- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2
-
Наставник ĕçĕн ĕлки çамрăк педагогсен професси çитĕнĕвĕн хатĕрĕ пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Кандакова Виктория Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра хальхи хăвăрт пулакан улшăнусене чăтса ирттерекен тата педагог квалификацийĕ умне кăларса тăратакан требованисен çирĕплĕхĕпе палăракан вĕренӳ тытăмĕнче çамрăк учительсем çитĕннин паян куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвне пăхса тухнă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ çамрăк специалистсене ĕçе хăнăхма тата професси енчен аталанма пулăшакан тухăçлă технологисен комплексне никĕслесси тата тĕрĕслесси пулса тăрать. Ĕçре наставник ĕçне хаклама паян усă куракан çул-йĕре теори енчен тишкернин результачĕсене илсе кăтартнă, хальхи вĕрентӳ практикинче усă куракан технологисене систематизациленĕ, вĕсен тухăçлăхне палăртакан технологисене системăланă. Наставник ĕçĕн тĕрлĕ регионта пурнăçа кĕртекен программисене уйрăмах тимлĕн тишкернĕ. Статьяра наставник ĕçĕн модельне ăсталама хатĕрленĕ программăн тухăçлăхĕ пирки тунă пĕтĕмлетӳсем тата вĕсемпе вĕренӳ учрежденийĕсенче епле усă курас пирки каланă сĕнӳсем пур. Кунта, тата, наставниксене суйласа илме уçăмлă критерисем кирлине, вĕсен квалификацине ӳстерме тата кашни специалистпа пайăррăн хутшăнма тивĕç пуррине ĕнентернĕ. Наставник ĕçĕ специалистсем пĕр-пĕрне пĕлӳпе тата пултарулăхпа пуянлатакан, кашнине професси енчен ӳсме май паракан тата специалистсен педагогика культурипе çут ĕç пахалăхне ӳстерме кирлĕ лару-тăру тăвакан ĕç-хĕл пулнине палăртса хăварнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- наставник ĕçĕ, çамрăк учитель, професси енчен аталанса çитĕнни (професси çитĕнĕвĕ), наставник ĕçĕн ĕлки (педагог ĕçĕн моделĕ), педагогăн пĕлӳлĕхĕсем (педагогăн компетенцийĕсем), педагогика эксперименчĕ, професси пĕлӳлĕхĕ (професси компетентлăхĕ)
-
Педагогика пĕлӳлĕхĕн улшăнăвĕ: цифра ĕмĕрĕнче шкул ачисен вĕренӳ кăмăлне тумалли стратегисем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Ромащенко Алексей Романович, Корсунова Вероника Александровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Цифрӑлану тапхăрĕнче тата халăх ушкăнĕсен хутшăну чăнлăхĕ хăвăрт улшăнакан условисенче педагогика пĕлӳлĕхне пысăклатасси, шкул ачисен вĕренӳ кăмăлне çирĕплетесси халь чи пысăк пĕлтерĕш туянать. Статьяна педагогикăн шкул ачисене вĕренĕве тухăçлă явăçтарма май паракан нумай енлĕ компетенцийĕсене (ПНЕК) системăна кĕртессине халалланă, çавна май вĕрентӳре цифра технологийĕсемпе персонализацие пĕрлештерессине малти вырăна хунă. Хальхи тĕпчевсемпе практикăна тишкерсе авторсем педагогăн туйăм ăс-тăнĕпе пĕлĕвне, вĕрентĕвĕн чи тухăçлă та вăйăпа усă курса пĕлӳ пухасссине тата ачасен психологине канăçлантарса вĕрентӳ валли кирлĕ лару-тăру туса пĕрлештерекен çул-йĕрсене палăртаççĕ. Уйрăм тимлĕхпе авторсем вĕренĕве хавхалантракан цифра инструменчĕсем пирки – нумай енлĕ платформăсен вĕренĕве хавхалантарнин пĕлтерĕшĕ пирки, Интернетăн ресурсĕсем пирки каланă. Тĕпчев результатне таблица туса пĕтĕмлетнĕ. Вăл ПНЕКпа хавхаланăва çĕклекен меслетсем (проект ĕçĕ, ĕçсене тĕллевлĕ ушкăнласа пани тата мультимедиа çăл куçĕпе усă курни) хушшинче çыхăну пуррине кăтартать. Авторсем палăртнă тăрăх, педагогсене професси енчен аталантармалла, çав шутра çĕнĕ технлогисене алла илме пулăшмалла, туйăм пĕлĕвне ӳстерме май памалла. Ĕç цифра ĕмĕрĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене сирсе яма пурнăçпа çыхăнтарнă сĕнӳсем парса хальхи вĕренĕвĕн теорийĕпе практикине аталантарма пысăк пулăшу парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ хавхи, педагогика компетенцийĕсем, цифра çине таяннă вĕренӳ, çĕнĕ меслетсем (инноваци меслечĕсем), туйăмлă ăс-тăнпа пĕлӳ
-
Акӑлчан чӗлхине ятарлӑ тӗллевпе вӗрентнĕ чух усă курмалли çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăн (интеллект) хатĕрĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Малаева Анна Владимировна, Волкова Татьяна Павловна, Глоба Татьяна Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçе çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăн (интеллект) хатĕрĕсемпе акăлчан чĕлхине ятарлă тĕллевпе вĕрентнĕ чух усă курас мелсене (ESP) халалланă. Статьяра вĕрентӳре технологисемпе ĕç рынокĕ витĕм кӳнĕрен усă куракан инновацисене (çĕнĕлĕхпе усă курнин результачĕсене) пăхса тухнă тата ESP контекстĕнче çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăн хевтине, халăх кăмăллакан хатĕрсене (чат-ботсене, автомат куçарăвăн системисене, уйрăм çын вĕренӳре усă куракан платформăсене, текст тăвакан хатĕрсене) танлаштаруллă хакласа тишкернĕ. Авторсем маларах асăннă хатĕрсен функци пуянлăхне, вĕсен ытти хатĕрсенчен кăсăклăрах енĕсене тата çынсен професси хăнăхăвне аталантарма витĕм кӳреслĕхне (тĕслĕхрен, ют чĕлхене профессие тĕллевлесе вĕрентнине) тĕпчеççĕ. Çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăнпа университетăн вĕренӳ курсĕсенче ăнăçлă усă курнă тĕслĕхсене илсе кăтартнă. Вĕсене тĕпе хурсан курссене вĕрентнĕ май чи мала студентсен ютла хутшăнас хăнăхăвĕ тата ют чĕлхепе çырнă материал профессипе мĕн таран çыхăнни тухса тăрать. Статьяра пурнăçра ирттернĕ чăн тĕпчевĕн пайтисене (результачĕсене) илсе панă. Вĕсем студентсен вĕренӳ хавхипе пахалăхĕ ӳснине çирĕплетеççĕ. Çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăнпа усă курни тухăçлăрах тата кашни студентпа уйрăммăн ĕçлеме, унăн калаçăвĕн сăмах йышне ӳстерме, грамматика тĕрĕслĕхне тытса пыма, çыру хăнăхăвне çирĕплетсе пыма пулăшать. Çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăна вĕренĕве ăнăçлă кĕртсе пырас тесен преподавательсене хушма пĕлӳ памалла тата вĕрентмелле, вĕренӳ контексчĕн уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăнпа виçеллĕ усă курнипе курманни валли уйрăм тимлĕх уйăрма тивет. Ку вара технологисенчен ирĕклĕрех пулма тата йăлана кĕнĕ меслетсемпе усă курса пухнă опыта упраса хăварма кирлĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăн, çын хайланă пултаракан-тăвакан ăс-тăн хатĕрĕсем, тĕллевлесе професси валли вĕрентекен ют чĕлхе, ятарлă тĕллевсене шута илсе вĕрентекен акăлчан чĕлхи (ESP)
-
Регионăн вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн пурлăхлă лаптăкĕ педагогăн професси пĕлĕвне ӳстермелли вăй пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Мурзина Жанна Владимировна, Андрущенко Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçре регионăн вĕçĕмсĕр вĕренĕвĕн пурлăхлă центрĕн аталану вăйне педагогика кадрĕсене ăслăлăхпа меслетлĕх енчен ертсе пыракан системăна тухăçлă ĕçлеттерекен хатĕр тесе уçса панă. Статьяра регион лаптăкĕн малашне ĕçлеме кирлĕ вăйĕн тытăмне кăтартнă, унăн тĕп уйрăмлăхĕсене тата ĕçре усă курас енĕсене палăртнă, педагогсене меслетлĕх енчен ертсе пымалли системăна тăвас пирки, ун тытăмне, професси енĕпе хушма пĕлӳ парас тата професси енчен çĕнетес енчен умра тăракан задачăсене пурнăçлас тата çĕнетес пирки сĕнӳсем хатĕрленĕ. Ку ĕç – регионта патшалăхăн вĕренӳре пурнăçа кĕртмелли тытăм системине лайăхлатас тата халăх ушкăнĕсен хутшăнăвĕпе экономикине вăйлатас тĕллевлĕ. Педагогсене ăслăлăхпа меслетлĕх енчен ертсе пымалли системăна тапхăрăн-тапхăрăн улăштарма меллĕ ĕç юхăмне уçса панă. Унта вĕрентĕвĕн тĕп пайĕ регионăн институт тытăмне пăхăнса тăрать. Институт тытăмĕ вара хушăм професси вĕренĕвĕн программине пурнăçа кĕртессишĕн яваплă. Вĕрентĕвĕн вариант пайне пурнăçламалли ĕçе вĕренӳ тытăмĕн регион пайне кĕрекен вузсем илеççĕ. Педагогсен ĕç-хĕлне ертсе пыма сĕннĕ тытăмăн пуласлăх сăн-сăпачĕ епле пулассине уçăмлатнă, вĕренĕвĕн çĕнĕ программисемпе технологийĕсене пурнăçа кĕртессине тата усă куракан практикăн тухăçлăхне тĕпчемелли тата тишкермелли ĕçсем çинчен каланă. Практикăна мала хурса авторсем Чăваш Республикин педагогĕсен тата патшалăх кадрĕсен хушма професси вĕренĕвĕн регионта тытса пыракан политикин çĕнĕ çулĕсемпе йĕрĕсене сĕннĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ертсе пыни, регионăн ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ертсе пымалли системин ĕлки, педагогăн професси енĕпе тăтăш аталанăвĕ, регионăн пурлăх лаптăкĕ, професси ăçталăхĕн аталанăвĕ
-
«Вырăс тата ют çĕр-шывсен литератури» дициплинăн хальхи çар специалистне хатĕрлессинче палăракан пĕлтерĕшĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Кузнецова Юлия Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра Раççейĕн çар аслă вĕренӳ заведенийĕсенче курсантсене ăс панă май «Вырăс тата ют çĕр-шывсен литератури» дисциплинăна вĕрентни паян куншăн пĕлтерĕшлĕ пулнине ĕнентернĕ. Дисциплинăн тĕллевĕсемпе задачисене тишкернĕ. Çар аслă вĕренӳ заведенийĕсенче «Вырăс тата ют çĕр-шывсен литератури» дисциплинăна вĕрентни пулас çар çыннисене малашне çарпа политика ĕçĕнче çынсен хушшинче майлашăнакан çыхăнусене, экономика, культура, этика, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене татса пама кирлĕ иккенне ĕнентернĕ, мĕншĕн тесен вĕсем тăван тата ют çĕр-шывсен литературинче тĕкĕр çинчи пек курăнаççĕ. Автор палăртнă тăрăх, программăна кĕртнĕ хайлавсене вуласа тишкернĕ чух пулас офицерсен ăс-тăнĕнче историн тĕрлĕ тапхăрĕнче çынсем хушшинче тĕвĕленекен çыхăнусен, экономикăн, çарпа политикăн, кăмăл-сипетпе моралĕн кризисĕсен сăлтавĕсем пирки ку е вăл тĕшмĕртӳпе шухăш вăй илет; хайлавсен пысăк гуманизм идейисене палăртакан геройĕсен сăнарĕсем калăпланаççĕ; истори эткерне упрассипе çыхăннă сапăрлав вăй илет; вулама, кĕнекене чун-хавал, кăмăл-сипет, аталану çăл куçĕ вырăнне хурса юратас хăнăху аталанать. Кунсăр пуçне статьяра илемлĕ литература нумай функциллĕ ӳнер тĕсĕ пулнă май сапăрлавра пысăк вырăн йышăннине тата çар вĕренӳ заведенийĕсен курсанчĕсен тăван тата ют çĕр-шывсен писателĕсем вăрçă çинчен çырнă литературăна вулама тивĕç пуррине ĕнентернĕ. Вулав вăхăтĕнче пулас офицерсен культура тавра курăмĕ аталаннисĕр пуçне çынлăх паллисем, ырă кăмăл-сипет енĕсем: тăван çĕр-шыва юратни, илнĕ профессишĕн мăнаçланни – вăй илсе çирĕпленеççĕ. Илемлĕ литература Тăван çĕр-шывшăн хăйне шеллемен, Тăван çĕршĕн паттăрлăх кăтартма хатĕр патриот çар çыннине çитĕнтернĕ çĕрте пысăк вырăн йышăнать. Паллах, патриотлăх сапăрлавĕн пахалăхĕ офицерсен малашне тăшмана хирĕç тăма пултараслăхне, чун хавалне, «вырăс чунне» кăтартаслăхне, чи йывăр самантра юлташĕсене хавхалатарма пултараслăхне, чи пысăк идейăшăн – Тăван çĕр-шыва, тăван халăха хӳтĕлессишĕн пурнăç пама хатĕр пуласлăхне витĕм кӳрет.
- Тӗп сӑмахсем:
- вырăс литератури, ют çĕр-шывсен литератури, çар тата политика ĕçĕ, çар специалисчĕ, патриотлăх
-
Электронлă вĕренӳ курсĕ аслă шкул студенчĕн пайăрлăх енĕсене аталантармалли хатĕр пулни («Ют чĕлхе» дисциплина тĕслĕхĕ)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Панюшкина Марина Александровна, Поникаровская Валентина Викторовна, Мацакова Наталья Владимировна, Волкова Ирина Сергеевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку ĕçе Иммануил Кант ячĕллĕ Балтика федераци университечĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш курсĕсен студенчĕсен ют чĕлхе занятийĕсенче вĕренĕве электронлă курс кĕртсе аслă шкул бакалавриачĕ студенчĕсен пайăрлăх енĕсене аталантарассине халалланă. Электронлă информаципе цифра талккăшĕнче ятарласа хатĕрленĕ курса (https://eios.kantiana.ru/) çак принципсене пăхăнса вырнаçтарнă: вĕренĕве пайăрлатни тата вариантлани, вĕренӳ материалне практикăпа çыхăнтарни. Электронлă вĕренӳ курсĕ студента хăйĕн ку е вăл енĕсене вĕренӳ маршрутне малтанах палăртса хăйне килĕшнĕ пек аталантарма, вĕренме кирлĕ материала суйласа илме, творчествăллă проект ĕçĕсене хатĕрлеме, вĕренӳре епле ĕлкĕрсе пынине мониторинглама тата ытти ĕç тума май парать. Вĕренĕве ятарласа хатĕрленĕ электронлă вĕренӳ курсне кĕртни тăван мар чĕлхене вĕреннĕ чухне студентăн пайăрлăх енĕсене, психика пулăмĕсене вăйлатма тата аталантарма май парать текен гипотезăна эксперимент туса тĕрĕслени пĕтĕм ĕç виçĕ тапхăртан тăма тивĕçлине çирĕплетет: пĕрремĕш тапхăрта студентсен экспериментпа тĕрĕслев ушкăнĕсенче пайăрлăх енчен диагностика тумалла; иккĕмĕш тапхăрта эксперимент ушкăнĕн студенчĕсен электронлă курспа усă курса вĕренмелле; виççĕмĕш тапхăрта эксперимент ушкăнĕн студенчĕсемпе тĕрĕслев ушкăнĕн студенчĕсене вĕсен пайăрлăх енĕсем епле пулнине пĕлме тепĕр хут тĕрĕслемелле те эсперимента пĕтĕмлетмелле. Эксперимент результачĕсем электронлă вĕренӳ курсĕ вĕренӳре студентсен пайăрлăх енĕсене ырă витĕм кӳрес пирки каланă гипотеза тĕрĕс пулнине çирĕплетрĕç.
- Тӗп сӑмахсем:
- пайăрлăх педагогики, студентăн пайăрлăх енĕсем, электронлă информаципе вĕренӳ талккăшĕ, электронлă вĕренӳ курсĕ, тăван мар чĕлхе
-
Çул çитмен яшсемпе хĕрсене çынсем умĕнче яваплă тыткалама вĕрентекен педагогсене малашне хатĕрлемелли технологи
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Чемерилова Ирина Альбертовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ – ăслăлăх литературине тĕпчесе тата критикăллă тишкерсе, тăван çĕр-шыв ученăйĕсен тата авторăн професси опытне пĕтĕмлетсе, çул çитмен ачасене çынсемпе хутшăннă чух яваплă тыткалама вĕрентекен педагогсене малашне хатĕрлемелли технологин тухăçлăхне аслă шкул вĕренĕвĕнче теори тата практика енчен çирĕплетесси. Ку технологи никĕсĕн çирĕплĕхĕ педагогикăпа çыхăннă çак условисенчен килет: психологипе педагогика дисциплинисен курсне çын умĕнче явап туйма хăнăхтарнинчен; студентсем çул çитмен яшсемпе хĕрсенче яваплăх аталантаракан программăсем тунинчен, вĕсене педпрактика вăхăтĕнче пурнăçа кĕртмелли, хастарлă гражданлăх позицийĕ палăрмалли условисем тунинчен, професси пултарулăхĕ, професси пултарулăх опычĕ вăй илсе çирĕпленмелли лару-тăру пурринчен, харпăр хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕçе е волонтер юхăмне, пурнăçа лайăхлатакан проекта хутшăннинчен. Тĕпчевре пĕтĕм ăслăлăхăн меслечĕсемпе те (тишкерӳпе, пĕтĕмлетӳпе, синтезлавпа, модельлевпе), професси панă вăй-халпа пурнăçа сăнаса пухнă опытпа та (сăнавпа, пĕтĕмлетӳпе, тест ĕçĕпе, диагностика меслечĕпе) усă курнă. Статьяра «пурнăç умĕнче тăракан яваплăх», «пурнăç умĕнче тăракан яваплăха туйса тунă ĕç» ăнлавсене уçса паракан философи, психологи, педагогика çул-йĕрĕсене тишкерсе тухнă. Нумай енлĕ пултарулăха пĕрлештерекен «педагог çул çитмен яшсемпе хĕрсене çын умĕнче явап туйса тыткалама вĕрентме хатĕр пулни» ăнлав содержанине уçса панă; çавнашкал педагог аслă шкулта чăнах пиçсе çитнине çирĕплетекен критерисене, кăтартусемпе шайсене палăртса тухнă; ку тĕллеве профессие алла илнĕ май пурнăçланмалли условисене кăтартса ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас педагогсем, çынсем умĕнче явап туйни, çитĕнсе çитмен яшпа хĕр мĕн те пулин тунă чух çынсем умĕнче явап туйни
-
Акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ май юрист специальноçне алла илекен студентсен ăс-хакăлне йĕркелесе пыни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Власичева Виктория Валерьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Юрист специальноçне алла илекен студентсене тăван мар чĕлхене вĕрентнĕ чухне сăнаса-тĕрĕслесе тăнине малашлăхра студентсене хăйсен вĕренĕвне ăспа тĕрĕслесе тăрас ăсталăха аталантарма май паракан тухăçлă технологи тесе ăнлантарнă. Ĕçĕн тĕллевĕ пулас юристсене акăлчан чĕлхи вĕрентме метакогници мĕнле витĕм кӳнине вĕренӳ пуçламăшĕнче палăракан пĕлӳ шайне семестр вĕçĕнче кăтартнă шайпа танлаштарса хакласси пулса тăрать. Статьяра практикăра тунă тĕпчев результачĕсене илсе кăтартнă. Эксперимента 30 студент хутшăннă. Вĕсене икĕ пĕр тан ушкăна (тĕрĕслев тата эксперимент ушкăнĕсем) уйăрнă пулнă. Студентсем хăйсен вĕренĕвне ăша хурса витĕм кӳнине икĕ хутчен тĕрĕсленĕ: эксперимент пуçламăшĕнче тата вĕренĕвĕн 14-мĕш эрнинче. Тĕрĕслеме автор хатĕрленĕ 15 ыйтупа усă курнă. Вĕсем 3 пысăк пая пайланаççĕ. Эксперимент ушкăнĕнче вĕренекен студентсем 14 эрне хушшинче планлав, мониторинг тата харпăр хăйĕнпе çыхăннă хаклав ĕçĕсем тунă. Эксперимент результачĕсем тăрăх, ăс-хакăла йĕркелесе пырас шай эксперимент ушкăнĕн студенчĕсен 21,5 % таран ӳснĕ. Тĕпчевĕн практика пĕлтерĕшĕпе çĕнĕлĕхĕ юриспруденци студенчĕсен акăлчан чĕлхи занятийĕсенче ăс-тăн ĕçне кирлĕ пек улăштарма пулăшакан технологисене тĕрĕслесе пăхни пулчĕ. Практика занятийĕсемпе, малашне, студентсене ку е вăл информаципе ĕçлеме, критикăллă шухăшлама тата харпăр хăйне кирлĕ пек тыткалама хăнăхтаракан вĕренӳ программисемпе вĕренӳ материалĕсене хатĕрленĕ чухне усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- мониторинг, юриспруденци вĕренĕвĕ, хаклав, ăс-хакăла йĕркелесе пыни, вĕренĕве ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăнин пĕлтерĕшне хаклани, юриспруденцире усă куракан акăлчан чĕлхи, планлани
-
Регион дисциплинисене вĕрентмелли тухăçлă меслетсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Сагитова Виктория Равильевна, Галиуллина Эльвира Рахимзяновна, Каримова Луиза Каюмовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра проект тата проблема лартса вĕрентмелли меслетсене тĕплĕн тишкернĕ. Статья авторĕсем илсе кăтартнă меслетсем регион предмечĕсене вĕренекен студентсене вĕсен компетенцине федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕсене тивĕçтерсе хатĕрлеме пуринчен те тухăçлă шутланаççĕ. Авторсем регионоведени çинчен теори шайĕнче мĕн пĕлнине тишкернĕ. Статьяра регионоведени предмечĕ мĕн иккенне паянхи кун ăнлантарма усă куракан пĕр-пĕрне хирĕçлекен теорисене уçса панă. Вĕсем – хамăр тăван çĕр-шыв ученăйĕсен В.В. Макаренкăпа В.А. Горбанёв ĕçĕсем. Ĕçре вĕренекенсен компетенцине федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕсен картинче çырнă требованисене тивĕçтерсе аталантарма юрăхлă чи тухăçлă меслетсене илсе панă. Ку меслетсен шутне çаксене кĕртнĕ: «Йыхравпа вĕрентни» (Challenge Based Learning), «Кӳлĕре выртакан чул» (Pebble in the Pond), 4C/ID (4 components – 4 компонент тата instructional design – педагогика дизайнĕ), ĕçлĕ вăйă. Ирттернĕ тĕпчевĕн результачĕ çакнашкал пĕтĕмлетӳ патне илсе пычĕ: регионоведени ăслăлăхĕн çирĕп никĕсĕ темиçе дисциплинăна пĕрлештернипе пулать. Кун пек ĕç – бакалаврсемпе магистрсене хатĕрлекен классикăна хальхи меслетсемпе меллĕ çыхăнтарма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- проблемăллă вĕрентӳ, компетенцисем, регионоведени (регион çинчен вĕрентни), проектлă вĕрентӳ, вĕрентӳ меслечĕсем
-
Раççей шкул ачисен пахалăх ориентацийĕсем калăпланакан контекстра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем аталанни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Федорова Наталия Валериевна, Щебланова Вероника Вячеславовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья Раççейри шкул ачисен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсен системи аталаннипе çирĕпленнин механизмне кăтартать. Ĕçре ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем мĕнне, вĕсен тĕсĕсене пăхса тухнă, сапăрлав тапхăрĕнче пахалăхсем парассипе çыхăннă ыйтусене татса парассин пĕлтерĕшĕпе майĕсене тишкернĕ. Пĕтĕм Раççейĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, паянхи кун, тĕрлĕ дисциплинăпа çыхăннă йывăрлăхсемпе пĕр ретре вырнаçаççĕ, системăллă аталаннă çынна вĕрентессипе сапăрлассин тĕп пайĕ пулса тăраççĕ. Пĕтĕм Раççей пахалăхĕсен ăнланса илнĕ тупсăмĕсем çыннăн пахалăхсен çӳпçине вырнаçаççĕ. Ку пахалăхсем этемĕн гражданлăх позицийĕнче, деструкциллĕ идеологисене сивлесе хакланинче палăраççĕ. Çавăнпа та йăлана кĕнĕ кăмăл-сипет картинче сапăрлани – вĕренĕвĕн мĕн пур шайĕнче чи малта тăракан тĕллев; пĕтĕмĕшле илсен, вĕренӳпе сапăрлав, культура политикин тата наци хăрушсăрлăх политикин инструменчĕ пулса тăраççĕ. Кĕçĕн классенчех пуçланă ăс-хакăл тата кăмăл-сипет сапăрлавĕ çын хăй пурнăçне ытти çынсемпе ăнăçлă йĕркелесе янинче, ӳсекен çын тĕрлĕ йăхпа, гражданпа хутшăнăва кĕнинче тата патриотлăх çыхăнăвĕсем тунинче çирĕп никĕс пулса палăрать. Авторсем Раççейри шкул ачинче пахалăх çул-йĕрĕсем вăй илнин механизмне ирттернĕ мероприятисем çине таянса кăтартаççĕ, çавна май пахалăх ориентацийĕн тытăмне тата пахалăхсене шкул ĕçне-хĕлне епле тухăçлă кĕртсе пынине шута илеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- шкул ачисем, вĕренӳ талккăшĕ, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, педагогика практикисем, вĕренӳпе сапăрлав ĕçĕ-хĕлĕн формачĕсем, пахалăхсем аталаннин механизмĕ
-
Рефлексийĕ расна шайлă вĕренекен аслăрах яш ачасен хăйсене хăйсем тытассин уйрăмăхĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Велиева Светлана Витальевна, Зорина Елена Вячеславовна, Ешмейкина Светлана Владимировна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Аслăрах яш ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарнине тата вĕренӳ ответлăхне пысăка хунипе палăрса тăраççĕ. Ку вара ачасен хăйсене хăйсем йĕркелеме пултараслăхне пĕлтерĕшлĕ тăвать. Вĕренӳре йĕрке тытаслăхăн витĕмлĕхĕ шкул ачисен рефлекси тума пултараслăх шайĕ епле пулнинчен килет. Вăл ачасене хăйсен ĕçĕпе кăмăл-туйăмне пĕлсе тата тĕрĕслесе тăма май парать. Статьяра аслăрах яш ачасен хăйсен вĕренӳ ĕçне рефлексилĕх шайне кура епле йĕркелесе тăнин уйрăмлăхĕсене тĕпчесе кăтартнă. Тĕпчевĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче А.В. Карповăпа В.В. Пономаревăн рефлексилĕхе тĕпчемелли ыйту пуххипе тата Д.А. Леонтьевпа Е.Н. Осинăн рефлексилĕхе пайăррăн пĕлмелли тесчĕсемпе усă курса пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулăн 10–11-мĕш класĕсенче вĕренекен 257 ачан (15–17 çулсенчи яш ывăлпа хĕрĕн) тата Чăваш Республикин Шупашкар хула медицина колледжĕн 1-мĕшпе 2-мĕш курсĕсенче вĕренекенсен рефлекси шайне тупса палăртнă. Иккĕмĕш тапхăрта рефлексийĕ расна шайлă аслăрах яшсен хăйсене хăйсем тытаслăхне тĕпченĕ. Ăна диагнозлама В.И. Моросанова тĕпчевçĕн «Вĕренĕве йĕркелесе пымалли стиль – ССУД-М» ыйту пуххипе усă курнă. Тĕпчев результачĕсем рефлексилĕх вăтам шайра (59,1%) иккенне, çÿллĕ шайлă рефлексилĕх пачах çуккине кăтартаççĕ. Системăллă рефлексипе интроспекци хушшинче статистика енчен палăракан уйрăмлăхсене тупса рефлекси аял тата вăтам шайлă ушкăнсене танлаштарса кăтартнă. Рефлексилĕхĕ вăтам шайлă яшсем рефлексилĕхĕ аял шайлă яшсемпе танлаштарсан планлас, программăлас, ĕçе хаклас, ответлăх туяс, хăйсем тĕллĕн ĕçлес енчен хăйсене лайăхрах кăтартнă. Тĕпчев результачĕсем рефлекси психологи мехнизмĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне çирĕплетеççĕ. Ку механизм кашни яша вĕренĕве йĕркелесе пыма пысăк пулăшу парать тата аслăрах яш ачасемпе вĕренӳ тапхăрĕнче рефлекси пултарулăхне аталантарас енĕпе психологипе педагогика енчен тĕллевлĕ ĕçлемеллине ĕнентерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- яшлăхăн аслăрах ӳсĕмĕ, харпăр хăй йĕркелев, рефлекси, вĕренӳ (вĕренӳ ĕçĕ), психика диагностики, вĕрентӳ (вĕрентӳ ĕçĕ-хĕлĕ), тыткаларăш ирĕклĕхĕ