Список публикаций по ключевому слову: «аталану»
-
Психологипе педагогикăн ачана шайлашуллă аталантарма май паракан принципĕсем П.Ф. Лесгафт ĕçĕсенче палăрни
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Потапова Анна Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку статьяра П.Ф. Лесгафт ачана шайлашуллă аталантарса пама сĕннĕ шухăшсене теори енчен тишкернĕ результатсене илсе кăтартнă. Хальхи ачасен хул-çурăм, кăмăл-сипет тата ăс-тăн аталанăвĕнче килĕшӳлĕх çуккипе тĕпчев паянхи куншăн та пĕлтерĕшне çухатман. Ытти облаҫсене ҫителӗксӗр тимлĕх уйăрнине пула çитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл сфери урăх облаçсенчен ытларах аталанать. Çавна пула чаплă гуманист ăсчахăн концепцийĕн тĕп шухăшĕсене çĕнĕрен «чĕртсе тăратни» уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулать. Пирĕн тĕпчевĕн тĕллевĕ П.Ф. Лесгафт ачасене шайлашуллă аталантарас енĕпе педагогикăпа психологире каланă концепцин принципĕсене палăртасси тата вĕсене содержани енчен пуянлатасси, педагогикăпа психологире халь йышăннă принципсемпе танлаштарса кăтартасси пулса тăрать. Тĕпчевĕн тĕп мелĕ – П.Ф. Лесгафт ĕçĕсенче каланă материала теори енчен хаклани тата пĕтĕмлетни, ăсчахăн эткерне тишкернĕ ĕçсене хамăр ыйтупа çыхăнтарса танлаштарни. Ĕçĕн юлашки пайĕнче анлă пĕтĕмлетӳ тунă. Автор ĕнентернĕ тăрăх, психологипе педагогикăн ачана шайлашуллă аталантармалли тĕп принципсем П.Ф. Лесгафт вĕрентĕвĕнче çаксем пулса тăраççĕ: психика аталанăвне пĕтĕмĕшле тата системăллă пăхни, ăнланулăх, хастарлăх, ĕç йĕркепе пыни, çыхăнулăх, курăмлăх, ачасен ӳсĕмĕпе пайăрлăхĕн уйрăмлăхĕсене шута илни, сапăрлав ĕçĕсен пĕрлĕхĕ, гуманизм.
- Тӗп сӑмахсем:
- çын, принцип, психологипе педагогика принципĕсем, шайлашуллă аталану, ача
-
Ачан хăйне евĕрлĕхне шкулчченхи ӳсĕмре аталантарасси
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Бытко Наталья Николаевна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ку статьяра «индивид» тата «пайăрлăх» ăнлавсен содержанине уçса панă. Пăхăнулăх мĕнле пулнине кура пайăрлăхăн пĕр-пĕрне витем кӳрекен икĕ тĕсне уйăрнă. Ĕçре ача пайăрлăхĕн тытăмне тата никĕсне ăнлантарнă, çыннăн пайăрлăх хăйне евĕрлĕхĕ мĕнле пуçланса кайнине пăхса тухнă. Автор пайăрлăх уйрăмлăхĕ кашни çыннăн ытти çынсенчен килмен аталанăвен хăйне майлă уйрăмлăхĕ пулса тăрать тесе пĕтĕмлетет. Кунта акă мĕн кĕрет: индивид аталанăвĕн уйрăмлăх паллисем (ӳт-пӳ аталанăвĕ, ӳсĕмĕ, арлăх аталанăвĕ, нерв системин аталанăвĕ) тата çынлăх аталанăвĕн паллисем (пĕлӳлĕх, туйăм ӳсни, халăхпа пурăнас хăнăху аталанни, туйăмпа кăмăл çирĕплĕхĕ вăй илни, мотивацилĕх аталанни). Вĕсем çыннăн кирек епле ĕç-хĕлĕнче те йĕркеленсе палăраççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- индивид, пайăрлăх, пайăрлăх тĕсĕсем, пайăрлăх тытăмĕ, аталану