- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2
-
Чӑваш Республикин экономики валли кадрсем хатӗрлес ӗҫри профессие алла илме тĕллев лартнин пӗлтерӗшӗ
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Салаева Алла Леонидовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра шкул ачисене профессие тĕл тытса системăллă вĕрентнин вырăнĕпе пĕлтерĕшне регионăн экономикине кадрсемпе тивĕçтерекен тата унăн кадр вăй-хăватне тăвакан аталану пек пăхнă. Чăваш Республикин опытне тишкернĕ, тĕллев лартса профессие алла илме вĕрентнин паян куншăн пĕлтерĕшлĕ меслечĕсене илсе кăтартнă тата ку енĕпе ĕçлеме регион программин тĕп пайĕсене сĕннĕ. Автор профессие тĕллесе вĕрентекен тĕрлĕ специалистсен пĕр-пĕринпе тухăçлă хутшăнмалли модельне панă тата ачасемпе ĕçлеме усă куракан витĕмлĕ меслетсене пĕтĕмлетнĕ. 2025–2026 вĕренӳ çулĕнче профессие тĕпе хурса пĕрлехи модельпе ĕçлени тăрăх ирттернĕ мониторингăн результачĕсене кăтартнă. Шкул ачисене профессие тĕллесе вĕрентме система тумалла тесе пĕтĕмлетнĕ. Унта вĕренĕвĕн ача садĕнчен пуçласа предприятие çити выртакан пĕтĕм çул-йĕрне шута илмелле, тĕп вырăна вĕçĕмсĕр вĕренӳпе профессие алла илессине хумалла. Çамрăксене професси суйласа илме регионăн ĕç паракан предприятийĕсем хутшăнни ку системăн ăнăçлăх кӳрекен условийĕ пулса тăрать. Тĕпчев профессие алла илме тĕллев лартса вĕрентнин усăлăхĕ региона квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтернипе тӳррĕн килĕшсе тăнине палăртать. Çак килĕшсе тăру вара экономикăн çирĕп аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăрать тата конкуренцие парăнман пысăк квалификациллĕ кадрсен резервне тума май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессие алла илме тĕллев лартни, профессие харпăр хăй тĕллĕн суйласа илеслĕх, профессие тĕл тытассипе ĕçлени, профессие тĕл тытса ĕçлемелли программа, ĕç паракан предприятисем
-
Техника специальноçĕсен студенчĕсене профессие тĕпе хурса тунă заданисем парса пĕлӳпе пурнăçра усă курма хатĕрлекен модель
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Касимов Павел Марсович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Экономики малалла хăвăрт аталанакан çĕр-шыва çирĕп тата системăллă шухăшлама пĕлекен тата тĕнче çине анлăн пăхакан инженер кадрĕсем кирлĕ пулнăран пирĕн статья техника специальноçĕсен студенчĕсене пĕлӳпе чăнлăхра усă курма хатĕрленине уçса паракан модуль пĕлтерĕшĕ уйрăмах ӳсет. Ку тĕпчеве техника специальноçĕсен студенчĕсене пĕлӳпе пурнăçра усă курма май паракан модель хатĕрлес тĕллевпе ирттернĕ. Ку моделе тунă чух – пурнăçра усă курма кирлĕ професси уйрăмлăхĕсене шута илнĕ. Тĕпчеве икĕ тапхăра уйăрма пулать: теори тата практика. Теори тапхăрĕн картинче – техника вузĕсен студенчĕсене профессие алла илме хатĕрлекен меслетсен коплексĕпе усă курнă. Практика тапхăрĕнче – ăсталанă моделĕн пахалăхне сăнавлă майпа М.Т. Клашников ячĕллĕ Ижевск патшалăх техника университечĕн прибор тăвакан факультечĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш курс студенчĕсен вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕнче (2024–2026 çулсем) тĕрĕсленĕ. Тĕпчевре компетенци тата системăлăхпа ĕçлĕх мелĕсемпе усă курнă. Хатĕрленĕ модель «11.05.01 Радиоэлектроника системисемпе комплексĕсем» специальноçа алла илекен студентсен пĕлӳпе пурнăçра усă кураслăхне (универсал хăнăхăвне, анлă професси пултарăвне, кĕрет професси ăсталăхне) кăтартать. Тĕпчев результачĕсем физикăпа ирттернĕ лаборатори занятийĕсем йăлана кĕнĕ мелсемпе танлаштарсан пултарулăх енĕсене ытларах хывса аталантарма май панине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- инженер пĕлӳлĕхĕ, профессие тĕпе хурса хатĕрленĕ ĕçсем, малта пыракан хатĕрлев, техника аслă шкулĕсем
-
Студентсен хăйсем тĕллĕн тăвакан ĕçне «Вĕренӳ çыхăнăвне кĕрекенсен хутшăну технологийĕсем» дисциплинăна ăса хывнă чухнехи йĕркелев
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Данилова Людмила Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ – хальхи аслă шкул студенчĕсен хăйсем тĕллĕн тăвакан ĕçне йĕркеленин уйрăмлăхĕсене Мари патшалăх университечĕн тĕслĕхĕ çине таянса пăхса тухасси. Тĕпчевĕн хальхи пĕлтерĕшĕ вĕренӳ программисен тытăмĕ умне паян кун кăларса тăратнă хушусенчен килет. Ĕçре студентсем «Вĕренӳ çыхăнăвне кĕрекенсен хутшăну технологийĕсем» дисциплинăн программа содержанине алла илнĕ май хăйсем тĕллĕн ĕçлеме усă курнă практика материалĕсене кăтартнă. Тĕпчев материалĕ шутне психологипе педагогикăн ятарлă литератури, авторăн студентсемпе ирттернĕ ыйтăм результачĕсем кĕчĕç. Темăпа çыхăннă тĕпчевре «харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени» ăнлав мĕн иккенне вĕренĕве нормăласа тытса пыракан документсен ыйтăвĕсене тата вĕренӳ программисене пурнăçламалли хальхи условисене шута илсе уçса панă. Автор вулаканăн тимлĕхне студентсен вĕренĕвне йĕркелесе пынă çĕрте преподаватель пĕлтерĕшĕ пысăк пулни çине куçарать, педагог тĕрĕслевĕпе хаклавĕ курăмлă вырăн йышăнние ĕнентерет. Ĕçре студентсем хăйсем тĕллĕн вĕреннине уçса паракан тематика планĕн пĕр пайне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă, заданисен формулировкисене, студент дисциплина содержанине ăса хывнă май хăй тĕллĕн мĕн-мĕн тунине ĕнентерме преподавателе мĕнле материал памаллине каланă. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн автор çакнашкал пĕтемлетӳсем патне пырса тухать: харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени вĕренӳ дисциплинин содержанине кĕрет; студентсен харпăр хăй тĕллĕн ĕçленин хавхи дисциплинăн модулĕнчен, преподавателĕн тĕрĕслевĕпе инструкци пулăшăвĕнчен килет.
- Тӗп сӑмахсем:
- студент, вĕренӳ дисциплини, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени, хутшăну технологийĕсем, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеве йĕркелесе пыни, вĕренÿ çыхăнăвне кĕрекенсем
-
Декораципе капăрлăх пултарулăхĕн студийӗнче ҫар атрибутикине тӗпе хурса вӗренекенсен патриотлăхне йӗркелени
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Соколова Светлана Георгиевна, Григорьева Стелла Георгиевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяна çитĕнсе пыракан ăрăвăн патриотлăх туйăмне паян куншăн пĕлтерĕшлĕ лару-тăрура хушма пĕлӳ панă май аталантарас ыйтăва халалланă. Авторсем çар атрибутикине матери тĕнчин хатĕрĕ тесе кăна мар, культурăпа историн сапăрлав вăйĕллĕ пысăк пуянлăхĕ тесе те пăхаççĕ. Ĕçре Тăван çĕр-шывăн иртнĕ пурнăçĕн паттăрлăхне тĕпчессине декораципе капăрлăх студийĕн кулленхи практика ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтаракан автор концепцине уçса панă. Тĕпчев ирттернĕ май патриотлăх сапăрлавĕн теори тытăмĕпе практика модельне ăс-хакăлпа никĕслесе чăнлăх енчен çирĕплетсе ĕнентернĕ. Тӗп тимлӗх ҫар хатӗрӗсен эволюцийӗ ҫинчен теори пӗлӗвӗсене тата ал ӗҫ ӑсталӑхӗн практика хӑнӑхӑвӗсене (кольчуга çыхни, металл ĕçĕ) пӗрлештересси ҫине куҫать. Авторсем «алă ĕçĕ» витĕмĕпе истори контекстне тарăннăн кĕни Тăван çĕр-шыва сисмесĕрех юратма пуçланинчен пĕтĕм ăс-тăнпа вăй илсе çирĕпленнĕ гражданлăх позицийĕ патне илсе пырать текен шухăша палăртаççĕ. Ĕçĕн результачĕ тесе модель хатĕрленине тата «Кольчуга» программа тунине пăхмалла. Вĕсем патриотлăх туйăмне, аваллăх эткерне упрас тата пултарулăха аталантарас кăмăла вăй парса çирĕплетекен тухăçлă хатĕр пулнине кăтартса параççĕ. Авторсем пӗлтерӗшлӗ воспитани кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлама содержанипе методика, технологи тата тавралӑх условийӗсене пӗрлештерекен системӑллӑ меслет кирли пирки пĕтĕмлетӳ тăваççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- патриотлăх, вĕренекен ачасем (вĕренекенсем), çар атрибутики, декораципе капăрлăх студийĕ
-
Вĕренĕве цифрăлакан лару-тăрура халăх пурнăçĕпе гуманитари дисциплинисене вĕрентекен преподавательсен пĕлтерĕшĕ улшăнни
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Староверова Ирина Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяна халăх пурнăçĕпе гуманитари дисциплинисене (ХПГД) вĕрентекен преподавательсен пĕлтерĕшĕ çын хайланă интеллекта (ÇХИ) вĕренĕве кĕртсе пынă тапхăрта епле улшăннине халалланă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – ХПГД преподавателĕсен професси вырăнĕ улшăннин çул-йĕрĕсене тупса палăртасси тата цифрăлавпа çыхăннă çĕнĕ чăнлăха хăнăхма пулăшакан модель сĕнесси. Студент ку е вăл ыйту пирки шанчăклă хурав паракан нейросетьпе кашни самантра усă курнă пирки унччен пĕлĕвĕн тĕп çăл куçĕ пулнă преподавателĕн тата эксперт тĕрĕслевçĕн хăнăхнă моделĕ çухалнине кăтартнă. ХПДГăн уйрăм кăлтăкне «симулякр эффекчĕ» (чăнлăхра çукки пур пек курăнни) тăвать: тупнă çĕнĕ модельсем философи е социологи содержаниллĕ, анчах ăнланма çук эссесем янтăлаççĕ. Автор преподавателĕн çĕнĕ пĕлтерĕшĕ хатĕр пĕлӳсене парассинчен информаципе (вăл шутра ку е вăл кăтартăвăн тĕрĕслĕхне тупнипе – верификаципе тата ыйтăва е ĕçе çын ăнланмалла тата ăслăлăхпа килĕшӳллĕ парассипе – промт инженерингпа) ĕçлеме хăнăхтарасси çине куçнине ĕнентерет. Педагог пĕлтерĕшĕ улшăннин виçĕ шайлă модельне сĕннĕ: методологи шайĕ (верификацие тата промт инженеринга вĕрентни), проектпа фасилитаци (ушкăнпа ĕçлев) шайĕ («çын + ÇХИ» гибрит формачĕсем) тата сипетлĕхпе рефлекси шайĕ (ÇХИпе усă курма юракан чикĕсене кăтартни). Кунсăр пуçне тăваттăмĕш шая – малтанхи шая алла илнĕ хыççăнхи интеграци шайне те ăнлантарса панă. Ку шай преподаватель академи теорийĕн ăс паруçи пулса тăнипе, «генераци – критика – рефлекси» тĕпчев шкулне ертсе пыракан ĕçне тунипе çыхăннă. Практика опычĕ çине таянса автор моделе вĕренӳре пурнăçлама май паракан кĕрет меслетлĕхсене («виçĕ сийлĕ эссе», «ÇХИ рецензент») ăнлантарнă. Сĕннĕ модель преподаватель пĕлтерĕшне ÇХИ конкуренчĕн вырăнне лартса мар, студентсене критикăллă шухăшлава тата тĕпчев культурине алла илме пулăшакан ертӳçĕ пулнине кăтартса улăштарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- преподаватель, критикăллă шухăшлав, вĕренĕве цифрăлани, çын хайланă интеллект, халăх пурнăçĕпе гуманитари дисциплинисем, педагог пĕлтерĕшĕ, çĕннине тăвакан нейросетьсем, ушкăн ĕçĕн йĕркелев меслетлĕхĕ, сипет
-
Пуçламăш классен пулас вĕрентекенĕсене ачасен патриотлăх туйăмне аталантарма професси енчен (регион уйрăмлахĕсене тĕпе хурса) хатĕрлесси
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Беловицкая Светлана Ивановна, Мешаян Диана Карленовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяна пуçламăш классен пулас учителĕсене ачасен патриотлăх туйăмне аталантаракан професси панипе çыхăннă ыйтăва халалланă. Авторсем вĕренĕвĕн регион содержанийĕн ăс парас вăйĕн уйрăмлăхĕсене кăтартаççĕ. Статьяра пулас педагогсене хатĕрленĕ май историе, культурăна, географие тата халăх культурине уçса паракан материалпа епле усă курмаллин уйрăмлăхсене сăлтаваласа тимлĕх уйăрнă. Тăван çĕр-шыв тата ун тулашĕнчи тĕпчевçĕсен ăслăлăх ĕçĕсене теори енчен тишкерсе авторсем кĕçĕн класс ачисен патриотлăх туйăмне никĕслесе аталантарассипе пуçламăш класс учителĕсене професси енчен регион материалне вĕренĕвĕн содержанине тĕпе хурса хатĕрлесси пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине сăлтавласа ăнлантараççĕ. Авторсем шкул ачисен патриотлăх туйăмне никĕслесе аталантарма пуçламăш классен пулас учителĕсене хатĕрлеме май паракан теори ĕлкине хатĕрленĕ. Унта пуçламăш классем валли педагогсене хатĕрленĕ чух регион компоненчĕ вĕренӳ содержанийĕпе епле çыхăнса пымаллине ăнлантарнă. Статьяна аслă шкул профессорĕсемпе преподавателĕсем, пуçламăш класс учителĕсем, пуçламăш класс ачисен ашшĕ-амăшĕ, педагогика вĕренӳ заведенийĕсен студенчĕсем валли тата пуçламăш классен вĕренĕвĕпе, пулас специалистсене хатĕрлессипе кăсăкланакансем валли çырнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- кĕçĕн класс ачисем, патриотлăх сапăрлавĕ, професси хатĕрлевĕ, патриотлăх туйăмĕ, пуçламăш пĕлӳ, регион уйрăмлăхĕ, пуçламăш классен учителĕ, çуралнă вырăн
-
Студентсен ӳт-пӳ аталанăвĕ сапăрлавĕн пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе вĕреннин концепцийĕнче йышăнакан вырăнĕ
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Сайганова Екатерина Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра аслă шкулта ӳт-пӳ аталанăвĕн сапăрлавне пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе вĕренессипе çыхăнтарса çĕнетес ыйтусене пăхса тухнă. Çын пурнăçĕпе экономикăн хальхи лару-тăрăвĕ профессисем умне кăларса тăратакан улшăну вăйĕсем питĕ хăвăрт ӳснипе тата çамрăксен ӳт-пӳ сывлăхĕ чакса пынипе палăрса тăраççĕ, çавăнпа аслă шкулăн кĕске вĕренӳ тапхăрĕнче сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă дисциплинăн унчченхи йăли-йĕркине çĕнетме хистеççĕ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – студентсен ӳт-пӳ аталанăвĕ енчен сапăрлав ĕлкин витĕмлĕхне теори енчен никĕслесси тата чăнлăха шута илсе тĕрĕслесси. Ку пулăм студентсене сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă пĕлӳ парать тата ӳт-пĕве çирĕплетес енĕпе çирĕп йĕрке тытса пыма хавхалантарать. Результатсем: эксперимент ушкăнĕнче модельпе туллин усă курма тытăнсан студентсен хавха шайĕ 49,4% (p ≤ 0,05), харпăр хăйне тĕрĕслесе тăнин шайĕ 76,7%, харпăр хăй ĕçленин шайĕ 4,2 хут ӳснĕ. Аслă шкул пĕтерсен занятисене малалла та тăсатпăр текенсен шучĕ 13 процентран 58 процента çитнĕ. Ку витĕм эксперимент хыççăн тата 3 уйăхран та палăрчĕ (52%). Эксперимент результачĕсем кӑтартнӑ тӑрӑх, автор модельне ӗҫе кӗртни, вӑл шутра вариативлӑ модульсем, хӑйне хӑй тӗрӗслесе тӑмалли элементсем тата цифрăллă трекинг (сăртлă-туллă вырӑнпа - тусем, вӑрмансем, наци паркӗсем тăрăх - ҫуран ҫӳрени, ҫут ҫанталӑка сăнани тата хӑнӑхнӑ ритмран канни) платформи, вӑй-хала çирĕплетекен хӑнӑхтарусем пурнăçлас хавхалану шайне тӗрӗс ӳстерме тата ӳт-пĕве аталантарас енӗпе татти-сыпписӗр хӑй тӗллӗн вӗренмелли компетенцисене йӗркелеме пулӑшать. Тĕпчевре ӳт-пӳ аталантарăвĕ культурин занятийĕ малашне уйрăм курс мар, çынна ӳт-пӳ енчен хăй тĕллĕн аталанма хистекен никĕс пулмаллине ĕнентернĕ. Вĕçĕмсĕр вĕренӳ концепцийĕ ӳт-пӳ аталанăвĕпе çыхăннă сапăрлавăн тĕллевĕсене улăштарать. Вăл сывлăх культурин нормативĕсене пурнăçланинчен чăн сывлăх культури патне илсе пырать, тума тивĕçлĕ занятисене пурнăçланинчен харпăр хăйне пĕлсе йĕркелесе пыракан хăнăхăва куçать. Сĕннĕ моделе аслă шкулăн пĕтĕм системинче анлăн сарма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, ӳт-пӳ аталанăвĕн сапăрлавĕ, вĕçĕмсĕр вĕренӳ, сывлӑха перекетлекен компетенцисем, хавхалану, харпăр хăйне йĕркелени
-
Вĕренекен çамрăксен ӳт-пӳ туйăмлăхĕн тата унăн пĕчĕкрен пыракан сăлтавĕсен типологи моделĕ
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Лежнина Лариса Викторовна, Самигуллина Кира Маратовна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи халăх культурипе цифра талккăшĕ çын хăйне кăтартнине тата ытти çынсемпе танлаштарнине çирĕп йĕркене пăхăнма ыйтаççĕ. Ку вара çамрăк чухнехи ӳт-пӳ туйăмĕпе харпăр хăйлăх паллисене (шанăва, хăй мĕн тунине ăнланнине) тата «Эпĕ» епле çитĕнсе çитнин сул-йĕрне тавçăрса илме пулăшать. Ӳт-пӳ туйăмлăхне тĕпчевĕн объекчĕ вырăнне илнĕ, ăна аталану тапхăрĕнче çамрăк çын хăй камне ăнланакан никĕс пек пăхнă. Ӳт-пӳ туйăмĕн пайĕсене (çуралнă чухнехи туйăма, ӳт-пӳпе кăмăллă пулнине, ӳт-пĕвĕн мĕнле те пулин пайне ăсра сăнарласа саплаштарнине, психологи хӳтĕлевне тата сывлăха епле хакланине) тишкернĕ чухне акă çакнашкал меслетлĕхсемпе усă курнă: «Çуралнă чухнехи ӳт-пӳ туйăмне тĕпчекен меслетлĕх» (Л.Б. Шнейдер), «Харпăр хăй ӳт-пĕвĕ епле иккенне пĕлмелли ыйту пуххи» (О.А. Скугаревский, С.В. Сивуха), «Çын ӳкерчĕкĕ» (К. Маховер), «Психологи хӳтĕлевĕн тытăмĕпе вăйне диагностика парасси» (Л.Ю. Субботина), «Сывлăх пĕлтерĕшне хакланин индексĕ» (С.Д. Дерябо). Ӳт-пӳ туйăмĕн тĕсĕсене тишкернĕ май вăтам К кластер меслечĕпе усă курнă; çын уйрăмлăхĕн сăлтавĕсен спецификине тупма нумай енлĕ линиллĕ регресси çине таяннă. Тĕпчевĕн тĕп результачĕ тесе ӳт-пӳ туйăмĕн типлă ĕлкисене тата унăн кашни ачапа çыхăннă сăлтавлав модельне панă, моделĕн тăватă тĕсне уйăрнă: пĕрлĕх çук хирĕçӳлĕх, саплаштарупа хăнăху, пăтравлă хутшăнупа уйрăмланманлăх тата вăхăт çитичченхи майлашу. Регресси тишкерӗвӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, моделе чи пысӑк тӳпе туйӑмсене идентификацилес йывӑрлӑхсем, регрессипе тата хирӗҫлевпе универсаллӑ ҫыхӑннӑ экстерналлӑ шухӑшлав (ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пулӑмсен сӑлтавӗсене хӑйӗн ӗҫӗсемпе тата йышӑнӑвӗсемпе мар, тулашри факторсемпе çеç ӑнлантарма тӑрӑшни) кӗртеҫҫӗ. Юлашкинчен студентсене типологие шута илсе психикăпа педагогика пулăшăвĕ сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- шану, ӳт-пӳ туйăмĕ, ӳт-пӳ туйăмĕн тĕсĕсем, уйрăм çынран килекен сăлтавсем, çын хăйĕн ĕçне-хĕлне ăнланман лару-тăру, çамрăклăх
-
Раççей федерацийĕнчи юридици клиникисем: ĕçпе çыхăннă йывăрлăхсем тата пулас юристсене хатӗрлес ӗҫе хывнă тӳпе
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 2- Автор:
- Иванова Елена Витальевна, Миротворская Ирина Валерьевна
- Рубрика:
- Тишкерӳсемпе хаклавсем
- Аннотаци:
- Тишкерĕвĕн тĕллевĕ – Раççей Федерацийĕн юридици клиникисен 2023–2026 çулсенче пулнă аталанăвне анализ тăвасси, ĕçре тĕл пулакан тĕп йывăрлăхсене тупса палăртасси, пулас юристсене хатĕрлеме хывнă тÿпене хакласси. Тĕпчев материалĕ шутне 2023–2026 çулсенче тухнă ăслăлăх тĕпчевĕсем, тишкерӳллĕ хаклавсем, практикăпа çыхăннă юридици вĕренĕвĕн тата юридици тӳлевсĕр панă пулăшу системин норматив акчĕсем кĕнĕ. Ăслăлăх литературине системăллă тата контента (пĕтĕм информаци материалне) тишкерни, эмпиризм (сăнав) кăтартăвĕсене танлаштарни, педагогика моделĕсене ăнлантарни меслетлĕх никĕсĕнче выртаççĕ. Результатсем клиникăсене çирĕп институционализациленине (сайра пулакан çĕнĕлĕхсем тăтăшланнине), цифрăлав аталаннине, профиль çул-йĕрĕсем нумайланнине кăтартаççĕ, анчах пĕрешкеллĕх çуккине, финанславра çирĕплĕх çитменнине, квалификациллĕ супервизорсем (консультантсем) пулманнине ĕнентереççĕ. Клиникăсем юристсене хатĕрленĕ çĕрте усă кӳни студентсен чăнлăхпа çыхăннă професси компетенцине, хутшăнупа право пĕлĕвне калăпланинче, кăмăл-сипет яваплăхне тата гражданлăх позицине çирĕплетнинче палăрать. Тишкерӳ çине таянса çак ĕçсене пурнăçлама сĕннĕ: клиникăсен ĕçĕ-хĕлĕ Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн (ФГОС) положенийĕсемпе туллин килĕшсе тăмалла, пĕрлĕхлĕ цифра никĕсĕ пулмалла, çын хайланă интеллект ассистенчĕсене тата LegalTech’а кĕртмелле, кураторсен ĕçне стандартламалла, вĕренӳ дисциплинисем хушшинче çыхăну йĕркелемелле. Клиникăсене специализацилемелле, аслă пĕлӳ паракан учрежденисен килĕшӳллĕ çыхăнăвне вăйлатмалла. Тĕпчевĕн практикăпа çыхăннă пĕлтерĕшĕ ăслăлăх позицийĕсене пĕтĕмлетнинче тата аслă шкулсемпе вĕренĕве ертсе пыракан органсем валли сĕнӳсем хатĕрленинче палăрать. Ĕçĕн теори пĕлтерĕшне юридици клиникисен ĕçне комплекслă хаклама май паракан автор моделĕ кăтартать.
- Тӗп сӑмахсем:
- цифрăлав, юридици клиникисем, тӳлевсĕр юриди пулăшăвĕ, практикăна мала хунă вĕрентӳ, компетенцисен калăпланăвĕ, LegalTech, çын хайланă интеллект ассистенчĕсем, Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ ФГОС, волонтёр ĕçĕ, право вĕрентĕвĕ