- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 4
-
Аслă шкулăн наставниклăх системинче ĕçлекен хутшăну педагогики
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Киселева Елена Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ хутшăну педагогикин теори никĕсне тата унăн пурнăçра усă курма юрăхлăхне университетра вăй илнĕ наставниклăх системин халь пур никĕсĕ çине тата ăна пурнăçлас пирки хамăр хатĕрленĕ сĕнӳсем çине таянса тĕпчесси пулса тăрать. Хутшăну педагогикин концепцине аслă шкулта наставниклăха тухăçлă тумалли тĕп çул-йĕр пулнине ĕнентернĕ. Вăл хăйĕн çирĕп никĕсне вĕренĕве хутшăнакансем хушшинче аталанакан хисеплев тата шану çыхăнăвĕсем вăйĕ çинче тупать. Статьяра асăннă концецин тĕп принципĕсене (хисеплев, шану, хутшăнуллă ĕç, çын кăмăлне шута илни – эмпати, диалог) наставникпа ăна пăхăнакансем хушшинче аталанакан çыхăнусен картинче тĕпченĕ. Педагогикăн кивĕ тата хальхи концецийĕсене танлаштарса тишкернĕ. Çавнашкалах «ӗҫтешлӗх (хутшăну) педагогики», гуманизмлă педагогика тата сапăрлав системин теори концепцийĕсене тшкернĕ. Автор хутшăну педагогикине вĕренĕве явăçнă çынсен хăрушсăрлăхĕн центрне калăплакан комплекслă пулăм тесе пăхать. Ку вара аслă вĕренӳ заведенийĕн наставниклăх контекстĕнче субъектпа объект концепцийĕ (аслă çын кĕçĕннине ертсе пыраканĕ тата унăн информаци çăл куçĕ е тĕрĕслевçи пулни) субъектпа субъект (пĕр танлăх) хутшăнăвне куçать. Ĕçре хутшăну педагогикин принципĕсене университетăн наставниклăх программипе пĕрлештерес пирки автор мĕн шухăшланине ăнлантарса панă. Ку пĕрлешĕвĕн уссине кăтартнă. Хутшăну педагогикин витĕмне наставниклăх системинче вăйлатмалли практика мелĕсене сĕннĕ. Хутшăну педагогикине наставниклăх системипе çыхăнтарни студентсене нумай енлĕ аталантарма епле пулăшнине уçăмлатнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- диалог, аслă пĕлӳ, ĕçтешлĕх (хутшăну) педагогики, наставниклăх (наставник ĕçĕ), гуманизмлă педагогика, шану, пĕрле ĕçлени, хутшăнса (е çыхăнса) ĕçлени
-
Раççей тата ют çĕр-шыв аслă шкулĕсен педагогика специальноçĕсен студенчĕсем хăйсем тĕллĕн аталаннипе вĕреннин потенциалне хаклани
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Кириллов Александр Алексеевич, Хрисанова Елена Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра педагогика специальноçне алла илекен студентсен хăйсем тĕллĕн аталаннипе вĕренĕвĕн потенциалне хаклассине паян куншăн пĕлтерĕшлĕ фактор тесе пăхнă. Ку компетенцисем йĕркеленни пысăк квалификациллĕ тата хальхи вĕренӳ системи кăларса таратнă требованисене çырлахтаракан кадрсене хатерлессинче питĕ кирлĕ услови пулнине тупса палăртнă. Çын хăй вĕреннине тата кулленхи тыткаларăшне сăнаса тĕрĕслесе тăма пултарнине питĕ пысăка хурса хаклакан авторсен ĕçĕсене тишкернĕ. Раççей аслă шкулĕсенче те, ют çĕр-шыв аслă шкулĕсенче те харпăр хăй вĕреннипе аталаннине теори енчен йышăнса хакланипе вĕсене тĕрĕслемелли мелсем хушшинче çыхăну çуккине кăтартнă. Тĕпчев тĕллевĕ – харпăр хăй тĕллĕн вĕреннипе аталаннин потенциалĕн тĕп компоненчĕсене Раççейпе ют çĕр-шыв аслă шкулĕсен талккăшĕнче тупса палăртасси тата вĕсене хакламалли мелсене тупасси. Тĕллеве пурнăçлама ăслăлăх литературине, педагогика практикипе вĕренӳ стандарчĕсене тишкерекен мелсемпе усă курнă. Статьяра харпăр хăй тĕллĕн вĕреннипе аталаннин феноменĕсене хăй тĕллĕн вĕреннин пысăк результачĕ вырăнне хурса тишкернĕ, хакланă, аслă шкулсен педагогика практикинче палăракан çитменлĕхĕсем пуррине палăртнă, вĕренӳ программисене тата диагностика инструменчĕсене çĕнетме пулăшакан сĕнӳсем панă. Тĕпчевĕн практика пĕлтерешĕ харпăр хăй вĕренме тата аталанма кирлĕ компетенцисене хаклама тата йĕркелеме кирлĕ теори никĕсне тата практика сĕнĕвĕсене туни пулса тăрать. Ку вара Раççейре тата чикĕ леш ен çĕр-шывĕсенче пысăк квалификациллĕ педагогика кадрĕсене хатĕрленин пахалăх шайне çĕклеме май парать. Тĕпчевĕн результачĕсемпе преподавательсем, методистсем, вĕренӳ талккăшĕ валли программăсем хатĕрлекенсен ертӳçисем усă курма пултараççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, професси енĕпе аталанни, педагогика аслă шкулĕсем, харпăр хăй тĕллĕн вĕренни, хăрпăр хăй тĕллĕн аталанни, професси куçăмлăхĕ
-
Педагогика вузĕн аспирантуринче ют ҫĕр-шыв гражданĕсене хатĕрлесси: практика анализĕ
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Александрова Галина Александровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Вĕренӳ сферине интернационализацилени, тĕнчери академи мобильлĕхĕ ӳсни тата вĕренӳ кооперацийĕ аталанни ют патшалăхсем валли наци кадрĕсене хатĕрлекен тытăмра тĕп ориентирсене палăртма ыйтаççĕ. Раҫҫей Федерацийĕ вĕренӳ экспорчĕ енĕпе тĕнчери чи малта пыракан вунă ҫĕр-шыв шутне кĕрет. Раҫҫей аслă шкулĕсен, ҫав шутра педагогика вузĕсен, аспирантуринче ăслăлăх тата ăслăлăхпа педагогика кадрĕсене хатĕрлемелли программăсемпе вĕренес текен ют ҫĕр-шыв гражданĕсен йышĕ ҫулсерен ӳссе пырать. Асăннă тĕпчевĕн тĕллевĕ ‒ вĕренекенсен контингентне тата педагогика аслă шкулĕн аспирантуринче ют ҫĕр-шыв гражданĕсене хатĕрлемелли практикăна тишкересси. Автор Федерацин Атăлҫи округĕнчи педагогика аслă шкулĕсен ют ҫĕр-шыв гражданĕсен шутĕнчи аспирантсен контингентне тишкернĕ. Ĕҫре ют ҫĕр-шыв гражданĕсен шутĕнчи аспирантсене хатĕрлемелли тата пулăшса пымалли тытăмпа паллаштарнă, çакă вĕсене ҫĕнĕ социокультура хутлăхĕнче ҫăмăлрах адаптациленме, аспирантура программин вĕренӳ тата ăслăлăх компоненчĕсене алла илме май парать. Ют ҫĕр-шыв гражданĕсене аспирантурăра хатĕрлессин тĕп проблемисене тупса палăртнă. Çавăн пекех педагогика аслă шкулĕсен аспирантуринче ют ҫĕр-шыв гражданĕсенчен наукăпа педагогика кадрĕсене хатĕрлес ĕҫе лайăхлатмалли ҫул-йĕр сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- аспирантура, аслă пĕлӳ, вĕрентĕве интернационализацилесси, ют ҫĕр-шыв гражданĕсем, педагогика вузĕ
-
Общество пĕлĕвĕпе паташалăх тĕп экзаменне хатĕрленмелли форматсем (ĕç опытĕнчен)
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Краснова Марина Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- 9-мĕш класс пĕтерсен Раççей Федерацийĕн шкулĕсенчен чылайăшĕнче шкул ачисем 4 экзамен тытаççĕ: тивĕçлĕ йĕркепе – икĕ экзамен (вырăс чĕлхипе тата математикăпа) тата икĕ экзамен – суйласа илсе. Суйласа илнисенчен чи анлă сарăлнисем шутне общество пĕлĕвĕпе тытакан патшалăх экзаменĕ кĕрет, анчах та çак экзамена кашни çулах ачасен 7% тытаймасть. Статьяра общество пĕлĕвĕпе патшалăхăн тĕп экзаменне (ОГЭ) хатĕрленмелли мелсенчен пĕрне – пĕчĕк ушкăнсенче хатĕрленнине пăхса тухнă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ шкул ачисене «Общество пĕлĕвĕ» предметпа патшалăхăн пĕтĕмлетӳ экзаменне (ППЭ) ОГЭ пек хатĕрленнĕ чухне ушкăн формачĕпе усă курмалли мелсене тата результатсене тишкересси пулса тăрать. Палăртнă тĕллеве кĕретлĕ тăвакан тĕпчев задачисем çаксем: 1) шкул ачисене общество пĕлĕвĕпе ОГЭне хатĕрленнĕ чухнехи йывăрлăхĕсен теори аспекчĕсене тишкересси; 2) ОГЭне пĕчĕк ушкăнсемпе хатĕрлемелли автор модельне ун тĕп саманчĕсене уйăрса сăнласси тата структурăласси, тухăçлăхне хакласси. Палăртнă задачăсене пурнăçлама автор проблемăна тĕпе хурса ăслăлăхпа меслетлĕх литературине тишкернĕ тата общество дисциплинисене вĕрентме усă куракан меслетсене апробацилекен опычĕ çине таянса пĕтĕмлетнĕ. Общество пĕлĕвĕпе ОГЭне пĕчĕк ушкăн формачĕпе хатĕрленнĕ май йĕркеленнĕ системăна апробацилени пурнăçланă ĕç тухăçлă пулнине çирĕплетме ирĕк парать. Пĕчĕк ушкăнсенче хатĕрленни вĕрентĕвĕн дистанци тата кĕрет формачĕсене пĕрлештерме, пĕчĕк ушкăнра пайăррăн та, пĕр-пĕринпе хутшăнса та хатĕрленме тата нумай шайлă мониторинг ирттерме май парать. Ку стратеги предмет содержанине системăллă ăса хума кăна мар, шкул ачисен метапредмет пĕлĕвĕсене ăсра йĕркелеме тата пĕтĕмлетӳ аттестаци процедурине психологи енчен хатĕр пулма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- патшалăхăн тĕп экзаменĕ, пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ, общество пĕлĕвĕ, ушкăнсенче ĕçлени (ушкăнсенче тăвакан ĕç), вӗренекенсем
-
Вĕренӳ ĕлкисене хатĕрлемелли теори çул-йĕрĕсем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Демьянчук Роман Викторович, Комарницкая Татьяна Андреевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра хальхи вĕренӳ улшăннă тапхăрта вĕренӳ ĕлкисене проектламалли теори никĕсĕсене пăхса тухнă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ вĕрентӳ ĕлкисене хатĕрлемелли тĕп çул-йĕрсене тишкересси пулса тарать. Методологи никĕсĕ вырăнне хамăр çĕр-шывăмăрăн тата ют çĕр-шыв тĕпчевçисен (А. М. Новиков, Д. А. Новиков, Л. С. Выготский, Ж. Пиаже, Дж. Брунер, А. Бандура, Г. Гарднер т. ыт.) ĕçĕсемпе тата когници, конструкци, социокультура тата система принципĕсемпе усă курнă. Тӗпчеве пурнăçласа уйрӑм теори меслечӗсене харпăр майпа усӑ курни вӗрентӳ моделӗсене проектлама майсем тума чарать, ҫав вӑхӑтрах вӗсене системӑллӑ меслет шайӗнче интеграцилени пӗрлӗхлӗ те адаптивлӑ вӗрентӳ моделӗ йӗркелеме май парать текен положенине никӗсленӗ. Социокогнитивлӑ механизмсене усă курни тата ӑс-хакӑлӑн нумай формисене шута илни интегративлӑ вӗрентӳ моделӗсене практикăра усă курма май паракан тата вӗсене персонализацилемелли условисем пулса тӑнине кӑтартнӑ. Тӗпчевӗн практика пӗлтерӗшӗ вӗренӳ программисене, цифра вӗрентӳ хутлӑхӗсене тата персонализациленӗ вӗрентӳ технологийӗсене проектланӑ чухне илнӗ пӗтӗмлетӳсемпе усӑ курма пултарнинче палăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- конструктивизм, вĕренӳ ĕлки, проектлани, пĕлӳ илнине шута илни, системăлăх çул-йĕрĕ, социокультура çул-йĕрĕ
-
IT стартапсене хутшăнни IT бакалаврĕсен soft skills йĕркелекен хатĕр пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Давыдова Оксана Владимировна, Яруськина Елена Тажутиновна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Хальхи обществăра кирек епле специалистшăн та професси хăнăхăвĕсене аталантарни кăна мар, нумай енлĕ (soft skills) универсаллă хăнăхусене аталантарни те пĕлтерĕшлĕ. Ку хăнăхусем кирек хăш специалистăн професси компетенцине (hard skills) вăйлатаççĕ, хушăм парса рабочи профессийĕсене хăвăрт хăнăхма тата карьера çулĕпе ăнăçлă кайма пулăшаççĕ. Ĕçе вырнаçакансен «хушăм» компетенцийĕсем ĕç паракансемшĕн IT-ра тата технологиллĕ компанисенче професси компетенцийĕсенчен те пĕлтерĕшлĕрех. Çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума пултаратпăр: IT енсемпе хатĕрленекен бакалаврсен soft skills хăнăхăвĕсене аслă шкул тапхăрĕнчех аталантармалла. Статьяра IT стартапсене хутшăнни бакалаврсен soft skills пахалăхне тумалли инструмент пулма пултарать текен шухăша тĕпчесе кăтартнă. Soft skills ăнлава тата классификацие, ĕç паракансемшĕн soft skills валли тĕрлĕ шайра ĕçлеме хатĕрленнĕ кандадатсенчен IT сферăна тивĕçтерме мĕн кирлине кашни шая шута илсе тишкернĕ: junior (кĕçĕн), middle (вăтам), senior (аслă), team lead (ушкăн ертӳçи), project manager (проект менеджерĕ). Ĕçре IT бакалаврĕсен акселераци программине хутшăннă пĕр ушкăнăн опытне çырса панă. Ку программа пынă вăхăтра команда IT проекта ăнăçлă пурнăçлама пултарнă. Ун тăрăх MiniApps валли low-code конструктор тунă. Проект ĕçĕн тапхăрĕсене, вĕсен тĕллевĕсемпе содержанине тата soft skills йĕркелемелли майсене уçса панă. Тунă тĕпчевĕн результачĕсем студентсем çав йышши проектсенче хутшăнни вĕсен вăйĕ soft skills тума пур енчен те çителĕклĕ пулнине кăтартса параççĕ. Ку чăнах та çапла пулнине ятарласа ирттернĕ педагогика эксперименчĕ ĕнентерет. Тĕрĕслев студентсен soft skills аталану динамики лайăх енне кайнине çирĕплетет.
- Тӗп сӑмахсем:
- soft skills, IT специалисчĕсене хатĕрлени, нумай енлĕ IT хатĕрлев бакалаврĕсем, хушăм хăнăхусем, IT проект, IT стартап
-
Раççей федерацийĕн аслă шкулĕсенче юристсене резильентлăх (çирĕплĕх) хăнăхăвĕсемпе профессире усă курма хатĕрлесси
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Комлев Игорь Геннадьевич, Мазкова Инна Геннадьевна, Арапов Владимир Валерьевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Юристсене резильентлăх (чăтăмлăх, çирĕплĕх) хăнăхăвĕсемпе пулас професси ĕçĕнче усă курма хатĕрлессин паянхи кун татса паманнин пĕлтерешĕ вĕренӳ ĕçне-хĕлне хальхи аналитикăпа кулленхи ĕçĕн кăткăс аспекчĕсене тата пулас специалист стресс лару-тăрăвне пула професси енчен çунса кайма хатĕррине пĕрлештерсе тăракан юридици практикипе хăвăрт çыхăнтарса çĕнетессинчен тухса тарать. Юрист ĕçĕ йывăр пулнипе, ăс-тăн вĕçĕмсĕр тимлесе ĕçленипе, кăмăл-туйăма айккинчен пусахланипе, шухăшсем çураçма çук хире-хирĕç пулнипе тата ĕçпе пурнăç хушшинче тытса пыракан баланс час-час пăсăлнипе кăтартуллă. Ку, паллах, юристсен стресс шайне сисĕнмеллех ӳстерет. Стресăн тĕп факторĕсем вĕсем ĕç нумаййи, ырă мар информаципе ĕçлени, суд процесĕнче тата ответлă йышăну тунă тапхăрта кăмăл-туйăм пысăк пусăма лекни, кунсăр пуçне риска курса тăма витĕм кӳрекен «пессимист шухăшлавĕн» хистевлĕ çине тăрăвĕ (вăл психологи енчен йывăр тата çунса кайма хистекен пысăк вăй пулса тарать). Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, юристсен 57 проценчĕ хайсен стресс шайне çӳллĕ тет, 12 проценчĕн стресĕ экстрим шайне çитет. Нумай юрист тарăхăва, апатие, депрессие тата професси енчен çунса кайнине туять. Ку вара пысăк ответлăхпа, клиентсем пусăхланипе тата ĕçĕн пуçламăшĕпе пĕтмĕшĕн чикисем хĕснипе çыхăннă. Технологисем хăвăрт аталанни (вăл шутра çын тунă интеллект тата автоматизаци) стреса тата пысăкрах вăй параççĕ, юристран çĕнĕ хăнăхусем кĕтеççĕ тата улшăнусене хăвăрт йышăнма хистеççĕ. Пулас юристсене професси енчен хатĕрлекен тытăмра резильентлăх (чăтăмлăх, çирĕплĕх) тĕлĕшĕнчен пĕлÿ памалла. Çакă малашне стреспа, професси енчен çунса каяссипе ăнăçлă кĕрешме май парĕ. Ку пултару психика сывлăхне упрама тата тухăçлă ĕçлеме кирлĕ. Стреспа кĕрешме тата професси енчен çунса каясран сыхланма ятарлă меслетлĕх хатĕрленине шута илес пулать. Унта юрист ĕçĕ-хĕлĕн спецификине тата хальхи технологисем кăларса тăратнă чĕнӳсене пăхăнмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- стресс, професси енчен хатĕрлени, пулас юристсем, професси енчен çунса кайни, резильентлăх (чăтăмлăх, çирĕплĕх)
-
Федерацин Хусан (Атăл çум) университечĕн Елабуга институчĕн магистратура студенчĕсен вĕренӳритÿсĕмлĕхĕ тата пĕлес хастарлăхĕ пĕр-пĕринпе çыхăнни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Бочкарева Татьяна Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Педагогика енĕпе магистрсене (аслă шкулăн иккĕмĕш пусăмĕн студенчĕсене) хатĕрлесси аслă шкулăн федераци стандартĕнче çирĕплетнĕ компетенцисене алла илнисĕр пуçне профессире тĕл пулакан чи пысăк йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнипе, йывăр лару-тăрура пиçĕлех кăтартнипе, палăртнă тĕллеве пурнăçлама кăмăл-сипет хавалне пĕр çĕре пухма пултарнипе тата ытти те çыхăннă. Пурнăç кăларса тăратнă чăрмавсемпе кăткăслăхсене (пĕлӳ илнĕ чухне тухса тăракан йывăрлăхсене) пăхмасăр вĕренӳре çитĕнӳ тума пултарасси магистратура тапхăрĕнче чи пысăк пĕлтерĕш туянать. Вĕренӳ информацине тата професси компетенцине май пур таран ăса хывма вĕренӳре хастар пулни пулăшать. Магистрант студентсем вĕренӳ кÿрекен стрессемпе йывӑр тапхӑрсене ҫӗнтерме пултарни тата вĕсен пĕлӳ илес активлăхĕ (хастарлăхĕ) хушшинче еплерех çыхăну пуррине тупса ăнлантарасси çак ĕçĕн тишкерӳ материалĕ пулса тăрать. Ĕçленĕ май сакнашкал меслетсемпе усă курнă: уйрăм çын вĕренӳ кÿрекен йывăрлăхсене епле çĕнтернине кăтартакан шкала (Р. С. Звягинцев ансатлатăвĕ) тата А. Д. Андреева, А. М. Прихожан ученăйсем вĕренме кăмăл тунипе хавхаланăва диагностика тума сĕннĕ меслет. Тĕпчев картинче вĕренӳ кÿрекен йывăрлăха çĕнтернипе пĕлӳ илес активлăх хушшинче çыхăну пуррине тата пĕлӳ илес ĕмĕтпе хастарлăх элеменчĕсем вĕренӳ йывăрлăхĕсене çĕнтерме епле пулăшнине тупса палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- магистратура, пĕлӳ илес хастарлăх (активлăх), вĕренӳри тÿсĕмлĕх, вĕренӳ кÿрекен стрессемпе йывӑр тапхӑрсене ҫӗнтерме пултарни, аслă шкул (вуз)
-
П.Ф. Лесгафт çын кĕлеткин аталанăвĕ çинчен вĕрентни ӳт-пӳ психологийĕн тата «эпĕ» концепцин никĕсĕ пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Потапова Анна Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку статьяра П. Ф. Лесгафтăн çын кĕлетки аталанăвĕ çинчен калакан вĕрентĕвне вăл ӳт-пӳ психологийĕн тата «Эпĕ» концецин аталану никĕсне тунине шута илсе тишкернĕ. П. Ф. Лесгафтăн концецийĕ патне пынин сăлтавĕсем ăсчахăн хăватлă ăслăлăх эткерĕ пулни, çĕр-шывăмăрăн ӳт-пӳ психологине ун тĕп шухăшĕсем ⅩIⅩ ĕмĕр вĕçĕнчех çуралнине тата аталанăвĕнче вĕçĕмсĕрлĕх пуррине шута илсе малалла аталантарасси пулса тăрать. П. Ф. Лесгафтăн çын кĕлетки аталанăвĕ çинчен калакан вĕрентĕвĕн теори вăйĕ хальхи ӳт-пӳ психологийĕн тата «Эпĕ» концецин методологи никĕсĕ иккенне ĕнентересси пулса тăрать. Тĕпчевĕн задачисем çаксем: хальхи теори концепцийĕсенче «ӳт-пӳлĕх» ăнлав çинчен, çын кĕлетки аталанăвĕ çинчен калакан вĕрентĕвĕн «Эпĕ» концепцин тĕп положенийĕсене П. Ф. Лесгафтăн ĕçĕсенче палăртасси, ӳт-пӳ психологийĕн тĕп идейисене тупасси тата куç умне ученăй ĕçĕсенче «Эпĕ» концепци аталанса вăй илнин уйрăмлăхĕсене кăларасси. Тĕпчевĕн тĕп меслечĕ П.Ф. Лесгафтăн ăслăлăх эткерне тĕпчени тата хускатнă тема пирки хальхи ăсчахсем çырнă ĕçсене тишкерни пулса тăчĕ. Статья вĕçĕнче анлă пĕтĕмлетӳсем тунă. П. Ф. Лесгафт ĕçĕсене тишкернин результачĕсем ученăй тăван çĕр-шыв ăслăлăхĕнче ӳт-пӳ психологийĕ ăслăлăхĕн никĕсне хывнине çирĕплетеççĕ. Унăн идейисем антропологин тулли ĕлкине калăплаççĕ. Унта ӳт-пĕвĕн «Эпĕ» чăнлăхĕ «Эпĕ» концепцин тĕп элеменчĕ пулса тăрать. Эпир тунă тишкерӳ П. Ф. Лесгафт шухăшĕсемпе хальхи ӳт-пӳлĕх теорийĕ хушшинче тӳрĕ çыхăну пуррине ĕнентерет: ученăй шухăшпа ĕç тата характер хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан çыхăну пурри çинчен ăнлантарса пани виçĕ пайлă (когнитив, аффект, тыткаларăш) «Эпĕ» чăнлăх ĕлкипе тӳр килет. Ăсчах ӳт-пӳлĕх аталанăвĕн тапхăрĕсем содержани енчен психосоматика пĕрешкеллĕхĕнчен пуçласа ăс-тăн тĕрĕслевĕ урлă каçса ватлăх регрессийĕпе пĕтни таран епле тулса пынине уçăмлатнă. Ку динамикăллă ĕлке ӳт-пӳлĕх ӳсĕмне çынлăх çитĕнĕвĕпе çыхăнса вĕçĕмсĕр аталанакан пулăм пек кăтартать.
- Тӗп сӑмахсем:
- «Эпĕ» концепци, П. Ф. Лесгафт концецийĕ, çын кĕлетки аталанăвĕ, çын ӳт-пĕвĕн психологийĕ, ӳт-пӳре палăракан «Эпĕ»
-
Педагогика аслă шкулĕн студенчĕсен профессие алла илнĕ тапхăрта аталанакан харпăр хăйĕн усăлăхĕпе харпăр хăйне тытаслăхĕн килĕшӳллĕ çыхăнăвĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 4- Автор:
- Князева Наталья Николаевна, Савина Наталья Викторовна, Леднева Елизавета Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ĕҫре педагогика аслă шкулĕн студенчĕсен харпăр хăйĕн усăлăхĕпе харпăр хăйне тыткаланин çыхăнăвне тĕпченĕ. Харпăр хăйĕн усăлăхне ăнланса илни педагогика аслă шкулĕн студенчĕсен пĕр пайĕшĕн кăтартуллă. Вăл пурнăçра сиксе тухакан ку е вăл ыйтăва хăвăрт татса парас пахалăх пулса тăрать. Тĕслĕхрен, харпăр хăйĕн усăлăхне туйни хутшăнура лайăх аталанать. Харпăр хăйĕн усăлăхĕ предметпа çыхăннă ĕç-хĕлте кăшт япăхрах аталанать. Харпăр хăйне тыткалама пĕлни вара харпăр хăй аталанăвĕн, професси çитĕнĕвĕн тата социаллă адаптацин механизмĕсене уçса панă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Харпăр хăйĕн вĕренӳпе çыхăннă тата вĕренӳпе çыхăнман ĕçне-хĕлне йĕркелесе пырас кулленхи хăнăху студентсен вăйлă аталанман. Çакă, уйрăмах, тĕп вырăн йышăнакан пахалăхсенче палăрать. Вĕсен шутне прогнозласси, харпăр хăйне контрольлесси тата коррекци тăвасси кĕрет. Студентсем професси (предмет) пĕлĕвне шанни кашни хăйĕн ĕçне-хĕлне йĕркелесе пырас пултарулăхпа тачă çыхăннă. Пародокс пур: студентсем хăйсен вăйне шанаççĕ, анчах илнĕ пĕлĕвне кирлĕ пек планланă ĕç-хĕлпе çыхăнтарма пултараймаççĕ. Танлашиаруллă-шайлаштаруллă тишкерӳ студентсен харпăр хăй усăлăхĕпе харпăр хăйне тыткалани хушшинче çирĕп тата аталанса пыракан çыхăну пуррине палăртрĕ. Ку çыхăну вĕрентӳ малалла пынă май çирĕпленет тата харпăр хăйне тыткаланине йĕркелекен самантсен нумайрах та нумайрах пайне пырса тивме пуçлать. Çакă студентсен харпăр хăйĕн усăлăхĕпе харпăр хăйне тытаслăхĕ хушшинче тачă çыхăну пуррине ĕнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- харпăр хăйĕн усăлăхĕ, харпăр хăйĕн усăлăхĕ хутшăнура палăрни, харпăр хăйĕн усăлăхĕ предмета пĕлнинче палăрни, харпăр хăйне тыткалани, харпăр хăйне тыткалама пултарни, педагогика аслă шкулĕн студенчĕсем