Список публикаций по ключевому слову: «ертсе пыни»
-
Регионăн вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн пурлăхлă лаптăкĕ педагогăн професси пĕлĕвне ӳстермелли вăй пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Мурзина Жанна Владимировна, Андрущенко Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçре регионăн вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн пурлăхлă центрĕн аталану вăйне педагогика кадрĕсене ăслăлăхпа меслетлĕх енчен ертсе пыракан системăна тухăçлă ĕçлеттерекен хатĕр тесе уçса панă. Статьяра регион лаптăкĕн малашне ĕçлеме кирлĕ вăйĕн тытăмне кăтартнă, унăн тĕп уйрăмлăхĕсене тата ĕçре усă курас енĕсене палăртнă, педагогсене меслетлĕх енчен ертсе пымалли системăна тăвас пирки, ун тытăмне, професси енĕпе хушма пĕлӳ парас тата професси енчен çĕнетес енчен умра тăракан задачăсене пурнăçлас тата çĕнетес пирки сĕнӳсем хатĕрленĕ. Ку ĕç – регионта патшалăхăн вĕренӳре пурнăçа кĕртмелли тытăм системине лайăхлатас тата халăх ушкăнĕсен хутшăнăвĕпе экономикине вăйлатас тĕллевлĕ. Педагогсене ăслăлăхпа меслетлĕх енчен ертсе пымалли системăна тапхăрăн-тапхăрăн улăштарма меллĕ ĕç юхăмне уçса панă. Унта вĕрентĕвĕн тĕп пайĕ регионăн институт тытăмне пăхăнса тăрать. Институт тытăмĕ вара хушăм професси вĕренĕвĕн программине пурнăçа кĕртессишĕн яваплă. Вĕрентĕвĕн вариант пайне пурнăçламалли ĕçе вĕренӳ тытăмĕн регион пайне кĕрекен вузсем илеççĕ. Педагогсен ĕç-хĕлне ертсе пыма сĕннĕ тытăмăн пуласлăх сăн-сăпачĕ епле пулассине уçăмлатнă, вĕренĕвĕн çĕнĕ программисемпе технологийĕсене пурнăçа кĕртессине тата усă куракан практикăн тухăçлăхне тĕпчемелли тата тишкермелли ĕçсем çинчен каланă. Практикăна мала хурса авторсем Чăваш Республикин педагогĕсен тата патшалăх кадрĕсен хушма професси вĕренĕвĕн регионта тытса пыракан политикин çĕнĕ çулĕсемпе йĕрĕсене сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ертсе пыни, регионăн ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ертсе пымалли системин ĕлки, педагогăн професси енĕпе тăтăш аталанăвĕ, регионăн пурлăх лаптăкĕ, професси ăçталăхĕн аталанăвĕ
-
Специалистсене аслă шкулта хатĕрленин пахалăхне инçет ăс парупа усă курса ӳстерме производствăпа вĕренĕве çыхăнтарни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Степанов Юрий Александрович, Бурмин Леонид Николаевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра информаци технологийĕнче кадр çăл куçĕ вăйсăр чух студентсене хатĕрлессин пахалăхĕ пирки сăмах пырать. Ансăр профильлĕ специалистсене хатĕрлессипе çыхăннă йывăрлăхсене пăхса тухнă. Ыйтăва татса пама юрăхлă пулма пултарать тесе вузпа производство хутшăнăвĕн центрне йĕркелеме сĕннĕ. Ку центр вĕренĕве чăн проектсемпе тата тĕллевсемпе çыхăнтарма май парĕ. Çавна май студентсене малашнехи информаци технологийĕсемпе çыхăннă ĕçре усă курма кирлĕ пĕлӳпе хăнăхусене ăса хывма çул уçăлĕ. Студентсене тапхăрăн-тапхăрăн хатĕрлекен пулăма пурнăçа епле кĕртнине уçса панă. Хатĕрлевĕн никĕсĕ аслă шкулта вырнаçнă, пурнăçпа çыхăнтараканни – компанин тата проект ĕçĕ-хĕлĕн картинче. Компанин финанс кăтартăвĕсене тата вĕрентӳ пахалăхне тишкерсе тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тунă. Сĕнĕве пурнăçа кĕртни çĕнĕ специалистсене хатĕрлесе укçа-тенкĕ тăкас вырăнне ĕçченсен квалификацине пысăклатнине пула компанин финанс кăтартăвĕсем лайăхланнине ĕнентернĕ. Çавнашкалах, вĕрентӳ пахалăхĕн кăтартăвĕсем лайăх енне улшăннине палăртнă. Ку вара аслă шкултан вĕренсе тухакансен пахалăх шайĕ ӳснине ĕнентерет. Тĕпчевçĕсен сĕнĕвĕн малашнехи аталанăвĕ епле пулассине – вăл шутра ытти компанисемпе тата вузсемпе çыхăну тытассине, вĕренĕвĕн çĕнĕ программисемпе технологийĕсене пурнăçа кĕртессине, тĕпчевсем тăтăш тăвассине тата пĕрлешнин усăлăхне тишкерессине уçса панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- информаци технологийĕсем, проект ĕçĕ-хĕлĕ, ăс парса ертсе пыни, кадр çăл куçĕ, аслă шкулпа производствăн пĕрлешĕвĕ, пĕр-пĕринпе инçетрен çыхăнса ĕçлени, ĕçе вырнаçни, хатĕрлев (е хатĕрленĕ япала)
-
Шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасене çĕнĕлле условисенче педагогика енчен ертсе пыни
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Демура Юлия Игоревна, Замашнюк Елена Вадимовна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул çулне çитмен ачасене педагогика тĕлĕшĕнчен ертсе пыни çине хальхи вăхăтра мĕнле пăхнине тишкернĕ. «Хавшак сывлăхлă ачасене тата вĕсен çемйисене ертсе пыракан служба» тата «Малтанхи пулăшу центрĕ» пек çĕнĕ условисенче куç вăйĕ чакнă ачасене ертсе пырассин уйрăмлăхĕсеене çырса панă. Ачасен куç вăйĕ чакса пынин сăлтавĕсене ĕнентернĕ, çак ушкăна кĕрекен ачасене вĕрентессин тĕллевĕсемпе задачисене çырса панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- ертсе пыни, педагогика енчен ертсе пыни, çĕнĕлле условисем, шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасем, хăйне евĕрлĕ вĕренӳ кирлĕлĕхĕ, малтанхи пулăшу служби, ертсе пыракан центр, хавшак сывлăхлă ача тата унăн çемйи
-
Вĕренĕве хунă инвестици – пуласлăха хунă инвестици
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Данильченко Сергей Леонидович
- Рубрика:
- Образовательная политика
- Аннотаци:
- Ку статьяра паха вĕренĕвĕн çивĕч ытăвĕсене пĕтĕмĕшлĕн тата вĕренĕве укçа-тенкĕ енчен мĕнле пулăшас ыйтăва пайăррăн пăхса тухнă. Хальхи потребительсем вĕренĕве укçа хывнă чухне хăйсене лайăх енчен кăтартма май пуррине, ĕç рынокĕнче пысăк вырăн йышăннине ĕнентерме май пуррине шута илеççĕ. Пысăк организацисемпе производство субъекчĕсем инвестицие тĕнче шайĕнче пулса иртекен конкуренцире сыхланса юлма май паракан шанчăклă хӳтлĕх тесе шутлаççĕ. Автор вĕренĕве хуракан инвестици çул-йĕрĕ улшăннипе çĕнелнине палăртать тата Севастополь хулинче вăтам професси вĕренĕвĕн пуласлăхра курăнакан енĕсене асăрхать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ тытăмĕ, вĕренӳ организацийĕ, вăтам професси вĕренĕвĕ, паха пĕлӳ илни, ирĕклĕ укçа-тенке пайталлă хывни, вĕренекенсен пĕлӳ стандарчĕ, вĕренӳ тытăмне ертсе пыни, ертсе пыру пултарулăхĕ, администраци йышĕ, хисеп кăтартăвĕ, пахалăх кăтартăвĕ