- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 1
-
Хушма вĕренӳ программисене алла илнĕ май пулас педагогăн пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăплама май паракан йĕркелӳпе педагогика условийĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Гаврилова Нелли Геннадьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра хушма вĕренӳ программисене алла илнĕ май пулас педагогăн пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене калăплама май паракан йĕркелӳпе пе-дагогика условийĕсене тишкерсе тухнă. Автор студентсен сăлтавлав интересне йĕркелени, тĕп тата хушма вĕренӳ программисене интеграцилес ĕçе туса пыни, студентсене педагогика ĕҫне иртерех явăҫтарни урлă çав условисен пĕлтерĕшне тата тытăмне уҫса парать. Пулас педагогăн пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсене йĕркелес ыйтăва вĕренӳре квазипрофесси (професси ĕçне çывăх хăнăхусене пурнăçлани) мелне усă курса татса пама май пур тесе шутлаҫҫĕ. Вăл вĕренӳ хутлăхĕнче студентсен професси çаврăнăçулăхне йĕркелеме кирлĕ меслетсемпе вĕрентӳ меслетлĕхне, формисене, мелĕсене пĕтĕмĕшле ярса илет. Асăннă мелпе хушма курссене (факультативсене, студисене, пултарулăх лаççисене, кружоксене т. ыт. те) пĕрлештернĕ, интерактивлă мелсем, ушкăн тренингĕсем тата ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттернĕ, тĕрлĕ тĕллевлĕ практикăсене пурнăçа кĕртнĕ чух усă курма пулать. Вăл пулас педагогсен пĕтĕмĕшле професси компетенцийĕсен никĕсĕн тĕп шăнăрне йĕркелеме май парать. Педагогика условийĕсем студентсене професси тĕлĕшĕнчен хатĕрлес процесăн чи кирлĕ компоненчĕсем пулса тăраҫҫĕ. Вĕсене педагогика процесне йĕркеленĕ чух кирек епле пулсан та шута илмелле, ҫакă малашне тин çеç алла илнĕ професси ĕҫне çăмăллăн хăнăхма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- пулас педагогсем, тĕп тата хушма вĕренӳ программисем, йĕркелӳпе педагогика условийĕсем, квазипрофесси (професси ĕçне çывăх хăнăхусене пурнăçла-ни) мелĕ, сăлтавласа кăсăклантарни (мотиваци интересĕ), интеграци (пĕрлештерни), педагог ĕҫĕ
-
Текст тумалли метакогници технологийĕсем (акăлчанла çырнă ăслăлăх тексчĕсем тăрăх)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Махова Вероника Витальевна, Занина Оксана Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Вĕренĕвĕн, ăслăлăхăн тата техникăн хальхи аталанăвĕ ăслăлăхăн хутшăну тытăмне чылай улăштаракан сăлтав пулса тăчĕ. Пĕр енчен глобализаци, тепĕр енчен чикĕсем хупă пулни хутшăнăва кĕрекенсене, уйрăмах ăслăлăх ĕçченĕсене, çамрăк ученăйсене профессипе çыхăннă ăслăлăх тексчĕсен содержанине алла илнĕ май, тĕпрен илсен, ют чĕлхесене пĕлме хистет. Пысăк калăплă информаципе ĕçленĕ чух кирлĕ хăнăхусене халь унчченхи меслетсемпе парса аталантарма май килмест. Пирĕн ĕçĕн тĕллевĕ юриспруденци тексчĕсен шухăш тытăмне текст тумалли метакогници технологийĕсем çине таянса эксперимент хакĕ парасси пулса тăрать. Эксперимента Кăнтăр хĕвел анăç патшалăх университечĕн (Курск, Раççей) юриста вĕренекен студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем яланхи заданисемсĕр (текста куçпа пахса тухни, тĕп сăмахсене тупни) пуçне ятарласа хатĕрленĕ заданисене те (текстăн композициленĕ ĕлкине майлаштарасси, текст тытăмне графика мелĕпе кăтартасси т. ыт. те) пурнăçларĕç. Студентсен ĕçне хаклама тĕллевлĕ хатĕрленĕ критерисемпе усă куртăмăр. Пирĕн сăнав тĕрĕслевре тата экспериментра пулнă студентсен ĕçĕсем пĕр-пĕринчен питĕ нумай уйрăлса тăнине кăтартрĕ. Меслетлĕх сту-дентсен текст тăвас хăнăхăвне ăнăçлă çĕнетме (студентсене хăйсем пĕлнипе кăмăллă юлма, пултарулăхпа професси хăватне ӳстерме, чунра вĕренӳ хавхине çĕклеме) май пачĕ. Ку вара юлашкинчен студентсен ют чĕлхепе усă кураслăхне сисĕнмеллех вăйлатрĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- метакогници стратегийĕсем, текст тăвасси, акăлчанла çырнă текст, ăслăлăх тексчĕ, юриспруденци тексчĕ, текста концепциллĕ тишкерни
-
Акăлчан чĕлхи урокĕсенче аслă классенче вĕренекен шкул ачисен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхне аталантарасси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Федотова Наталья Александровна, Сорокоумова Галина Вениаминовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра акăлчан чĕлхи урокĕсенче аслӑ класра вӗренекенсен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарас тӗллевпе ирттернĕ тӗпчев пирки ҫырса кӑтартнӑ. Дискуссиллӗ, тавлашуллă вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курни акăлчан чӗлхи урокӗсенче аслӑ классенче вӗренекен ачасен ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарма пулӑшма пултарнине палăртнă. Тĕпчеве Дзержинск хулин «36-мĕш вăтам шкулĕ» МБВУ 10-мĕш класĕнче вĕренекен 28 ача хутшăннă: 14 ачана эксперимент ушкăнне (ЭУ), 14 ачана тĕрĕслев ушкăнне (ТУ) кĕртнĕ. Тĕпчев виçĕ тапхăрпа иртнĕ: малтан эксперимент тата тӗрӗслев ушкăнĕсене кĕртнĕ вӗренекенсен ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет сферин пирвайхи диагностикине М.И. Шилован кăмăл-сипет сапăрлăхĕн диагностикине, И.Д. Лушниковăн патриот сапăрлавне тĕпчемелли меслетлĕхне тата С.А. Будассин «Этем хăйне хăй хакланине тĕпчесси» меслетлĕхне усă курса ирттернĕ; унтан эксперимент ушкӑнӗнчи вӗренӳ процесне дискуссиллӗ, тавлашуллă вӗрентӳ меслечӗсене хатӗрлесе, апробацилесе, тĕрĕслесе çирĕплетсе ӗҫе кӗртнĕ; юлашкинчен вӗренекенсен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет сферин тӗрӗслев диагностикине ирттернĕ тата сӗнекен хăнăхтарусен тухӑҫлӑхне тишкернĕ. Тӗпчев результачӗсене тишкерсе тухни акӑлчан чӗлхи урокӗсенче дискуссиллӗ, тавлашуллă вӗрентӳ меслечӗсене усă курни аслӑ класра вӗренекен ачасен ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарас ĕçе витӗм кӳнине кӑтартса пачӗ. Апробациленĕ, тĕрĕслесе çирĕплетнĕ тата вӗренӳ процесне кӗртнӗ дискуссиллӗ, тавлашуллă вӗрентӳ меслечӗсем аслӑ классенче вӗренекенсен ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ тата вӗренӳ практикисемшӗн усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- аслă классенче вĕренекенсем, акăлчан чĕлхи урокĕсем, дискуссиллӗ, тавлашуллă вӗрентӳ меслечӗсем, ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен аталанăвĕ
-
Аслă класра вĕренекенсене предпринимательлĕх кирлипе вĕрентекенсем пуçару ĕçĕ (предпринимательлĕх) пирки паракан консультаци тăтăшлăхĕ хушшинче йĕркеленекен çыхăну
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Хоанг Чунг Хок, Нгуен Тхи Туи Зунг
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Промышленность революцийĕн условийĕнче çамрăксемпе студентсем пуçару ĕçне, предпринимательлĕхе хутшăнни вĕренӳ политикин хальхи куншăн пĕлтерешлĕ енĕ пулса тăрать, Вьетнам çĕршывне экономикăна тата халăх пурнăçне аталантарма пулăшать. Тĕпчеве аслă класра вĕренекенсене пуçару ĕçĕн кирлĕлĕх шайне, учи-тельсем предпринимательлĕх пирки паракан консультацисен тăтăшлăхне тата вĕсен хушшинче йĕркеленекен çыхăну уйрăмлăхĕсене палăртас тĕллевпе ирттернĕ. Ку çыхăнăва аслă класс ачисене предпринимательлĕх пирки консультаци паракан никĕс пек пăхнă. Тĕпчев тĕллевĕсене пурнăçламалли тĕп меслет вырăнĕнче анкета ыйтăвĕсене хуравлани пулнă. Анкетăра пĕтĕмпе 35 пункт. Пулмалли резуль-татсем чăнлăхпа тӳр килнине Кронбахăн альфа коэффициенчĕпе усă курса тĕрĕсленĕ. Диагностика ĕçне-хĕлне Вьетнам шкулĕсенче вĕренекен 3185 яш çын хутшăннă. Статистика даннăйĕсене SPSS программăн 20.0. версийĕпе усă курса тишкернĕ. Диагностика результачĕсем кăтартнă тăрăх, Вьетнам шкулĕсенче вĕренекен çамрăксен пысăк пайĕ хăйне предпринимательлĕх кирлине туять, анчах ăна кирлĕ пек ăнланмасть. Пуçару ĕçĕн уйрăмлăхĕсемпе паллаштаракан кон-сультацисем шкулта иртеççĕ, анчах вĕсен шучĕ сахал. Форма енчен консуль-тацисене, ытти занятисем пекех, пĕтĕм ушкăнпа урок мелĕпе ирттереççĕ. Ку занятисен тĕллевĕ аслă класс ачисене предпринимательлĕх пирки тĕп пĕлӳ парасси пулса тăрать. Тĕпчевре аслă классенче вĕренекен ачасен пуçару ĕçĕ кирлĕлĕхĕпе учи-тельсен шкулта ирттерекен консултацийĕсен тăтăшлăхĕ хушшинче çыхăну пуррине асăрханă. Тĕпчев кăтартăвĕсем предпринимательлĕх пирки аслă класс ачисемпе ирттерекен консультацисен моделĕсене палăртмалли ăслăлăх никĕсĕ пулнине ĕнентереççĕ тата Вьетнам шкулĕсен аслă класĕсенче вĕренекенсем валли пуçару ĕçĕ çинчен предпринимательлĕх шайĕнче ирттерекен консультацисен тухăçлăхне пысăклатмалли мелсене кăтартаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- предпринимательлĕх, пуçару ĕçĕ, консультаци, предпринимательлĕх ыйтăвĕсемпе ирттерекен консультаци, аслă классенче вĕренекен, учительсен пуçару ĕçĕпе çыхăннă консултаци ĕçĕ
-
Педагогсем харкамлăхпа професси шайĕнче ӳснине регионăн вĕренӳ системи аталаннине шута илсе прогнозласси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Мазкова Инна Геннадьевна, Комлев Игорь Геннадьевич, Шелухина Татьяна Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяна педагогсем харкамлăхпа професси шайĕнче ӳснине регионăн вĕренӳ системи аталаннине шута илсе прогнозлассине халалланă. Раççей вĕренӳ системин аталану уйрăмлăхĕсенчен пĕри паян кун пирĕн патшалăхăн федераци тытăмне пахалăхлă çĕнетесси пулса тăрать. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче вĕренӳ системине çĕнетесси тата улăштарасси регионсен вĕренӳ пахалăхне ӳстерес ответлăхĕ пысăкланнипе тата вĕсем пĕтĕм патшалăхăн вĕренӳ талккăшне кĕрсе пĕрлĕх тăвассипе çыхăннă. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕн вĕренӳ системи улшăнман пайсемпе пĕрлех географирен, экономикăран, социокультурăран, наципе халăхран, конфессирен килекен специфика пуррипе уйрăлса тăрать. Паянхи кун регионсемшĕн ĕç вырăнĕсем тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Регионăн професси вĕренӳ системине шута илсе педагогсене харкамлăхпа професси енчен аталантарас, социаллă хÿтлĕхне тивĕçтерес задачăна пăхăнать. Кăна тума регионăн производство хăй евĕрлĕхне вĕренӳ содержанине тата ертсе пыру спецификине йĕркеленĕ чух шута илес пулать. Кунашкакал мел хальхи обществăра пулса иртекен улшăнусене хăвăрт хăнăхма май парать, пурнăçпа професси енчен харкамлăха кăтартма тата педагога харкамлăхпа професси енчен аталанма пулăшать. Педагогсене çынлăх тата професси енчен аталанни, вĕсен професси шайне вĕренӳ системи вырăнта епле пулнине шута илсе лайăхлатни хальхи вăхăтра вĕренӳ организацийĕсене малашнехи пурнăçа лайăх курса тăма, ун çирĕплĕхне упрама тата пурлăхпа пĕлсе усă курма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- малашлăха курасси, педагогсен харкамлăхпа професси шайне лайăхлатни, регионсен вĕренӳ системисем, региона пĕлнипе çыхăннă компетенцисем
-
BANI тĕнче: çĕнĕ чăнлăх тата вĕренӳ тупсăмĕсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Кондрашкина Лениза Рашидовна, Новичкова Надежда Михайловна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра BANI тĕнче чăнлăхне пула тулаш факторсем вĕренĕве епле витĕм кӳнине пăхса тухнă. Хальхи чăнлăхăн кăтартуллă паллисене вĕренӳре пулакан улшăнусен контекстĕнче хальхи чăнлăха тивĕçтерекен хурав пек тишкернĕ. Хальхи вăхăтăн улшăнăвĕсенче вăй илекен çыхăнусем вĕренĕве, вĕрентӳпе сапăрлава, ачасен харпăрлăх аталанăвне епле витĕм кӳнине уçăмлатнă. Çĕнĕ чăнлăх ыйтакан требованисене тивĕçтерекен çĕнĕ практикăн уйрăмлăхне палăртнă. Çĕнĕ чăнлăх вĕрентĕвĕнче пулса иртекен улшăнусен тупсăмĕсене палăртса тухнă: XXI ĕмĕрте пулса пыракан тăватă енлĕ вĕренĕвĕн ĕлки, вĕренӳ процесĕн субъекчĕ шутланакан ачан харпăрлăх потенциалĕн аталанăвĕ, педагогика хатĕрĕсемпе харпăрлăх потенциалне тата харпăр ачана аталанма май паракан лару-тăру туни. Ку тупсăмсем шутне тата çаксем кĕреççĕ: ачасенчен кашнине шута илсе вĕрентес ĕмĕте пурнăçлани, педагогăн улшăнакан лару-тăрăва тивĕçтерекен профессионализмĕн çĕнĕ ĕлкине туни, вĕренӳ организацийĕсене çĕнĕлле ертсе пыни тата унăн хатĕрĕсем. Хальхи ученăйсем çĕнĕлĕх вĕренӳ системи умне, вĕрентӳпе сапăрлав умне, уйрăм çын аталанăвĕ умне кăларса тăратнă ыйтусене ăслăлăхпа теори енчен тивĕçлĕ хурав хатĕрлеме вăй çитернине палăртнă. Аналитика ĕçĕн результачĕсене вĕренӳ улшăнăвĕн çĕнĕ тупсăмĕсене ăнлантарама май паракан положенисемпе тĕп ыйтусем пек илсе кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- çĕнĕ чăнлăх, SPOD тĕнче, VUCA тĕнче, BANI тĕнче, педагогăн ку е вăл роле аса илтерекен ĕçĕсем
-
Аслă шкулта истори вĕренĕвне хальхи меслетлĕх енчен тивĕçтересси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Идрисов Рустем Анатольевич, Краснова Марина Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Истори вĕренĕвĕн аслă шкул системинче пĕлӳ панисĕр пуçне тата сапăрлав тĕллевĕсене те пурнăçламалла. Çавна май тата хальхи политика тăрăмĕпе общество ыйтăвĕсене те тивĕçтермелле. Ку енчен хальхи ларутăру хăй майлă çивĕчлĕхпе уйрăлса тăрать. Раççейре аслă шкулăн вĕренӳ организацийĕсенче историпе çыхăнман специальноçсемпе направленисенче историе вĕрентес пирки 2023-мĕш çулта йышăннă концепци çакна çирĕплетет. Çĕршывра истори вĕренĕвĕн содержанине улăштарни вĕрентӳ меслетлĕхне те улăштарма хистет. Историе Раççейре вĕрентмелли меслетлĕх бази тĕрлĕ енчен çирĕпленнĕ йăла-йĕрке пуррипе палăрса тăрать. Ыйтăва тĕпчекен хальхи ăсчахсем çĕршывăн аслă шкулĕсенче анлă сарăлнă технологи çул-йĕрĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне палăртаççĕ. Анчах та çакă паян кун çителĕклĕ мар. Историе вĕрентмелли меслетлĕх шăп та лăп дисциплина содержанийĕнче улшăну пуррине палăртма тивĕç. Çав вăхăтрах меслетлĕхĕн ку е вăл мелĕ курăнмалла улшăнмасан та пултарать. Революциччен тата совет саманинче усă курнă меслетлĕх опычĕ патне те таврăнма пулать. Мĕн тесен те, меслет никĕсĕ тата унăн тĕллев çул-йĕрĕ тĕп вырăнтах юлать.
- Тӗп сӑмахсем:
- истори вĕрентмелли меслетлĕх, аслă шкул системи, историе вĕрентмелли концепци
-
Аслă шкул студенчĕсен критикăллă шухăшлавĕ калăпланни (ют чĕлхене вĕрентнин тĕслĕхĕ тăрăх)
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Плотникова Наиля Фагимовна, Усманов Тимур Равилевич, Гизятова Ландыш Афраимовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи общество аслă вĕренӳ заведенийĕсенчен вĕренсе тухакансенчен çирĕпрех ыйтма тытăннипе çыхăннă: вĕсен професси компетенцийĕсем тивĕçлĕ шайра пулмалла. Ку компетенцисенчен критикăллă шухăшлама пултарни тата командăра ĕçлеме хăнăну пурри уйрăм вырăн йышăнать. Пирĕн тĕпчевĕн тĕллевĕ «критикăллă шухăшлав» ăнлава пăхса тухса уçса парасси тата аслă шкулсенче вĕренекенсен критикăллă шухăшлавĕн тапхăрĕсемпе шайĕсене тупса палăртасси пулса тăрать. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тĕпчевĕн çак мелĕсемпе усă куртăмăр: Раççей тата ют çĕршыв ученăйĕсем пирĕн темăпа çырнă ăслăлăхпа меслетлĕх литературине теори енчен тишкерни, пĕтĕмлетӳсем туни. Студентсене ют чĕлхене вĕрентнĕ май вĕсен ăстăнне критикăллă шухăшлавăн элеменчĕсене майĕпен вырнаçтарса пыни вĕсенче критикăллă шухăшлав аталантарма май парать. Тĕслĕх вырăнне тĕпчев авторĕсем ют чĕлхепе ирттернĕ занятисен критикăллă шухăшлава аталантарассине тĕпе хурса тунă хатĕрлевĕсен уйрăм сыпăкĕсене иле-иле кăтартаççĕ. Пĕлӳ парас ĕçе йĕркелекен çын, тĕпрен илсен, преподаватель пулса тăрать. Вăл студентсене илнĕ пĕлĕве анлăлантарма, тишкерме, хаклама тата унпа пурнăçра пĕлсе усă курма хăнăхтарать. Студентсене ют чĕлхене критикăллă шухăшлав картинчен тухмасăр вĕрентсе пыма аслă шкул преподавателĕн хăйĕн те пурнăç хушакан ку е вăл компетенцие аталантарма тивĕç пуррине ĕнентерет. Ку компетенцисен шутне чĕлхене пĕлни, вĕренӳ занятийĕсене тĕллевлĕ тата системăллă хатĕрленни кĕреççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем преподавателе кашни занятире студентсен критикăллă шухăшлав хăнăхăвĕсене аталантарма палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кирлĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренекенсем, критикăллă шухăшлав, хăнăхусем, калăплану (калăпланни), ют чĕлхе, вĕрентӳ
-
Студентсен командăра ĕçлес пултарулăхĕ проект ĕçĕнче аталанни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Аджиева Елена Михайловна, Петренко Антонина Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Аслă шкулăн ФГОСĕпе килĕшӳллĕн, аслă шкулăн вĕренӳ ĕçĕнче студентсен универсал пултарулăхĕ мĕнле пулмаллине кăтартакан требованисем пурнăçлаланаççĕ. Вĕсем мĕнле иккенне аслă шкулта вĕренекенсен проектсемпе программăсем тăвас шайĕ, командăра ĕçлес пултарулăхĕ тата ертсе пыру хăнăхăвĕ кăтартать. Студентсен командăра ĕçлес пултарулăхĕ аталанма тивĕç пурри аслă шкулăн хальхи вĕренĕвĕ аталанăвĕн тĕллевĕсенчен тухса тăрать. Ыйтăвăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ проект ĕçĕпе командăра тăрăшассине вĕрентекен çĕнĕ дисциплинăсенчен тата вĕсене педагогика практикине кĕртмелли тухăçлă мелсене тупнинчен килет. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – студентсем малашне профессире тата харпăр хăй пурнăçĕнче командăра ĕçлеме пĕлнин шайĕсене тупасси, тĕпчекен пултарулăха аталантарас пирки сĕнӳсем хатĕрлесси. Тĕпчев меслечĕсем: тишкерӳ туни, ăслăлăх литератури тăрăх пĕтĕмлетни (теорире); С.А. Есенин ячĕллĕ Рязань патшалăх университечĕн 2-мĕш-5-мĕш курс студенчĕсемпе ирттернĕ анкетăлав тата интервью (практикăра). Анкетăсене тата интервью ыйтăвĕсене тĕпчевçĕсем хăйсем хатĕрленĕ. Ыйтусене студентсен шухăшлав манерне палăртас, ку е вăл кĕрет ĕç тăвассин сăлтавлăхĕпе тĕллевлĕхне тупас шухăшпа çырнă, пулас специалистсен профессионалсемпе командăра ĕçлес, палăртнине пурнăçлас пултарулăхĕн нумай енлĕхне палăртма ăслайланă. Статьяра авторсем аслă шкул вĕрентĕвĕн пахалăх енĕсене тĕпе хунă та студентсен командăра ĕçлес пултарулăхĕ аталаннин тĕрлĕ шайне илсе кăтартнă. Тĕпчев результачĕ тăрăх, студентсен проектра кăтартнă пахалăха тĕпе хурса ĕçлес ăнтăлăвĕ аталанса çитмен. Тĕпчев результачĕсем вĕренӳ ĕçне-хĕлне, вĕрентӳ технологине çĕнетсе лайăхлатмалли çинчен калаççĕ, вĕренӳ дисциплинисен содержанине пирĕн тĕпчеве шута хурса çĕнĕлĕх кĕртме сăлтав пуррине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- командăра ĕçлени, пултарулăх (пĕлӳ-хăнăху, компетенци), проект тапхăрĕсем, командăра ĕçлес пултарулăхăн пайĕсем
-
П.Ф. Лесгафтăн ачана ӳт-пӳ енчен сапăрлас пирки каланă шухăшĕсем тата вĕсем хальхи çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ пулни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Потапова Анна Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра П.Ф. Лесгафт ачана ӳт-пӳ енчен сапăрлас пирки каланă шухăшсем хальхи кил-йышра мĕн таран кирлине тĕпченин результачĕсене илсе панă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи саманара çĕнĕ технологисем аталаннăран çынсен (уйрăмах ачасен) кулленхи хусканăвĕ чакса пыни хăрушлăх кăларса тăратнипе çыхăннă. Çавăнпа та çемьере ӳт-пӳ сапăрлавĕ кирлĕ пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕш туянать. П.Ф. Лесгафтăн ачасене ӳт-пӳ сапăрлавĕ парасси çинчен тата ку ĕçре кил-йыш мĕнле вырăн йышăнни çинчен калакан вĕрентĕвĕн тĕп шухăшĕсем ку ыйтăва тĕрĕс татса пама май паракан шанчăклă никĕс хываççĕ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ хальхи çемьере ачасен ӳт-пӳ сапăрлавĕ П.Ф. Лесгафтăн идейисемпе мĕн таран килĕшсе тăнипе тăман-нине тупасси пулса тарать. Тĕпчеве анкетăлав мелне усă курса ирт-тертĕмĕр. Анкетăлав ĕçне 18 çул тултарнисенчен пуçласа 67 çул тултарнă çынсем таран пĕтĕмпе 96 çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен 88 çын тулли çемьерен пулчĕ, 8-ăшĕ – тулли мар çемьерен. Статьяра ача ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене ӳт-пӳ енĕпе сапăрлас пирки панă хуравсене тишкернин пĕтĕмлетĕвне патăмăр, вĕсене П.Ф. Лесгафтăн теорине шута илсе ăнлантартăмăр. Статьян вĕçĕнче анлă пĕтĕмлетӳ турăмăр. Тĕпрен илсен, П.Ф. Лесгафт шухăшĕсем паян куншăн та пĕлтерĕшлĕ, анчах вĕсем пурнăçра туллин палăрмаççĕ: ача ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки нумай енлĕ сапăрлав илтĕр тесен ӳт-пӳ енчен те аталантармалли занятисем кирлине ăнланать, ыйтăмра пул-нисен çурринчен ытларахăшĕ ачисене сапăрланă ӳт-пӳ хăнăхтарăвĕсем тутарать, ӳт-пӳ сапăрлавĕпе пурăнакансен хальхи йышĕ иртнĕ ăрусемпе танлаштарсан ӳссе пырать. Çав вăхăтрах, нумай кил-йышра, урамра уçăлса çӳренин, хускануллă вăйăсен, ӳт-пĕве çирĕплетекен кулленхи занятисен пĕлтерĕшне шута илмеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ӳт-пӳ сапăрлавĕ, çемье сапăрлавĕ, хальхи кил-йыш, ӳт-пӳ культури (ӳт-пӳ сапăрлăхĕ), ачасем, П.Ф. Лесгафт идейисем
-
Нумай культурăна пĕлни ют чĕлхе специалисчĕсене хатĕрленин пайĕ пулни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Саможенов Сергей Николаевич, Матвеева Ирина Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра нумай енлĕ культура пĕлĕвне вĕренӳ талккăшĕнче пăхса тухнă тата ку е вăл чĕлхепе калаçма пĕлнипе культурăсем çыхăнăвне туйни хушшинче тачă симбиоз çыхăнăвĕ пуррине палăртса хăварнă. Теори никĕсĕсене педагогика меслетлĕхĕпе çыхăнтарни авторсене чĕлхсене алла илнĕ май нумай культура тĕрлĕрен пĕрлешнин уйрăмлăхĕсене уçса пама пулăшать. Нумай культура пĕрлĕх тунине авторсем ăнсăрт пулăм тесе мар, глобализацишĕн кăтартуллă хутшăнăвăн пĕчĕк пайĕ пек пăхнă. Культурăсен çыхăнăвне йĕркеленĕ чухнехи ку е вăл йывăрлăх çине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Педагогикăпа çыхăннă пĕлӳпе хăнăху шайĕ педагог инноваци технологийĕсемпе тата мультимедиа пу-янлăхĕпе усă курнинчен килет. Вĕсем традицирен юлнă чăрмавсенчен хăтăлма тата культурăсен чăн çыхăнăвĕсемпе меллĕ усă курма кирлĕ. Статьяра пĕлӳпе хăнăхăва пурнăç хушнă пек улăштарассипе çыхăннă йывăрлăхсене пăхса тухнă, мĕншĕн тесен культура нормисен матери мар никĕсĕ тата вĕренекенсен биографийĕ тĕрлĕрен пулни пиçĕ хăнăхусене аталантарма чăрмантараççĕ. Статьяра нумай енлĕ культура витĕмне тытса пыракан вĕрентĕве лайăхрах йĕркелеме пулăшакан сĕнӳсем панă, пулас тĕпчевсен çулĕ-йĕрĕ епле пулассине уçăмлатнă. Нумай культурăллă компетенцие çĕнĕ технологисемпе çыхăнтарса аталантарни малашне педагогика аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăр пуласса пĕлтерет. Пирĕн тĕпчев, практик педагогсемпе тĕпчевçĕсем валли нумай енлĕ тишкерӳ кăтартса тата витĕмлĕ сĕнӳсем парса, нумай культурăллă вĕренӳ çинчен пыракан хальхи тавлашăва хăйне майлă шухăш хушать.
- Тӗп сӑмахсем:
- культурăсен хутшăнăвĕ, нумай культурăллă пĕлӳпе хăнăху (компетенцилĕх), культура çыхăнăвĕпе пулнă пĕлӳпе хăнăху, профессие хатĕрленни, ют çĕршывсен чĕлхисем, специалистсем