Вӗренӳ аталанӑвӗ
Razvitie obrazovaniya
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
ISSN 2619-1466 (print)
ISSN 2618-8910 (online)
  • Регистрация
  • Вход
  • Чув
    • English
    • Русский
    • Чăваш чĕлхи
Чув
  • English
  • Русский
  • Чăваш чĕлхи
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
  • Издательство
Регистрация Вход
  1. Главная
  2. Журнал «Развитие образования»
  3. Выпуск 1 (1)
  • «
  • 1
  • 2
  • »
  • Атăл тăрăхĕнче тĕл пулакан шăхаль топоним (этимологипе фольклор витĕм кӳнĕ шухăш çул-йĕрĕ)

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Исаев Юрий Николаевич
    Рубрика:
    1
    Аннотаци:
    Статьяра Шăхаль топонимăн этимологине, чăвашсем Атăлăн анат енчен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна Ют çĕрелле куçнă май чăвашла панă ял ячĕсем мĕнле йĕр хăварса пынине пăхса тухнă. Чăваш чĕлхине араб тата мари чĕлхисенчен кĕнĕ пайрăмсене палăртнă. Архив материалĕсене тишкерсе истори факчĕсене палăртни Шăхаль ойконимăн лексика тата фонетика варианчĕсем епле сарăлнин историпе этимологи çул-йĕрне тупма май парать. Çакăнпа пĕрлех, Чăваш енĕн топонимика материалне ку е вăл ученăй еплерех ăнлантарнине те кăтартнă. Статьяра çырса панă тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ ансат – тăван ен культурин историне топонимсем çине таянса каласа пама йывăр маррине кăтартасси. Кашни çын мĕн вуланине хăйĕн тавра курăмĕ витĕр кăларать: пĕри – ахаль çын пек, тепри – ăслăлăх çынни пек. Тăван ен историне лайăх пĕлес тесен топоними материалне истори енчен тишкерсе ушкăнламалла. Пирĕн тăван ен халăхĕн чĕлхи пуян, пуплевĕ илемлĕ. Çавăнпа та топонимсене ăнланса вулакан çынна кăсăк пулăмпа фактсем çинчен нумай пĕлме май пур.
    Тӗп сӑмахсем:
    Нăрваш Шăхаль, араб чĕлхинчен йышăннă пайрăмсем, аташуллă тĕл пулакан лексика, çын ячĕпе çыхăннă топонимсем, топонимика, Мари Эл, топонимсен этимологийĕ, Чăваш Республики, Тутар Ен, чăваш халăхĕ истори тапхăрĕнче пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳрени
    Перейти 
  • Вĕренӳ пулăшăвне кредитламалли принципсен уйрăмлăхĕ

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Белянчикова Татьяна Викторовна, Левашов Евгений Николаевич
    Рубрика:
    Образовательная политика
    Аннотаци:
    Статьяра вĕренӳ рынокĕнче вĕренĕве кредитламалли тĕп принципсене пăхса тухнă. Коммерци банкĕсем заемщиксене аслă шкулта вĕренме тĕп кредит тата хушма предит панипе çыхăннă хăйне майлă уйрăмлăхсене хакланă. Авторсем укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин тата тĕрлĕ сийрен тухнă студентсене патшалăх пулăшăвне парассин çул-йĕрне, вăл шутра субсидисене, гарантисене, пăхса тухнă. Вĕренӳ талккăшĕн расна тапхăрĕнче тунă килĕшÿсен системине уйрăммăн тишкернĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    кредит, вĕренӳ пулăшăвĕ, коммерци банкĕсем, тивĕçтерни, гаранти, субсиди, кредитлав принципĕсем, кредит парас мехел
    Перейти 
  • Вĕренӳ пулăшăвĕн рынокĕ: трансформацин коньюктурăпа информаци аспекчĕ

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Архипов Анатолий Евгеньевич, Григорьев Евгений Алексеевич, Еськов Вячеслав Дмитриевич
    Рубрика:
    Образовательная политика
    Аннотаци:
    Хальхи общество халăх пурнăçĕпе экономикăн ку е вăл пулăмĕ глобализациленнĕ лару-тăрура халăхсен культура çыхăнăвĕ хăвăрт улшăннипе палăрса тăрать. Çак пулăм, авторсен шухăшĕпе, лайăх специалистсене хатĕрленин, вĕренĕве пĕтĕмĕшлĕн, çав шутра аслă професси вĕренĕвне çĕкленин, пĕлтерĕшне пысăклатать. Аслă шкулăн конкуренци ăнăçлăхĕ вĕренӳ продуктне потребительсене тивĕçтерекен шайра хатĕрленинчен килет. Рынок субъекчĕсен глобализаципе информацирен килекен хутшшăнăвĕ аслă вĕренӳ заведенийĕсене мĕнле йĕркелесе ĕçлеттернинчен нумай килет.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ пулăшăвĕн рынокĕ, пулăшăвăн конкуренци пултарулăхĕ, вĕренӳ кирлĕлĕхĕ, конкуренцире вăйлăрах пулни
    Перейти 
  • Вĕренĕве хунă инвестици – пуласлăха хунă инвестици

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Данильченко Сергей Леонидович
    Рубрика:
    Образовательная политика
    Аннотаци:
    Ку статьяра паха вĕренĕвĕн çивĕч ытăвĕсене пĕтĕмĕшлĕн тата вĕренĕве укçа-тенкĕ енчен мĕнле пулăшас ыйтăва пайăррăн пăхса тухнă. Хальхи потребительсем вĕренĕве укçа хывнă чухне хăйсене лайăх енчен кăтартма май пуррине, ĕç рынокĕнче пысăк вырăн йышăннине ĕнентерме май пуррине шута илеççĕ. Пысăк организацисемпе производство субъекчĕсем инвестицие тĕнче шайĕнче пулса иртекен конкуренцире сыхланса юлма май паракан шанчăклă хӳтлĕх тесе шутлаççĕ. Автор вĕренĕве хуракан инвестици çул-йĕрĕ улшăннипе çĕнелнине палăртать тата Севастополь хулинче вăтам професси вĕренĕвĕн пуласлăхра курăнакан енĕсене асăрхать.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ тытăмĕ, вĕренӳ организацийĕ, вăтам професси вĕренĕвĕ, паха пĕлӳ илни, ирĕклĕ укçа-тенке пайталлă хывни, вĕренекенсен пĕлӳ стандарчĕ, вĕренӳ тытăмне ертсе пыни, ертсе пыру пултарулăхĕ, администраци йышĕ, хисеп кăтартăвĕ, пахалăх кăтартăвĕ
    Перейти 
  • Аслă шкулта пĕлӳлĕх тапхăрăн-тапхăрăн йĕркеленнĕ чух информаци технологийĕсемпе усă курасси

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Селеменева Татьяна Александровна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Статьяра вĕренӳре пĕлӳлĕх тăвассине пăхса тухнă. Тĕпчев предмечĕ аслă шкулта математикăна пĕлӳлĕхе тĕпе хурса вĕрентесси пулса тăрать. Ку процесăн витĕмлĕхне ӳстерме хальхи информаци технологийĕсем май параççĕ. Информаци технологийĕсемпе усă курнă чухне пĕлӳлĕх тапхăрăн-тапхăрăн ӳссе пынине тĕпе хунă. Çавна май кашни тапхăр валлли ку е вăл технолги хатĕрĕ суйласа илме сĕннĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    пĕлӳлĕх, пĕлӳлĕх мелĕ, пĕлӳлĕх йĕркеленекен тапхăрсем, аслă шкулта вĕрентесси, математика вĕрентесси, информаци технологийĕ
    Перейти 
  • Раççейĕн право культури аталанни: юриспруденци вĕренĕвĕн историпе право ыйтăвĕсем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Юн Лариса Владимировна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Автор право культури правăна мĕн таран ăнланнин шайне, право ăн-сĕмне тата законлăхне витĕм кÿрет тесе палăртать Статьяра I Петĕр патша вăхăтĕнче право культури епле вăй илсе пынине пăхса тухнă. Право ăн-сĕмĕпе право культурин пахалăхĕпе лару-тăрăвне витĕм кӳрекен сăлтавсемпе факторсене тимлĕх уйăрнă. Тĕпчевçĕ I Петĕр реформисем вырăс обществин право культурин содержанине чылай улăштарнă тесе пĕтĕмлетӳ тăвать. Улшăну, тĕпрен илсен, законодательствăпа правăн пысăкланса пыракан витĕмĕпе пулса иртнĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    право ăн-сĕмĕ, право культури, право ăс парăвĕ, право реформисем, законодательство аталанăвĕ, юриспруденци вĕренĕвĕ
    Перейти 
  • Раççейĕн хальхи юриспруденци вĕренĕвĕн аталанăвĕнче палăракан конституционализмăн моделĕ

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Садыков Искандер Анварович
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Статьяра Раççĕй юридици вĕренĕвĕн аталу процесĕсене тĕпченĕ. Ку аталану, автор шухăшĕпе, конституционализм моделĕсене реализацилес тĕллеве пăхăнмалла. Автор право ăн-сĕмĕпе право патшалăхне тăвассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Вĕсене татса парсан право хутшăнăвне кĕрекен пĕтĕм субъектăн çивĕч ыйтăвĕсене – патшалăхăн, обществăн, çыннăн – пĕр-пĕрне килĕшÿллĕ витĕм кÿреслĕхне йĕркелеме пулать. Ку ыйтусене ăнлантарма хальхи юридици вĕренĕвĕ уйрăм тимлĕх уйăрма тивĕç. Обществăра конституционализм модельне вăя кĕртесси тÿрĕлĕхе пăхăнакан законодательствăн авторитечĕпе çыхăннă.
    Тӗп сӑмахсем:
    общество, право ăн-сĕмĕ, конституционализм моделĕ, право принципĕсем, патшалăх, çын, хальхи юридици вĕренĕвĕ
    Перейти 
  • Ачан хăйне евĕрлĕхне шкулчченхи ӳсĕмре аталантарасси

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Бытко Наталья Николаевна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Ку статьяра «индивид» тата «пайăрлăх» ăнлавсен содержанине уçса панă. Пăхăнулăх мĕнле пулнине кура пайăрлăхăн пĕр-пĕрне витем кӳрекен икĕ тĕсне уйăрнă. Ĕçре ача пайăрлăхĕн тытăмне тата никĕсне ăнлантарнă, çыннăн пайăрлăх хăйне евĕрлĕхĕ мĕнле пуçланса кайнине пăхса тухнă. Автор пайăрлăх уйрăмлăхĕ кашни çыннăн ытти çынсенчен килмен аталанăвен хăйне майлă уйрăмлăхĕ пулса тăрать тесе пĕтĕмлетет. Кунта акă мĕн кĕрет: индивид аталанăвĕн уйрăмлăх паллисем (ӳт-пӳ аталанăвĕ, ӳсĕмĕ, арлăх аталанăвĕ, нерв системин аталанăвĕ) тата çынлăх аталанăвĕн паллисем (пĕлӳлĕх, туйăм ӳсни, халăхпа пурăнас хăнăху аталанни, туйăмпа кăмăл çирĕплĕхĕ вăй илни, мотивацилĕх аталанни). Вĕсем çыннăн кирек епле ĕç-хĕлĕнче те йĕркеленсе палăраççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    индивид, пайăрлăх, пайăрлăх тĕсĕсем, пайăрлăх тытăмĕ, аталану
    Перейти 
  • «Чун экологийĕ» – çĕнĕ Çынна калăплассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Башкирова Светлана Николаевна, Павленко Ирина Николаевна, Яныкина Инна Михайловна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Статьяра хулан аслă шкулĕсем пулăшнипе вăтам шкул ачисене медицинăпа биологи пĕлĕвне парса сывлăхшăн ырă пурнăç йĕркин картинче психологипе кăмăл-туйăмне аталантарнă май вĕренӳ компетенцийĕ тăвассипе çыхăннă меслетсене кăтартнă. Пĕтĕм педагог коллективĕ тăрашнипе сывлăхшăн ырă пурнăç йĕркине тăвассипе çыхăннă компетенци пани пурнăçра шкул ачисене хăйсен вырăнне тупма пулăшĕ. Вĕренĕве авторсем уйрăм çыннăн хăйĕн кăмăл-туйăмне тулли тивĕçтерсе потенциалĕпе анлăн усă курма пултараслăхĕ тата ытти çынсене кирлĕлĕх мехелĕ тесе ăнланаççĕ
    Тӗп сӑмахсем:
    ырă пурнăç йĕрки, чун экологийĕ, çутта кăлару, вĕренӳ, чун-чĕм тата кăмăл-сипет культури
    Перейти 
  • Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацин корпораци культурине хакламалли критерисем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Михайленко Анастасия Александровна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Ĕçре хăйне майлă организаци шутланакан шкулăн корпораци культурине хакламалли критерисе- не сĕннĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен пĕтĕмĕшле культурине хаклама май паракан тĕп çул-йĕре пăхса тухнă. Вĕренӳ организацийĕн хăйне евĕрлĕхне кура ун корпораци культурине хаклама никамран килмен критерипе кăтарту системине ăнлантарнă. Ку система корпораци культурине балсемпе хаклама май парать. Унпа тĕрлĕ шкулăн корпораци культурине ялан сăнаса тăма тата вĕсен культура шайне кунсерен танлаштарса пыма май килет.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ организацийĕ, корпораци культури, корпораци культурине тишкерни, хаклав критерийĕсем, никамран килмен хаклав, хаклав кăтартăвĕсем
    Перейти 
  • Тĕн тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ – общество системин пĕрлешӳлĕх хавхине тăвакан вăйсем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Древаль Любовь Вадимовна, Орлова Анна Владимировна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Тĕн халăха вăй кĕртсе хавхалантарма хутшăнни – никам хирĕçлемен пулăм, анчах ку институтăн функцийĕ çирĕпленнĕ режим мĕнлине кура, конкретлă лару-тăрăва, кризиса е тивĕçлĕ çĕнетĕве пула улшăнма пултарать. Тĕн вĕренĕвĕ вăй илсе аталаннă пирки статьяра тĕнĕн лăпкăлăха çирĕплете- кен е пăсакан функцине витĕм кӳнĕ конкретлă истори пулăмĕсене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне авторсем тĕн вĕренĕвĕпе халăх вĕренĕвне пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан формăсене кăтартса тухнă. Хальхи вăхăтра тĕн пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсене асăннă.
    Тӗп сӑмахсем:
    тĕн, хавхалантару, çирĕплетӳ, çирĕплĕх пăсăлăвĕ, тĕн вĕренĕвĕ
    Перейти 
  • Тăван мар чĕлхене вĕрнтнĕ май наципе регион компонентне пĕрлештересси

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Костина Наталья Кирилловна, Захарченко Ольга Владимировна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Статьяра тăван мар чĕлхене вĕрентнĕ чухне наципе регион компоненчĕпе усă курмалли тĕп никĕсе тишкернĕ. Çавна май хальхи вĕренӳ системине хак панă. Интеграци мелĕпе вĕрентекен курссем урăх чĕлхеллĕ халăхпа тăван халăхăн культурине уякан компетенцие аталантарнипе палăрса тăраççĕ. Ку ыйтăва тĕпченĕ май авторсем наципе регион компонентне вĕренĕве пĕлсе кĕртни культурăсем хушши.
    Тӗп сӑмахсем:
    тăван мар (ют) чĕлхесене вĕрентесси, культурăсен хутшăнăвĕ, проблемăллă вĕрентӳ, наци компоненчĕ, регион компоненчĕ, пĕрлештернĕ (интеграциленĕ) курс
    Перейти 
  • Спорт писихологийĕн аталанăвĕ: спортсменсене хатĕлемелли психологи меслечĕсем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Воронов Николай Андреевич
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Ку статьяра спорт психологĕсем психологин расна технологийĕпе спортра епле усă курнине, спортсменсем хушшинчи çыхăнăва тĕпчеме тата кашни спортсменăн психологи карттине тума мĕнле-мĕнле усă курнин меслетлĕхне ăнлантарнă. Туса ирттернĕ диагностика çине тата психологи карттисем çине таянса спортсменсене тренировкăна, спорт тупăшăвне тата тупăшу умĕнхи хатĕрленĕве тĕллевлĕ суйласа илме пулать.
    Тӗп сӑмахсем:
    спорт, коллектив, спортсмен, тренер, психологи
    Перейти 
  • Ăс-тăн ĕçне пулăшма ӳт-пӳ ĕçĕн активлăхне аталантарасси

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Воронов Николай Андреевич
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Ăс-тăн ĕçĕн вăйне чакма парас мар тесен тата сывлăха упрас тесен студентсене хускану активлăхĕсĕр пурăнма çук. Куна нумай-нумай тĕпчев çирĕплетет. Ку статьяра студентсем хăйсем тĕллĕн хул-çурăм аталанăвĕ валли ирттерекен тренировкăсем çинчен пырать. Ку тренировкăсем, тĕпрен илсен, вĕренӳрен ирĕк вăхăтра студентсем хăйсен ăс-тăн вăйне тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе физкультурăпа тата спортпа ĕçлени. Студент хул-çурăма хускатма хăй тĕллĕн ирттерекен тренировка шутне спортăн тĕрлĕ енĕ кĕме пултарать: чупу, шывра ишесси, футбол, теннис, вело- сипед спорчĕ, йĕлтĕрпе чупни, хоккей, спортăн тата ытти тĕсĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    спорт, зарядка, тренировка, студентсем, спорт тĕсĕсем
    Перейти 
  • Органика химийĕн курсне вĕреннин практикăпа аналитика енĕ

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Хромцова Елена Викторовна, Чекмарева Лариса Ивановна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Статья вузра органика химийĕн курсне вĕрентнĕ чухне практикăпа аналитика мелĕпе усă курнă практикăпа паллаштарать. Курса улăштарнин концепци никĕсĕ А.М. Бутлеровăн вĕренĕвне анлă ăнланассинчен килет. Практикăпа аналитика мелĕ органика çыхăнăвĕсене вĕрентмелли йĕркене улăштарнипе çыхăннă. Курс тытăмĕ дисциплинăна вĕрентмелли сехет шучĕ сахал тата информаци калăпăшĕ питĕ пысăк пулнине пăхмасăр студентсен ку е вăл ĕçе тума пултараслăхне вăйра хăварас тĕллеве кура улшăннă. Органика пĕрлешĕвĕсем йĕри-тавралăхра мĕнле вырăн йышăннине ятарласа палăртнă.
    Тӗп сӑмахсем:
    органика химийĕ, практикăпа аналитика енĕ, тĕрлĕ пахалăх, тытăм, компетенци аталанса çирĕпленни
    Перейти 
  • Техника специальноçĕ паракан вузсен вĕренӳ пахалăхне хаклассин уйрăмлăхĕсем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Григораш Олег Владимирович
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Ку ĕçре техника вузĕсен (факультетсен) выпускникĕсен вĕренӳ пахалăхне хакламалли хатĕр-хĕтĕрпе ла-ру-тăрăва кăтартнă. Автор вĕренӳ пахалăхне мĕнле ăнланмаллине, мĕнле хакламаллине каласа парать, вуз пĕтерекенсемпе çыхăннă «хатĕрлев пахалăхĕ» тата «вĕренӳ пахалăхĕ» ăнлавсен содержанине уçăмлатать. Ĕçре студентсем семестрта тата вĕренӳ çулĕнче вĕренсе илнĕ хыççăнхи хатĕрлев пахалăхĕн коэффициентне тупмашкан аналитика тĕслĕхĕсем сĕннĕ. Çавна май хатĕрлев пахалăхĕн кăтартăвне, практикăна, вĕренсе пĕтернĕ чухнехи пĕтĕмллетӳ ĕçне, ĕçлев хавалне хакламалли балсене мĕнле шута илмеллине кăтартнă.
    Тӗп сӑмахсем:
    хатĕрлев пахалăхĕ, вĕренÿ пахалахĕ, хакламалли хатĕрсем, копетенцилĕхе шута илни, хаклавăн балпа рейтинг системи
    Перейти 
  • Шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсен методика ĕçне вĕренӳ аталанăвĕн хальхи тапхăрĕнче йĕркелесе пырасси

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Ковтун Ольга Александровна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Ку статьяра шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсенче методика ĕçне йĕркелессипе çыхăннă тĕп требованисене пăхса тухнă. Автор педагогсен профессионализмĕпе тата ĕç патне туртăм пуррипе çуккинчен килекен çивĕч ыйтусене кăтартать тата вĕсене татса пама хальччен коллективра усă курман меслетсемпе формăсем сĕнет. Вĕсенчен чи çĕннисем шутне çаксене кĕртнĕ: диспут, ĕçлĕ вăйă тата тимбилдинг. Кунсăр пуçне статьяра методика ĕçĕн тухăçлăхне хакламалли тĕп критерисене сĕннĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    педагог, ФГОС, диспут, тимбилдинг, вĕренӳ, вĕренӳ системи, меслет, профессилĕх, тухăçлăх, ĕçлĕ вăйă, меслет ĕçĕ, шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ, стратеги
    Перейти 
  • Хальхи цифра вĕренĕвĕ: аталану çул-йĕрĕ

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Кондратьева Светлана Борисовна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Статьяра цифра пурлăхĕ хальхи вĕренӳ талккăшĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарнă. Вĕренӳ аталанăвĕ ачасен пĕлӳ чиккисене сарма май паракан компьютер технологине вăя кĕртессипе тачă çыхăннине кăтартнă. Вĕренĕвĕн лайăх енĕсем пур пулин те – техника хатĕрĕсемпе усă курассинче татса памалли ыйтусем те çук мар. Статьяра, тĕпрен илсен, вĕренӳ аталанăвне ăслăлăхăн пысăк технологипе çыхăннă енĕ пысăк витĕм кӳнине тимленĕ. Хальхи цифра технологийĕ вăй илсе пыракан обществăра вĕрентӳре çĕнĕ мелсем шырас пирки каланă ку е вăл шухăша тишкернĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ хутлăхĕ, цифра технологине пĕлни, интернет пуянлăхĕ, цифра технологине пĕлекен общество, онлайн вĕрентӳ
    Перейти 
  • Предметсене çыхăнтарса вĕрентесси – педагогикăн татса паман ыйтăвĕ

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Малиновская Нина Михайловна
    Рубрика:
    Теоретические и прикладные исследования в образовании
    Аннотаци:
    Хальхи эрăчченхи VІ–ІV ĕмĕрсенче абстрактлă математикăпа философи тĕвĕленнине статьяра информацин çынсен яланхи практики çӳллĕрех çĕкленнипе çыхăннă виççĕмĕш революцийĕ (ИР) тесе пăхнă. Автор вĕренӳ дисциплинисен содержанийĕ çине таянса философипе математика аталанăвĕн историне тĕплĕн тишкерет. Тĕп предмет шутланман факультетсенче философин вĕренӳ програм- мисене çĕнетесси паян куншăн татса паман пысăк ыйту пулнине ĕнентерет.
    Тӗп сӑмахсем:
    практика, информаци революцийĕсем, чăн пурри, вĕренӳ дисциплини, тĕн вĕрентĕвĕ, ăслăлăх вĕрентĕвĕ, антиноми, категорисем çине таяннă шухăшлав
    Перейти 
  • Раççей вĕренĕвĕн хальхи тытăмĕ тата ăна çĕнетесси çинчен

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Григораш Олег Владимирович
    Рубрика:
    Российская система образования
    Аннотаци:
    Ку статьяра Раççĕйĕн вĕренӳ системинче пулса иртекен реформăн çитменлĕхĕсене, аслă шкула пĕтерекенсен вĕренӳ пахалăхĕ чакса пынине кăтартнă. Автор вĕренӳ тытăмне лайăхлатмалли чылай мел сĕнет. Тăван çĕр-шыв тата ют çĕр-шыв ученăйĕсен ĕçĕсене тĕпчесе компетенцилĕх картинче «хатĕрлев пахалăхĕ» тата «вĕренӳ пахалăхĕ» ăнлавсем расна пулнине уçса парать. Тĕпчевçĕ вĕренӳ мĕн таран паха пулнине вуз пĕтерекен студентсем илнĕ пĕлӳпе тухăçлă усă курса хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарни, конкуренци вăйлă лару-тăрура ĕçлеме хатĕрри, ĕç рынокĕнче тăвакан ăнăçлăхĕ, ĕçре кирлĕлĕхĕ тата çĕнĕ лару-тăрăва хăвăрт хăнăхаслăхĕ тăрăх хаклама май пурине кăтартать.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ тытăмĕ, вĕренӳ программи, хатĕрлев пахалăхĕ, вĕренӳ пахалахĕ, компетенци
    Перейти 
  • Вĕренӳ хевтин уйрăмлăхĕ: Атăл тăрăхĕн вĕренекенĕсем тата ĕçлекен çамрăкĕсем

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Рожкова Лилия Валерьевна, Дубина Альбина Шагидулловна
    Рубрика:
    Социология и статистика образования
    Аннотаци:
    Ку статьяра халăх хевтин хаклăх пайрăмĕсене пахса тухнă. Авторсем хальхи çамрăксен вĕренӳ хевтине тĕпчени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ, çак хевтене обществăн пуласлăхне тума кирлĕ пурлăх тата пуянлăх тесе шутлаççĕ. Хăйсем ирттернĕ тĕпчев çине таянса пурнăç хаклăхĕн тĕп енĕсене тишкереççĕ, Атăл тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксен виçĕ ушкăнĕн вĕренӳ хевтине тан- лаштараççĕ – вĕренекенсенне, ĕçлекенсенне, ĕçлеменсенне. Юлашкинчен пĕтĕмлетӳ панă: вĕренӳ хев- ти пысăк пулнипе палăрса тăркан ушкăнсем пур – предпринимательсем тата студентсем.
    Тӗп сӑмахсем:
    вĕренӳ, хаклăх çул-йĕрĕ, çамрăксем, хаклăх, общество хевти, Атăл тăрăхĕн регионĕсем
    Перейти 
  • Чăваш чĕлхинчи япала ячĕсен камăнлăх категорийĕн виççĕмĕш сăпат аффиксĕн пытарăнчăк варианчĕ çинчен

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Виноградов Юрий Михайлович
    Рубрика:
    Практика
    Аннотаци:
    Статьяра пайĕсене 3-мĕш сăпатăн тухса ÿкнĕ аффиксĕ çыхăнтаракан ят майлашăвĕсене çырас- си çинчен каланă, орфографире йĕрке çуккине палăртнă: кĕреке пуçĕ, вăйă пуçĕ, кĕтӳ пуçĕ (уйрăм) – (пирĕн) çулпуç, гени çулпуç (пĕрле). Хальхи орфографи словарĕсенче пĕрле çырнă сăмах майлашăвĕсем- пе пĕр евĕрлĕ синтагмăсем калаçура тата çырура нумай-нумай тĕл пулаççĕ, анчах вĕсене словарьсене кĕртмен. Автор уйрăм çырни ытти сăмах майлашăвĕсен орфографийĕпе килĕшсе тăнине ĕнентерет.
    Тӗп сӑмахсем:
    реферат, аннотаци, информаци реферачĕ, индикаци реферачĕ, монографи пĕтĕмлетӳ реферачĕ
    Перейти 
  • Скандинави утти – вуз студенчĕсен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли май

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Добрынин Игорь Михайлович, Шемятихин Вадим Александрович
    Рубрика:
    Практика
    Аннотаци:
    Статьяра студентсен хул-çурăм вăйне çирĕплетекен Скандинави уттине физкультурăн пĕр тĕсĕ шайĕнче аталантарасси çинчен каланă. Çакă вăл практика енчен студентсене физкультурăпа ялан тĕллевлĕ ĕçлесе сывлăх çирĕплетессине пĕлтерет. Статьяра Скандинави утти вузссенче сарăлнин историне, çак спорт енĕпе ирттерекен занятисене хатĕрленессин уйрăмлăхĕсене кăтартнă: спорт инвентарьне кашни çыннăн уйрăмлăхне шута илсе тĕрĕс суйласа илесси, Скандинави уттипе техника енчен тĕрĕс усă курас меслете тупасси, Скандинавии утти студентсен сывлăхне епле витĕм кÿнине палăртасси.
    Тӗп сӑмахсем:
    студентсем, хул-çурăм вăйне аталантарас культура, сывă пурнăç йĕрки, Скандинави утти, хусканусăр пурнăç йĕрки
    Перейти 
  • Реферированин продкучĕсем шутланакан рефератсене çырса кăтартасси тата ушкăнласси

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Басова Ирина Анатольевна
    Рубрика:
    Практика
    Аннотаци:
    Ку статьяра хальхи вăхăтра реферата текстăн уйрăм тĕсĕ тесе пăхакан шухăш-кăмăла тишкернĕ, «реферат» ăнлава реферированин продукчĕ тесе уçăмлăх кĕртнĕ, реферат аннотацирен мĕн енчен уйрăлса тăнине пăхса тухнă. Автор рефератсен ушкăнĕсене, рефератсене мĕнле çырмаллине тата хакламаллине уçăмлатакан требованисене кăтартать. Ку ĕçре информаци реферачĕсене ин- дикаци реферачĕсенчен епле уйăрмаллине каланă. Кунсăр пуçне рефератсен çак тĕсĕсене палăртнă: монографи реферат, пĕрлештерӳ реферачĕ, аспект реферачĕ, фрагмент реферачĕ, тĕллев реферачĕ, пĕтĕмлетӳ реферачĕ. Рефератсен кашни тĕсĕн уйрăмлăхĕсене ăнлантарнă.
    Тӗп сӑмахсем:
    реферат, аннотаци, информаци реферачĕ, индикаци реферачĕ, монографи пĕтĕмлетӳ реферачĕ
    Перейти 
  • Джихад тата газават: ăнлав тата шайлашу

    Научная статья
    Развитие образования № 1 (1)
    Автор:
    Ходеев Фёдор Павлович, Исаев Альберт Катаевич
    Рубрика:
    Дискуссия
    Аннотаци:
    Вырăс писателĕсем хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ Кавказ вăрçи темине тапратакан хайлавĕсенче мăсăльмансен хирĕç тăрăвне палăртма джихад сăмахпа мар, газават сăмахпа усă кураççĕ. Пысăк материал çине таянса статья авторĕсем «джахад», «газават» ăнлавсем мĕнрен тухнине, вĕсен шайлашăвне пăхса тухаççĕ. Кунсăр пуçне Коран тексчĕсемпе тата хадиссемпе уса курса, статьяра, джихад тени шутне Пророк террор акчĕсене мар, çынсене тискерле вĕлернине мар, пархатарлă та тава тивĕслĕ ĕçе кĕртнине кăтартнă. Дж. Фридманăн паллă концепцине сивлесе авторсем Азие малашне пачах урăх пăтăрмах тавраш кĕтнине сăлтавласа пĕлтереççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    ислам, Коран, джихад, газават, Магомед, фатх, хадис, тĕн
    Перейти 

  • «
  • 1
  • 2
  • »