Список публикаций по ключевому слову: «туйни»
-
Çул çитмен яшсемпе хĕрсене çынсем умĕнче яваплă тыткалама вĕрентекен педагогсене малашне хатĕрлемелли технологи
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Чемерилова Ирина Альбертовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ – ăслăлăх литературине тĕпчесе тата критикăллă тишкерсе, тăван çĕр-шыв ученăйĕсен тата авторăн професси опытне пĕтĕмлетсе, çул çитмен ачасене çынсемпе хутшăннă чух яваплă тыткалама вĕрентекен педагогсене малашне хатĕрлемелли технологин тухăçлăхне аслă шкул вĕренĕвĕнче теори тата практика енчен çирĕплетесси. Ку технологи никĕсĕн çирĕплĕхĕ педагогикăпа çыхăннă çак условисенчен килет: психологипе педагогика дисциплинисен курсне çын умĕнче явап туйма хăнăхтарнинчен; студентсем çул çитмен яшсемпе хĕрсенче яваплăх аталантаракан программăсем тунинчен, вĕсене педпрактика вăхăтĕнче пурнăçа кĕртмелли, хастарлă гражданлăх позицийĕ палăрмалли условисем тунинчен, професси пултарулăхĕ, професси пултарулăх опычĕ вăй илсе çирĕпленмелли лару-тăру пурринчен, харпăр хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕçе е волонтер юхăмне, пурнăçа лайăхлатакан проекта хутшăннинчен. Тĕпчевре пĕтĕм ăслăлăхăн меслечĕсемпе те (тишкерӳпе, пĕтĕмлетӳпе, синтезлавпа, модельлевпе), професси панă вăй-халпа пурнăçа сăнаса пухнă опытпа та (сăнавпа, пĕтĕмлетӳпе, тест ĕçĕпе, диагностика меслечĕпе) усă курнă. Статьяра «пурнăç умĕнче тăракан яваплăх», «пурнăç умĕнче тăракан яваплăха туйса тунă ĕç» ăнлавсене уçса паракан философи, психологи, педагогика çул-йĕрĕсене тишкерсе тухнă. Нумай енлĕ пултарулăха пĕрлештерекен «педагог çул çитмен яшсемпе хĕрсене çын умĕнче явап туйса тыткалама вĕрентме хатĕр пулни» ăнлав содержанине уçса панă; çавнашкал педагог аслă шкулта чăнах пиçсе çитнине çирĕплетекен критерисене, кăтартусемпе шайсене палăртса тухнă; ку тĕллеве профессие алла илнĕ май пурнăçланмалли условисене кăтартса ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас педагогсем, çынсем умĕнче явап туйни, çитĕнсе çитмен яшпа хĕр мĕн те пулин тунă чух çынсем умĕнче явап туйни
-
Акăлчан чĕлхипе усă курса хутшăнма пĕрле вĕрентнине студентсем епле хаклани
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Бефикаду Лемма
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ‒ вĕренекенсем акăлчан чĕлхи урокĕсенче хутшăнма пĕрле вĕрентес тĕлĕшпе тунă çĕнĕлĕхе епле йышăннине тĕпчесси. Хутшăнма пĕрле вĕрентни çамрăксен акăлчанла калаçас ăсталăхне ӳстерме пулăшать. Тĕпчев тĕллевне пурнăçлама сăнав тата анкетлав мелĕсемпе усă курнă. Хисеп кăтартăвĕсене процент тата тăтăшлăх енчен пăхса тишкернĕ. Пахалăх кăтартăвĕсене ăнланса илме тематика тишкерĕвĕн мелĕпе усă курнă. Тĕпчев результачĕ тăрăх, студентсенчен чылайăшĕ темиçе çын пĕрлешсе вĕренет, анчах вĕрентĕвĕн тĕсĕ, чăннипе, пĕрле вĕрентни мар иккен. Чылай учитель ачасене кашни хăйĕн ĕçне тунă май кӳршĕпе калаçтăр тесе кăна пĕр-пĕринпе юнашар вăйпа лартать. Хăш-пĕр учитель ку е вăл ĕçе ушкăнсене валеçсе парса тутарать. Ушкăнра вара, тĕрĕссипе, пĕр е икĕ ача анчах ĕçлет, вĕсем мĕн тунине ыттисем пăхса лараççĕ, анчах та ĕçленĕ ачасемпе пĕр шайрах зачет илеççĕ. Пĕрле вĕрентнĕ чухне, паллах, кашни мел пĕлтерĕшлĕ пулин те урокра тунă ĕç пĕрле вĕрентни шутне кĕме пултараймасть. Куна, тĕрĕссипе, традици картинче ушкăнпа вĕрентни тесе пăхма тивет. Унсăр пуçне хăш-пĕр студент ĕçе преподаватель ыйтнă пек мар, пачах урăхла туни те пулать. Учительсем, ку ĕç пĕлтерĕшне хаклакан организацисем пĕрле вĕреннине пурнăçа кĕртес умĕн, студентсен пĕлĕвне май пур таран анлă сарас тĕллевпе, пуçарнă мелĕн усăлăхĕ çинчен каласа ăнлантарма тивĕçлĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- акăлчан чĕлхи, пĕрле вĕренни, туйни
-
«Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕхĕн 5 çул тултарнă ачасемпе (III шай) ĕçленĕ чухнехи уйрăмлăхĕсем (1-мĕш хыпар)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Коваленко Оксана Михайловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кӳртĕм пайра, пуплевĕ пĕтĕмĕшле аталанман ачасен шухăшлавĕн, тавралăх туйăмĕн, тишкерӳллĕ сăнавĕн куçпа курса илнĕ информацие тишкерсе тĕрĕс хак пама чăрмантаракан уйрăмлăхĕсене уçса панă. Тĕпчевĕн меслечĕ «Килĕшӳсĕрлĕх» ĕçĕн Р.С. Немов сĕннĕ варианчĕ пулса тăрать. Тĕпчев пĕтмĕшĕнче уйрăм килĕшӳсĕрлĕхсен пĕтĕмлетӳллĕ результачĕсене хисепсемпе кăтартса панă. Пахалăха тишкерни тĕрĕс хуравсене çирĕплетсе хăварать, ачасем тăвакан йăнăшсен механизмне уçса парать. 5 çул тултарнă нормăпа аталанакан тата нормăпа аталанман (III шай) ачасен пĕр-пĕр ӳкерчĕке пăхса тухнă чухнехи паллăсене тишкернин пахалăх енĕсене кăтарнă: тӳр килӳ çуккине (пурне те тĕрĕс ӳкернĕ-и?) ăнлантарнин варианчĕсем тата хуравсене тӳрлетнипе пулнă (чăннипе епле пулмалла?) вариантсем. Тӳр килӳсем çуккине ăнлантарнă тата тӳрлетнĕ кашни вариантпа пĕтĕм хисепе тата тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕсене хисеп тăрăх палăртса пынă. Ăнлантару панă тата тӳрлетӳ тунă пĕтĕм варианта ачасен хуравĕсемпе ĕнентернĕ тата уйрăмлăхсене числопа кăтартса пынă. Çавăнпа пĕрлех, йĕркеллĕ калаçакансен хисепĕ пысăкрах вариантсене, пуплев пĕтĕмĕшле аталанманнисен (III шай) варианчĕсене, пĕтĕмĕшле аталанманнисен кăна (III шай) тĕл пулакан вариантсене кăтартнă. Пĕтĕмлетӳре ăнлантару, тӳрлетӳ варианчĕсен йĕркине тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсене пысăк уйрăмлăхран пуçласа пĕчĕк уйрăмлăх таран черетпе вырнаçтарса кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплев пĕтĕмĕшле аталанса çитменни (пуплев аталанăвĕн III шайĕ), 5 çул тултарнă ачасем, кĕрет тата сăнарлă шухăшлав, тавралăха туйни, «Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕх, тишкерӳллĕ сăнав
-
Наци вĕренӳ талккăшĕнче шкул ачисене Раççей çынни пулнине туйма ăс паракан технологисем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Карпушина Лариса Павловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ĕç тĕллевĕ – шкул ачисене наци вĕренӳ талккăшĕнче Раççей çынни пулнине туйма пулăшакан технологисене теори енчен ĕнентересси тата вĕсемпе усă курмалли сĕнӳсем хатĕрлесси. Теори тишкерĕвĕ тумалли меслетлĕхпе усă курса, хăйĕн тата хальхи педагогикăн опычĕ çине таянса автор шкул ачисене наци вĕренӳ талккăшĕнче Раççей çынни пулнине туйма пулăшакан тухăçлă формăсемпе хатĕрсем сĕнет. Статьяра «Раççей çынни пул», «Тăван çĕршыва юрат» ăнлавсем хушшинче çыхăну пуррине палăртса хăварнă, «наци вĕренӳ талккăшĕ» ăнлава ăнлантарнă, шкул ачисен Раççей çынни туйăмне наци вĕренӳ талккăшĕнче вăратса çитĕнтерекен, вĕренӳре тата вĕренӳ тулашĕнче аталантаракан тĕрлĕ юхăма хак парса тухнă, тĕрлĕ нацирен, культурăран тухнă ачасем хутшăнмалли формăсене тишкернĕ. Литература, математика, сăнарлă искусство, музыкăпа технологи урокĕсенче Раççей çынни пулнине туйма вĕрентекен хатĕрсене пăхса тухнă. Пĕтĕмлетӳре автор Раççей çыннин туйăмĕ аталаннине обществăшăн хастар ĕçлекен, нумай нациллĕ, нумай культурăллă талккăшра ытти çынсемпе хастар хутшăнма пултаракан, тĕрлĕ культурăна пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан çын çитĕнсе çитнипе танлаштарать, çавна май вăйă технологийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăрхать, вĕсен халăхсене пĕрлешетерекен функцийĕ пуррине кăтартать. Ку функци шкул ачисене обществăра мĕнле тытмаллине ‒ нумай нациллĕ, нумай культурăллă халăхсен хутшăнăвĕнче вăй илсе çирĕпленнĕ культура нормисене алла илме, хăйсен хăтланкаларăшне, ĕçнехĕлне тĕрĕс хаклама май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика технологийĕсем, Раççей çынни пулнине туйни, шкул ачисем, наци вĕренӳ талккăшĕ