- Главная
- Журнал «Развитие образования»
- Выпуск 2
-
Пулас инженерсене ют чĕлхе вĕрентнин тĕллевĕ тата содержанийĕ çинчен
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Скудалова Юлия Игоревна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Экономика глобалтзациленни, чăтма çук хăвăрт аталанакан технологисем тата инфомацин пысăк юхăмĕсем инженер ĕçĕ валли хатĕрлекен аслă шкул умне çĕнĕ требованисем кăларса тăратаççĕ. Тĕнче шайĕнче ĕç рынокĕ мĕнле аталаннине шута илсе, профессин пурнăçра кирлĕ компетенцийĕсемпе туллин тивĕçтерекен инженерсем хатĕрлеме вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене тăваççĕ. Ку компетенцисенчен професси талккăшĕнче ют чĕлхепе усă курса хутшăнасси уйрăм вырăн йышăнать. Статьян тĕллевĕ аслă шкул валли инженерсем кăларас тĕллевпе çĕнетсе хатĕрленĕ вĕренÿ стандартне пăхса тухасси пулса тăрать. Техника специальноçне алла илекен студентсем культура тата професси енчен ытти çынсемпе хутшăнăва çăмăллăн кĕччĕр тесен профессире ют чĕлхепе хутшăнас компетенцийĕн база шайне тумалла. Статьяра ют чĕлхе пĕлĕвĕн «Самолет тата вертолет тăвасси» специальноçĕ валли хатĕрленĕ ĕç программин универсал компетенцине тишкернĕ. Автор çирĕплетнĕ тăрăх, вĕренÿ тухăçлăхĕ студентсен пĕлÿ мотивацийĕ пуррипе çуккинчен килет тата йывăр задача пулса тăрать, мĕншĕн тесен ку е вăл чĕлхепе чăннипе усă курма пултараслăха малашнехи профессирен нимле уйăраймастăн. Харкамлăха аталнтарассине тĕпе хурса ĕçлени студентсенчен çын тума кирлĕ ку е вăл пахалăха аталантарма май парать. Ку çын тĕнчен ĕç рынокĕнче ĕç паракансем кăларса тăратнă требованисене тивĕçтермелле, çавна май конкуренцире çĕнтерме хатĕр пулмалла. Пĕтемлетÿре çиреплетнĕ тăрăх, пулас специалистсене хатĕрлес тесен ют чĕлхене вĕрентмелли çул-йĕре паян куна тивĕçтерсе улăштармалла, çавна май ют чĕлхене техника вузĕнче вĕрентнин лайăх тата начар енĕсене шута илмелле.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессире ют чĕлхе пĕлни, ку е вал ĕçе тума хистекен сăлтав, харкамлăха аталантармалли çул-йĕр (мел), интеграци çул-йĕрĕ (мелĕ), профиль дисциплинисем
-
Пулас педагогсене професси енчен хатĕрленĕ чухнехи вĕренĕвĕн цифрăллă консалтингĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Голикова Наталия Дмитриевна, Федорова Светлана Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра пулас педагогсене цифрăллă вĕренÿ тапхăрĕнче хатĕрлессине пăхса тухнă. Уйрăмах вĕренÿ тытăмĕпе процесĕ çĕнĕ технологисем хăватлă аталаннине тата общество информациленнипе цифрланнине пула улшăннине пысăк тимлĕх уйăрнă. Авторсем çĕнĕ юхăма пула вĕренÿ консалтингĕнче цифрлану мала тухас пуласлăх пуррине палăртаççĕ. Ку консалтинг хатĕрĕсемпе усă курса теветкеллĕхе пĕчĕклетме тата пулас педагогсемпе çамрăк специалистсене пулăшма майсем ÿснине кăтартаççĕ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ пуласлăх валли педагогсене хатĕрленĕ чух вĕренÿ консалтингĕн вырăнĕпе пĕлтерĕшлĕхне тупасси пулса тăрать. Тĕпчев материалĕ тата меслечĕ: тĕпчевре традици меслечĕсемпе (тĕпчев темипе пичетленнĕ литературăна тишкерни тата пĕтĕмлетÿ туни) усă курнă. Тĕпчев результачĕ тата ăна тишкерни: аслă шкулсем çĕнĕ условисенче ĕçлеме мĕн таран хатĕр пулнине пăхса тухнă, предприятисем конкуренцие чăтма тата çĕнĕ лару-тăрура ĕçлеме хатĕр специалистсене йышăнма мĕн тунине сăнанă, «цифра компетентлăхĕ» тенине литературăра епле ăнлантарнине пăхса тухнă, асăннă ăнлава уçăмлăх кĕртнĕ. Пĕтемлетÿ: вĕренĕве цифрăласа улăштарнă тапхăрта учительсем хатĕрлессипе çыхăннă йывăрлăхсене ăнăçлă пĕтермелли ансат мел ‒ консалтингра усă куракан çĕнĕ мел ‒ вĕренÿ консалтингĕ пулса тăрать. Вăл, вĕренÿ процесне хутшăнакан субъектсене, цифра ресурсĕсемпе тата цифра технологийĕсемпе усă курса, мĕн пур енчен тивĕçтерекен квалификациллĕ пулăшу парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- профессие хатĕрленесси, пулас педагогсем, цифра технологийĕсем, цифрăпа усă курас енчен улшăнни (цифровизаци), цифра технологийĕпе усă курас компетенци, вĕренĕвĕн цифрăллă консалтингĕ
-
Аграри вузĕн студенчĕсен вăй аталанăвне хакласси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Сбитнева Оксана Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра ÿт-пĕвĕн «вăй» пахалăхĕ аталаннин пĕлтерĕшне пăхса тухнă. Вăй сывлăхпа тренировка ĕçĕнче мĕнле вырăн йышăннине тишкернĕ. Вăя, вăй пултарулăхне аталантарнин пахалăхĕпе кирлĕлĕхне ăнлантарса панă. Ӳт-пÿ культури тĕрлĕ енлĕ тата килĕшÿллĕ аталанушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине уçса панă. Вуз требованийĕн тĕрĕслев нормативне, ГТО нормисене вăй кăтартăвĕ мĕнле тивĕçтернине виçсе пăхнă результатсем тăрăх тишкернĕ. Студентсене вăй-хал культурине явăçтарас енчен тухăçлă мелсемпе меслетсене шыранине тишкернĕ. Статьяра аграри студенчĕсен вăйĕ епле аталаннине хак панă. Тĕпчев меслечĕсем. Тĕпчев вăхăтĕнче результатсене танлаштарса тишкернĕ. шыравпа, тишкерÿпе, меслет литературине пĕтĕмлетнипе, иккĕмĕш тĕрĕслевпе усă курнă. Тĕпчеве 2018‒2021çулсенче виçĕ çул хушши ирттернĕ. Тĕпчеве 18 ‒24 çулсенчи арсем хутшăнă. Тĕрĕслев нормисене тата ГТО нормисене пурнăçланине палăртнă. Тĕпчев результачĕ. Аграри вузĕнче вĕренекен студентсен вăйĕ плюслă динамикăпа ÿснĕ. Тĕпчевре вăй аталанăвĕ, тĕслĕхрен ГТО енĕпе, вăтам шайра пулнине палăртнă. вăя виçнин результачĕсем тăрăх, чылай студент ГТО нормисене ылтăн тата кĕмел медаль шайĕнче парать. Бронза медальне илекенсен йышĕ ÿснĕ, нормăсене пурнăçламаннисен йышĕ чакнă. Вуз программин нормине 5 тата 4 баллăх тытакансен йышĕ пысăк пулни курăнать. 3 балл лартнисен йышĕ те ÿснĕ. Вуз программине пурнăçлайманнисем те пур. Пĕтĕмлетÿсем. ГТО нормисене пурнăçлама хатĕр студентсен вăй енчен хатĕрри вăтам темелле. Хал-çурăм енчен çирĕплĕх вăтам шайра. Ӳт-пÿ вăйне ÿстерес енĕпе хăнăхтарусем йĕркеллĕ туса пыни çамрăксен хул-çурăм вăйне çирĕплетме, тĕрлĕ енлĕ аталанма, вуз тата ГТО нормисене пурнăçланă май организмăн функцилĕхне сарма, хул-çурăм аталанăвне ÿстерме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вăй, вăй пултарăвĕ, хул-çурăм аталанăвĕн культури тата спорт, хул-çурăм аталанăвĕн пахалăхĕ, хул-çурăм аталанăвĕ енчен çирĕп пулни, ГТО нормисем
-
Рольлĕ вăйă ‒ ют чĕлхепе презентаци тăвас пултарăва аталантармалли мел
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Скудалова Юлия Игоревна, Шимичев Алексей Сергеевич
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Cтатьян тĕллĕвĕ техника вузĕсен студенчĕсене ют чĕлхе вĕрентме рольлĕ вăйăпа усă курнине пăхса тухасси пулса тăрать. Авторсем çирĕплетнĕ тăрăх, вĕрентĕве асăннă формăпа йĕркелени пулас инженер профессийĕнче презентаци ăсталăхне аталантарма май парать. Ют чĕлхене кирлĕ пек пĕлни специалистăн компетецийĕ çÿллĕ шайра пулнине ĕнентерет.Иккĕмĕш çул вĕренкен студентсен занятийĕсене рольлĕ ĕç лару-тăрăвне интеграци мелĕпе усă крса кĕртеççĕ. Занятире професси пĕлĕвĕпе ăна ют чĕлхепе ирттерекен вăйă лару-тăрăвне кĕртсе усă кураççĕ. Рольсене уçăмлă уйăрса типлă ĕç лару-тăрăвĕ тăвас меслетлĕх студентсен ĕçри тыткаларăша тата ют чĕлхепе усă курас хăнăхăва аталантарать. Статьяра тĕпчев результачĕсене кăтартнă май рольлĕ вăййăн виçĕ тапхăрне, унăн ку е вăл условие тивĕçтерекен содержанине ăнлантарнă, роль вăййи вăхăтĕнче пулма пултаракан ку е вăл йывăрлăха, ăна сирсе ямалли меле пăхса тухнă. Пĕтĕмлетÿре çырнă тăрăх, техника специальноçне вĕренекен студентсемпе ирттерекен рольлĕ вăйăсем ют чĕлхене вĕренме хавхалантараççĕ, вĕренÿ процесне професси шайĕнче иртекен хутшăнупа çывăхлатаççĕ. Занятире илнĕ практика опычĕ пулас инженерăн карьерине ăнăçлăн аталантармалли пысăк çитĕнÿ пулса тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- рольлĕ вăйă, професси талккăшĕ, презентаци тăвас пултарулăх, ют чĕлхепе усă курнă чухнехи хăй тĕллĕнлĕх, ют чĕлхесемпе усă курма вĕрентесси
-
Кĕçĕн класс ачисен тăван чăваш чĕлхипе текст тăву пултараслăхне тĕрĕсленин кăтартăвĕпе пĕтĕмлетĕвĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Артемьева Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ – кĕçĕн класс ачисен текст тăву пултараслăхне тĕрĕслемелли хатĕрсене ăслайлама юрăхлă ку е вăл мая ăнлантарасси, кĕçĕн класс ачисен тăван чăваш чĕлхипе текст тăву пултараслăхне тĕрĕсленин кăтартăвĕпе тата пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарасси. Тĕпчевĕн тĕп меслечĕсем: кĕçĕн классен пĕтĕмĕшле хутшăну пултараслăхĕ епле йĕркеленсе пынине тата унăн мониторингне тумалли меслетлĕхе, Пĕтĕм Раççейĕн тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ май Чăваш Республикин 4-мĕш класĕсенче ачасем вырăс чĕлхипе текст тунă чухне мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулнине тишкересси, чăваш шкулĕн 1‒4 класĕсенче вĕренекен ачасен тăван чĕлхепе текст тăву пултараслăх шайне диагностика тăвасси. Статьяра пуçламăш пĕлÿ пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине тата чĕлхене вĕреннин, вăл шутра кĕçĕн классен текст тума пултараслăхне аталантарнин кирлĕлĕхне палăртнă. Пуçламăш шкулсене чăваш ачисен пуплевне аталантарас енĕпе вĕрентÿ матералĕпе тивĕçтерес тата текст тăву пултараслăха тĕрĕслемелли хатĕрсем ăслайлас енчен епле йывăрлăх пуррине кăтартса панă. Автор 1‒4 класс ачисем валли вĕрентÿ хатĕрĕсем тунă май ачасен текст тăвас хăнăху шайĕ епле пулнине хакламалли хатĕр-хĕтĕр те ăсталама сĕнет. Тĕпчевĕн кăтартăвĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕсем. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май вĕренÿ тал- ккăшĕнче пĕр пĕтĕмлĕх тăвас тĕллевпе тĕрĕслев ĕçĕсем хатĕрлеме, вăл шутра вĕренÿ учрежденийĕсене пурне те пĕрешкел тĕрĕслев материалесемпе тата хаклав критерийĕсемпе çырлахтарма тивĕç пуррине ĕнентернĕ. Текст тăву пултараслăх шайне тупса палăртмалли диагностика материалне хатĕрлессин тĕллевне, расна зада- чине, меслетлĕхне тĕрĕслесе-тишкерсе кăтартнă. Кĕçĕн класс ачисен чăвашла текст тăву пулатараслăхĕпе диагностика ирттермелли материалсене тата ĕçĕн нумай енлĕ результатне çырса панă. Чăвашла текст тăву шайне палăртмалли материалпа усă курса пурнăçланă ку е вăл идейăпа шухăша чылай чăваш шкулĕнче тĕрĕсленĕ, паллашма педагогсене сĕннĕ. Вĕсем материала аван тесе хакланă.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, çивĕчлĕх (актуаллăх), текст тăву пултараслăх, Пĕтĕм Раççейĕн тĕрĕслев ĕçĕ, чăваш чĕлхи, вĕренÿ кăтартăвĕ, инструмент пуххи
-
Психолог яшсемпе ĕçленĕ май ăс-хакăлпа хăтланкаларăш психотерапийĕн меслечĕсемпе усă курнин уйрăмлăхĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Краснова Светлана Гурьевна
- Рубрика:
- Вěренěвěн психологийӗ
- Аннотаци:
- Статьяра сăмах психолог яшсемпе ĕçленĕ май ăс-хакăлпа хăтланкаларăш психотерапийĕн меслечĕсемпе усă курни çинчен пырать. Çамрăксен шухăшлав ĕçĕ хĕлĕ, туйăм талккăшĕ, тыткаларăш уйрăмлăхĕ аталаннине халалланă литературăна тишкерсе ăс-хакăлпа хăтланкаларăш психотерапийĕн меслечĕсемпе усă курнин лайăх енне ĕнентернĕ, тÿрре кăларнă. Тĕпчевĕн тĕллевĕ ăс-хакăлпа хăтланкаларăш психотерапийĕн меслечĕсемпе усă курнин психологипе педагогика условийĕсене палăртасси, яшсемпе тăвакан ĕçре психологи енĕпе консультаци тата психологи ĕçне кирлĕ пек епле улăштармаллине кăтартасси пулса тăрать. Ку ĕçре тĕпчевĕн çак меслечĕсемпе усă курнă: психологипе педагогика ăслăлăх литературине тишкернĕ, Интернетăн вĕренÿ порталĕсене, ăслăлăхпа практика конференцийĕсемпе форумĕсен материалĕсене тĕпченĕ. Тĕпчевре акă мĕн тупса палăртнă (тĕпчев результачĕ): яш ÿсĕмри ачасен психики тата ытти çынсемпе хутшăну тытас хăнăхăвĕ аталаннин уйрăмлăхĕсем, вĕсем шухăшлавпа, туйăмпа тата тыткаларăшпа çыхăнни, тухăçлă диагноз мелĕсемпе меслечĕсем, автоматизма çитнĕ шухăшлавпа сăнарсене, йăнăш ĕненĕве улăштармалли технологие (рольлĕ вăйă, ăс-хакăл концептуализацийĕ т.ыт. те) сăнамалли мелсем. Статьяра сĕннĕ ĕç меслечĕсемпе туйăмпа хăтланкаларăш енчен çитменлĕх пур, вĕренес килмен, харкамлăх, туйăм талккăшĕнче тата хутшăнура кăлтăк палăракан яшсене çитĕнтернĕ чухне профилактика, консультаци тата коррекци ĕçне йĕркелес тĕллевпе усă курма юрать. Мĕн каланинчен çакнашкал пĕтĕмлетÿ тухса тăрать: яшсене психотерапи парассин тата лайăхлатассин лайăх условине тума йăнăш ĕненĕвне, хăйсем тĕллĕн сиксе тухакан шухăша, хирĕçле кăмăл-туйăма, килпетсĕр тыткаларăша пĕтерес енĕпе ирттерекен ĕç кирлĕ. Пирĕн шухăшпа, яшсен аталанăвĕпе çыхăннă проблемăсене татса пама ăс-хакăлпа хăтланкаларăш психотерапийĕн меслечĕсем анчах май параççĕ: стреса, пăшăрханăва тытса чарма, кашни хăйне тĕрĕс хаклама, тантăшсемпе тата аслă çынсемпе хутшăнăва кĕме пулăшаççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ăс-хакăлпа хăтланкаларăш психотерапийĕ, яшлăх ÿсĕмĕ, шухăш, туйăм, тыткаларăш, йăнăш (дисфункциллĕ) шухăшлав, тарăн ĕненÿ, çулта тăракан ĕненÿ, автоматланнă шухăшлав, ăс-хакăл концептуализацийĕ
-
Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта акăлчан чĕлхи урокĕсенче лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курасси
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Лестенко Александра Олеговна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра вăтам шкулăн вăтам тапхăрĕнче акăлчан чĕлхипе урок ирттернĕ май лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курнин уйрăмлăхĕсене пăхса тухнă. Ĕçĕн тĕллевĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен ачана акăлчан чĕлхине алла илме хăнăхтарнă май пуплев лексикине аталантарасси, вĕренÿ пахалăхне ÿстерме май паракан меслетлĕх мелĕсене тĕрĕслесе вĕсемпе практикăра усă курма сĕнесси пулса тăрать. Лартнă тĕллевпе килĕшÿллĕ çакнашкал задачăсене палăртнă: 6-мĕш класс ачисене ют чĕлхене вĕрентнĕ май лару-тăрупа вăйă мелĕпе усă крма юрăхлă хăнăхтару комплексне тăвасси, акăлчан чĕлхи урокĕсенче лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курасси. Практикăпа теори енчен пĕлтерĕшлĕ лексика хатĕрĕсене алла илме системăлăх тăвасси, лексика хатĕрĕсемпе усă курма вĕрентнĕ май ĕç умне (унăн тренировка тата сăмахсене чĕрĕ пуплеве кĕртнĕ тапхăрĕсенче) тăратнă требованисене тивĕçтерекен çĕнĕ мелсене тĕпчесси тата вĕсемпе тăтăш усă кураслăха ÿстересси. Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ акă мĕнпе çыхăннă: ĕçĕн результачĕпе вăтам шкулта ют чĕле вĕрентнĕ май усă курма пулать, чĕлхе материалĕпе вĕрентĕвĕн хăш тапхăрĕнче усă курасси уçăмланать, вырăс чĕлхи урокĕсен тухăçлăхĕ ÿсет. Статьяра ‒ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн 6-мĕш класĕнче лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курнин тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă. Эксперимент умне лартнă пĕтĕм тĕллевпе задачăна пурнăçланă. Кунсăр пуçне тĕпчевçĕ сĕннĕ педагогика условийĕсем (лару-тăру тăвасси тата вăйă мелĕпе усă курасси) практикăшăн усăллă пулнине ĕнентернĕ. Материала тĕпе хурса çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: акăлчан чĕлхи урокĕсенче лексика вĕреннĕ май лару-тăру тата вăйă мелĕпе усă курни малашлăха туртакан вăй парать, ĕç пуçламăшĕнче лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика, ют чĕлхесене вĕрентесси, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, лексика хăнăхăвĕ (сăмахпа усă курас хăнăху), вăйă мелĕ, лару-тăрупа вăйă мелĕ, юла юпни, калаçу хăнăхăвĕ
-
Night fest «Хăвăн кăмăлна пĕтĕм тĕнчене уç» этнокультура фестивалĕн студентсене нумай культурăллă пулма сапăрланин пĕлтерĕшĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Корнилова Наталья Алексеевна, Семенова Яна Геннадьевна, Федорова Светлана Николаевна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Cтатьян тĕллевĕ Night fest «Хăвăн кăмăлна пĕтĕм тĕнчене уç» этнокультура фестивальне АВ «Марий Эл патшалăх университечĕ» ФПБВУ-ра ирттернин опытне çырса кăтартасси пулса тăрать. Кунта пĕтĕм тĕнчен 35 çĕр-шывĕн (Азербайджан, Афганистан, Инди, Камор утравĕсем, Каркăсстан, Корея, Судан, Тутарстан, Таджикистан, Туркменистан, Турци, Узбекистан, Украина т. ыт.) çыннисем вĕренеççĕ. Çавăнпа аслă шкулта студентсене нумай культурăлăх енĕпе сапăрлама пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕпчев материалĕ. Тĕпчевĕн тĕп çăл куçĕ АВ «Марий Эл патшалăх университечĕ» ФПБВУ-ра расна çĕр-шыв студенчĕсемпе пĕрле тĕрлĕ культурăна кăтартса ирттернĕ фестиваль пулса тăрать. Тĕпчев результачĕ тата ăна çÿтсе явни: Night fest «Хăвăн кăмăлна пĕтĕм тĕнчене уç» этнокультура фестивальне ирттернин спецификине тишкернĕ, наци культурин уйрăм енĕсене (наци вăййисем, наци костюмĕ, наци юрри, наци ташши, наци апачĕ) кăтартакан фестивале тапхăрăн-тапхăрăн ирттернине шута илнĕ, пĕр пĕтĕмĕшле культура йĕрĕнче пурăнакан студентсен талантне пĕлме вĕсем хăйсен наци культурине, йăли-йĕркине тата традицине халăх умне кăларни пулăшать тесе çирĕплетнĕ. Студентсем ытти халăх культури çинчен, тыткаларăш уйрăмлăхĕ çинчен çĕнĕ пĕлÿ илеççĕ, ытти халăх çыннисемпе тачă çыхăнăва кĕреççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- фестиваль, вĕренекенсем, Night fest, наци культури, халăхсен фестивалĕ, культурăсем пĕрпĕринпе çыхăнни
-
Шкулчченхи ачасене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тата илемлӗ литературӑпа паллаштармалли вӗрентӳпе меслетлӗх комплекчӗсем калӑплас ыйту тавра
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Артемьева Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Статья тӗллевӗ ‒ Чӑваш Республикин шкул умĕнхи вӗренӳ учрежденийӗсем валли калӑпланӑ тӑван чӑваш чӗлхине аталантармалли тата вӗрентмелли, литературӑпа паллаштармалли вӗретӳпе меслетлӗх ком- плекчӗсенче тӗпе хунӑ шухӑшсене сӑлтавласа ҫирӗплетесси. Тӗпчев материалӗ. Литература тишкерни, шкулчченхи ачасен пуплевне аталантарас, литературӑпа паллашта- рас меслетлӗхсен аталану историне тӗпчени: пуплеве аталантарас (Е.И.Тихеева, Е.А.Флерина, О.И.Соловьева тата ыт. те) тата литературӑпа паллаштарас (М.М.Конина, Л.М.Гурович, З.А. Гриценко) меслетлӗхсене никӗсле- кенсен курӑмӗ. Пуплеве аталантарассине системӑллӑ туса пымалли (Е.А. Тихеева), заняти вӗрентӳ ӗҫӗнче тӗп форма пулнине ҫирӗплетни (М.М. Алексеева, В.И. Яшина), Шкул умӗнхи вӗренӗвӗн федераци патшалӑх вӗренӳ стандартӗнче мӗн ыйтни тата ӑсчах педагогсен (Е.А. Флерина, А.П. Усова, О.А. Скоролупова) курӑмӗсем, пуплеве аталантарассин за- дачисене пӗрлӗхлӗ пурнӑҫласа пымалли (Ф.А. Сохин, О.С. Ушакова), илемлӗ литературӑпа паллаштарассин хӑйне евӗрлӗхӗ, ача-пӑча кӗнеки ҫине тӗрлӗрен пӑхни, шкул ҫулне ҫитмен ачасем илемлӗ хайлавсене епле йышӑнни-ӑн- лӑннине тӗпчени, юлашки ҫулсенче ача- пӑча литератури ҫине урӑхла пӑхма пуҫлани (Л.М. Гурович), шкулчченхи ачасене литературӑна вӗрентес меслетлӗх ҫуралса аталанни, шкулчченхи ачасенчен "пултаруллӑ вулавҫӑ" ҫитӗн- тересин йӗркелÿ чӑрмавĕсемпе йывӑрлӑхсем, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче литературӑна вӗрентессине ятарлӑ туса пыни кирлех пулни (М.М. Конина, Л.М. Гурович, О.С. Ушакова, Н.В. Гавриш). Тӗпчев результачӗсем, пӗтӗмлетӳсем. Чӑваш ача сачӗсенче тӑван чӗлхене аталантармалли тата вӗрент- мелли, литературӑпа паллаштармалли вӗрентӳпе меслетлӗх комплекчӗсен концепцине сӑлтавласа ҫирӗплетнӗ. Меслетлӗх комплекчӗсенче тӗпе хунӑ шухӑшсене, вӗренӳ материалне Чӑваш Республикин шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрӗслесе пӑхнӑ, вӗсене педагогсем ырланӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, çивĕчлĕх (актуаллăх), текст тăву пултараслăх, Пĕтĕм Раççейĕн тĕрĕслев ĕçĕ, чăваш чĕлхи, вĕренÿ кăтартăвĕ, инструмент пуххи
-
Пĕрлехи ĕç шкулĕн идея çăл куçĕсем
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Поздняков Александр Николаевич
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ ‒ Октябрь революцийĕчченхи тата революци хыççăнхи пирвайхи çулсенче пичетленсе тухнă материала тишкерсе Совет ĕç шкулĕн никĕсне тунă теори идейисемпе практика опытне палăртасси. Тĕпчев материалĕ. Тĕпчевĕн тĕп çăл куçĕ – анăç тата Совет педагогика ăслăлăхĕн представителĕсем XX ĕмĕрĕн малтанхи вунă çулĕнче çырса кăларнă ĕçсем. Тĕпчев результачĕ тата пĕтĕмлетÿ. Тĕпчевĕн çăл куç никĕсне тишкерни XIX ĕмĕрн вĕçĕпе XX ĕмĕр чиккинче ĕç шкулĕн вăй илсе аталаннă теорийĕпе практикине тытса пымалли идейăна тупма май пачĕ. Ун чухнехи ĕç шкулĕн идейи ĕç принципĕ çине никĕсленĕ сапăрлав тĕллевĕ ачан интеллигент ăс-халне пĕтĕмĕшле аталанăвĕ валли май тупса парасси, çут çанталăка сăнаса тăрасси тата кашни хăй тĕллĕн тĕпчесси, опыт мелĕпе пĕлÿ илме пулăшас- си, ăна малалла аталантарса анлăлатас, çавна май пĕлĕве тарăнлатса пĕтĕмĕшле тĕнче курăм йĕркелесси пулса тăнă. Тупса палăртнă идея никĕсĕ Советсен çĕнĕ шкулĕ еплерех пулмаллин проектне тума пирвайхи услови пулса тăнă. Апла пулин те, 1920 çулсен вĕçĕнче, халăха пĕлтернĕ идейăсем Советсен патшалăхпа политикине тивĕçтер- ми пулсан, çине-çине йăнăш сике-сике тухсан тата пурнăçа кĕртнĕ чухне çитменлĕх курăнма пуçласан ĕç шкулĕ кирлĕ пулма пăрахать.
- Тӗп сӑмахсем:
- сапăрлавăн ĕçлĕлĕх меслечĕ, ĕç шкулĕ, вĕренÿ тĕллевĕ, вĕренÿ содержанийĕ, вĕренттÿ меслечĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен хутшăнăвĕ