- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 3
-
Çитĕнсех çитмен çамрăксем хӑйсене теветкеллĕ тытассине профилактика тумалли хальхи шкул хутлăхĕнчи майсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Москвина Елена Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ – çитĕнсех çитмен çамрăксем хăйсене теветкеллĕ тытассине хальхи шкулта профилактика тумалли майсене тишкерсе тухасси. Тĕпчев актуаллă, мĕншĕн тесен вăл теветкеллĕх профилактикине йĕркелес ĕç практикипе килĕшсе тăрать тата çамрăк ăрăвăн теветкеллĕхне парăнтарас ыйтупа çыхăннă çитменлĕхсен пĕр пайне пĕтерме пулăшать. Тĕпчеве пичете хатĕрленĕ чухне çак меслетсемпе усă курнă: психологи тата педагогика ăслăлăх çăл куçĕсене танлаштаруллă-шайлаштаруллă тишкерни, монографисемпе диссертацисенчи материала, теветкеллĕхпе çыхăннă документсене пĕтĕмлетӳ, танлаштару, йĕркеленӳ (систематизаци) тата моделировани тĕлĕшĕнчен теори тишкерĕвĕ туни. Статьяра вĕренӳ организацийĕ талккăшĕнчи виçĕ компонент чиккинче вырнаçнă шкулсенче теветкеллĕ тыткаларăша профилактика тумалли майсене тĕпченĕ. Çав компонентсен шутне сăлтавлавпа хаклăх (профилактика субъекчĕсене прогнозлама май паракан лайăх результатсем тума хавхалантаракан сăлтавсене, условисене йĕркелени), субъект социаллăхĕ (çитĕнсех çитмен çамрăксен вĕренӳри, вĕренӳпе çыхăнман, урок тулашĕнчи, хушма пĕлӳ илнĕ чухнехи, харпăр хăйне тыткаланă чухнехи, пултарулăхри субъектлăха йĕркелени), пултарулăха çивĕчлетекен (çитĕнсех çитмен çамрăксене пултарулăхне пурнăçа кĕртме пулăшакан конструктивлă, усăллă теветкеллĕхе аталантарма пулăшакан сăлтавсене йĕркелени) кĕртнĕ. Тĕпчев ирттерсе автор çакăн пек результат патне çитнĕ: вĕренӳ хутлăхĕн компоненчĕсене йĕркелесе тата хушса пырса хальхи шкулти майсене усă курса профилактика субъекчĕсене прогнозлама май паракан лайăх результатсем тума пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профилактика, теветкеллĕ тыткаларăш, çитĕнсех çитмен çамрăксем, хальхи шкул хутлăхĕ
-
Вӗренӳ ушкӑнӗнче Студентсен LCMS системине вӗрентнӗ чухне пӗр дисциплина тӑрӑх рейтинг тӑвасси
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Калинин Иван Алексеевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья вулакана рейтинг шучӗпе цифра технологийӗсемпе усӑ курмалли проблемӑна халалланӑ чухне LCMS Дилси тытӑмӗн функциллӗ майсемпе паллаштарать. Юлашки вӑхӑтра студентсене вӗрентес тӗлӗшпе кӑсӑкланасси чакать. Ушкӑнри студентсен рейтингне палӑртни ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшать. Рейтингра йышӑннӑ вырӑн студента хӑй пеккисенчен мала тухма, ку енӗпе лидер пулма хавхалантарать. Темӑпа литература обзорӗ хальхи вӑхӑтра вузсен баллпа рейтинг системисемпе ҫырлахманнине кӑтартса пачӗ, унта ранжирование тивӗҫлӗ расчетсен формализмӗпе йывӑрлӑхне пула пӗлме йывӑр. Ҫӑлкуҫсене тишкерни гипотезӑна ҫирӗплетет, ют ҫӗршыв моделӗсен аслӑ шкулӗсене механизмла куҫарни ҫинчен, вӗсенче хывнӑ функционализаци принципӗсене пӑхӑнмасӑр куҫарни ҫинчен. Тӗпчев тӗллевӗ-группӑри студентсене тӗрӗс ранжировани парассине автоматизацилес енӗпе сӗнӳ. Системӑллӑ мелсемпе, статистика мелӗпе, логикӑпа структура анализӗпе усӑ курнӑ. Тӗпчев хыҫҫӑн автор ҫапла шутласа кӑларнӑ: LCMS системинче студент цифра даннӑйӗсене тӗпе хурса тухӑҫлӑн вӗрентес задача шутланать.
- Тӗп сӑмахсем:
- баллпа рейтинг системи, вӗренӳ контентне тытса пымалли система, ӑс-хакӑл аналитики.
-
Аслӑ класра вĕренекенсем валли программăлав чĕлхи суйласа илесси
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Повитухин Сергей Алексеевич, Гусева Елена Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Хальхи вӑхӑтра шкул ачисене информатика вĕрентес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕнĕ программăсемпе код çырмалли меслетсене шутласа кăларас ĕç çулсерен ытларах та ытларах çынна кăсăклантарать. Çак пулăм çĕнĕ пара-дигмăсемпе программăлав чĕлхисем шутласа кăларса аталантарнипе çыхăннă программа кодне çырас ĕçре пулса иртнĕ меслетпе хатĕрленӳ хатĕрĕсем улшăннинчен килет. Тĕпчев тĕллевĕ – аслӑ класра вĕренекенсене хатĕрленме мĕнле программа чĕлхине суйласа илессине тата информатикăпа ППЭ (пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕ) заданийĕсене шутлассине сăлтавласа ăнлантарасси. Тĕпчев материалĕпе меслечĕсем: тĕпчев ирттернĕ чухне теори меслетне усă курнă: теори материалне, шкул ачисене программăлама вĕрентмелли ăслăлăхпа меслетлĕх ресурсĕсене, демонстрацилемелли вер-сисене, тест заданийĕсене, меслетлĕх кăтартăвĕсене, информатикăпа ППЭ тытма хатĕрленмелли вĕренӳ сайчĕсене, çавăн пекех шкул ачисемпе студент-сене программăлав никĕсне нумай çул вĕрентнин опытне системăласа анализ тунă. Тĕпчев результачĕсем тата вĕсене сӳтсе явни: PascalABC.NET тата Python хальхи вăхăтра шкул вĕренĕвĕнчи чи анлă сарăлнă программăлав чĕлхисем шутланаççĕ. Статьяра асăннă программăлав системисем мĕн тума пултарнине тата аслӑ классенчи ачасене программăлав никĕсне вĕрентнĕ чухне çав системăсене малашлăхра мĕнле усă курма пултарнине тишкернĕ. Информатикăпа ППЭ типлă задачисене шутламалли тĕслĕхсене про-граммăлавăн икĕ чĕлхипе те илсе панă. Çакă вĕсен код хăвăртлăхĕпе эффек-тивлăхне танлаштарма май парать. Пĕтĕмлетӳ. PascalABC.NET чĕлхен паха енĕсем ытларах, çавăнпа ăна программăлав чĕлхи вĕрентнĕ чухне усă курма сĕнме пулать. Çак чĕлхе пысăк тухăçлă, лайăх тытăмлă (структурăллă), çирĕп типизациллĕ, ăна информатикăпа ППЭ задачисене шутлама адаптациленĕ. Пулас программистсене код çырассин никĕсне вĕрентнĕ чух программăлавăн икĕ чĕлхине те (PascalABC.NET тата Python) вĕрентни вырăнлă, усăллă.
- Тӗп сӑмахсем:
- PascalABC.NET, Python, вĕренĕве цифра технологийĕсене куçарни, программăлав системисемпе пара-дигмисем, аслă класс вĕренекенĕсене информатикăпа ППЭ тытма хатĕрлесси, программăлама вĕрентни, алгоритмсем, программăлав чĕлхи
-
Çамрăксен информаци хăрушсăрлăхне педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса пырассине йĕркелес ĕç меслечĕсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Курмакаева Ольга Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра çамрăксен (çитĕнсех çитмен ачасен) информаци хăрушсăрлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене личность аталанăвне витĕм кӳрекен сăлтавсем витĕр хакланă. Тĕпчев тĕллевĕ – хушма пĕлӳ учрежденийĕсенче çамрăксен информаци хăрушсăрлăхне педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса (ертсе) пырассин модельне хатĕрлес, пурнăçа кĕртес ĕçе тата ăна ăнăçлă пурнăçлассине меслетлĕх тĕлĕшĕнчен сăлтавласси. Ĕçе педагогика практикин теори анализĕпе пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса калăпланă. Хушма пĕлӳ учрежденийĕнчи программăлама вĕрентекен курсăн тытăмĕ тĕпчев материалĕ пулса тăчĕ. Тĕпчев результачĕсем çитĕнсех çитмен ачасен информаци хăрушсăрлăхне педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса пырассине синергетикăна (çут çанталăкри пулăмсемпе процессене çум системăсем пĕр системăна хăйсем тĕллĕн йĕркеленнин принципĕсене тĕпе хурса тишкернине), аксиологие (хаклăхсен теорине), социокультурăна (тĕрлĕ сферăри социаллă хутшăнусене йĕркелекен нормăсемпе хаклăхсен, символсемпе институтсен пĕрлĕхне) тата ĕç-хĕл процесне (этемĕн ăс-тăнне тата вăл мĕнле çын, личность пулнине палăртма пулăшакан ĕç-хĕл процесне) тĕпе хурса йĕркелемеллине кăтартса пачĕç. Статьяра информаци хăрушлăхне хирĕç тăма пултаракан çыннăн пахалăхĕсене йĕркелеме пулăшакан тата пирĕн общество ыйтнине тивĕçтерекен педагогика условийĕсене палăртса хăварнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаци хăрушсăрлăхĕ, информаци хăрушлăхĕ, цифра талккăшĕнчи çамрăксем (çитĕнсех çитмен ачасем), педагогика тĕлĕшĕнчен сăнаса (ертсе) пыни
-
Аслă шкулта музыка вĕрентекен педагог хатĕрлес ĕçри электрон музыка пултарулӑхӗн пӗлтерӗшӗ
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Павлова Елена Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра музыка вĕрентекен педагогсене хатĕрленĕ чух аслă шкулăн вĕренÿ программине кĕвĕ-çемĕпе педагогикăн йăлана кĕнĕ, традицилле хăнăхтарăвĕсемпе пĕрлех электрон музыка пултарулӑхӗн тĕрлĕ тĕсĕсемпе паллаштарнин опытне пĕтĕмлетнĕ. Компьютер музыкин технологийĕсемпе тата электрон музыка инструменчĕсене алла илни çинче никĕсленнĕ электрон музыка пултарулӑхӗ хальхи кĕвĕ-çемĕ ÿнерĕнче тата пĕлĕвĕнче актуаллă пулса тăрать. Ҫапла вара, педагогсене ку енӗпе професси парасси пĕлтерĕшлĕ пулнине электрон музыка пултарулăхĕн тĕрлĕ енĕсене тишкерсе çырнă ăсчахсен (И. Б. Горбунова, И. М. Красильников, А. А. Панкова, В. О. Малащенко т.ыт.те) тĕпчев ĕçĕсем те çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах Раççейри педагогика аслă шкулĕсен бакалаврсене хатĕрлемелли программисен тытăмне тишкерни электрон музыка пултарăлхне сахал тимлĕх уйăрнине кăтартса пачĕ. Тĕпчев тĕллевĕ – педагогика аслă шкулĕсен вĕренÿ программине электрон музыка пултарулăхĕпе çыхăннă дисциплинăсене кĕртмеллине теори енчен çирĕплетсе тата практика тĕлĕшĕнчен сăлтавласа парасси. 2013–2023 ҫулсенче ирттернӗ тӗпчеве Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ÿнерпе музыка факультечӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. Тĕпчев меслечĕсем: ăслăлăхпа меслетлĕх литературин теори анализӗ; суйласа илнĕ ыйтăва хальхи вăхăтра аслă шкулта мĕнле вĕрентнине тишкерни; эмпиризм (сăнав, калаçу, ыйтăм) тĕпчевĕн меслечĕ; хамăр педагогика опычĕн ретроспективлă анализĕ; пухнă даннăйсен анализĕ. Тĕпчев ирттерсе аслă шкул системинче музыка вĕрентекен педагогсене хатĕрлес ĕçре пире кăсăклантаракан ыйтăва сахал тимлĕх уйăрнине кăтартса патăмăр; аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра студентсене электрон музыка пултарулăхне алла илтермеллине сăлтавласа патăмăр; çакăн евĕр дисциплинăсем студентсене пĕлÿ патне туртăнма, çыннăн пултарулăх потенциалне туллин уçма май панине çирĕплетсе патăмăр; аудиторире тата аудитори тулашĕнче занятисем ирттерсе студентсене электрон музыка пултарулăхĕпе паллаштармалли формăсене илсе патăмăр. Пĕтĕмлетÿ. Пулас педагогсем электрон музыка пултарулăхне алла илни хальхи вăхăтра музыка вĕрентекен педагогсене профессиллĕ хатĕрлес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă компьютер музыкин технологийĕсене вĕренÿ процесĕнче профессионал шайĕнче усă курма пултаракан учительсене ăнăçлă хатĕрлеме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- Тĕп сăмахсем: электрон музыка пултарулăхĕ, компьютер музыкин технологийĕ, музыка вĕрентекен педагогсене хатĕрлесси, педагогика аслă шкулĕ
-
Ачалăхри килти пусмăр опычĕпе çамрăксен пăшăрханăвĕн çыхăнулăхĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Краснова Светлана Гурьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяна ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе çамрăксен пӑшӑрханӑвĕ епле ҫыхӑнса тӑнине палӑртас ыйтӑва халалланӑ. Актуаллăх. Пӗр енчен çамрăклăхăн ятарлӑ ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене кура, тепӗр енчен ачалӑх тапхӑрӗн пӗлтерӗшне кура, ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе çамрăксен пӑшӑрханӑвĕн хушшинчи ҫыхӑнӑва тишкересси питех те кăсăк ыйту пулса тăрать. Ачалăхра ҫыннӑн харкамлăх никӗсĕ хывăнать, харкамăн ҫирӗп палӑрӑмӗсем йӗркеленеҫҫӗ; ҫамрӑклӑх харпăр хӑйне пурнӑҫра тупма тӑрӑшнипе, професси тĕлĕшĕнчен ураланнипе, кӑмӑл-сипетпе культура пахалăхĕсен системине харпăрланипе уйрăлса тăрать, çакă епле калăпланса тата палăрса пырасси çине вара ачалăхри килти пусмăр опычĕ самай япăх витĕм кÿме пултарать. Литература ҫӑл куҫӗсен тишкерӗвне тӗпе хурса ачалăхри килти пусмӑр опычӗ каярахпа уйрăм лару-тӑрури тата харкам пӑшӑрханӑвĕн сăлтавĕ пулма пултарнине палӑртма май пулчĕ. Ҫакӑ ӗнтӗ ачалăхри килти пусмӑрпа ҫамрӑклӑхри пăшăрханăвăн (ретроспективра) ҫыхӑнӑвне тӗпчемелли диагностика меслетлĕхне калăпламалли никӗс пулса тӑчĕ. Тӗпчев тӗллевӗ – ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе ҫамрӑклӑхри пăшăрхану хушшинчи ҫыхӑнӑва тупса палӑртасси. Ку ӗҫре тӗпчевӗн ҫак меслечӗсемпе усӑ курнӑ: тӗпчев проблемипе çыхăннă теори ҫӑл куҫӗсене тишкерни, Интернетӑн вӗренӳ порталӗсен ресурсӗсене тӗпчени, ыйтса пĕлни, тестсем шутлаттарни, математикӑпа статистика меслечӗсем. Расчетсене Statistica 10 статистика пакечӗпе усӑ курса тунӑ. Çыхӑнусӑр суйлавсене танлаштарма – Стъюдентӑн t-критерийӗпе, Пирсон r-критерийӗпе – линилле корреляции коэффициентне палăртма усă курнă. Литературӑна пăхса тухса сăнарлама Scopus электрон базинче даннăйсенчи Pubmed шырав системипе, ҫавӑн пекех ӑслӑлӑх электрон вулавӑшӗпе (e-Library) усӑ курнӑ. Тӗпчев ирттернӗ май публикацисемпе веб-даннӑйсене, тӗп сӑмахсем тата сӑмах майлашӑвӗсем тӑрӑх шыранӑ: «ачасене ҫемьере пусмӑрлани», «вӑй-хал пусмӑрĕ», «психика пусмӑрӗ», «ар пусмăрĕ», «килти пусмӑра тупса палӑртни». Тӗпчев кӑтартӑвӗсем тата вĕсене сӳтсе явни. Статьяра респондентсен харкам тата уйрăм лару-тӑру пӑшӑрханӑвӗпе вĕсен ачалăхра 14 çула çитиччен тÿссе ирттернĕ килти пусмăр опычĕ хушшинчи çыхăнăва танлаштарса тишкернин кӑтартӑвӗсемпе автор15–24 çулхи çамрăксен (ретроспективра) вӑй-хал, психоэмоци тата ар пусмăрĕсен опытне тӗпчеме йĕркеленĕ ыйтусен пуххине ҫырса кӑтартнине тăратнă. Пӗтӗмлетӳсем. Тӗпчев результачĕсем ачалăхри килти пусмӑр опычӗ каярахпа харкам тата уйрăм лару-тăрури пӑшӑрханӑва чĕртсе яма тата амалантарма пултарнине кăтартаççĕ. Ҫавăнпа ачалăхри килти пусмӑр опычĕпе çамрăксен пӑшӑрханӑвĕн ҫыхӑнӑвне тӗпчесси этем аталанавĕ онтогенезра мӗнле пулса пынине ӑнланма пулăшас тĕлĕшпе пысӑк тӗллев пулса тӑрать. Ҫавӑн пекех вăл çак аталанăва мĕнле факторсем витĕм кÿнине тĕпчессипе те çыхăннă.
- Тӗп сӑмахсем:
- килти пусмӑр, вӑй-хал пусмӑрӗ, психоэмоци пусмӑрӗ, ар пусмăрĕ, ача-пӑча опычӗ, ҫамрӑксем, ҫемье, ашшӗ-амӑшӗ, пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытни
-
Виктимлă тыткалас туртӑмлӑ çитĕнсех çитмен ачасен хӑйсĕне хаклас тата личность йӗркелес уйрӑмлӑхĕсен ҫыхӑнӑвӗ
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Бобченко Татьяна Григорьевна, Нефедова Алла Валерьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра ҫитӗнсех ҫитмен ачасем хӑйсене виктимлӑ тытма тӑрӑшнине хаклам-алли тӗпчев результачӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗпчев актуаллӑхӗ: çак çулти ачасем хӑйсене виктимлă тыткалакан тӗслӗхсен шучӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пынипе тата унăн ҫӗнӗ формисем тĕл пулнипе психолог педагогсен профилактика ӗҫне вĕренекенсен психологи уйрăмлăхĕсене шута илсе вӑхӑтра йĕркелемеллине палӑртнӑ. Çӑл куҫсене тишкерсе тухнӑ май «виктимлăх», «виктимлă тыткаларăш» ӑнлавсене палӑртма, ҫитӗнсех ҫитмен ачасем хӑйсене виктимлӑ тыткаланине хак парас тӗлӗшпе хамăр çĕр-шывра тата чикĕ леш енче кун çути курнă тӗпчевсенчи шухăшсене уйӑрса илме, статья авторӗсене эмпиризм тӗпчевĕсен результачӗсене илсе панă. Статья тĕллевӗ: ҫитӗнсех ҫитмен ачасем хӑйсене виктимлӑ тыткалама юратнин уйрӑмлӑхĕсене палӑртасси. Тӗпчевре тестлав тата математика статистики меслечӗсемпе усӑ курнӑ. Тӗрӗслев ирт-терме 15-17 ҫулсенчи 30 вӗренекене (каччăсене) суйласа илнĕ. Хӑйсене вик-тимлӑ тыткалама юратакан çитӗнсех ҫитмен ачасем хăйсене ҫакӑн пек хакла-нине палӑртнӑ: хăйсен шухăшĕсемпе туйăмĕсене ытти çынсеннинчен япăх уйăрса илме пĕлеççĕ, килӗшӳлӗх çук, ӳт-пĕве тата сӑн-сӑпата пĕчĕкрех хак парса тÿлевлĕ ĕç ăсталăхне пысăкрах хак параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- виктимлӑх, виктимлă, ҫитӗнсех çитмен ачасем, харпӑр хӑйне хаклани
-
Студентсен хутшăнăвĕн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнчи конгруэнтлă тата конгруентлă мар (ҫын хӑйне мĕнле тыткалани унӑн шухӑшĕсемпе тата сӑмахĕсемпе килĕшсе тӑнă е килĕшсе тăман чухнехи) «Эпĕ» концепци
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Вершинина Татьяна Станиславовна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчев тĕллевĕ – хутшăнăвăн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнчи «Эпĕ» концепцин çирĕплĕхĕ çынсен хутшăнăвĕн пуплев хăтланăвĕнче палăракан коммуникаци тактики çине мĕнле витĕм кӳнине палăртасси. Гипотеза – «Эпĕ» концепцин конгруэнтлăхĕ пĕлӳлĕх субъекчĕ ыттисемпе мĕнлерех калаçассине йĕркелет. Вăл ытти çынсемпе мĕнлерех хутшăнассине витĕм кӳрекен шухăшлав системинче палăрать. Контекст йĕркеленĕвĕн концепцийĕпе килĕшӳллĕн, пуплев хăтланăвне хутшăну единици, ĕç-хĕл никĕсĕ, социумри çыхăну пек хаклаççĕ. Статьяра сăнавлă (эмпиризм) тĕпчевĕн результачĕсене илсе панă. Вĕсене Дж. Келлин репертуар решеткин техникине усă курса Екатеринбург хулинчи икĕ аслă шкулта вĕренекен 333 студента сăнанă вăхăтра тупса палăртнă. Тĕпчев кăтартнă харпăр çын конструкчĕсем ăнлавсен системин ыттисемпе хутшăннă чух витĕм кӳрекен тĕсне (хутшăну тĕсĕ е тĕслĕхĕ) асăрхама тата пĕрремĕш курс студенчĕсен «Эпĕ» концепцине хаклама май панă; çав конструктсенче (çын тыткаларăшне ăнланма пулăшакан инструментсенче) палăракан харпăр хăйне хаклани, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулакан чăнлăхри «Эпĕ» тата идеаллă «Эпĕ» ăнлавсене хаклани «Эпĕ» концепци çирĕплĕхне, харпăр çын характеристикинчен килекен когнитивлă хирĕçӳ (конфликт) пуррипе çуккине ăнланса илме пулăшать. Репертуар решеткинчи килĕшекен рольсене, чăнлăхри «Эпĕ» тата идеаллă «Эпĕ» ушкăнсене хутшăну тĕсне кура пайланнине тишкерсе тухса «Эпĕ» концепци çирĕплĕхĕн шайĕсене тата пуплев хăтланăвĕн тĕп характеристикисене сăнласа пама май пулнă. Вĕсен шутне харпăр çын пĕлтерĕвĕн уйрăмлăхĕсем, ыттисене пĕлтерни мĕн туйнипе килĕшсе тăни, хутшăнури роль тата шухăш-туйăм, пуплев хăтланăвĕн тĕсĕ, хутшăннă чухне тепĕр çынна уйăрса паракан вырăн (роль) кĕреççĕ. Теори пĕлтерĕшĕ: «Эпĕ» концепци çирĕплĕхне палăртмалли инструмент сĕнетпĕр. Вăл, хутшăну тĕсĕпе пĕрлешсе, пĕрремĕш курс студенчĕн пуплев хăтланăвĕ çине витĕм кӳрет. Практика пĕлтерĕшĕ – пуплев хăтланăвĕн индивидуаллă уйрăмлăхĕсене палăртни пĕлӳлĕх субъекчĕ хăйне хăй пĕлни (харпăр ăнланăвĕ) мĕнле шая аталанса çитнине уçса пама май парать. Çакă пĕрремĕш курсри студентсен професси ӑсталӑхне алла илессин пуҫламӑш тапхӑрĕнче (инициаци тапхăрĕнче) адаптаци потенциалне тупса палӑртмалли психологипе педагогика условийĕсем тума пулӑшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- контекст, «Эпĕ» концепци, пуплев хăтланăвĕ, çирĕплĕх, хутшăну (коммуникаци) тĕсĕ
-
Студентсен тĕрлĕ культурăллă ушкăнĕнче хирĕçӳллĕ лару-тăрăва йĕркелесе ярас ĕçре йăлана кĕнĕ культура элеменчĕсене усă курни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Филиппова Светлана Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи политика лару-тăрăвĕ çĕр-шыв имиджне, вырăс культурипе чĕлхине, тĕнче шайĕнче вырăс чĕлхипе усă курса пĕлӳ парас ĕçе пулăшса пымаллине кăтартать. Нумай çĕр-шыври студентсем вĕренекен факультетра (тĕрлĕ культурăллă (расăллă, тĕнлĕ, чĕлхеллĕ, йăла-йĕркеллĕ çынсенчен тăракан) хутлăхра) пĕлӳ илес, вĕренес кăмăла хавхалантарса пырасси аслă вĕренӳ заведенийĕсенчи вĕренӳ процесĕн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл студентсен ушкăнĕнчи хутшăнусенчен, лару-тăруран нумай килет. Статьяра нумай çĕр-шыври студентсем вĕренекен факультетра йăлана кĕнĕ, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă культура элеменчĕсене (йăлана кĕнĕ тата халăх вăййисене, хутшăну нормисене тата йĕркисене, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене т.ыт.те) тĕпе хурса йĕркеленĕ программăна апробациленин, тĕрĕслесе пăхнин результачĕсене илсе панă. Çак программăна вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕренекен студентсен ушкăнĕсенче хирĕçӳлĕхе, лару-тăру çивĕчлĕхне сирсе ямалли инструмент вырăнне усă курма пуррипе çуккине кăтартса панă. Хирĕçӳлĕхĕн тата пĕр-пĕрин хушшинчи сивĕлĕхĕн, пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахнин шайне палăртма анкетăлав (ыйтăм), псохологи тестлавĕ тата эксперт хаклавĕ меслечĕсемпе усă курнă. Пĕтĕмлетӳ: нумай çĕр-шыври студентсем вĕренекен факультетри психологи хĕсмечĕн (службин) ĕçне йĕркелени вырăс чĕлхиллĕ студентсемпе ĕçленĕ чухнехинчен нумай уйрăлса тăрать; йăлана кĕнĕ, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă культура элеменчĕсене (йăлана кĕнĕ тата халăх вăййисене, хутшăну нормисене тата йĕркисене, халăх сăмахлăхĕн элеменчĕсене т.ыт.те) усă курни вĕреннĕ чухне ытти çĕр-шыври студентсене психологи пулăшăвĕ памалли усăллă меслет пулса тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- йăла-йĕрке, хирĕçӳлĕх (хирĕçӳллĕ лару-тăру), тĕрлĕ культурăллă хутлăх, сту-дентсем, психологи хĕсмечĕ (служби)
-
Психологи ĕçне тата унпа çыхăнман специальноçсене алла илекен студентсен кăмăл-туйăмĕ ăс-тăнра, шухăшлавра палăрнин килĕшӳлĕхне пулăмсен ушкăнĕ пек хаклани
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Федосина Светлана Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кăмăл-туйăм психологийĕнче «эмоци, кăмăл-туйăм» ăнлава кулленхи пурнăçра та, ăслăлăхра та татăклăн, уçăмлăн ăнлантарманнине нумай хут палăртнă. Çавна пула çакăн пек шухăшсем çуралаççĕ: «Çынсем кулленхи пурнăçра кăмăл-туйăм пирки мĕн шутлани кăмăл-туйăма пулăмсен ушкăнĕ пек хаклама май паракан пур енсене те, пĕтĕм пахалăха та ярса илет-ши?»; «Çынсем кăмăл-туйăм психологийĕпе çыхăннă ятарлă пĕлӳ илсен шухăшлав мĕнлерех улшăнать-ши?» Психологи ĕçне тата унпа çыхăнман специаль-ноçсене алла илекен студентсен кăмăл-туйăмĕ ăс-тăнра, шухăшлавра палăр-нин килĕшӳлĕхне пулăмсен ушкăнĕ пек хакласси пирĕн тĕпчев тĕллевĕ пулса тăчĕ. Тĕпчев ирттерме психологипе çыхăнман специальноçсене алла илекен (100 каччăпа 110 хĕр, вăтамран – 19 çултисем) тата психологи ĕçне алла илекен (31 каччăпа 159 хĕр, вăтамран – 20 çултисем) студентсене суйласа илнĕ. Даннăйсем пухмалли çак мелсене суйласа илтĕмĕр: определени (палăрту) меслечĕ (çынна сăмах мĕне пĕлтернине, ăна ыттисенчен уйăракан енсене татӑклӑ палӑртма ыйтни); ассоциаци меслечĕ (шухăшсемпе ăнлавсен çыхăнулăхне палăртни); пухнă хуравсен килĕшĕвне хаклама çак мелсемпе усă курнă: тăтăшлăх анализĕ; Э. Рошăн кил-йыш пĕрешкеллĕхĕн меслечĕ; Пирсон ассоциацийĕн коэффициенчĕ; А.В.Карпов сĕннĕ когерентлăх (талккăшпа вăхăтра пĕрешкел е çывăх пахалăхлă пулнăран япаласемпе пулăмсен ăс-тăнра йĕркеленекен çыхăнăвĕ), дивергентлăх (уйрăм çын, индивидуум пĕр ыйтăва, задачăна татса пама темиçе çул-йĕр шыраса тупма пултарни) тата тытăм, структура йĕркеленĕвĕн индексĕсене шутласа кăлармалли меслет. Тĕпчев çакна кăтартса пачĕ: 1) психологи ĕçне алла илмен студентсен хуравĕсем тăрăх: вĕсен валидлăх (юрăхлăх), когерентлăх тата тытăм йĕрке-ленĕвĕн шайĕ пĕчĕкрех, вĕсем корреляци (çыхăнура тăракан япаласемпе пулăмсенчен пĕри улшăнни теприне те улăштарни) çыхăнăвĕсене сахалрах йĕркелеççĕ; 2) çак кăтартусем психологи ĕçне алла илекен студентсен чылай пысăкрах. Тупса палăртнă уйрăмлăхсем илекен пĕлӳ спецификипе, хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăнма пултараççĕ. Психологи дисциплинисемпе паллашнă чух эмоци, кăмăл-туйăм пулăмĕсем пирки нумайрах пĕлни те вĕсен шутнех кĕрет. Çав вăхăтрах психологи ĕçне алла илекен студентсен хуравĕсене пĕтĕмпех килĕшӳллĕ тесе калама çук. Килĕшӳлĕх çукки «эмоци, кăмăл-туйăм» ăслăлăх ăнлавне уçăмлатакан пахалăхсен, енсен пуххине палăртма йывăррипе çыхăннă теме пулать. Пĕтĕмлетӳре педагогсене студентсен кăмăл-туйăмĕ ăс-тăнра, шухăшлавра палăрнин килĕшӳлĕхне пулăмсен ушкăнĕ пек хаклама май паракан пахалăхсен шайне ӳстерме пулăшакан сĕнӳсене илсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- кăмăл-туйăм ăс-тăнра палăрни, психологи ĕçне алла илмен студентсем, пси-хологи ĕçне алла илекен студентсем, килĕшӳлĕх