Список публикаций по ключевому слову: «functional literacy»
-
Информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăха аталантарассин хăш-пĕр енĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Дудковская Ирина Алексеевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул ачисен информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарассин хăш-пĕр ыйтăвне пăхса тухнă. Автор пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăх мĕн иккенне, унăн тĕп пайĕсене, пĕлӳпе пурнăçра усă курма пĕлекен çыннăн паллисене кăтартать. Пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхăн ыйтăвĕсене çĕнетнĕ ФПВС картинче татса пама тĕллев патне ăнăçлă çитме май паркан меслетсемпе методикăсем, формăсем, хатĕрсем тата мелсем сĕнет. Кунашкал çул-йĕр ăнăçу патне информатика вĕрентнипе пырса тухать, мĕншĕн тесен информатика вăл – пĕлӳпе пурнăçра усă курма вĕрентекен предметсенчен пĕри. Информатика урокĕсенче вĕрентӳ технологийĕн пысăк ушкăнĕпе усă курма пулать. Вĕсем çывăх вăхăтра шкул пĕтерекенсен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне ăнăçлă аталантарма, хальхи пурнăçăн хăвăрт улшăнăвне хăнăхма пулăшаççĕ. Тĕпчев тĕллевĕ – шкул ачисен информатика урокĕсенче илнĕ пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарма май паракан майсемпе çул-йĕре тупасси. Статьян методологи никĕсĕ пĕтĕмĕшле ăслăлăхран, форма расналăхĕнчен инструмент пуянлăхĕнчен вăй илет. Тĕпчев результачĕсемпе вĕрентӳре ачисен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне аталантарас тĕллевпе кирлĕ фактологи никĕсĕ пек усă курма пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- информатика, пĕлӳпе пурнăçра тĕрĕс усă кураслăх, кирлĕ пек вулани, математикăпа кирлĕ пек усă кураслăх, финанспа кирлĕ пек усă кураслăх
-
Хальхи шкул ачисене тĕрĕс вулама вĕрентесси – дидактикăн кăткăс ыйтăвĕ (регион аспекчĕ)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Коренева Анастасия Вячеславовна, Рыжкова Инна Витальевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах хальхи шкул ачисене текстсен расна тĕсне вĕсенче калаçу мĕн çинчен пынине пурнăçра кирлĕ пек тарăн ăнланмалăх тата ăнлантарса памалăх тĕрĕс вулама вĕрентесссипе çыхăннă кăткăс ыйту пирки пырать. Хальхи педагогикăпа лингводидактика тĕпчевĕсем çине таянса авторсем содержани енчен регион пурнăçĕ çинчен калакан текстсемпе усă курнипе вырăс чĕлхи урокĕсенче тĕрĕс вулав хăнăхăвĕ епле аталаннин уйрăмлăхне кăтартаççĕ. Педагогика экспериментне тĕпе хурса çырнă статья материалĕсем учителĕн меслетлĕх стратегине тĕплĕн улăштарма май параççĕ. Пĕлӳпе хăнăхăвăн пурнăçра кирлĕлĕхне тĕп вырăна хурса ĕçлекен хальхи чылай учителĕн шухăшне авторсем анкета мелĕпе тĕпченĕ. Респондентсен хуравĕсене тишкерни учительсем статьяра тапратнă ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хунине çирĕплетет, çав вăхăтрах меслетлĕх енчен пулăшу çуккипе, пĕлĕве пурнăçпа çыхăнтарма хистекен (пĕтĕмĕшлĕн илсен), ăнланса вулама вĕрентекен ĕçсен условине майлаштарма пĕлменнипе çыхăннă (уйрăммăн илсен) йывăр ыйтусем чылай иккенне те уçăмлатать. Авторсем çирĕплетнĕ тăрăх, ФГОСра каланă нормăсене пăрăнмасăр пăхăнма тивĕç пур пулин те хальхи учительсем пĕлӳпе пурнăçра усă курма хăнăхтарас енĕпе системăллă ĕçлемеççĕ. Кирлĕ ĕçе хутран-ситрен тăваççĕ. Ку вара, паллах, вĕрентĕвĕн пахалăхĕнче пĕтĕмĕшлĕн начар енпе палăрать тата шкул ачисен нумай пĕлес кăмăлне ним палăрми пĕтерсе вĕренӳре кая юласлăх картине сарать. Тĕрĕс вулама вĕрентекен тĕп мел тесе учительсем практикăра тĕсĕпе тата жанрĕпе тĕрлĕ текста тишкернине пăхаççĕ. Вĕрентӳ результачĕсене пĕтĕмĕшлĕн илсе тишкерни статья авторĕсене ачасене хальхи шкулта тĕрĕс вулама вĕрентме содержанийĕпе регион пурнăçне сăнлакан текстсем кирлĕ тесе çирĕплетме май парать. Регион культурипе тачă çыхăннă текстсем ачасене вуланин содержанине тĕплĕн тишкерме, тĕп шухăшсене мала хурса авторпа ирĕклĕ калаçăва кĕме чĕнеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- регион компоненчĕ, теори пĕлĕвĕсемпе пурнăçра усă курни (функциллĕ пĕлӳ), мĕн çырнине тĕплĕн ăнланни (вулав пĕлĕвĕ), текста тишкерни, вĕрентӳ пахалăхĕ, вĕрентӳ результачĕсем, уроксене проектлани, вĕренӳре кая юлни, шкул ачин çĕннине пĕлес кăмăлĕ (туртăмĕ)