Список публикаций по ключевому слову: «студентсем»
-
Туйăмлă ăс-хакăл тата харпăр хăй тĕллĕнлĕх: пулăшу профессине алла илекен студентсен хутшăну аспекчĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 3- Автор:
- Горшенина Надежда Викторовна, Соловьева Светлана Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи уçăмсăрлăх пысăк тата специалистсенчен, уйрăмах пулăшу профессире тăрăшакансенчен, çирĕп ыйтакан тĕнчере çыннăн тĕп пĕлӳлĕхĕ (компетенцийĕ) аталаннин пĕлтерĕшĕ ӳссе пырать. Ку тĕпчевĕн тĕллевĕ пулăшу профессипе ĕçлеме хатĕрленекен студентсен туйăмлă ăс-хакăлĕпе харпăр хăй тĕллĕнлĕхĕ хушшинче майлашакан çыхăнăва тĕпчесси пулчĕ. Тĕпчеве психологпа педагог пулма хатĕрленекен 17–18 çул тултарнă 100 студент хутшăннă. Туйăмлă ăс-хакăла хаклама Д.В. Люсинăн ЭмИн методикипе тата М.А. Манойловăпа Н. Шутте методикисемпе усă куртăмăр. Харпăр хăй тĕллĕнлĕх шайне В.П. Шейнова ыйтăвĕсемпе виçрĕмĕр. Пухнă материала статистика енчен Пирсонăн корреляци анализĕпе усă курса тишкертĕмĕр. Тĕпчев туйăмлă ăс-тăнпа харпăр хăй тĕллĕнлĕх шайĕ хушшинче статистика енчен пĕлтерĕшлĕ çыхăнусем пуррине кăтартать. Чи вăйлă çыхăнусем, Д.В. Люсина меслечĕпе, харпăр хăй тĕллĕнлĕхпе харпăр çыннăн ăс-хакăлĕ хушшинче, М.А. Манойлова меслечĕ уçăмлатакан туйăмлă ăс-хакăлпа кăмăла йĕркелесе тăма пултараслăх хушшинче тата, Н. Шутте меслечĕпе, туйăмлă ăс-хакăлăн пĕтĕмĕшлĕх палли хушшинче курăнаççĕ. Илнĕ кăтартусем – пулăшу профессийĕпе ĕçлеме хатĕрленекенсене професси енчен çитĕнтерме тĕпчевре тишкернĕ конструктсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнни çинчен калакан гипотезăна çирĕплетеççĕ тата студентсен туйăмлă ăс-хакăлĕпе харпăр хăй тĕллĕнлĕхне профессин тухăçлăхне пысăклатса тата профессире çунса каясран сыхласа аталантарма сăлтав пуррине кăтартаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика, психологи, студентсем, хире-хирĕç çыхăну, туйăмлă ăс-тăнлăх, харпăр хăй тĕллĕнлĕх, пулăшу профессийĕсем, çыхăнуллă тишкерӳ, професси енчен аталанни
-
Студентсен кăмал-туйăм ăс-хакăлĕпе психика енчен япăх лару-тăрăвĕн çыхăнăвĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Соловьева Ирина Алексеевна, Соловьева Светлана Анатольевна, Евсюкова Наталья Юрьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Аслă шкулта вĕреннĕ тапхăр шухăшлав тата кăмăл-туйăм енчен чылай йывăр пулăмсемпе пĕрле иртет. Вĕсем вĕренӳ кăларса тăратнă ыйтусемпе, хутшăну хăнăхăвĕсемпе тата професси кашни хăй тĕллĕн суйласа илессипе çыхăнса тăраççĕ. Ку факторсем пысăк куляну тата психика енчен сиенлĕ туйăмсем валли ку е вăл лару-тăру (пăшăрхану, фрустраци (палăртнине пурнăçлама çĕнĕлĕх чăрмантарассинчен шикленни), агрессилĕх тата çĕнĕлĕхе кура кăмăла улăштарма пултарайманлăх – регидлăх) тăваççĕ. Асăннă пулăмсем тăтăша кайнă пăшăрхану лару-тăрăвĕнче студентсен вĕренес кăмăлне чакарса тата пĕтĕмĕшле психикине начар витĕм кӳрсе тыткаларăшăн хăнăхăва хирĕç (дезадаптаци) формине куçма пултараççĕ. Статьяра кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕн шай расналăхĕпе психикăн сиенлĕх виçи хушшинче çыхăну пуррине ĕнентернĕ. Кун валли кăмăл-туйăм ăс-хакăлне малтанах тĕпченĕ те ăна шайĕ тăрăх виçĕ ушкăна (çӳллĕ, вăтам тата аял) уйăрнă. Психикăн тĕрлĕ енне шута илнĕ, вăл шутра – лару-тăру витĕмĕпе пулакан пăшăрханăва, çынран хăйĕнчен килекен пăшăрханăва, ĕмĕт пурнăçланаймасран шикленнине, агрессилĕхе тата кăмăла улăштарма пултарайманлăха. Çакă вара студентсен психика пулăмĕсем хушшинче çыхăну пуррине ĕнентерме пулăшрĕ. Тĕпчев панă кăтартусем акă епле пĕтĕмлетӳ тума май параççĕ. Кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕн шайĕ студентсен начар туйăмĕн çине-çинелĕхне улăштарать. Кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕ вăйлă пулни начар туйăмсене пурне те чакарать. Çав вăхăтрах кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕ вăйлă марри начар кăмăла пушшех пăсать. Статья вĕçĕнче авторсем студентсен психикине çирĕплетме тата вĕсене вĕренӳ лару-тăрăвне хăвăртрах хăнăхтарма вĕренӳ содержанине кăмăл-туйăм ăс-хакăлне аталантаракан программăсем кĕртмелле текен пĕтĕмлетӳ тунă.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, агрессилĕх, вĕренӳ талккăшĕ, кăмăл-туйăм ăс-хакăлĕ (кăмăл-туйăм интеллекчĕ), психикăн сиенлĕ лару-тарăвĕ, пăшăрхану, ĕмĕте пурнăçлама мĕн те пулин çĕнни чăрмантарасран хăрани (фрустраци), çĕнĕлĕхе кура кăмăла улăштарма пултарайманлăх (ригидлăх), çыннăн хăй тыткаларăшне улăштараслăхĕ, психологи хăнăхăвĕ
-
Педагог-психолог тата педаиатр студентсен пăшăрханăва чăтас çирĕплĕхĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Мордык Анна Владимировна, Удалова Татьяна Юрьевна, Аксютина Зульфия Абдулловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Тĕпчекен ыйтăвăн пĕлтерĕшлĕхĕ «çын-çын» професси ушкăнне кĕрекен студентсен пăшăрханăва чăтаслăх уйрăмлăхне педагог-психолог студентсемпе педиатр студентсене тĕслĕх вырăнне илсе палăртассипе çыхăннă. Тĕпчев тĕллевĕ пулăшу профессийĕсен студенчĕсен пăшăрханăва чăтаслăхĕн уйрăмлăхĕсене педиатр студентсемпе педагог-психолог студентсене тĕслĕх вырăнне хурса палăртасси пулчĕ. Гипотеза педагог студентсем тата педиатр студентсем хушшинче пăшăрханăва чăтас уйрăмлăх профессие хатĕрлекен йĕркерен, профессие хатĕрлекен ĕç содержанийĕнчен тата «çын –çын» сферăна кĕрекен пулас профессисен пĕтĕмлĕхĕнчен килме пултарать текен шухăшран тухса тăнă. Ку пĕтĕмлĕх асăннă профессисем ачасен сывлăхĕпе çыхăннинчен килет тесе пăхнă. Тĕпчев тума тест меслечĕсемпе усă курнă. Тĕпчевре медицинăпа педагогика университечĕсен 257 студенчĕ хутшăнчĕ. Результатсене тишкерни студентсен пысăк ушкăнĕн пăшăрханăва чăтаслăхĕ, тепрен илсен, вăтам кăтартусен шайĕнче тăрать. Пĕлтерĕшлĕ уйрăмлăхсем вăхăт çитменнинче палăрнă: пулас медиксем вĕренӳ задачисем нумай тиеннипе пăшăрханаççĕ. Çапла вара, тĕпчевçĕсем кăларса тăратнă гипотеза хăйĕн пĕчĕк пайĕпе кăна тӳрре килчĕ. Тĕпчев результачĕсем пулăшу профессийĕн специалисчĕсене пăшăрхануран хăтăлмалли технологисем туса хатĕрлеме усăллă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пăшăрхану (стресс), пăшăрханăва чăтаслăх, педагог-психолог студентсем, педиатр студентсем
-
Аслă шкул тытăмĕнче ют çĕр-шыв студенчĕсене çынсен пурнăçне хăнăхма психологи енчен пулăшса пыни: проектпа аналитика сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Гани Светлана Вячеславовна, Хайрова Зульфия Рафиковна, Брель Елена Юрьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра ют çĕр-шывран килсе Раççей Федерацийĕн университечĕсенче вĕренекенсене пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхса пыма психологи енчен пулăшса пынă опыта тишкернĕ. Ĕçĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ, ытларах чух, ют çĕр-шыв студенчĕсем Раççей аслă шкулĕсенче вĕреннĕ май тĕл пулакан урăх пурнăç лару-тăрăвне, культурăна епле хăнăхнине, психологие, вĕренӳпе çыхăннă йывăрлăхсене тĕрĕс ăнланнинчен, студентсен хăйне майлă ушкăнĕ пурнăçа епле хăнăхса пынине кăтартакан пĕтĕмлетĕве халăхра епле сарнинчен килет. Ĕçре психологи службин специалисчĕсем ыйту парса ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсене илсе панă. Мониторинга 13 вузра ирттернĕ. Ку вузсем, яланхи йĕркепе, психологи службин моделĕсене тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнаççĕ. Ĕçре Федерацин ресурс центрĕ Раççей вĕренӳ академийĕн аслă шкулĕсен системинче психологи службиине ертсе пынипе ирттернĕ проектпа тишкерӳ сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене кăтартнă. Вĕсене ют çĕр-шывсенчен килнĕ студентсене психологи пулăшăвĕ панипе ун результачĕсене тĕпчени тăрăх тунă, психологи ертĕвне университет студенчĕсемпе ăнăçлă тунă ĕçсене ытти аслă шкулсенче анлăн сарма палăртнă. Пĕтĕмлетӳре ют çĕр-шывсенчен килнĕ студентсене психологи енчен пулăшма тесе ирттернĕ мероприятисене вузăн психологи службин пĕтĕмĕшле тытăмне кĕртме сĕннĕ тата психологи службин ĕçтешĕсем пĕлме тивĕçлĕ задачăсемпе мероприятисене палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхни, психологи служби, ют çĕр-шывран килсе вĕренекен студентсем, пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхтармалли комплекс программа, çынсене культура енчен çывăхланма психологи енчен пулăшни
-
Психологи ĕçне тата унпа çыхăнман специальноçсене алла илекен студентсен кăмăл-туйăмĕ ăс-тăнра, шухăшлавра палăрнин килĕшӳлĕхне пулăмсен ушкăнĕ пек хаклани
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Федосина Светлана Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кăмăл-туйăм психологийĕнче «эмоци, кăмăл-туйăм» ăнлава кулленхи пурнăçра та, ăслăлăхра та татăклăн, уçăмлăн ăнлантарманнине нумай хут палăртнă. Çавна пула çакăн пек шухăшсем çуралаççĕ: «Çынсем кулленхи пурнăçра кăмăл-туйăм пирки мĕн шутлани кăмăл-туйăма пулăмсен ушкăнĕ пек хаклама май паракан пур енсене те, пĕтĕм пахалăха та ярса илет-ши?»; «Çынсем кăмăл-туйăм психологийĕпе çыхăннă ятарлă пĕлӳ илсен шухăшлав мĕнлерех улшăнать-ши?» Психологи ĕçне тата унпа çыхăнман специаль-ноçсене алла илекен студентсен кăмăл-туйăмĕ ăс-тăнра, шухăшлавра палăр-нин килĕшӳлĕхне пулăмсен ушкăнĕ пек хакласси пирĕн тĕпчев тĕллевĕ пулса тăчĕ. Тĕпчев ирттерме психологипе çыхăнман специальноçсене алла илекен (100 каччăпа 110 хĕр, вăтамран – 19 çултисем) тата психологи ĕçне алла илекен (31 каччăпа 159 хĕр, вăтамран – 20 çултисем) студентсене суйласа илнĕ. Даннăйсем пухмалли çак мелсене суйласа илтĕмĕр: определени (палăрту) меслечĕ (çынна сăмах мĕне пĕлтернине, ăна ыттисенчен уйăракан енсене татӑклӑ палӑртма ыйтни); ассоциаци меслечĕ (шухăшсемпе ăнлавсен çыхăнулăхне палăртни); пухнă хуравсен килĕшĕвне хаклама çак мелсемпе усă курнă: тăтăшлăх анализĕ; Э. Рошăн кил-йыш пĕрешкеллĕхĕн меслечĕ; Пирсон ассоциацийĕн коэффициенчĕ; А.В.Карпов сĕннĕ когерентлăх (талккăшпа вăхăтра пĕрешкел е çывăх пахалăхлă пулнăран япаласемпе пулăмсен ăс-тăнра йĕркеленекен çыхăнăвĕ), дивергентлăх (уйрăм çын, индивидуум пĕр ыйтăва, задачăна татса пама темиçе çул-йĕр шыраса тупма пултарни) тата тытăм, структура йĕркеленĕвĕн индексĕсене шутласа кăлармалли меслет. Тĕпчев çакна кăтартса пачĕ: 1) психологи ĕçне алла илмен студентсен хуравĕсем тăрăх: вĕсен валидлăх (юрăхлăх), когерентлăх тата тытăм йĕрке-ленĕвĕн шайĕ пĕчĕкрех, вĕсем корреляци (çыхăнура тăракан япаласемпе пулăмсенчен пĕри улшăнни теприне те улăштарни) çыхăнăвĕсене сахалрах йĕркелеççĕ; 2) çак кăтартусем психологи ĕçне алла илекен студентсен чылай пысăкрах. Тупса палăртнă уйрăмлăхсем илекен пĕлӳ спецификипе, хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăнма пултараççĕ. Психологи дисциплинисемпе паллашнă чух эмоци, кăмăл-туйăм пулăмĕсем пирки нумайрах пĕлни те вĕсен шутнех кĕрет. Çав вăхăтрах психологи ĕçне алла илекен студентсен хуравĕсене пĕтĕмпех килĕшӳллĕ тесе калама çук. Килĕшӳлĕх çукки «эмоци, кăмăл-туйăм» ăслăлăх ăнлавне уçăмлатакан пахалăхсен, енсен пуххине палăртма йывăррипе çыхăннă теме пулать. Пĕтĕмлетӳре педагогсене студентсен кăмăл-туйăмĕ ăс-тăнра, шухăшлавра палăрнин килĕшӳлĕхне пулăмсен ушкăнĕ пек хаклама май паракан пахалăхсен шайне ӳстерме пулăшакан сĕнӳсене илсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- кăмăл-туйăм ăс-тăнра палăрни, психологи ĕçне алла илмен студентсем, пси-хологи ĕçне алла илекен студентсем, килĕшӳлĕх
-
Тутар Республикинче «Шкул кооперацийĕ» проекта пурнăçласси çинчен
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 1- Автор:
- Астраханцева Елена Анатольевна, Гатина Эльвира Арслановна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статья вулакана ял шкулĕсенче профориентаци ĕçне тума, коопераци предпринимательлĕхне асăрхама, Хусан коопераци институтĕнче пурнăçлакан «шкул кооперацийĕ» проектăн результачĕ пирки халăхра хыпар сарма тимлет. Тема паян куншăн пĕлтерĕшлĕ пулни çакнашкал сăлтавсемпе çыхăннă: хальхи çамрăк йыш пурнăçра, уйрăмах ял талккăшĕнче, хăй вырăнне тупма, тăван çĕрте-шывра йĕркеллĕ пурăнса кайма çук тесе шухăшлать. «Шкул кооперацийĕ» проекта хатĕрлесе чăнлăха кĕртсе пыни çамрăк çынсене, ял шкулĕнче вĕренекенсене ял территорийĕсенче (тата / е хуласенче) коопераци енĕпе ĕçленине пула бизнес тытса пыма май пуррине ĕнентерет. Тĕрлĕ даннăя тата шкулсенче, ТР район администрацийĕсенче тата РФ ытти регионĕсенче нумай хут ирттернĕ ыйтăм материалне тишкернĕ хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума май килет: хальхи çамрăксем яллă вырăнта юласшăн мар. Ирттернĕ мониторинг республикăн нумай районĕнче уйрăм специалистсем çуккипе кадр «выçлăхĕ» пуррине кăтартать. Результатсем. Илнĕ даннăйсем çине таянса пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлемелли çул-йĕр палăртнă, Стратегиллĕ сĕнÿсен агентстви ырлакан, наци проекчĕсемпе вак проекчĕсене тивĕçтерекен «Шкул коопеперацийĕсен акселераторĕ» проекта пурнăçа кĕртме май пуррине кăтартнă. Коопераци пĕлтерĕшне халăра ăнлантарни тата коопераци ĕçне аталантарни малашне тулли цикллă коопераци тума май парать. Статья материалĕ район администрацийĕн пуçлăхĕсене, вăтам пĕлÿ паракан организацисен ертÿçисене коопераци предпринимательлĕхĕ çинчен пĕлÿ сарма, вырăнта судентсен кооперативĕсене туса хума усăллă пулĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, шкул кооперацийĕ, предпринимательлĕх, прекчт, пулăшу, коопераци институчĕ, шкулта вĕренекенсем, финанслав, хÿтĕлев, Стратегиллĕ сĕнÿсен агентстви
-
Аслă шкулсен чĕлхеçĕсене хатĕрлемен факультечĕсенче урăх патшалăхсенчен килнĕ студентсене Акăлчанла калаçма профессипе çыхăнтарса вĕрентесси («фармаци» специальность)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ № 1 (3)- Автор:
- Костарева Елена Александровна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Ку статья аслă шкулсен чĕлхеçĕсене хатĕрлемен факультечĕсенче урăх патшалăхсенчен килнĕ студентсене акăлчанла калаçма вĕсен уйрăмлăхĕсене тата вĕренĕвĕн пахалăхне витĕм кÿрекен факторсене шута илсе вĕрентнĕ чухнехи йывăрлăхсене кăтартать. Ĕçре ютран Раççее килнĕ студентсем умне тухса тăракан йывăрлăхсекне тишкернĕ. Йывăрлăхсенчен тухма тесе автор акалчан чĕлхине вĕрентме килĕшÿллĕрх методика суйласа илме, занятисене харăс виçĕ чĕлхепе – вырăс, акăлчан тата араб чĕлхисемпе – усă курса ирттерме сĕнет.
- Тӗп сӑмахсем:
- ютран килнĕ студентсем, вĕренÿ процесĕ, профессипе çыхăннă акăлчан чĕлхи, Раççей аслă шкулĕ
-
Физкльтура занятийěсенче ирттерекен педагогика тěрěслевěн функцийě
Научная статья
Развитие образования № 2 (2)- Автор:
- Буриков Александр Владимирович
- Рубрика:
- Российская система образования
- Аннотаци:
- Ку статьяра аслă вěренӳ заведенийěсенче вěренекен студентсен физкультура занятийěсенче ирттерекен педагогика тěрěслевěн мелěсемпе меслечěсене тěпчессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Автор педагогика тěрěслевěн формисене кăтартать. Вěсем творчествăпа практикăра опыт пухма, хул-çурăм вăйне аталантарма, организмăн функци пултараслăхне вăйлатма, студентсене хăйсем тěлллěн ěçлесе хăйсене хăйсем тěреслеме, кашни хăй тěллěн заняти ирттернě чухне организм ěçě-хěлěн лару-тăрăвне тěреслеме хăнăхма май панине ěнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, педагогика тěрěслевě, хул-çурăм хусканăвěн культури, хул-çурăм хусканăвě, харпăр хăй тěллěн ирттерекен тěрěслев
-
Ăс-тăн ĕçне пулăшма ӳт-пӳ ĕçĕн активлăхне аталантарасси
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Воронов Николай Андреевич
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ăс-тăн ĕçĕн вăйне чакма парас мар тесен тата сывлăха упрас тесен студентсене хускану активлăхĕсĕр пурăнма çук. Куна нумай-нумай тĕпчев çирĕплетет. Ку статьяра студентсем хăйсем тĕллĕн хул-çурăм аталанăвĕ валли ирттерекен тренировкăсем çинчен пырать. Ку тренировкăсем, тĕпрен илсен, вĕренӳрен ирĕк вăхăтра студентсем хăйсен ăс-тăн вăйне тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе физкультурăпа тата спортпа ĕçлени. Студент хул-çурăма хускатма хăй тĕллĕн ирттерекен тренировка шутне спортăн тĕрлĕ енĕ кĕме пултарать: чупу, шывра ишесси, футбол, теннис, вело- сипед спорчĕ, йĕлтĕрпе чупни, хоккей, спортăн тата ытти тĕсĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- спорт, зарядка, тренировка, студентсем, спорт тĕсĕсем
-
Скандинави утти – вуз студенчĕсен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли май
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Добрынин Игорь Михайлович, Шемятихин Вадим Александрович
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра студентсен хул-çурăм вăйне çирĕплетекен Скандинави уттине физкультурăн пĕр тĕсĕ шайĕнче аталантарасси çинчен каланă. Çакă вăл практика енчен студентсене физкультурăпа ялан тĕллевлĕ ĕçлесе сывлăх çирĕплетессине пĕлтерет. Статьяра Скандинави утти вузссенче сарăлнин историне, çак спорт енĕпе ирттерекен занятисене хатĕрленессин уйрăмлăхĕсене кăтартнă: спорт инвентарьне кашни çыннăн уйрăмлăхне шута илсе тĕрĕс суйласа илесси, Скандинави уттипе техника енчен тĕрĕс усă курас меслете тупасси, Скандинавии утти студентсен сывлăхне епле витĕм кÿнине палăртасси.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, хул-çурăм вăйне аталантарас культура, сывă пурнăç йĕрки, Скандинави утти, хусканусăр пурнăç йĕрки