Список публикаций по ключевому слову: «юмах»
-
Чăваш халăхĕн «Юман паттăр» юмахĕ тăрăх панно тăвасси
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Соколова Светлана Георгиевна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ – капăрлăхпа ал ăсталăх пултарулăхĕн студийĕсен пулас ертӳçисене професси енчен хатĕрлемелли формăсенчен пĕрне уçса парасси, тĕрĕсрех каласан, халăх культурипе çыхăннă пултарулăх проектне тăвасси. Тĕпчевĕн тĕп меслечĕ – проект туни. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн студенчĕсем коллаж техникипе «Юман паттăр» панно тунă пулнă. Проектăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕсенче чăвашсен «Юман паттăр» юмахне тĕпченĕ, сăнар, графика, текст материалĕнчен чи кирлине суйласа илнĕ, вĕсене коллаж блокне вырнаçтарас тĕллевпе ĕçленĕ. Статьяра ĕçе техникăпа экономика тĕлĕшĕнчен хакланă тата «Юман паттăр» юмах тăрăх панно тумалли йĕркене тĕплĕн çырса кăтартнă. Автор палăртнă тăрăх, чăваш халăх сăмахлăхĕн хайлавĕсем çамрăк ăрăва тивĕçлĕ ăс пама юрăхлă тата халăх культурине ăруран ăрăва куçарса пымалли чи пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулса тăраççĕ. Çавăнпа паян кун вĕренӳре халăх юмахĕсен сюжечĕпе усă курни яланах пĕлтерĕшлĕ. Çак енчен пăхсан чăвашсен «Юман паттăр» юмахĕ тăрăх панно тунин тĕллевĕ куракана кăсăклантарасси, халăх эткерлĕхне тĕпчеме хавхалантарасси пулса тăрать. Пĕтĕмлетӳре палăртнă тăрăх, проект, тĕпрен илсен, капăрлăхпа ал ăсталăх пултарулăхĕн студийĕсен пулас ертӳçисене профессин тĕп компетенцийĕсене (илемлĕ хатĕр-хĕтĕре халăх йăлине тĕпе хурса тăвас ăсталăхне) çирĕплетме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- панно, коллаж, чăваш халăхĕн «Юман паттăр» юмахĕ
-
Китай чӗлхи тăван чӗлхе шутланаканăн ăс-тăнӗ вырăс юмахӗн çирӗпленнӗ сăмах çаврăнăшӗсене епле ăнланни («Шапа патша хӗрӗ» юмах материалӗ тăрăх)
Научная статья
Развитие образования № 2 (4)- Автор:
- Тельпов Роман Евгеньевич, Ван Ханьцин
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра «Шапа патша хěрě» юмахра тěл пулакан çирěпленнě сăмах çаврăнăшěсене китайла куçарас енчен тишкернě. Материала тишкернě хыççăн çакнашкал пěтěмлетӳ тума пулать: вырăссен çирěпленнě сăмах майлашăвěсене китайла куçарнă чухне, тěпрен илсен, ирěклě сăмах майлашăвěсемпе усă курмалла. Çирěпленнě сăмах майлашăвěсем пысăк экспрессиллě тата юмахра тěп вырăн йышăнакан сăмах çавранашěсене куçарнă чух вырăнлă. Статьяра вырăссеннипе китай пуплевěнче тěл пулакан çирěп сăмах майлашăвесем хушшинчи тěп уйрăмлăхсене тишкерсе тухнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- çирěпленнě сăмах пěрлешěвесем, инициал формулисем, вырăс юмахěсем, китай юмахěсем
-
Нимěç юмахěнче сăнланнă вăрманăн символ пěлтерěшě
Научная статья
Развитие образования № 2 (2)- Автор:
- Соколова Галина Александровна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Ку статьяра нимěç чěлхин пěлтерěш талккăшěнче вăрман çинчен халăх ăнлавě мěнле йěркеленсе, епле аталанса пынине сăнас тěллев лартнă. Уйрăмах вăрмана символ пěлтерешě панине тимленě, ку е вăл йывăçа мěнле символпа йышăннине ăнлантарнă, вăрман амалăх тěнчипе çыхăннине кăтартнă. Кунсăр пуçне йывăçа романтиксен хайлавěсенче епле ăнланнине те пăхса тухнă, пиччěшěпе шăллě Гримсен хайлавěсенчен вăрмана сăнлакан сыпăксене тěслěх валли илнě. Куçа уйрăмах Гримсен хăш-пěр юмахěсен ячěсем йывăç тата вăрманпа çыхăнни курăнать.
- Тӗп сӑмахсем:
- символ, вăрман, йывăç, çăка, юман, курни-илтни, чěлхен пěлтерěш талккăшě, юмах, романтикăлăх