Список публикаций по ключевому слову: «меслет»
-
Педагогика пĕлӳлĕхĕн улшăнăвĕ: цифра ĕмĕрĕнче шкул ачисен вĕренӳ кăмăлне тумалли стратегисем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Ромащенко Алексей Романович, Корсунова Вероника Александровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Цифрӑлану тапхăрĕнче тата халăх ушкăнĕсен хутшăну чăнлăхĕ хăвăрт улшăнакан условисенче педагогика пĕлӳлĕхне пысăклатасси, шкул ачисен вĕренӳ кăмăлне çирĕплетесси халь чи пысăк пĕлтерĕш туянать. Статьяна педагогикăн шкул ачисене вĕренĕве тухăçлă явăçтарма май паракан нумай енлĕ компетенцийĕсене (ПНЕК) системăна кĕртессине халалланă, çавна май вĕрентӳре цифра технологийĕсемпе персонализацие пĕрлештерессине малти вырăна хунă. Хальхи тĕпчевсемпе практикăна тишкерсе авторсем педагогăн туйăм ăс-тăнĕпе пĕлĕвне, вĕрентĕвĕн чи тухăçлă та вăйăпа усă курса пĕлӳ пухасссине тата ачасен психологине канăçлантарса вĕрентӳ валли кирлĕ лару-тăру туса пĕрлештерекен çул-йĕрсене палăртаççĕ. Уйрăм тимлĕхпе авторсем вĕренĕве хавхалантракан цифра инструменчĕсем пирки – нумай енлĕ платформăсен вĕренĕве хавхалантарнин пĕлтерĕшĕ пирки, Интернетăн ресурсĕсем пирки каланă. Тĕпчев результатне таблица туса пĕтĕмлетнĕ. Вăл ПНЕКпа хавхаланăва çĕклекен меслетсем (проект ĕçĕ, ĕçсене тĕллевлĕ ушкăнласа пани тата мультимедиа çăл куçĕпе усă курни) хушшинче çыхăну пуррине кăтартать. Авторсем палăртнă тăрăх, педагогсене професси енчен аталантармалла, çав шутра çĕнĕ технлогисене алла илме пулăшмалла, туйăм пĕлĕвне ӳстерме май памалла. Ĕç цифра ĕмĕрĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене сирсе яма пурнăçпа çыхăнтарнă сĕнӳсем парса хальхи вĕренĕвĕн теорийĕпе практикине аталантарма пысăк пулăшу парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ хавхи, педагогика компетенцийĕсем, цифра çине таяннă вĕренӳ, çĕнĕ меслетсем (инноваци меслечĕсем), туйăмлă ăс-тăнпа пĕлӳ
-
Регионăн вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн пурлăхлă лаптăкĕ педагогăн професси пĕлĕвне ӳстермелли вăй пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Мурзина Жанна Владимировна, Андрущенко Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçре регионăн вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн пурлăхлă центрĕн аталану вăйне педагогика кадрĕсене ăслăлăхпа меслетлĕх енчен ертсе пыракан системăна тухăçлă ĕçлеттерекен хатĕр тесе уçса панă. Статьяра регион лаптăкĕн малашне ĕçлеме кирлĕ вăйĕн тытăмне кăтартнă, унăн тĕп уйрăмлăхĕсене тата ĕçре усă курас енĕсене палăртнă, педагогсене меслетлĕх енчен ертсе пымалли системăна тăвас пирки, ун тытăмне, професси енĕпе хушма пĕлӳ парас тата професси енчен çĕнетес енчен умра тăракан задачăсене пурнăçлас тата çĕнетес пирки сĕнӳсем хатĕрленĕ. Ку ĕç – регионта патшалăхăн вĕренӳре пурнăçа кĕртмелли тытăм системине лайăхлатас тата халăх ушкăнĕсен хутшăнăвĕпе экономикине вăйлатас тĕллевлĕ. Педагогсене ăслăлăхпа меслетлĕх енчен ертсе пымалли системăна тапхăрăн-тапхăрăн улăштарма меллĕ ĕç юхăмне уçса панă. Унта вĕрентĕвĕн тĕп пайĕ регионăн институт тытăмне пăхăнса тăрать. Институт тытăмĕ вара хушăм професси вĕренĕвĕн программине пурнăçа кĕртессишĕн яваплă. Вĕрентĕвĕн вариант пайне пурнăçламалли ĕçе вĕренӳ тытăмĕн регион пайне кĕрекен вузсем илеççĕ. Педагогсен ĕç-хĕлне ертсе пыма сĕннĕ тытăмăн пуласлăх сăн-сăпачĕ епле пулассине уçăмлатнă, вĕренĕвĕн çĕнĕ программисемпе технологийĕсене пурнăçа кĕртессине тата усă куракан практикăн тухăçлăхне тĕпчемелли тата тишкермелли ĕçсем çинчен каланă. Практикăна мала хурса авторсем Чăваш Республикин педагогĕсен тата патшалăх кадрĕсен хушма професси вĕренĕвĕн регионта тытса пыракан политикин çĕнĕ çулĕсемпе йĕрĕсене сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ертсе пыни, регионăн ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ертсе пымалли системин ĕлки, педагогăн професси енĕпе тăтăш аталанăвĕ, регионăн пурлăх лаптăкĕ, професси ăçталăхĕн аталанăвĕ
-
«Мультимедиа дизайнĕ» магистр программипе студентсене вĕрентнĕ май темиçе дисциплинăна çыхăнтаркан no-code технологи никĕсĕ çинчи проекта пурнăçламалли меслетлĕх
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Северова Тамара Степановна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Енчен те вĕрентӳре проект меслечĕ пек çĕнĕ меслетсемпе усă курас пулсан – мультимедиа дизайнĕн пулас специалисчĕсене интернет технологийĕсене вĕрентни, паллах, вĕсене малашне ĕç рынокĕнче ăнăçу тума май парать. Статьяра «Мультимедиа дизайнĕ» магистр программине алла илекен студентсене педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче интернет продукчĕ тăвассипе тата интернет проекчĕсемпе çыхăннă темиçе дисциплина картинче усă курса вĕрентнине пĕтĕмлетнĕ. Тĕпчев меслечĕсем: педагогика ăслăлăхĕн литературине тишкерни тата педагогика эксперименчĕ. Çакна тупса палăртнă: интернет продукчĕ тăвас енĕпе техника хăнăхăвĕсем илес тĕллевлĕ ӳнерçĕ студентсене вĕрентес ыйтăва код тата харпăрлăх проекчĕн меслетне çырмасăрах, программăлав технологийĕсемпе усă курса татса пама пулать. Практикăпа çыхăнтарса кашнин валли хатĕрленĕ проектпа епле усă курмаллине – заказ тăвакан валли интернетран ăнсăртран илнĕ тĕслĕх çине тата уйрăм студент хăй тĕллĕн тунă проект çине таянса ăнлантарнă. Илнĕ результатсене танлаштарса тишкерни çакăн пек пĕтĕмлетӳсем тума май парать. Цифра продукчĕсем çине код çырмасăр тунă технологисем студентсене, ятарлă сервиссемпе платформăсем пулăшнипе, мĕн пур енчен тивĕçтерекен интернет продукчĕсем туса кăларма май параççĕ, кашнин вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ, профессире кирлĕ нумай енлĕ пĕлӳпе хăнăхăва калăпласа çитĕнтерме пулăшаççĕ. Тĕпчев результачĕсемпе – ӳнер пултарулăхĕ енĕпе пĕлӳ илекен студентсене интернет технологийĕсене вĕрентнĕ чухне усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- интернет технологийĕсене вĕрентесси, икĕ е темиçе предмета пĕрлештерекен проект, уйрăм çынна харпăр хăй проектне тутаракан меслет, кодсăр технологи, интернетра тăвакан дизайн, интернет проекчĕсене ертсе пырасси
-
Латин чĕлхи вĕрентнĕ май чĕлхепе çыхăнман пĕлӳлĕх йĕркелени
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Сивкина Наталья Юрьевна, Ващева Ирина Юрьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Юлашки çулсенче – латин чĕлхине вĕрентме усă куракан меслет чылай улшăнчĕ, йăлана кĕнĕ мелсем вăхăт ыйтнă шайри пĕлӳ пами пулчĕç. Çавна пула, латин чĕлхи предметне вĕрентме тухăçлă меслет тупасси паян куншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра авалхи чĕлхене филологипе çыхăнман аслă шкулта вĕрентни студентсен чĕлхе пĕлĕвне анлăлатнисĕр пуçне малашне профессире кирлĕ тавра курăмне те сарма тивĕçлĕ. Авалхи чĕлхене вĕрентме халĕ усă куракан меслет йăлапа пыракан тытăм картинчен тухмасть, çавна май вĕрентĕвĕн çĕнĕ тĕллевĕсене тивĕçтермест. Латин чĕлхи профессие алла илме пысăк пулăшу панине студентсем ăнланмаççĕ. Хамăрăн тĕпчевре, тĕпрен илсен, пĕтĕмĕшле ăслăлăхра тăтăш усă куракан анализпа синтез тата танлаштару меслечĕсене усă куртăмăр. Практика пайĕнче ыйтăм меслечĕ пысăк пулăшу кӳчĕ. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн авторсем çакнашкал пĕтĕмлетӳ патне пырса тухрĕç: вĕрентĕве чĕрĕлĕхпе тĕллевлĕ кăсăклану кĕртме ытларах алгоритмсемпе, хăнăхтарусемпе, тренингсемпе усă курмалла. Латин чĕлхин уçăмлă тытăмĕ, логикăлăхĕ – студентсен чĕлхепе тӳррĕн çыхăнман, анчах ĕç рынокĕнче питĕ кирлĕ пĕлĕвне вăй памалли лайăх никĕс пулса тăрать. Кунсăр пуçне, паллах, студентсен компетенцине мала хуракан аслă шкул валли пачах урăхла вĕренӳ кĕнеки кирлĕ. Вăл çĕнĕ меслетлĕхе пăхăнмалла, хальхи вăхăт ыйтнипе тата студентсен психологи уйрăмлăхĕсемпе килĕшӳллĕ пулмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- латин чĕлхи, гуманитари пĕлĕвĕ, латин чĕлхин вĕренӳ кĕнекисем, латин чĕлхи вĕрентмелли меслетлĕх, пĕлĕве мала хуни
-
Аслă шкулта проект тума вĕрентесси (Кемерово патшалăх университечĕн тĕслĕхĕ)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Глухова Ольга Юрьевна, Гудов Александр Михайлович, Сирик Светлана Михайловна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕсем, професси стандарчĕсем тата ĕç рынокĕ аслă шкулăн вĕрентĕвне проект ĕçĕ кĕртме пулăшаççĕ. Паян кун ученăйсем проект тума вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене тимлесех тĕпчеççĕ, анчах проекта хутшăнакансен ĕçне йĕркелесе тăракан ĕç-пуç системине пĕтĕмпе палăртса çитермен-ха. Статьяра – проект тума вĕрентнĕ май студентсене универсал тата професси пĕлĕвĕпе пултарулăх енчен аталантаракан меслете кăтартнă. Ку енсенчен чи мала проект хатĕрлессине тата пурнăçлассине тĕпе хунă, пĕлӳпе хăнăху хăш шая çитнине хакламалли мелсене сăнласа панă. Ку тĕпчевре – проекта пурнăçа кĕртмелли мĕн пур çул-йĕре тупассипе çыхăннă ку е вăл уйрăмлăха пăхса тухнă. Аслă шкулăн проектлама вĕрентме хатĕрленĕ теорипе практика положенийĕсене тĕрĕслеме студентсен професси пĕлӳлĕхĕпе хăнăхăвне (компетенцине) хаклаççĕ. Проекта хутшăнакан студентсен професси пĕлӳлĕхĕн шайне диагностика кăтартăвĕсем çине таянса тĕрĕслеççĕ. Вĕсене 01.04.01 магистратура студенчĕсен «Математикăпа информатикăна вĕрентесси» вĕренӳ программин тытăмне кĕрекен «Ăслăхпа тĕпчев ĕçĕ» производство практикин программинче каласа тухнă, производство практикин опычĕ çине таянса тĕплĕн ăнлантарнă. Экспериментпа усă курса ирттернĕ тĕпчев кăтартнă тăрăх, ятарлă вĕрентни магистратура студенчĕсене проект ĕçĕ тума хавхалантарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- проект, проект тума хăнăхтаракан вĕрентӳ, студентсен проект ĕçĕ-хĕлĕ, проект тума хăнăхтаракан меслетлĕх, проект ĕçне ертсе пымалли мел
-
Аслă шкулта истори вĕренĕвне хальхи меслетлĕх енчен тивĕçтересси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Идрисов Рустем Анатольевич, Краснова Марина Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Истори вĕренĕвĕн аслă шкул системинче пĕлӳ панисĕр пуçне тата сапăрлав тĕллевĕсене те пурнăçламалла. Çавна май тата хальхи политика тăрăмĕпе общество ыйтăвĕсене те тивĕçтермелле. Ку енчен хальхи ларутăру хăй майлă çивĕчлĕхпе уйрăлса тăрать. Раççейре аслă шкулăн вĕренӳ организацийĕсенче историпе çыхăнман специальноçсемпе направленисенче историе вĕрентес пирки 2023-мĕш çулта йышăннă концепци çакна çирĕплетет. Çĕршывра истори вĕренĕвĕн содержанине улăштарни вĕрентӳ меслетлĕхне те улăштарма хистет. Историе Раççейре вĕрентмелли меслетлĕх бази тĕрлĕ енчен çирĕпленнĕ йăла-йĕрке пуррипе палăрса тăрать. Ыйтăва тĕпчекен хальхи ăсчахсем çĕршывăн аслă шкулĕсенче анлă сарăлнă технологи çул-йĕрĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне палăртаççĕ. Анчах та çакă паян кун çителĕклĕ мар. Историе вĕрентмелли меслетлĕх шăп та лăп дисциплина содержанийĕнче улшăну пуррине палăртма тивĕç. Çав вăхăтрах меслетлĕхĕн ку е вăл мелĕ курăнмалла улшăнмасан та пултарать. Революциччен тата совет саманинче усă курнă меслетлĕх опычĕ патне те таврăнма пулать. Мĕн тесен те, меслет никĕсĕ тата унăн тĕллев çул-йĕрĕ тĕп вырăнтах юлать.
- Тӗп сӑмахсем:
- истори вĕрентмелли меслетлĕх, аслă шкул системи, историе вĕрентмелли концепци
-
Çĕнĕ йышши вăйăсем ‒ пуçламăш шкул учителĕ пулма хатĕрленекен студентсен меслетлĕх пĕлĕвне аталантармалли хатĕр
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Сергеева Лариса Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра автор пуласлăхра пуçламăш шкулта ĕçлеме хатĕрленекен студентсене математика вĕрентмелли меслетлĕх курсне алла илме пулăшнă май меслетлĕх пĕлӳлĕхне аталантарма май паракан лару-тăрăва теорипе практика енчен никĕсленĕ. Тĕпчев тĕллевĕсем: пуçламăш классен пулас учителĕсен меслетлĕх пĕлĕвне аталантаракан лару-тăрăва вăйă мелĕпе йĕркелессине теори енчен никĕслесси, практика енчен чăнлăха кăларасси тата эксперимент картинче тĕрĕслесси. Тĕпчев меслечĕсем: а) теори меслечĕсем: тишкерӳ (анализ), пĕтĕмлетӳ, тĕпчев ыйтăвĕсемпе çырнă ăслăлăх литературине тишкерни; б) практика меслечĕсем: педагогика эксперименчĕ. Теори тĕпчевне пурнăçланă май «пĕлӳлĕх», «меслет пĕлӳлĕхĕ», «вайă практики» категорисене ăнлантарма усă курнă мелсене содержани енчен хакланă, пуçламăш шкулăн пулас учителĕсен меслетлĕх пĕлĕвне çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курса аталантарни тĕп мел пулнине ĕнентернĕ, студентсем меслетлĕх дисциплинисене вĕреннĕ чух çĕнĕ йышши вăйăсем шухăшласа кăлармалли тата вĕсемпе усă курмалли кăтартусене калăпласа панă. Педагогика эксперименчĕн результачĕсем студентсен меслет пĕлӳлĕхне ӳстерме вăйăсемпе усă курни тухăçлă хатĕр иккенне ĕнентереççĕ. Тĕпчевĕн практика пĕлтерĕшĕ пуçламăш вĕренӳ педагогĕсене меслетлĕх енчен хатĕрлеме çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курмалли лару-тăрăва калăпланинче палăрать. Практика мелĕпе ирттернĕ тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пулас учительсене хатĕрлеме вăйăсем чăннипех вырăнлă пулнине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх (компетенцилĕх), меслет пĕлӳлĕхĕ (меслет компетенцилĕхĕ), вăйă практики, çĕнĕ йышши вăйăсем, пуçламăш шкулăн пулас учителĕсем
-
«Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕхĕн 5 çул тултарнă ачасемпе (III шай) ĕçленĕ чухнехи уйрăмлăхĕсем (1-мĕш хыпар)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Коваленко Оксана Михайловна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Кӳртĕм пайра, пуплевĕ пĕтĕмĕшле аталанман ачасен шухăшлавĕн, тавралăх туйăмĕн, тишкерӳллĕ сăнавĕн куçпа курса илнĕ информацие тишкерсе тĕрĕс хак пама чăрмантаракан уйрăмлăхĕсене уçса панă. Тĕпчевĕн меслечĕ «Килĕшӳсĕрлĕх» ĕçĕн Р.С. Немов сĕннĕ варианчĕ пулса тăрать. Тĕпчев пĕтмĕшĕнче уйрăм килĕшӳсĕрлĕхсен пĕтĕмлетӳллĕ результачĕсене хисепсемпе кăтартса панă. Пахалăха тишкерни тĕрĕс хуравсене çирĕплетсе хăварать, ачасем тăвакан йăнăшсен механизмне уçса парать. 5 çул тултарнă нормăпа аталанакан тата нормăпа аталанман (III шай) ачасен пĕр-пĕр ӳкерчĕке пăхса тухнă чухнехи паллăсене тишкернин пахалăх енĕсене кăтарнă: тӳр килӳ çуккине (пурне те тĕрĕс ӳкернĕ-и?) ăнлантарнин варианчĕсем тата хуравсене тӳрлетнипе пулнă (чăннипе епле пулмалла?) вариантсем. Тӳр килӳсем çуккине ăнлантарнă тата тӳрлетнĕ кашни вариантпа пĕтĕм хисепе тата тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕсене хисеп тăрăх палăртса пынă. Ăнлантару панă тата тӳрлетӳ тунă пĕтĕм варианта ачасен хуравĕсемпе ĕнентернĕ тата уйрăмлăхсене числопа кăтартса пынă. Çавăнпа пĕрлех, йĕркеллĕ калаçакансен хисепĕ пысăкрах вариантсене, пуплев пĕтĕмĕшле аталанманнисен (III шай) варианчĕсене, пĕтĕмĕшле аталанманнисен кăна (III шай) тĕл пулакан вариантсене кăтартнă. Пĕтĕмлетӳре ăнлантару, тӳрлетӳ варианчĕсен йĕркине тĕрĕс-тĕкел ӳсекен ачасемпе калаçу енчен кăлтăклă (III шай) ачасен кăтартăвĕсене пысăк уйрăмлăхран пуçласа пĕчĕк уйрăмлăх таран черетпе вырнаçтарса кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплев пĕтĕмĕшле аталанса çитменни (пуплев аталанăвĕн III шайĕ), 5 çул тултарнă ачасем, кĕрет тата сăнарлă шухăшлав, тавралăха туйни, «Килĕшӳсĕрлĕх» меслетлĕх, тишкерӳллĕ сăнав
-
Топонимсене шкулта вĕрентесси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 4 № 4- Автор:
- Егорова Анна Семёновна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- статьяра шкулта топонимсене вĕрентес ыйтăва хускатнă. Тема актуаллăхĕ топонимсене вĕрентни шкул ачисен культуроведени компетенцийĕсене аталантарас, вĕсене харкамлăх, пур предмета та вĕренме кирлĕ тата предмет результачĕсем патне çитерес ĕçре пысăк пулăшу панипе çыхăннă. Географи объекчĕсен ячĕсене ачасем яланах кăсăкланса вĕренеççĕ. Статьяра урокра тата урок тулашĕнче ачасен тавра курăмне, предметсен хушшинчи çыхăнăва анлăлатас ĕçри топоними материалĕн пĕлтерĕшне уçса панă. Тĕпчев ĕçĕнче çак меслетсемпе усă курнă: асăннă темăпа çыхăннă наукăпа меслетĕх литературипе, вĕрентекенсен çак темăпа пухнă опычĕпе паллашни, пĕтĕмлетни, вĕрентÿпе воспитани ĕç-хĕлне сăнани. Тĕпчев ĕçне ирттернĕ май вĕренÿпе воспитани тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçре топонимсемпе усă курассин чи тухăçлă мелĕсене тупса палăртнă, топонимсене пухмалли анкета, асăннă темăпа ачасен наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлне йĕркелемелли меслетлĕх сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ. Хатĕр ĕçпе ытти вĕрентекенсем уроксенче е урок тулашĕнчи ĕçсенче усă курма пултараççĕ. Автор пĕтĕмлетнĕ тăрăх, географи объекчĕсен ячĕсене вĕренни ачасен пулмалли результачĕсене, культуроведен компетенцине аталантарма, тăван ен историйĕпе культурине лайăхрах пĕлме, чĕлхе пĕлÿпе хутшăну хатĕрĕ кăна маррине, наци культурине палăртмалли форма пулнине те ăнланса илме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- топонимсем, лексикăпа семантика тишкерĕвĕ, топоним тĕсĕсем, чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ, пулмалли результатсем, чăваш топонмĕсене пухмалли анкета, топонимсен пулăвĕн тишкерĕвĕ
-
Куçарусăр вĕрентес меслетпе усă курни вырăнлă
Статья в сборнике трудов конференции
Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур- Автор:
- Анисимова Лариса Валерьевна, Егорова Алина Владимировна
- Рубрика:
- Обучение родным языкам и литературам в поликультурной среде
- Аннотаци:
- Аннотаци: статьяра вырăс программипе ĕçлекен шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес темăна хускатнă. Куçарусăр вĕрентес меслете тĕплĕн тишкернĕ. Пуçламăш шкулăн 1-3-мĕш класĕсем валли кăларнă «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» (авторĕсем: А.В. Блинов тата ыт.) вĕренÿ пособийĕсен паха енĕсене кашни класăнне уйрăммăн çырса кăтартнă. Авторсем куçарусăр вĕрентес меслет ачана чăвашла хутшăнма вĕрентмелли чи кирлĕ те тухăçлă меслет пулнине, 1-3-мĕш классем валли кăларнă «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» (авторĕсем: А.В. Блинов тата ыт.) вĕренÿ хатĕрĕсем чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентме май панине ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- чăваш чĕлхи, Тĕп сăмахĕсем: вĕрентесси, вырăс программипе ĕçлекен шкул, куçарусăр вĕрентес меслет, вĕренÿ хатĕрĕ, паха ен
-
Шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсен методика ĕçне вĕренӳ аталанăвĕн хальхи тапхăрĕнче йĕркелесе пырасси
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Ковтун Ольга Александровна
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ку статьяра шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсенче методика ĕçне йĕркелессипе çыхăннă тĕп требованисене пăхса тухнă. Автор педагогсен профессионализмĕпе тата ĕç патне туртăм пуррипе çуккинчен килекен çивĕч ыйтусене кăтартать тата вĕсене татса пама хальччен коллективра усă курман меслетсемпе формăсем сĕнет. Вĕсенчен чи çĕннисем шутне çаксене кĕртнĕ: диспут, ĕçлĕ вăйă тата тимбилдинг. Кунсăр пуçне статьяра методика ĕçĕн тухăçлăхне хакламалли тĕп критерисене сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагог, ФГОС, диспут, тимбилдинг, вĕренӳ, вĕренӳ системи, меслет, профессилĕх, тухăçлăх, ĕçлĕ вăйă, меслет ĕçĕ, шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ, стратеги