Вӗренӳ аталанӑвӗ
Razvitie obrazovaniya
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
    • Генератор списка литературы
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
ISSN 2619-1466 (print)
ISSN 2618-8910 (online)
  • Регистрация
  • Вход
  • Чув
    • English
    • Русский
    • Чăваш чĕлхи
Чув
  • English
  • Русский
  • Чăваш чĕлхи
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
    • Генератор списка литературы
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
  • Издательство
Регистрация Вход
  1. Главная
  2. Журнал «Развитие образования»
  3. Выпуск 3
  • Электрон информацийĕпе усă куракан вĕренӳ талккăшĕ хальхи аслă шкулăн педагогика ĕç-хĕлне экологи енчен тивĕçтерекен система пулни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Большакова Алина Сергеевна, Мохнаткина Ксения Владимировна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Электрон информацийĕпе усă куракан вĕренӳ талккăшне (ЭИВТ) туса хурасси хальхи педагогика ăслăлăхĕнче паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тема пулса тăрать. Ку пулăм хăвăрт аталанакан тапхăрта иртет, çавна май тĕплĕн шухăшласа ĕçлеме хистет, мĕншĕн тесен специалистсене хатĕрлекен хальхи вĕренӳ программисем ĕçре цифрăлав вăй илнĕ çĕнĕ технологисемпе усă курма хистеççĕ. Пирĕн тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ЭИВТ ăнлавăн тытăмне кура ыйтăва кейс тапхăрĕсем çине таянса теори тата практика енчен тĕпчесси пулса тăрать. Цифра вăйĕпе усă куракан экономикăн тĕрлĕ енĕ валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме тунă программăсене пурнăçа кĕртнĕ чухне ЭИВТ тĕп вырăн йышăнать. Статьяра «экосистема» ăнлав пирки теорире каланă тĕрлĕ шухăша пĕтĕмлетекен тишкерӳ тунă. Уйрăм тимлĕх автор курăмĕ валли уйăрнă. Вăл индустри партнерĕсемпе хутшăнни çинче никĕсленсе тăрать. Ку контекстра ЭИВТсене техника заданийĕсене пурнăçа кĕртсе, кроссплатформа йышăнăвĕсене пĕрлештерсе тата ресурспа усă курса тума сĕннĕ. Тĕпчев вăхăтĕнче авторсем ЭИВТ хатĕрлени вĕренӳ программисене тумалли пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăрать текен пĕтĕмлетӳ патне пырса тухаççĕ. Ку программăсем хальхи цифра экономикине тивĕçтереççĕ, пуласлăх кăларса тăратнă лару-тăрура ĕçлеме пултаракан специалистсене хатĕрлеме май параççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    педагогика, электрон информацийĕпе усă куракан вĕренӳ талккăшĕ, инçет вĕрентӳ, компетенцисем (мĕн-мĕн пĕлни-пултарни)
    Перейти 
  • Хальхи аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тытӑмне аталантармалли тӗп ҫул-йӗрсем

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Сабиров Салават Русланович
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Педагогика аслӑ шкулӗ студентсен пултарулӑхне йӗркелеме тата татти-сыпписӗр вӗренме, интенсивлӑ социаллӑ пурнăç, экономика, политика тата технологи динамики тапхӑрĕнче кирлӗ професси тата харпӑрлăх тĕлĕшĕнчен хăй тĕллĕн аталанма тата хӑй тӗллӗн вĕренме хатӗр пулма вĕрентет. Ҫак статьян тӗллевӗ Раҫҫейри аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тытӑмне социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата обществӑпа политика условийӗсенче аталантармалли тӗп ҫул-йӗрсене палӑртасси шутланать. Автор аслӑ педагогика шкулӗ аталанӑвӗн ҫакӑн пек ҫул-йӗрсене пӑхса тухать: аслӑ пĕлӳ парассине пĕртен-пĕр (уникаллă) наци системине куҫарасси, аслӑ педагогика вӗренӗвӗн результачӗсене хакламалли ҫӗнӗ модельсем тӑвасси, тĕрлĕ дисциплинӑсен çыхăнăвне шута илсе йĕркеленĕ «Аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тĕп пайне (тĕшшине)» ӗҫе кӗртесси, педагогика вузӗсен никӗсӗ ҫинче регионсем хушшинчи педагогика округӗсен тытӑмне йӗркелесси. Аслӑ пӗлӳ паракан ҫӗнӗ наци тытӑмне туса хурасси Раҫҫей педагогика вӗренӗвне хальхи, конкурентлӑ тата пахалӑхлӑрах тăвать, ҫавна май пулас педагогсене професси пӗлӗвне лайӑхлатма тата татти-сыпписӗр педагогика вӗренӗвӗн траекторийӗсене пурнӑҫлама условисем туса пама пулӑшать тенĕ çак ĕçре. Статьяра ҫӑлкуҫсене тишкерекен теори меслечӗпе, ҫавӑн пекех вӗсен никӗсӗ ҫинчи синтезпа усӑ курнă. Аслӑ вӗренӳ тытӑмне аталантармалли тата унӑн пысӑк пахалӑхне тивӗҫтермелли чи витĕмлĕ сăлтав студентсене паракан тĕп пӗлӳпе практика тĕлĕшĕнчен хатӗрлесси килӗшӳллӗн ҫыхӑнса тăни пулать тесе пĕтĕмлетӳ тунă.
    Тӗп сӑмахсем:
    аслӑ пӗлӳ, аслӑ педагогика пӗлӗвӗ, аслӑ пӗлӳ системи, Аслӑ педагогика вӗренӗвӗн тĕп пайĕ (тĕшши), демонстраци экзаменӗ, вӗренӳпе педагогика округӗ
    Перейти 
  • Вӑтам шкул вӗренекенӗсен математика тексчӗсемпе ӗҫленӗ чухнехи шухӑшлӑ вулав йĕркеленĕвĕн диагностики

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Ромащенко Алексей Романович
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Вӗрентни ‒ вулани, ӑнланни, хаклани тата информацие интерпретацилени çинче никӗсленнӗ нумай вӗренӳ тексчӗсемпе ӗҫлени пулать. Вӗренӳ материалӗсем йĕркеленĕ математика текстне вуланин результатне тата текст талккăшĕн пӗлтерӗшне ӑнланнин пахалӑхне тупса палӑртас тесен вулав диагностикине, е, урăхла каласан, шухӑшлӑ вулав шайĕн тĕрĕслевне, ирттермелле. Хальхи тӗпчевсенче, пӗтӗм тӗнчери PISA мониторингĕнче «вулавçăсем хутла пĕлни» ăнлава ӑнлантарса панă, унӑн компоненчӗсемпе шайне ҫырса кӑтартнӑ. Вулавçă хутла пĕлнин шайӗнчен математикӑри кӑткӑс текстсене ӑнланас ĕç ӑнӑҫлӑхĕ килет. Вулавçă хутла пĕлнин шайне хакламалли критерисем тата диагностика аппарачӗ пулсан, шухăшлă вулавӑн шайне мӗнле хакламалла? Статьяра текста ӑнланассипе вулавçă хутла пĕлнин шайӗ пӗр-пӗринпе мĕнле ҫыхӑнса тӑнине, текстăн семантикӑлла кӑткӑслӑхне тата шухăшлă вулав хăнăхăвĕсене хак памалли модельсене, математикăна вӗрентмелли текста ӑнланнине тӗрлӗ шайри диагностикăламалли тытӑма тишкернĕ. Тӗпчев материалне тӗпе хурса "Виҫ кӗтеслӗх" математика вӗренӳ тексчӗн кӑткӑслӑхне çак критерисене тĕпе хурса хакланă: кашни абзацри сӑмахсен, ансат сӑмахсен, ӑслӑлӑх терминӗсен шучĕ, ӑслӑлӑх терминӗсен кашни абзацри хисепĕ. Ҫавӑн пекех асӑннӑ текста ӑнланнине тӗрӗслеме диагностика материалӗ калăпланă, унӑн кашни заданийӗ информаци блокне ӑнланнине палӑртма тата шухӑшлӑ вулав шайне хаклама тивĕç.
    Тӗп сӑмахсем:
    PISA, шухӑшлӑ вулав, шухӑшлӑ вулав шайӗ, вулавçă хутла пĕлни, текста ӑнланни, текста ӑнланнин шайӗ, текстӑн семантикӑлла кӑткӑслӑхӗ
    Перейти 
  • Вĕренӳре усă куракан онлайн технологисем акăлчан чĕлхе терминологине ятарлă вĕрентмелли (ЧЯВ) тухăçлă хатĕр пулни: тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Косоногова Ольга Владимировна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Ку статьяра Федерацин кăнтăр ен университечĕн (ФКУ) гуманитари факультечĕсен акăлчан чĕлхи кафедрин преподавателĕсем ирттернĕ тĕпчев пирки сăмах пырать. Тĕпчев тĕллевĕ акăлчан чĕлхе терминологине чĕлхепе çыхăнман специальноçсене алла илекен студентсене хальхи ятарлă IT технологисемпе усă курса вĕрентнин тухăçлăхне палăртасси пулнă. Вĕрентме IT продукт вырăнĕнче «Legal Communication: Legal Writing and Oral Communication in the Practice of Law / Право хутшăнăвĕ: юриспруденци практикинче усă куракан клалаçу тата çыру хутшăнăвĕ» онлайн курс пулнă. Ăна Moodle LMS платформа çине таянса ФКУн юриспруденци факльтечĕн тĕрлĕ специальноçа алла илекен студентсене вĕрентекен юрист преподавателĕсем тата ФКУн гумантиари факультечĕсен акăлчан чĕлхи кафедрин преподавателĕсем юрфак студенчĕсем валли хатĕрленĕ. Тĕпчев вăхăтĕнче тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни преподавательсене ума лартнă ыйтăва икĕ дисциплинăна – ют чĕлхесене вĕрентмелли меслетлĕхе тата терминологи вĕрентĕвне тĕпе хурса татса пама май панă. Тĕпчев çакнашкал пĕтĕмлетӳ тума май парать: вĕрентӳре усă куракан IT технологисем тата вĕсем çине таянса хатĕрленĕ вĕренӳ продукчĕсем филолог мар студентсене пулас профессире кирлĕ терминологие алла илме хавхалантараççĕ. Кун пекки чăнах пултăр тесен вĕренӳ продуктне терминологие теорипе практика енчĕн тĕплĕн шухăшласа тумалла. Ку е вăл профессипе çыхăннă терминологи пулса кайнипе аталаннине, çак аталанăва чĕлхе тата пурнăç факторĕсем мĕнле витĕм кӳнине ăнлантарса памалла, лексикологипе грамматика тата стилистика енчен хакламалла тата ку е вăл контекстра евĕклĕ усă курассин уйрăмлăхне кăтартмалла.
    Тӗп сӑмахсем:
    онлайн вĕрентӳ, хавхалантару, онлайн курс, тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни, ЧЯВ, акăлчан юриспруденци терминологийĕ
    Перейти 
  • Информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăха аталантарассин хăш-пĕр енĕсем

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Дудковская Ирина Алексеевна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра шкул ачисен информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарассин хăш-пĕр ыйтăвне пăхса тухнă. Автор пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăх мĕн иккенне, унăн тĕп пайĕсене, пĕлӳпе пурнăçра усă курма пĕлекен çыннăн паллисене кăтартать. Пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхăн ыйтăвĕсене çĕнетнĕ ФПВС картинче татса пама тĕллев патне ăнăçлă çитме май паркан меслетсемпе методикăсем, формăсем, хатĕрсем тата мелсем сĕнет. Кунашкал çул-йĕр ăнăçу патне информатика вĕрентнипе пырса тухать, мĕншĕн тесен информатика вăл – пĕлӳпе пурнăçра усă курма вĕрентекен предметсенчен пĕри. Информатика урокĕсенче вĕрентӳ технологийĕн пысăк ушкăнĕпе усă курма пулать. Вĕсем çывăх вăхăтра шкул пĕтерекенсен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне ăнăçлă аталантарма, хальхи пурнăçăн хăвăрт улшăнăвне хăнăхма пулăшаççĕ. Тĕпчев тĕллевĕ – шкул ачисен информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарма май паракан майсемпе çул-йĕре тупасси. Статьян методологи никĕсĕ пĕтĕмĕшле ăслăлăхран, форма расналăхĕнчен инструмент пуянлăхĕнчен вăй илет. Тĕпчев результачĕсемпе вĕрентӳре ачисен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарас тĕллевпе кирлĕ фактологи никĕсĕ пек усă курма пулать.
    Тӗп сӑмахсем:
    информатика, пĕлӳпе пурнăçра тĕрĕс усă кураслăх, кирлĕ пек вулани, математикăпа кирлĕ пек усă кураслăх, финанспа кирлĕ пек усă кураслăх
    Перейти 
  • Профессиографи мониторингĕ тинĕс вузĕн курсанчĕсен профессилĕхе аталантарас хавхи епле ӳснине хакламалли технологи пулни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Новоселов Кирилл Андреевич
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Ĕç тинĕс вузĕн курсанчĕсен хутăш вĕрентӳ условийĕнче професси пĕлӳлĕхне аталантарас хавхи ӳснипе çыхăннă тĕпчевпе паллаштарать. Аслă шкулта вĕрентӳ цифрăланнă май тата тинĕс ĕçĕн хăй евĕрлĕхне шута илсе общество ыйтăвĕсене кирлĕ пек татса памалли мелсене тупмалла. Çак ыйтусенчен пĕри вăл – карап хуçисем хăйсем патĕнче тинĕс вузне пĕтернĕ ырă хавхаллă специалистсем ĕçлеччĕр тени. Ĕç паракансене хăйсен ĕçне лайăх пĕлнисĕр пуçне професси енчен малалла аталанма тата вĕренме тăрăшакан çамрăк специалистсем кирлĕ. Профессие вĕрентнĕ май вузра çамрăк специалистсен тĕрлĕ компетенцине аталантарма тивет. Çав вăхăтрах вуз пулас специалистăн хавхине аталантарас пирки нимех те тумасть. Ку лару-тăрăва, мĕн тесен те, паян кун шута илмесĕр май килмест. Хавха тăвакан, ăна виçсе хаклама, мĕнле аталаннине сăнаса тăма май паракан технологисем, хатĕрсем шухăшласа тупмалла. Профессиографи мониторингĕ сахал тĕпченĕ технологисем шутне кĕрет Тĕпчевĕн тĕллевĕ профессиографи мониторингне хатĕрлесси тата унпа тинĕс аслă шкулĕнче усă курма май пуррине ĕнентересси пулса тăрать. Автор професси компетенцилĕхĕн хавхалăх модельне тунă, ăна ĕçре тĕрĕслесе пăхнă. Модельте профессиографи мониторингĕн вырăнне тата тытăмне кăтартнă, мониторингпа тумалли ĕçсене сĕннĕ, професси компетенцилĕхĕн шайне хакламалли критерисене палăртнă. Эксперимент пĕтмĕшĕ курсантсен професси компетенцийĕнче хавха пайĕ аталанса пынине кăтартнă.
    Тӗп сӑмахсем:
    профессиографи мониторингĕ, хаклав технологийĕ, хавха компоненчĕ, професси компетенцилĕхĕ, аслă пĕлӳ, тинĕс вузĕ (тинĕс аслă шкулĕ), курсантсем
    Перейти 
  • Вĕренĕвĕн интерактивлă (нумай енлĕ) технологийĕсене вĕренекенсем еплерех хăнăхнин теорийĕпе практикине тишкерни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Амирбеков Абдулмажид Тагирович, Нюдюрмагомедов Абдулахад Нюдюрмагомедович
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра интерактивлӑ (нумай енлĕ) вӗренӳ хутлӑхӗнче вӗренекенсене адаптацилемелли тӗрлӗ майсене ретроспективлӑ тишкерме палӑртнӑ. Тишкерекен майсенчен кашнинчех интерактивлӑ вӗренӳ хутлӑхӗн условийӗсене хӑнӑхакан çамăксен адаптаци уйрăмлăхне палăртнă. Вĕренĕвĕн нумай енлĕ технологийĕсене вĕренекенсем еплерех хăнăхнин теорийĕпе практикине тишкересси статья тĕллевĕ пулать. Вӗренекен çамрăксем вӗренӳ процесне еплерех хăнăхнине тӗрлӗ ӑслӑлӑх меслечĕсене танлаштарса тишкерни педагогика процесӗсене синергетика системисем пек палӑртма май парать, вӗсен тытăмĕнче яланлăха ҫирӗпленмен, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан тата маларах палăртса хума çук лару-тӑру йӗркеленет, вĕсем вӗренекенсенчен адекватлӑ тата оперативлӑ реакци ыйтаççĕ. Педагогика процесӗсене синергетика системисем пек пӑхни вӗренӳ процесӗнче интерактивлӑ вӗрентӳ технологийӗсене усӑ курма хистет. Интерактивлӑ вӗренӳ хутлӑхӗн условийӗсенче хăнăху йӑлана кӗнӗ академилле формăпа мар, преадаптаци формипе палӑрать. Вӑл вӗренекенсене вӗренӳ хутлӑхӗн улшӑнакан условийӗсенче хӑйсен хутшӑнӑвне, тыткаларӑшне оперативлӑ шырама, калăплама тата йӗркелеме ыйтать. Вӗренĕвĕн интерактивлӑ технологийĕсен аталанӑвӗн динамикине эксперимент ирттерсе тĕпченин пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе шухăш-пĕлтерĕше ăнланма пулăшакан (вĕсен тӗп элеменчӗ – пӗлӳ, пĕлме тăрăшакан çын унӑн тупсӑмне, тытӑмне, тĕп шухăшне, сиенне тата хӑйӗн пурнӑҫӗнчи вӗренӳ вырăнĕпе пӗлтерӗшне палӑртни), вӗренӳ процесӗнче кирлӗ условисем йӗркелеме май паракан вӗренӳ технологийӗсене хатӗрленĕ тата ăнлантарнă. Статьяра сӗнекен вӗрентӳ технологийӗсем нумай енлĕ вӗренӳ хутлӑхне аталантармалли ҫӗнӗ ҫул-йӗр пулса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе вӗренӳ практикинче усӑ курни вара вӗренекенсен адаптациленес шайне самай ӳстерме пултарать.
    Тӗп сӑмахсем:
    вӗренекен, интерактивлӑ (нумай енлĕ) хутлӑх, пӗлтерӗшлӗ технологисем, хăнăхни, адаптаци, преадаптаци
    Перейти 
  • Аслă шкул тытăмĕнче ют çĕр-шыв студенчĕсене çынсен пурнăçне хăнăхма психологи енчен пулăшса пыни: проектпа аналитика сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Гани Светлана Вячеславовна, Хайрова Зульфия Рафиковна, Брель Елена Юрьевна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Статьяра ют çĕр-шывран килсе Раççей Федерацийĕн университечĕсенче вĕренекенсене пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхса пыма психологи енчен пулăшса пынă опыта тишкернĕ. Ĕçĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ, ытларах чух, ют çĕр-шыв студенчĕсем Раççей аслă шкулĕсенче вĕреннĕ май тĕл пулакан урăх пурнăç лару-тăрăвне, культурăна епле хăнăхнине, психологие, вĕренӳпе çыхăннă йывăрлăхсене тĕрĕс ăнланнинчен, студентсен хăйне майлă ушкăнĕ пурнăçа епле хăнăхса пынине кăтартакан пĕтĕмлетĕве халăхра епле сарнинчен килет. Ĕçре психологи службин специалисчĕсем ыйту парса ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсене илсе панă. Мониторинга 13 вузра ирттернĕ. Ку вузсем, яланхи йĕркепе, психологи службин моделĕсене тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнаççĕ. Ĕçре Федерацин ресурс центрĕ Раççей вĕренӳ академийĕн аслă шкулĕсен системинче психологи службиине ертсе пынипе ирттернĕ проектпа тишкерӳ сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене кăтартнă. Вĕсене ют çĕр-шывсенчен килнĕ студентсене психологи пулăшăвĕ панипе ун результачĕсене тĕпчени тăрăх тунă, психологи ертĕвне университет студенчĕсемпе ăнăçлă тунă ĕçсене ытти аслă шкулсенче анлăн сарма палăртнă. Пĕтĕмлетӳре ют çĕр-шывсенчен килнĕ студентсене психологи енчен пулăшма тесе ирттернĕ мероприятисене вузăн психологи службин пĕтĕмĕшле тытăмне кĕртме сĕннĕ тата психологи службин ĕçтешĕсем пĕлме тивĕçлĕ задачăсемпе мероприятисене палăртнă.
    Тӗп сӑмахсем:
    пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхни, психологи служби, ют çĕр-шывран килсе вĕренекен студентсем, пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхтармалли комплекс программа, çынсене культура енчен çывăхланма психологи енчен пулăшни
    Перейти 
  • Çын психологийĕн пурнăç тĕллевĕ категорийĕ çинчен

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Германов Михаил Валентинович
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Статьяра сăмах çын психологийĕн пурнăç тĕллевĕ категорийĕ çинчен пырать. Ку ыйтăва тĕпченин пĕлтерĕшĕ обществăра пулса иртекен улшăнусемпе çыхăннă. Вĕсем хальхи çыннăн пурнăç çул-йĕрне никĕслекен эскапизпа гедонизм çынра ытла пысăккăн палăракан пулăмсем патне илсе пыраççĕ, этеме пурнăçра хăй вырăнне тупма, пурнăç мĕн иккенне ăнланма чăрмантараççĕ. Мĕн тесен те, асăннă ыйту юлашки вăхăтра нумай тĕпчевçе кăсăклантарать пулин те – ăна пĕтĕмпе татса панă теме çук. Пирĕн задача çыннăн пурнăç тĕллевĕн хăш-пĕр енне тупасси, вĕсен содержанине уçса парасси пулса тăрать. Ку тĕпчевĕн меслечĕ – теори тишкерĕвĕ тата «çыннăн пурнăç тӗллевĕ» категорин содержанине ăнлантаракан ăслăлăх ĕçĕсене тата унта тĕл пулакан ăнлавсене пĕтĕмлетни. Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пурнăçра кирлĕлĕх çын никĕсне (тĕшшине) хакласа сăнлани тата çут çанталăк малтанах палăртса хунă çулăн пĕтĕмĕшле сулăмĕ пулса тăрать. Вăл çын еплерех ĕç тума пултарасса, епле стильпе ĕçлессе кăтартать, çак самантра хăйне хăй епле хакланине, çынсемпе тĕнче çине епле пăхнине палăртать. Çыннăн пурнăç тĕллевĕ – хăй евĕрне тытса пырасси, хăй вырăнне тупасси, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртесси пулса тăрать. Уйрăм çын туртăмĕсем пĕтĕм çынлăх туртăмне пурнăçа кĕртекен вăя пухаççĕ. Çын шăпи ĕмĕте мĕнле те пулин ҫул-йĕрпе, программăпа, пĕр-пĕр идеалпа, ăнтăлупа, тĕллевпе, результатпа çыхăнтарни тăрăх уйрăлса тăрать. Ку е вăл пĕлтерĕшлĕх – кирек епле лару-тăрура та вăй çухатман пурнăç тупсăмĕ пек палăрать, обществăра тата çын ушкăнĕсенче яланхи пулăм пек вăй илсе çирĕпленет. Пурнăç тĕллевне тупса ăна чăнлăх туни çынна хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май паракан вăй пек, хăйне кулленхи ĕç-хĕл субъекчĕ пек туйма хистет. Çыннăн пурнăç тĕллевĕ нумай-нумай пĕчĕк тĕллеве пухакан вăй евĕр, расна шайра тăрса пĕр сул-йĕрпе пыракан кăткăс тытăм евĕр, мĕн пур ĕмĕт-шухăша пĕрлештерсе тăракан ансат мар система евĕр тухса тăрать.
    Тӗп сӑмахсем:
    пурнăç тупсăмĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ, пурнăç пĕлтерĕшлĕхĕ вăй илни, пурнăç тĕллевлĕхĕн курăмĕсем
    Перейти 
  • Çамрăк çын пĕчченлĕхе туйнипе компьютер вăййи енне туртăнни пĕр-пĕрне витĕм кӳни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3
    Автор:
    Краснова Светлана Гурьевна, Чернышов Виталий Васильевич
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Статьяра сăмах çамрăк çын пĕчченлĕхе туйнипе компьютер вăййи енне туртăнни хушшинче çыхăну пуррине тупас ыйту пирки пырать. Пĕччен çынсем ялан тенĕ пек хăйсене мĕскĕн туяççĕ, çынсемпе сахал хутшăнаççĕ, ытти çынсемпе сайра тĕл пулаççĕ е унчченхи çыхăнусене пачах татаççĕ те малалла тăсмаççĕ. Компьютер вăййисен технологийĕ аталаннă май çĕнĕ йышши вăйăсем çамрăксем хушшинче анлă сарăлаççĕ. Çамрăк çулсенче палăракан пĕчченлĕх туйăмĕпе компьютер вăййи выляс туртăм хушшинче аталанакан çыхăнăва тĕпчесси яш çынсем компьютер енне туртăннин сăлтавне тупма пулăшакан пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăрать тата каччăсемпе хĕрсен тыткаларăшĕпе аталанăвне вăхăтлă улăштарма май парать. Малтанах палăртса хунă тăрăх, çамрăксен пĕчченлĕх туйăмĕ компьютер вăййи вылясси патне илсе пыракан вăй пулма тивĕç. Тĕпчев тĕллевĕ çамрăк çулсенче харпăр çынра аталанакан пĕчченлĕх туйăмĕпе компьютер вăййи выляс килни хушшинче пĕр-пĕрне витĕм кӳрекен çыхăну пуррине тупасси пулса тăрать. Статьяра пĕчченлĕх туйăмĕн параметрĕсемпе компьютер вăййи выляс кăмăлăн параметрĕсене танлаштарса тĕпченин результачĕсене илсе панă: «компьютер вăййи туртăмĕн вăйĕ» тата «йĕркеллĕ пĕчченлĕх», «майлă пĕчченлĕх», «хутшăнуран килекен пĕчченлĕх». Тĕпчев результачĕсем компьютер вăййин илĕртмĕшĕ пĕчченлĕх туйăмне вăйлатма пултарать тесе пĕтĕмлетме май параççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    пĕчченлĕх, харпăр çыннăн пĕчченлĕх туйăмĕ, компьютер вăййин туртăмне пăхăнни, компьютер вăййи енне турăнас сĕм, яшлăх çулĕ, хире-хирĕç çыхăну
    Перейти 

Форма подписки

Подпишитесь на нашу рассылку и станьте одним из первых, кто будет в курсе всех новостей!

Спасибо!

На вашу почту выслана инструкция для подтверждения учетной записи.