- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2 (4)
-
Вĕренекенĕн вĕренӳпе пахалăх хутлăхĕнче йĕркеленекен тĕнче сăн-сăпачĕ общество культурин контексчĕпе килĕшсе тăни
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Абишева Клара Мухамедияровна, Нагымжанова Каракат Мукашовна, Айкенова Рыскелды
- Рубрика:
- Вěренӳ политики
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах тĕнчен вĕренÿпе пахалăх картинче йĕркеленекен сăн-сăпачĕ пирки пырать. Тĕнче сăн-сăпатне социокультура ушкăнĕ чăнлăха тĕпчесе вĕренекен тата ăнланакан тĕрлĕ енлĕ пахалăх, норма, кăтарту пек пăхнă. Ĕç тĕллевĕ тĕнчен ку е вăл картинипе çыхăннă пахалăх паллисене тупасси пулса тăрать. Усă куракан мелсем – сăнлав тата психолингаистика эксперименчĕ. Тĕпчев результачĕ – тĕнчене чĕлхе мелĕсемпе сăнланакан картина пек кăтартни, унăн пахалăх никĕсне, тĕсĕсене тупни тата тĕнче сăн-сăпатне психологи контексчĕпе, халăх культурипе, вĕренÿ талккăшĕпе танлаштарни
- Тӗп сӑмахсем:
- субъект, тĕнчен вĕренÿпе пахалăх хутлăхĕ йĕркелекен сан-сăпачĕ, пахалăх тĕсĕсем, пĕлÿ енĕсем, идея пуххи, хаклав, вĕренÿ талккăшĕ, гуманизмлă вĕренÿ, тĕрлĕ культура çыхăнăвне пĕлни
-
Хатарлăхра пурăнакан информациллӗ обществăн гуманитари вӗренӗвӗнче тӗл пулакан йывăр ыйтусем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Степаненко Герман Николаевич
- Рубрика:
- Вěренӳ политики
- Аннотаци:
- Статьяра аталанакан информациллě обществăн хальхи гуманитари вěренěвěнче тěл пулакан йывăр ыйтусене пăхса тухнă. Тěп вырăнта çамрăксем хăйсем кам иккенне политика енчен епле уçăмлатни, вěсен право ăнланулăхě тата теветкел лару-тăрăва ытларах чух технологи пулăмě витěм кӳни тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вěренӳ хутлăхě, информаци технологийěсем, çыннăн ирěклěхě, информациллě обществăн хатарлăхě
-
Сывлăха çирĕплетмелли учрежденисенчи корпоратив культурине аталантармаллин педагогика условийĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Колчина Анастасия Андреевна, Пицик Наталья Владимировна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра сывлăха çирĕплетмелли учрежденисенче корпоратив культура уйрăмлăхĕсене пăхса тухнă. Кун пек учрежденисен корпоратив культурине аталантармалли педагогика условийĕсен комплексне сĕннĕ. Профессипе çыхăннă задачăсене пурнăçланă вăхăтрах ушкăнри ĕçтешсен пурнăçĕ аталанмаллине, вĕсен компетенцилĕхне ӳстерме, хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме майсем ытларах пулма кирлине çирĕплетсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- корпоратив культури, корпоратив культурин пайĕсем, сывлăха çирĕплетмелли учреждени, корпоратив культурин аталанăвĕ, профессипе çыхăннă ушкăнри çынсен пурнăçĕ
-
Техника университетӗнче вӗренекен студентсен пăшăрхану чăтăмлăхне тӗпчени
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Толкач Ирина Фёдоровна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяна техника специальноçне вěренекен студентсен пăшăрхану (стресс) чăтăмлăхне тěпчессине халалланă. Студентсем пурнăçăн ку е вăл лару-тăрăвěнче хăйсене епле тыткаланин тěрлě уйрăмлăхне пăхса тухнă. Студентсен пăшăрхану туйăмне йывăрлатакан пурнăç лару-тăрăвне тупса палăртнă. Студент йышěнче тěл пулакан психопатипе чирлес туртăмăн ку е вал уйрăмлăхне кăтартнă. Пăшăрханăва сирсе яма усă куракан сиенлě мелсене пăхса тухнă. Стресран хăтăлма пулăшакан витěмлě мелсене ăнлантарнă. Норма шайěнче тăракан, анчах унтан иртсе кайма пултаракан пăшăрхану чăтăмлăхне кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пăшăрхану (стресс), пăшăрхану чăтăмлăхě, техника университечěн студенчěсем
-
Ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи çыхăну – ачан психикине витĕм кӳрекен тĕп фактор
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Краснова Светлана Гурьевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра ача ашшĕ-амăшĕпе ача хушшинчи çыхăнăва тупассине тата ача ашшĕ-амăшĕпе ача хушшинчи çыхăнăва, психика лару-тăрăвне вăйлатассине тишкернĕ. Шкул умĕнхи ÿсĕмре ачасен психика тăрăмĕ аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи çыхăну витĕмне пула расна иккенне тупса палăртнă. Ача ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачисемпе килĕшÿллĕ хутшăнăва кĕме пулăшакан социологипе психологи тренингĕ сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ача ашшĕ амăшĕпе ачисем хушшинчи çыхăну, психика тăрăмĕ, çыхăну тĕсĕ, социологипе психологи тренингĕ
-
Пулас педагогсене инклюзи вĕренӳ талккăшĕнче профессипе ĕçлеме хатĕрлесси
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Малиновская Марина Павловна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра пулас педагогсен инклюзи условийĕсенче ĕçлеме пултараслăхĕн тĕп паллисене тата тытăм пайрăмĕсене кăтарнă. Студентсен инклюзи пĕлÿлĕхĕ йĕркеленнин йывăр ыйтăвĕсене аслă шкулăн хальхи вĕрнÿ стандарчĕн кăтартăвĕсене тата профессипе ĕçлеме хатĕрлĕх виçĕ ĕлкепе йĕркеленнине тĕпе хурса пăхнă. Кунсăр пуçне статьяра Новосибирск патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем студентсене инклюзи условийĕсенче ĕçлеме хатĕрленин опытне тата результатне каласа панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- инклюзи вĕренĕвĕ, инклюзие хатĕрри, тытăм пайрăмĕсем, пулас учитель хатĕр пулни, инклюзи условийĕнче ĕçлени, йĕркеленÿ моделĕсем
-
Вӗренекенсен пӗлӳ шайне тӗреслемелли педагогика тесчӗсене калăпламалли тӗп кăтартусем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Лазарева Лариса Юрьевна, Ларина Татьяна Сергеевна, Стебеняева Татьяна Викторовна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Ку статьяра вěренӳ талккăшне информацилесси çинчен каланă. Çакă хальхи вăхăтра вěренěве информаци технологийěсене кěртессипе нумай енлě ěçленине кăтартакан кěрет паллă пулса тăрать. Статья авторěсем педагогика тесчě тенине епле ăнланмаллине уçăмлатнă. Статьяра педагогика тесчěсем мěнле пулмаллине кăтартакан услови пуххине илсе панă тата вěсен уйрăмлăхěсене ăнлантарнă. Уйрăмлăхсене шанчăклăх, валидность, витěмлěх енчен хакланă тата вěсен содержанине ăнлантарнă, мěнлерех калăпламалли расчет формулисене панă. Вěренӳре модуль технологийěсемпе уса курнă май тестировани вěренекенсен пěлӳ шайне тěрěслемелли чи витěмлě форма пулса тăрать тесе пěтěмлетӳ тунă.
- Тӗп сӑмахсем:
- вěренӳ талккăшě, информатизаци, вěрентӳ, веренěвěн модульлě технологийěсем, пěлӳ шайне тěрěслени, педагогика тесчěсем, моделировани, пěлěве экспертиза мелěпе хаклани
-
Вуз студенчĕсене шкулăн хушма вĕренӳ программисене пурнăçлама хатĕрлемелли система
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Течиева Виктория Заурбековна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Ку статьяра сăмах хальхи вĕренĕве çĕнетесси çинчен пырать. Общество хушма вĕренÿ системине аталантарма талпăнни çыннăн вĕренÿ шайĕ ÿсме тивĕç пуррипе çыхăннă. Вĕренÿ шайĕн ÿсĕмне çыннăн ятарлă пĕлÿ пурри мар, нумай енлĕ аталанăвĕ кăтартать. Çавна май ачасен хушма вĕренĕвне витĕм кÿрекен лару-тăрăва улăштармалли ĕç-хĕл пĕлтерешĕ ÿсет. Ку ĕç-хĕлшĕн хурав вĕренÿ системи тытать. Пĕтĕм ĕçĕн йывăрлăхĕ обществăна хушма вěренӳ ыйтăвĕсене ăнăçлă татса пама пултаракан педагогика кадрĕсем кирлĕлěхěпе вуз студенчĕсен шкулта ĕçлес кăмăл çукки пĕр-пĕрне хирĕçленинчен тухса тăрать. Хирĕçÿлĕхе кирлĕ пек татса парас тесен студентсенче малашнехи ĕçре кирлĕ професси пахалăхне аталантарас енĕпе тăрăшмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- ачасен хушма вĕренĕвĕ, тĕп кафедрăсем, специалиста хатĕрлемелли модель, хушма вĕренÿ педагогĕ
-
Апат-çимĕç ячĕсемлĕ вырăс тата Китай фразеологизмĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Тельпов Роман Евгеньевич, Ван Лу
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра апат-çимĕç ячĕсемлĕ вырăс тата китай ваттисен сăмахĕсене лингвокультурологи тĕлĕшĕнчен тишкернĕ. Тĕслĕхсене В.И. Даль хатĕрленĕ «Пословицы и поговорки русского языка» словарьтен илнĕ. В.И. Даль словарĕнчи вырăс ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене тишкерни тата вĕсене китай чĕлхинчисемпе танлаштарни икĕ халăхăн чĕлхинче çирĕпленнĕ курăмсене çĕнĕ шухăшсем кĕртет.
- Тӗп сӑмахсем:
- Вырăс лингвокультури, китай лингвокультури, апат-çимĕç ячĕсемлĕ ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем
-
Психологипе педагогика тĕпчевĕсенче пултарулăха ăнланнин аталанăвĕ
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Телешева Наталья Владимировна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра психологипе педагогика ĕçĕсенче «пултарулăх» ăнлава мĕнле тĕпченине тишкернĕ. Автор çын пултарулăхĕпе çут çанталăк хевтин çыхăнăвĕ çине тĕрлĕ енлĕ пăхнине çутатса панă. Тĕпчекен ăнлава тишкерни çын ĕç-хĕлне тата вăй-хавалне пултарулăха аталантармалли чи кирлĕ услови пек палăртма май парать. «Çын пултарулăхĕ» ăнлава тĕпчевсенче çителĕксĕр çутатса пани çак ĕçĕн актуаллăхне ÿстерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- пултарулăх, хăйне евĕр уйрăмлăхсем, никĕсри шухăшсем, çут çанталăк хевти
-
Кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачисен ӳт-пӳ сывлăхĕ япăхланнин сăлтавĕсем çинчен
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Елецкая Кристина Анатольевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра ачасен сывлăхне сыхлассин тата çирĕплетессин, сывлăхлă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарассин çивĕч ыйтăвĕсене тишкернĕ. «Тăван тавралăх» предметăн вĕренӳ содержанине шута илсе сывлăха çирĕплетме май паракан урок сыпăкне тата «Сывлăх дневникĕ» пая çырса панă. Ку ĕç ачасене хăйсен сывлăхне пăхса тăма тата сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентет.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуçламăш вĕрненӳ, ӳт-пӳ сывлăхĕ, кĕçĕн ӳсĕмри шкул ачи, сывлăх дневникĕ
-
Пуплевӗ пӗтӗмӗшле вăй илмен ачасен калаçăвӗн сасăпа сыпăк тытăмӗ аталаннин уйрăмлăхӗ
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Фомина Анжела Рашидовна, Ажумарова Эмма Арслановна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра шкул умěнхи ӳсěмěн 1 – 4 шайěсенчи ачасен тата кěçěн класс ачисен пуплевре сасăпа сыпăк тăвасси аталанманнин уйрăмлăхěсене тишкернě. Пуплевě пěтěмěшле вăй илсе çирěпленмен ачасен калаçура тěл пулакан паллăрах йăнăшěсене тата çитменлěхěсене (мотор алалийě, дизартри, ринолали) хисеп тата пахалăх енчен тишкерӳ панă, пуплев çитменлěхě çыру аталанăвне мěнле витěм кӳнине кăтартнă. Авторсем хальхи паллă логопедсен (Титова Т.А., Левина Р.Е., Филичева Т.Б., Маркова А.К., Усанова О.Н. т. ыт.) тěпчевěсен результачěсем çине таянаççě. Статья материалěпе логопедсемпе учительсем пуплевě пěтěмěшле вăй илсе çирěпленмен ачасен яланхи калаçăвне тишкерсе классификаци тунă чухне усă курма пултараççě.
- Тӗп сӑмахсем:
- пуплев пěтěмěшле аталанманни, сасăпа сыпăк тытăмě, мотор алалийě (пуплев органěсене кирлě пек ěçлетерейменни), дизартри (сасăсене каланă чухне артикуляци тěрěс туманни), ринолали, элизи (сăмах вěçěнчи уçă сасă тухса ӳкни), парафази, метатеза (сасăсем ылмашăнни)
-
Пулас логопедсене хатӗрлеме пӗлӗт технологийӗсемпе усă курни («математикăна вӗрентмелли ( ятарлă) методика» предмет тӗслӗхӗ)
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Зенцова Инна Михайловна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах пулас логопедсене вěрентме яланхи технологисемпе усă курассин уйрăмлăхě çинчен пырать. Тишкерӳ предмечě валли пěлěт сервисěсене илнě. Статьян тěллевě «Математикăна вěрентмелли (ятарлă) методика» предмета вěрентнě май вěрентӳ витěмлěхне ӳстермелли яланхи технологисене тупса палăртасси пулса тăрать. Студентсене математика вěрентме пěлěт технологийěсенче кăтартнă ěçсем памалла. Тěпчев результачěсемпе аслă шкул преподавателěсем хăйсен ěçěнче усă курма пултараççě.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас логопедсем, пěлěт технологийěсем, математика вěрентмелли (ятарлă) методика, Аслă шкулăн федераци патшалăх стандарчě
-
Хальхи культурăн куçа курăнакан пайрăмӗсем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Амочкина Виктория Сергеевна
- Рубрика:
- Вĕренӳпе çыхăннă теори тата ĕçлевлĕх тĕпчевĕсем
- Аннотаци:
- Ку статьяра хальхи тěнчен куçа курăнакан тěрлě енне пăхса тухнă, вěсен лайăх тата начар витěмне, тěнче пайрăмěсен сăнарěпе хальхи çыннăн çут тěнчене ăнланаслăхě тата шухăшлавě хушшинче çуралакан пиркепе следстви çыхăнăвне кăтартнă. Ку çыхăнăва аслисенне те, пулас обществăна никěслеме хатěрленекен ачасенне те асăрханă. Татса пама йывăр ыйтăва философи ăслăлăхěн картинче тишкернě.
- Тӗп сӑмахсем:
- реклама, хутшăну, куçа курăнакан пайрăм, клип евěр шухăшлав, куçа курăнман чăнлăх, обществăн (социаллăх) хутшăну çулěсем
-
Вĕренĕвĕн универсаллă ĕç-хĕлне çитĕнсех çитмен суккăр ачасен социаллă харкамлăх аталанăвĕнче тишкерни
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Полякова Надежда Петровна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра «вĕренĕвĕн универсаллă ĕçĕ-хĕлĕ», «социаллă харкамлăх аталанăвĕ» ăнлавсене тишкерсе тухнă. Çитĕнсех çитмен суккăр ачасен социаллă харкамлăх результачĕ патне çитмелли тĕслĕхлĕ пĕр çул-йĕрне çутатса панă. Çак ĕç-хĕл шкул ачисене куракан çитĕннĕ çынсемпе тухăçлă хутшăнма та, куракан тантăшĕсемпе танах хăйсен пултарулăхне кăтартма та майсем туса парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- социаллă харкамлăх результачĕсем, вĕренĕвĕн универсаллă ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнсе çитмен суккăр ачасем
-
Шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасене çĕнĕлле условисенче педагогика енчен ертсе пыни
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Демура Юлия Игоревна, Замашнюк Елена Вадимовна
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул çулне çитмен ачасене педагогика тĕлĕшĕнчен ертсе пыни çине хальхи вăхăтра мĕнле пăхнине тишкернĕ. «Хавшак сывлăхлă ачасене тата вĕсен çемйисене ертсе пыракан служба» тата «Малтанхи пулăшу центрĕ» пек çĕнĕ условисенче куç вăйĕ чакнă ачасене ертсе пырассин уйрăмлăхĕсеене çырса панă. Ачасен куç вăйĕ чакса пынин сăлтавĕсене ĕнентернĕ, çак ушкăна кĕрекен ачасене вĕрентессин тĕллевĕсемпе задачисене çырса панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- ертсе пыни, педагогика енчен ертсе пыни, çĕнĕлле условисем, шкул çулне çитмен куç вăйĕ пăсăлнă ачасем, хăйне евĕрлĕ вĕренӳ кирлĕлĕхĕ, малтанхи пулăшу служби, ертсе пыракан центр, хавшак сывлăхлă ача тата унăн çемйи
-
Социаллă ĕçтешлĕхĕн професси пĕлĕвĕн пахалăхне ӳстернинчи пĕлтерĕшĕ
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Ряттель Александра Владимировна, Фалеева Лия Владимировна, Набоких Алексей Анатольевич
- Рубрика:
- Раççейĕн вĕренӳ тытăмĕ
- Аннотаци:
- Статьяра професси пĕлĕвĕн пахалăхне ӳстерес ыйтăва хускатнă. Ку нумай чухне ĕç рынокне хутшăнакансем пĕрле вăй хунинчен килет. Çавăнпах социаллă ĕçтешлĕх йĕркелесе тухăçлă ĕçлесе пыни малашне регионти предприятисем валли квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме пулăшать. Авторсем палăртнă тăрăх, професси пĕлĕвĕ хутлăхĕнчи социаллă ĕçтешлĕхĕн йĕркеленӳ тата аталану процесĕ ĕç рынокĕ питĕ хăвăрт аталанса пынă условисенче професси пĕлĕвĕнчи патшалăх пĕлтерĕшĕ пирки çĕнĕлле шухăшланă тапхăрта иртет.
- Тӗп сӑмахсем:
- социаллă ĕçтешлĕх, вăтам професси пĕлĕвĕ, професси пĕлĕвĕн пахалăхĕ, вĕренӳ процесĕн субъекчĕсем
-
Урăх чӗлхеллӗ кльтурăна тӗпчессипе çыхăннă кăткăс ыйтусем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Каленов Владимир Валерьевич, Смывалов Владислав Сергеевич
- Рубрика:
- Вěренěвěн социологийě тата статистики
- Аннотаци:
- Статьяра тăван мар чěлхене вěренессипе çыхăннă кăткăс ыйтусене, тăван мар чěлхесене алла илнě май тěнчен хăнăхнă ӳкерчěкне улăштарма, шухăшлав манерне урăхлатма, хăвăн пуплевне хальччен пěлмен правилăсем çине таянса йěркелеме тивнине пăхса тухнă. Ют чěлхере палăракан культурăна ăнланмалли шанчăклă çул вăл вернтӳре усă куракан çěнě модельсене тěпчени пулса тăрать. Урăх культурăна ăша хума тата ăнланма чăрмантаркан факторсене педагоггика енчен çěнтерни патшалăхăн этнос культурисене аталантарма, обществăн политика тата социаллăхпа экономика тытăнкăлăхне çирěплетме май парать тата культурăсен хутшăнăвне аталантарма пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- шухăшлав, Чěлхе, тěнче ӳкерчěкě, сăмах пěлтерешě, культурăсем хушшинчи çыханăва ăнланнинчен тухса тăракан пěлӳлěх
-
Фонетика ăмăртăвӗ – кӗçӗн класс ачисен тăван мар чӗлхепе усă курнă чухнехи илемлӗ калаçăвне аталантармалли мел
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Милютинская Наталия Юрьевна, Ильинских Татьяна Викторовна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра кĕçĕн класс ачисене тăван мар чěлхепе усă курса илемлě калаçма вěрентнě чухнехи йывăрлăха тишкернě. Кěçěн класс ӳсěмěнчи ачасен фонологи пěлӳлěхě аталаннин уйрăм енěсене пăхса тухнă. Ют чěлхене верентнě чухне «фонетика конкрсě» ăнлава хутшăнупа ěç-хěле, пуç мимин чăнлăха чěлхе мелěсемпе палăртаслăхне, пултарулллă шырава, рефлексие тěпе хурса епле ăнланмаллине тишкернě.
- Тӗп сӑмахсем:
- калаçу илемлěхě, фонологи пěлӳлěхě, фонетика конкурсě, кěçěн класс ӳсěмě
-
Вӗренӳ процесне йӗркелемелли BPMN калăплав инструменчӗ çинчен
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Богословская Наталья Валентиновна, Бржезовский Александр Викторович
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Ку статьяра вузра вěренӳ йěркелесе пымалли BPMN калăплав валли паян куншăн пěлтерěшлě паллăсен системинчен программа хатěрěсене суйласа илнě чухне сиксе тухакан йывăрлăхсене сӳтсе явнă. Ыйтăва 06 «Çыхăну, информаципе коммуникаци технологийěсем» ушкăнăн професси стандарчěн кăтартăвěсене шута илсе пăхса тухнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- бизнес-процесс, BPMN калăплав паллисем, академи лицензийě, хаклав тытăмě
-
Чăваш чĕлхине вĕрентес ыйту тавра
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Игнатьева Валентина Ивановна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра палăртнă шухăшсем тĕрлĕ чĕлхеллĕ ачасене чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçе вĕренĕвĕн патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелеме май параççĕ. Ĕçе йĕркелемелли тĕп принципсене, ĕç тĕллевĕсене, содержанине тата кĕтекен результатсене пĕр çыхăнура, системăра палăртма пулăшаççĕ. Автор шухăшĕпе, тĕрлĕ чĕлхеллĕ ачасене чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçе лингвокультурологи принципне тĕпе хурса йĕркелени вырăнлă.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи, иккĕмĕш чĕлхе, хутшăну, пуплев, тĕп шухăшсем
-
Китай чӗлхи тăван чӗлхе шутланаканăн ăс-тăнӗ вырăс юмахӗн çирӗпленнӗ сăмах çаврăнăшӗсене епле ăнланни («Шапа патша хӗрӗ» юмах материалӗ тăрăх)
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Тельпов Роман Евгеньевич, Ван Ханьцин
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра «Шапа патша хěрě» юмахра тěл пулакан çирěпленнě сăмах çаврăнăшěсене китайла куçарас енчен тишкернě. Материала тишкернě хыççăн çакнашкал пěтěмлетӳ тума пулать: вырăссен çирěпленнě сăмах майлашăвěсене китайла куçарнă чухне, тěпрен илсен, ирěклě сăмах майлашăвěсемпе усă курмалла. Çирěпленнě сăмах майлашăвěсем пысăк экспрессиллě тата юмахра тěп вырăн йышăнакан сăмах çавранашěсене куçарнă чух вырăнлă. Статьяра вырăссеннипе китай пуплевěнче тěл пулакан çирěп сăмах майлашăвесем хушшинчи тěп уйрăмлăхсене тишкерсе тухнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- çирěпленнě сăмах пěрлешěвесем, инициал формулисем, вырăс юмахěсем, китай юмахěсем
-
Студентсен ăслăлăх обществине йӗркелесси: опыта пӗтӗмлетни, аталану малашлăхӗ
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Кондратьева Татьяна Николаевна, Матвеева Надежда Васильевна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра М.Е. Евсеев ячěллě Мордва патшалăх педагогика институчěн педагогикăпа ӳнер факультечěн студенчěсен ăслăлăх тěпчевне йěркелессипе çыхăннă условисене каласа панă. Факультетра студентсен ăслăлăх тěпчев ěçěн малашлăхě епле пулассине кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- студент, преподаватель, студентсен ăслăлăх обществи, ăслăлăх тěпчев ěçě, студентсен ăслăлăх пěрлешěвěсем, педагогика вузě, харпăр хăй тěллěн вěренни
-
Ӗç паракансем университетăн вӗренӳ енӗпе мӗн таран çырлахнине вуз хăй ӗçне хăй ФГОСПА килӗшӳллӗ тишкернӗ май асăрханă кăтартусем
Научная статьяРазвитие образования № 2 (4)- Автор:
- Новикова Валентина Николаевна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра ěç паракан предприятисемпе организацисем вуза хакланине тишкермелли процедурăна пăхса тухнă. Ку процедурăна ěç паракансем вуза хак панине тишкермелли лайăх механизм тесе пăхнă. Ӗç паракансем вузăн вěренӳ енěпе мěн таран çырлахнине хакланă чухне усă курмалли пěрлехи требованисене тата ěç паракансемпе çыхăну тытмалли майсене кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- ФГОС ВО 3++, ISO 900 –2015, поребительсен çырлахăвě, вуз ěçě-хěлěн вěренӳ енě, пахалăха хакламалли механизмсем, вуз хăй ěçне хăй хаклани