Список публикаций по ключевому слову: «motives for energy saving»
-
Аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлессине хакланин ăнлану пайĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Александрова Татьяна Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем энергие перекетлес пирки мĕн шухăшланине тишкернин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартнă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи вĕренӳ системи шкул ачисенчен пуласлăхра энерги перекетлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне ăнланакан çынсем çитĕнтерес енĕпе сапăрлав ĕçĕ тума сăлтав пур пулин те ку ыйту çине сахал тимлĕх уйăрнипе çыхăннă. Статьяра кĕрет материал çине таянса тунă тĕпчевĕн результачĕсене илсе кăтартнă. Автор хăй хатĕрленĕ меслетлĕхпе усă курса тĕпчев ирттернĕ. Ку меслетлĕх çын энергие перекетлесси çинчен мĕн шухăшланине пĕлтернĕ чухне тĕнчене, тавралăха епле ăнланнине шута илет. Ĕçре 5–10 çулсенчи ачасем энергие перекетлес ĕçе епле сăлтавланине çырса панă. Энергие перекетлемеллине ĕненме хистекен сăлтавсен аталанăвĕ çынсенче тĕрлĕ шайра пулать. Ку шайсене палăртнă, вĕсенчен кашни мĕнпе уйрăлса тăнине çырса ăнлантарнă. Ачасен энерги перекетлевĕн кирлĕлĕхне сăлтавласа ăнланасси вăтам шайра пулнипе уйрăлса тăрать. Энергие перекетлени мĕн тума кирлине ăнланасси ачасен малтан уçăмсăр. Шкулчченхи аслă ӳсĕмрен пуçласа шкулăн кĕçĕн çулĕччен çакна сăлтавласси аталанса пырать. Чи курăмлă сăлтав – энергие перекетлени ачасен канлĕхне, хăтлăхне пырса тивнипе е тивменнипе çыхăннă. Çул-ӳсĕм пысăкланнă май ачасенче «энерги перекетлевĕ» ăнлавăн содержанийĕ улшăнать, çавна май энергие перекетлес тĕллев те яр уççăн палăрма тытăнать. Ӳссе пынă май ачасем харпăр хăй илес пайта çинчен мар, халăха кÿрекен усă çинчен шухăшлама тытăнаççĕ. Энерги перекетлевĕ кирлине ĕнентерекен сăлтавсен аталанăвĕ мĕнле çул-йĕрпе каясси аслисем мĕн каланинчен тата вĕренӳ содержанийĕнчен килет. Экологи ыйтӑвӗсен тематикине уҫса паракан шкулти предметсем тата кӗҫӗн ӳсĕмри шкул ачисен шухӑшлавӗн ҫӗнӗ формисен аталанăвĕ энергие перекетлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм иккенне ӑнланса илме пулăшаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- энергие перекетлесси пирки шухăшлани, энергие перекетлессине чăн пурнăçпа çыхăнтарса сăлтавлани, энергие перекетлеме витĕм кӳрекен сăлтавсем, çут çанталăка упрассине шута илнĕ тыткаларăш, шкул çулне çитмен аслăрах ачасем, кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачисем