Список публикаций по ключевому слову: «electronic information and educational environment»
-
Электронлă вĕренӳ курсĕ аслă шкул студенчĕн пайăрлăх енĕсене аталантармалли хатĕр пулни («Ют чĕлхе» дисциплина тĕслĕхĕ)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Панюшкина Марина Александровна, Поникаровская Валентина Викторовна, Мацакова Наталья Владимировна, Волкова Ирина Сергеевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку ĕçе Иммануил Кант ячĕллĕ Балтика федераци университечĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш курсĕсен студенчĕсен ют чĕлхе занятийĕсенче вĕренĕве электронлă курс кĕртсе аслă шкул бакалавриачĕ студенчĕсен пайăрлăх енĕсене аталантарассине халалланă. Электронлă информаципе цифра талккăшĕнче ятарласа хатĕрленĕ курса (https://eios.kantiana.ru/) çак принципсене пăхăнса вырнаçтарнă: вĕренĕве пайăрлатни тата вариантлани, вĕренӳ материалне практикăпа çыхăнтарни. Электронлă вĕренӳ курсĕ студента хăйĕн ку е вăл енĕсене вĕренӳ маршрутне малтанах палăртса хăйне килĕшнĕ пек аталантарма, вĕренме кирлĕ материала суйласа илме, творчествăллă проект ĕçĕсене хатĕрлеме, вĕренӳре епле ĕлкĕрсе пынине мониторинглама тата ытти ĕç тума май парать. Вĕренĕве ятарласа хатĕрленĕ электронлă вĕренӳ курсне кĕртни тăван мар чĕлхене вĕреннĕ чухне студентăн пайăрлăх енĕсене, психика пулăмĕсене вăйлатма тата аталантарма май парать текен гипотезăна эксперимент туса тĕрĕслени пĕтĕм ĕç виçĕ тапхăртан тăма тивĕçлине çирĕплетет: пĕрремĕш тапхăрта студентсен экспериментпа тĕрĕслев ушкăнĕсенче пайăрлăх енчен диагностика тумалла; иккĕмĕш тапхăрта эксперимент ушкăнĕн студенчĕсен электронлă курспа усă курса вĕренмелле; виççĕмĕш тапхăрта эксперимент ушкăнĕн студенчĕсемпе тĕрĕслев ушкăнĕн студенчĕсене вĕсен пайăрлăх енĕсем епле пулнине пĕлме тепĕр хут тĕрĕслемелле те эсперимента пĕтĕмлетмелле. Эксперимент результачĕсем электронлă вĕренӳ курсĕ вĕренӳре студентсен пайăрлăх енĕсене ырă витĕм кӳрес пирки каланă гипотеза тĕрĕс пулнине çирĕплетрĕç.
- Тӗп сӑмахсем:
- пайăрлăх педагогики, студентăн пайăрлăх енĕсем, электронлă информаципе вĕренӳ талккăшĕ, электронлă вĕренӳ курсĕ, тăван мар чĕлхе
-
Электрон информацийĕпе усă куракан вĕренӳ талккăшĕ хальхи аслă шкулăн педагогика ĕç-хĕлне экологи енчен тивĕçтерекен система пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Большакова Алина Сергеевна, Мохнаткина Ксения Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Электрон информацийĕпе усă куракан вĕренӳ талккăшне (ЭИВТ) туса хурасси хальхи педагогика ăслăлăхĕнче паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тема пулса тăрать. Ку пулăм хăвăрт аталанакан тапхăрта иртет, çавна май тĕплĕн шухăшласа ĕçлеме хистет, мĕншĕн тесен специалистсене хатĕрлекен хальхи вĕренӳ программисем ĕçре цифрăлав вăй илнĕ çĕнĕ технологисемпе усă курма хистеççĕ. Пирĕн тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ЭИВТ ăнлавăн тытăмне кура ыйтăва кейс тапхăрĕсем çине таянса теори тата практика енчен тĕпчесси пулса тăрать. Цифра вăйĕпе усă куракан экономикăн тĕрлĕ енĕ валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме тунă программăсене пурнăçа кĕртнĕ чухне ЭИВТ тĕп вырăн йышăнать. Статьяра «экосистема» ăнлав пирки теорире каланă тĕрлĕ шухăша пĕтĕмлетекен тишкерӳ тунă. Уйрăм тимлĕх автор курăмĕ валли уйăрнă. Вăл индустри партнерĕсемпе хутшăнни çинче никĕсленсе тăрать. Ку контекстра ЭИВТсене техника заданийĕсене пурнăçа кĕртсе, кроссплатформа йышăнăвĕсене пĕрлештерсе тата ресурспа усă курса тума сĕннĕ. Тĕпчев вăхăтĕнче авторсем ЭИВТ хатĕрлени вĕренӳ программисене тумалли пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăрать текен пĕтĕмлетӳ патне пырса тухаççĕ. Ку программăсем хальхи цифра экономикине тивĕçтереççĕ, пуласлăх кăларса тăратнă лару-тăрура ĕçлеме пултаракан специалистсене хатĕрлеме май параççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика, электрон информацийĕпе усă куракан вĕренӳ талккăшĕ, инçет вĕрентӳ, компетенцисем (мĕн-мĕн пĕлни-пултарни)