Список публикаций по ключевому слову: «preadaptation»
-
Вĕренĕвĕн интерактивлă (нумай енлĕ) технологийĕсене вĕренекенсем еплерех хăнăхнин теорийĕпе практикине тишкерни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Амирбеков Абдулмажид Тагирович, Нюдюрмагомедов Абдулахад Нюдюрмагомедович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра интерактивлӑ (нумай енлĕ) вӗренӳ хутлӑхӗнче вӗренекенсене адаптацилемелли тӗрлӗ майсене ретроспективлӑ тишкерме палӑртнӑ. Тишкерекен майсенчен кашнинчех интерактивлӑ вӗренӳ хутлӑхӗн условийӗсене хӑнӑхакан çамăксен адаптаци уйрăмлăхне палăртнă. Вĕренĕвĕн нумай енлĕ технологийĕсене вĕренекенсем еплерех хăнăхнин теорийĕпе практикине тишкересси статья тĕллевĕ пулать. Вӗренекен çамрăксем вӗренӳ процесне еплерех хăнăхнине тӗрлӗ ӑслӑлӑх меслечĕсене танлаштарса тишкерни педагогика процесӗсене синергетика системисем пек палӑртма май парать, вӗсен тытăмĕнче яланлăха ҫирӗпленмен, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан тата маларах палăртса хума çук лару-тӑру йӗркеленет, вĕсем вӗренекенсенчен адекватлӑ тата оперативлӑ реакци ыйтаççĕ. Педагогика процесӗсене синергетика системисем пек пӑхни вӗренӳ процесӗнче интерактивлӑ вӗрентӳ технологийӗсене усӑ курма хистет. Интерактивлӑ вӗренӳ хутлӑхӗн условийӗсенче хăнăху йӑлана кӗнӗ академилле формăпа мар, преадаптаци формипе палӑрать. Вӑл вӗренекенсене вӗренӳ хутлӑхӗн улшӑнакан условийӗсенче хӑйсен хутшӑнӑвне, тыткаларӑшне оперативлӑ шырама, калăплама тата йӗркелеме ыйтать. Вӗренĕвĕн интерактивлӑ технологийĕсен аталанӑвӗн динамикине эксперимент ирттерсе тĕпченин пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе шухăш-пĕлтерĕше ăнланма пулăшакан (вĕсен тӗп элеменчӗ – пӗлӳ, пĕлме тăрăшакан çын унӑн тупсӑмне, тытӑмне, тĕп шухăшне, сиенне тата хӑйӗн пурнӑҫӗнчи вӗренӳ вырăнĕпе пӗлтерӗшне палӑртни), вӗренӳ процесӗнче кирлӗ условисем йӗркелеме май паракан вӗренӳ технологийӗсене хатӗрленĕ тата ăнлантарнă. Статьяра сӗнекен вӗрентӳ технологийӗсем нумай енлĕ вӗренӳ хутлӑхне аталантармалли ҫӗнӗ ҫул-йӗр пулса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе вӗренӳ практикинче усӑ курни вара вӗренекенсен адаптациленес шайне самай ӳстерме пултарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вӗренекен, интерактивлӑ (нумай енлĕ) хутлӑх, пӗлтерӗшлӗ технологисем, хăнăхни, адаптаци, преадаптаци