе тухăçлăхне танлаштаруллă тишкерни; пулас инженерăн ěç-хěл программине тумалли математика задачисене ушкăнлани.
- Тӗп сӑмахсем:
- анализ, алгоритм, синтез, шаблон, шухăшлав, математика енěпе пěлӳ пурри, задачăсене ушкăнлани, шухăшлав типологийě, аслă пěлӳ шайě
-
Тěсе пěлтерекен пайлă лексика единицисен сăмах пулу уйрăмлăхěсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Лукина Маргарита Петровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра тěсе пěлтерекен пайлă лексика единицисен сăмах пулу уйрăмлăхěсене ăнлантарнă. Тěпчев результачě тесе юкагир чěлхин диалекчěсенче тěсе пěлтерекен сăмахсен пулăвě чылай енчен уйрăлса тăрать текен шухăша пахмалла. Юкагир чěлхин тундра диалектěнче тěсе пěлтерекен сăмахсен пулăвě икě система пуррипе палăрса тăрать: 1) глагол евěрлě сăмахсем; 2) ят сăмахсем. Колыма диалектěнче тытăм енчен глагол евěрлě сăмахсем кăна тěл пулаççě.
- Тӗп сӑмахсем:
- юкагир чěлхи, тундра диалекчě, Колыма диалекчě, тěсе палăртни
-
Суккăр е пачах курман ачасен шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентессин татса паман ыйтăвĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Полякова Надежда Петровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Статьяра вырăс чĕлхине тăван чĕлхе шутĕнче вĕрентмелли пĕтĕмĕшле тата ятарлă методикăн хальхи лару-тăрăвне пăхса тухнă. Хальхи кунхи пĕлтерĕшлĕхне кура автор вырăс чĕлхине тифлопедагогика картинче епле вĕрентнин лару-тăрăвне тишкернĕ, çав шутра М.И. Земцова, В.А. Мыльников, Н.С. Костючек, И.Л. Моргайлик тата И.П. Чигринова тифлопедагогсен вĕрентĕвне шута илнĕ. Малашне татса памалли йывăр ыйту ушкăнне кăтартнă. Çак ыйтусенчен пĕрне уçăмлатакан мел вырăнне вырăс чĕлхи вĕреннĕ май суккăр ачасен пĕлӳлĕхне йĕркелекен, ачасен хут пĕлĕвне, тӳрлетӳпе аталану ĕçне малалла ярас тĕллевлĕ маршрута сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- чĕлхе ăслăлăх пĕлӳлĕхĕ, чĕлхе пĕлӳлĕхĕ, хутшăну пĕлӳлĕхĕ, ялан кирлĕ вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ, туйăм пĕлĕвĕ-хăнăхăвĕ, пуплеве сăмах вĕççĕн ăнланни, суккăр ача
-
Раççей вěренӳ системин Е.Д. Никитинăн ăслăлăхпа педагогика ěçě-хěлěпе танлаштарса тěпченě принципěсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Сабодина Евгения Петровна, Мельников Юрий Сергеевич
- Рубрика:
- Российская система образования
- Аннотаци:
- Ку ěçре Раççей вěренěвěн çак принципěсене тишкернě: ăслăлăхпа вěренěве патшалăх финанслас принцип; ăслăлăхпа вěренӳ аталанăвěшěн ученăй патшалăх умěнче явап тытас принцип; яваплăх тата çыхăнулăх принципě. Çěрěн тăпра çи ăслăлăхěн генезисне тата философийěн онтологика кăтартăвěсене ăнлантарнă. Е.Д. Никитинăн философипе ăслăлăхěн тěп положенийěсене, педагогика, организац тата экспозици ěçěн хăйне майлăхне тишкернě. Уйрăмах, Е.Д. Никитинăн çынпа çут çанталăк хушшинчи çыхăнăва ăнлантаркан философи ăслалăхěн уйрăмлăхěсене, çынпа çут çанталăк уйрăлми пěрлěх тăваççě текен теорине (хомонатурологие) пăхса тухнă, таврăнăç çыхăнусен универсаллăхне палăртнă. Куна епле ăнланнине кура Е.Д. Никитин хура тăпран геосфера, этносфера тата биогеоценотика функцийěн нумай енлěхне тупса палăртнă, ушкăнлав тěслěхне сěннě тата тапратнă проблема пирки философи пěтěмлетěвě тунă. Пайăн «Çут çанталăк зонăлăхě тата тăпра пулăвě» ěçěнче çыхăну ХХ ěмěрěн 50-мěш çулěсенчен тытăнса паян кунччен пынине палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- генезис, Раççей вěренěвěн принципěсем, патшалăх фининанслас принцип, патшалăх умěнче яваплăх туяс принцип, çыхăнулăх принципě, тăпра ăслăлăхěн философийě, тăпран экологи функцийě, хомонатурологи, экологин нумай функцилěхě, тăпрана ятарлă упрасси
-
Физкльтура занятийěсенче ирттерекен педагогика тěрěслевěн функцийě
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Буриков Александр Владимирович
- Рубрика:
- Российская система образования
- Аннотаци:
- Ку статьяра аслă вěренӳ заведенийěсенче вěренекен студентсен физкультура занятийěсенче ирттерекен педагогика тěрěслевěн мелěсемпе меслечěсене тěпчессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Автор педагогика тěрěслевěн формисене кăтартать. Вěсем творчествăпа практикăра опыт пухма, хул-çурăм вăйне аталантарма, организмăн функци пултараслăхне вăйлатма, студентсене хăйсем тěлллěн ěçлесе хăйсене хăйсем тěреслеме, кашни хăй тěллěн заняти ирттернě чухне организм ěçě-хěлěн лару-тăрăвне тěреслеме хăнăхма май панине ěнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, педагогика тěрěслевě, хул-çурăм хусканăвěн культури, хул-çурăм хусканăвě, харпăр хăй тěллěн ирттерекен тěрěслев
-
Пěлтерěшě кěрет уçăмлă сăмахсем – акăлчан чěлхин профессипе çыхăннă лексикине ăслăлăх тексчěсемпе усă курса вěрентмелли мел («Экологи» специальность)
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Костарева Елена Александровна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Ку статьяра акăлчан чěлхин профессипе çыхăннă лексикине вузсен чěлхеçě мар специалистсене вěрентессипе çыхăннă кăткăс ыйтусене тапратнă. Студентсен пěлтерěшě уçăмлă сăмахсемпе усă курас ăсталăхне аталантарнине автор акăлчан чěлхи занятийěсенче вěренмелли сăмах йышне, вěренӳ хăвăртлăхне ӳстерме май паракан тухăçлă мел тесе пăхать. Ку мел хальхи специалистăн профессине чěлхе енчен пахалатма тухăçлă лару-тăру тăвать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессипе çыхăннă лексика, терминологи тăвакан лексика, пěлтерěшě уçăмлă сăмахсем, йышăннă сăмахсем, тулаш пěрешкеллěхě
-
Китай ачисем сочинени акăлчанла çырнă чухне пуплев пайĕсене уйăрассипе тунă йăнăшсене тишкерни
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Лю Сяолэй, Ли Сицзян
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- К статьяра китай ачисем акăлчанла çырнă чухне тăван чĕлхе витĕмĕпе пуплев пайĕсене пăтраштарнине тишкернĕ, йăнăшăн тĕп сăлтавĕсене уçăмлатнă. Тĕпчесе тишкерӳ тунă хыççăн авторсем, малтанласа, китай ачисем тăвакан йăнăшсене пĕтерме пулăшакан икĕ сĕнӳ параççĕ, хăйсем палăртнă йывăрлăх çине преподавательсен те, студентсен те тимлĕх уйăрма, вĕренттӳре тĕрĕс те витĕмлĕ мелсемпе усă курма тивĕç пур тесе шутлаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- акăлчанла çырни, пуплев пайĕсемпе йăнăш усă курни, тăван чĕлхен йăнăш тăву витĕмĕ
-
Кинопа илнĕ пĕлĕвĕн Раççейри пуласлăхĕ
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Иващенко Татьяна Сергеевна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Информацие куçа курăнмалла тăвасси вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕн тĕрлĕ енĕнче анлă усă куракан мелсен ретне кĕрсе пырать. Уйрăм тимлĕхпе «кĕнеке сăмахĕпе» «куçа курăнакан сăнар» хушшинчи шайлашăва пăхмалла. Ăна чи малтан вăтам тата аслă шкул вĕренӳ тытăмĕнче экран ӳнерĕпе (чи малтан кино ӳнерĕпе) литература шайлашăвĕ тесе шутлама пулать. Кинофильма курса ăнланасси – пĕлӳлĕхĕн кăткăс пулăмĕ. Статья авторĕн шухăшĕпе, Раççейре кино пĕлĕвне аталантарни кинона хастар куракансен ăрăвне ăс парса ӳстерме пулăшĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- литература, вĕренӳ, кинематограф, куçа курăнакан культура, педагог пĕрлешĕвĕ, кино вĕренĕвĕн ассоциацийĕ
-
Нимěç юмахěнче сăнланнă вăрманăн символ пěлтерěшě
Научная статьяРазвитие образования № 2 (2)- Автор:
- Соколова Галина Александровна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Ку статьяра нимěç чěлхин пěлтерěш талккăшěнче вăрман çинчен халăх ăнлавě мěнле йěркеленсе, епле аталанса пынине сăнас тěллев лартнă. Уйрăмах вăрмана символ пěлтерешě панине тимленě, ку е вăл йывăçа мěнле символпа йышăннине ăнлантарнă, вăрман амалăх тěнчипе çыхăннине кăтартнă. Кунсăр пуçне йывăçа романтиксен хайлавěсенче епле ăнланнине те пăхса тухнă, пиччěшěпе шăллě Гримсен хайлавěсенчен вăрмана сăнлакан сыпăксене тěслěх валли илнě. Куçа уйрăмах Гримсен хăш-пěр юмахěсен ячěсем йывăç тата вăрманпа çыхăнни курăнать.
- Тӗп сӑмахсем:
- символ, вăрман, йывăç, çăка, юман, курни-илтни, чěлхен пěлтерěш талккăшě, юмах, романтикăлăх