Список публикаций по ключевому слову: «репетиторсем»
-
Аслă класс ачисем вĕренӳре репетиторсем епле вырăн йышăнни пирки мĕн шухăшланине тишкерни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Лузгина Елена Николаевна, Иванова Милена Евгеньевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ ачасене хальхи пурнăçăн йывăр ыйтăвĕсене татса пама май паракан паха пĕлӳ парассинчен тухса тăрать. Çавна май, вĕренӳ системинче, репетиторсемпе усă курас йăла аталансах пырать. Ку ĕçĕн тухăçлăхне лайăх пĕлес тесен, паллах, репетиторсем çинчен, вĕсем вĕренӳре мĕн чухлĕ пулăшни çинчен ачасем мĕн шухăшланине тĕпчеме тивет. Пирĕн тĕпчев ĕçĕн пĕлтерĕшлĕхĕ аслă каласс ачисем репетиторсен вĕренӳре мĕнле вырăн йышăннине епле хакланине пĕлни пулса тăрать. Аслă класс ачисем репетиторсен пулăшăвĕпе анлă усă куракан йыша кĕреççĕ. Çăвăнпа та вĕсен шухăшĕ репетиторсемпе малашне усă курас пирки ку е вăл йышăну тума витĕмлĕ никĕс пулса тăма пултарать. Ку ĕçре анкета меслечĕпе усă курнă. Анкетăна кĕртнĕ ыйтусене репетиторсем вĕренӳре мĕнле вырăн йышăнни пирки мĕн шухăшланине пĕлес тата кашни ача репетитор пулăшăвĕпе епле усă курнă опытпа паллашас тĕллевпе хатĕрленĕ. Пухнă материала тишкерсен акă мĕн паллă пулчĕ: аслă класс ачисем репетиторсене лайăх хак параççĕ, вĕренӳре питĕ кирлĕ пулăшу параççĕ тесе шухăшлаççĕ. Тĕпчеве хутшăннисен пысăк пайĕ репетиторсемпе усă курса вĕренӳре лайăх результатсем (вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пыни, илнĕ пĕлӳ çирĕп иккенне туйса тăни) кăтартнине палăртаççĕ. Кунпа пĕрлех тĕпчев репетиторсемпе усă курнин хăш-пĕр çитменлĕхне те кăтартрĕ: вĕренӳ хаклă пулни, репетиторпа шкул ачин пĕлĕвĕсем расна шайра тăни тата, хăш чух, вĕреннин пайти çукки. Репетиторпа усă курни вĕренекенĕн пĕлĕвне ӳстерме тата аслă класс ачисене хавхалантаракан хатĕр пулса тăма пултарать, анчах унăн çитменлĕхĕсемпе чăрмавĕсене те шута илмелле. Тĕпчев результачĕсем вĕренӳре репетитор пулăшăвĕпе усă курас пирки тивĕçлĕ йышăну тума шкул администрацийĕсене, ача ашшĕ-амăшне тата асла класс ачисене усăллă пулма пултарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- шкул, репетиторсем, аслă класс ачисем, вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренӳре ĕлкĕрсе пыни, вĕренӳ хавхи