Список публикаций по ключевому слову: «хавха»
-
Вĕренӳре усă куракан онлайн технологисем акăлчан чĕлхе терминологине ятарлă вĕрентмелли (ЧЯВ) тухăçлă хатĕр пулни: тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Косоногова Ольга Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра Федерацин кăнтăр ен университечĕн (ФКУ) гуманитари факультечĕсен акăлчан чĕлхи кафедрин преподавателĕсем ирттернĕ тĕпчев пирки сăмах пырать. Тĕпчев тĕллевĕ акăлчан чĕлхе терминологине чĕлхепе çыхăнман специальноçсене алла илекен студентсене хальхи ятарлă IT технологисемпе усă курса вĕрентнин тухăçлăхне палăртасси пулнă. Вĕрентме IT продукт вырăнĕнче «Legal Communication: Legal Writing and Oral Communication in the Practice of Law / Право хутшăнăвĕ: юриспруденци практикинче усă куракан клалаçу тата çыру хутшăнăвĕ» онлайн курс пулнă. Ăна Moodle LMS платформа çине таянса ФКУн юриспруденци факльтечĕн тĕрлĕ специальноçа алла илекен студентсене вĕрентекен юрист преподавателĕсем тата ФКУн гумантиари факультечĕсен акăлчан чĕлхи кафедрин преподавателĕсем юрфак студенчĕсем валли хатĕрленĕ. Тĕпчев вăхăтĕнче тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни преподавательсене ума лартнă ыйтăва икĕ дисциплинăна – ют чĕлхесене вĕрентмелли меслетлĕхе тата терминологи вĕрентĕвне тĕпе хурса татса пама май панă. Тĕпчев çакнашкал пĕтĕмлетӳ тума май парать: вĕрентӳре усă куракан IT технологисем тата вĕсем çине таянса хатĕрленĕ вĕренӳ продукчĕсем филолог мар студентсене пулас профессире кирлĕ терминологие алла илме хавхалантараççĕ. Кун пекки чăнах пултăр тесен вĕренӳ продуктне терминологие теорипе практика енчĕн тĕплĕн шухăшласа тумалла. Ку е вăл профессипе çыхăннă терминологи пулса кайнипе аталаннине, çак аталанăва чĕлхе тата пурнăç факторĕсем мĕнле витĕм кӳнине ăнлантарса памалла, лексикологипе грамматика тата стилистика енчен хакламалла тата ку е вăл контекстра евĕклĕ усă курассин уйрăмлăхне кăтартмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- онлайн вĕрентӳ, хавхалантару, онлайн курс, тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни, ЧЯВ, акăлчан юриспруденци терминологийĕ
-
Профессиографи мониторингĕ тинĕс вузĕн курсанчĕсен профессилĕхе аталантарас хавхи епле ӳснине хакламалли технологи пулни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Новоселов Кирилл Андреевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕç тинĕс вузĕн курсанчĕсен хутăш вĕрентӳ условийĕнче професси пĕлӳлĕхне аталантарас хавхи ӳснипе çыхăннă тĕпчевпе паллаштарать. Аслă шкулта вĕрентӳ цифрăланнă май тата тинĕс ĕçĕн хăй евĕрлĕхне шута илсе общество ыйтăвĕсене кирлĕ пек татса памалли мелсене тупмалла. Çак ыйтусенчен пĕри вăл – карап хуçисем хăйсем патĕнче тинĕс вузне пĕтернĕ ырă хавхаллă специалистсем ĕçлеччĕр тени. Ĕç паракансене хăйсен ĕçне лайăх пĕлнисĕр пуçне професси енчен малалла аталанма тата вĕренме тăрăшакан çамрăк специалистсем кирлĕ. Профессие вĕрентнĕ май вузра çамрăк специалистсен тĕрлĕ компетенцине аталантарма тивет. Çав вăхăтрах вуз пулас специалистăн хавхине аталантарас пирки нимех те тумасть. Ку лару-тăрăва, мĕн тесен те, паян кун шута илмесĕр май килмест. Хавха тăвакан, ăна виçсе хаклама, мĕнле аталаннине сăнаса тăма май паракан технологисем, хатĕрсем шухăшласа тупмалла. Профессиографи мониторингĕ сахал тĕпченĕ технологисем шутне кĕрет Тĕпчевĕн тĕллевĕ профессиографи мониторингне хатĕрлесси тата унпа тинĕс аслă шкулĕнче усă курма май пуррине ĕнентересси пулса тăрать. Автор професси компетенцилĕхĕн хавхалăх модельне тунă, ăна ĕçре тĕрĕслесе пăхнă. Модельте профессиографи мониторингĕн вырăнне тата тытăмне кăтартнă, мониторингпа тумалли ĕçсене сĕннĕ, професси компетенцилĕхĕн шайне хакламалли критерисене палăртнă. Эксперимент пĕтмĕшĕ курсантсен професси компетенцийĕнче хавха пайĕ аталанса пынине кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессиографи мониторингĕ, хаклав технологийĕ, хавха компоненчĕ, професси компетенцилĕхĕ, аслă пĕлӳ, тинĕс вузĕ (тинĕс аслă шкулĕ), курсантсем
-
Кĕçĕн класс ачисен пĕлӳ илес хавхи вĕренĕве техника енчен тивĕçтернипе йĕркеленни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Усольцева Виктория Владимировна, Пидцан Наталья Георгиевна, Дорохова Александра Валерьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра кĕçĕн класс ачисен пĕлẙ илес хавхи вĕренĕве расна техника хатĕрĕпе тивĕçтернине пула епле йĕркеленнине тишкерсе панă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи саманара çĕнĕ технологисем хăвăрт аталаннипе çыхăннă. Техника аталанăвĕпе вĕренẙре пĕлсе усă курни ачасен вĕренес кăмăлне аталанма, çавна май вĕсен хавхалану шайне çĕклеме хистет. Тĕпчевĕн тĕллевĕ кĕçĕн класс ачисен пĕлẙ илес хавхи вĕренĕве расна техника хатĕрĕпе тивĕçтернине пула епле йĕркеленнине тишкересси пулса тăрать. Авторсем вĕренẙ хатĕрĕсемпе лайăх тивĕçтернĕ чухне кĕçĕн класс ачисен вĕренес хавхи пысăкрах пулмалла текен гипотеза кăларса тăратнă пулнă. Тĕпчеме 124-мĕшпе 30-мĕш вăтам шкулсен 2-мĕшпе 4-мĕш класĕсенче вĕренекен ачасене суйласа илнĕ. Психологи меслечĕсен тапхăрĕсене, комплексĕсене кăтартнă, техника енчен пĕр пек тивĕçтермен шкулсенче вĕренẙ хавхи епле аталаннине тĕпченин уйрăмлăхĕсене тата результачĕсене çутатса панă. Тĕпчевре вĕренẙ хавхине пĕлмелли тест меслечĕпе, ачасен шкулта вĕренес хавхине тата ун шайне хакламалли меслетсемпе усă курнă. Статьян пĕтмĕшĕнче вĕренẙ хавхи вĕрентẙре усă куракан техника хатĕрсемпе тивĕçтернин шайĕнчен килнине пĕтĕмлетсе каланă. Техника хатĕрĕсемпе туллинрех тивĕçнĕ 2-мĕш класс ачисен вĕренес кăмăлĕ пысăкрах пулни палăрчĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- хавха, вĕренẙ хавхи, кĕçĕн класс ачисем, вĕренẙ техника енчен тивĕçни, вĕренÿ талккăшĕ улшăнни
-
Математика профилӗпе çыхăнман педагогика вузӗсен студенчӗсене математика дисциплинисене вӗреннӗ чухне тӗпчев ӗçне явăçтарни – вӗренӗве хавхалантаракан мел
Научная статьяРазвитие образования № 3 (5)- Автор:
- Гейбука Светлана Васильевна, Ковшова Юлия Николаевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьян тěллевě математика профилěпе вěренмен студентсене тěпчев ěçне математикăпа çыхăнтарни математика дисциплинисене вěренме епле хавхалантарнине кăтартасси пулса тăрать. Теорипе практика меслечěсемпе усă курса авторсем студентсене математика дисциплинисене вěренме хавхалантарма май пур текен гипотезăна тěресленě. Математика дисциплинисене вěрентнě май студентсене тěпчев ěçěсем епле панине ăнлантарнă, студентсемпе ирттернě анкетировани результачěсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика вузě, тěпчев ěçě-хěлě, хавхалантарни, математикăна верентни, педагогика вěренěвě
-
Тĕн тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ – общество системин пĕрлешӳлĕх хавхине тăвакан вăйсем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Древаль Любовь Вадимовна, Орлова Анна Владимировна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Тĕн халăха вăй кĕртсе хавхалантарма хутшăнни – никам хирĕçлемен пулăм, анчах ку институтăн функцийĕ çирĕпленнĕ режим мĕнлине кура, конкретлă лару-тăрăва, кризиса е тивĕçлĕ çĕнетĕве пула улшăнма пултарать. Тĕн вĕренĕвĕ вăй илсе аталаннă пирки статьяра тĕнĕн лăпкăлăха çирĕплете- кен е пăсакан функцине витĕм кӳнĕ конкретлă истори пулăмĕсене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне авторсем тĕн вĕренĕвĕпе халăх вĕренĕвне пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан формăсене кăтартса тухнă. Хальхи вăхăтра тĕн пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсене асăннă.
- Тӗп сӑмахсем:
- тĕн, хавхалантару, çирĕплетӳ, çирĕплĕх пăсăлăвĕ, тĕн вĕренĕвĕ