Список публикаций по ключевому слову: «cross-border cooperation»
-
Раççейпе Китайăн чиккинче вырнаçнă университет библиотекисен вĕренӳ функцийĕ аталанни (Хабаровск крайĕпе Хэйлунцзян провинцийĕсен тĕслĕхĕ тăрăх)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Симоненко Ольга Анатольевна, Кривцова Екатерина Петровна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçе Раççейпе Китайăн регион университечĕсенче вырнаçнă ăслăлăх библиотекисен ĕç условийĕсене хаклассине тата вĕсен вĕренӳпе çыхăннă функцине вăйлатма кирлĕ малашлăхне халалланă. Тĕпчев тунă май – иртнĕ опыта тата авторсем икĕ патшалăхăн чикĕре вырнаçнă пысăк университечĕсен библиотекисен ĕçне сăнанине пĕтĕмлетнĕ. Регионсен пысăк пĕлтерĕшлĕ аслă шкулĕсен (Лăпкă океан патшалăх университечĕн, Хабаровск политехника университечĕн) библиотекисене хаклакан кейссене илсе кăтартнă. Нормăпа право докуменчĕсем çине таянса тата патшалăхсен пĕр-пĕринпе хутшăннин уйрăмлăхĕсене шута илсе регионсен аслă шкулĕсен библиотекисем пурнăç факторĕсене кура хăйсен вĕренӳ пултараслăхне анлăлатаççĕ. Кунашкал факторсен шутне цифровизацие тата вĕренӳ талккăшĕнче пулакан улшăнусене кĕртме пулать. Университет библиотекин вĕренӳ ĕçĕ шутне çутта кăлару, информаци тĕрĕслĕхĕ, харпăр çыннăн вĕренĕвĕпе уйрăм çынна вĕрентни тата вĕренӳ процесĕнче пулакансен хутшăнăвĕ кĕрет. Регионсен библиотекисем пĕлӳ управçисем кăна мар, вĕренĕве хастар хутшăнакансем пулса тăраççĕ, çавна май патшалăхсен хутшăнăвне пулăшаççĕ, пурнăçăн хальхи ыйтăвĕсене ансат татса пама çул кăтартаççĕ. Çын ытти çынсемпе хутшăнмасăр пурăнманни çинчен тата урăх çĕр-шывра ĕçтеш тупас кăсăклăх пурри çинчен сăмах пырать. Урăх çĕр-шыв вузĕсемпе библиотекисем пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлени наци шайĕнче çук материала тĕрлĕ халăхăн даннăйсен базине, электрон журналĕсене тата ытти çăл куçне кĕрсе тупма май парать. Ку вара студентсемпе преподавательсен вĕренӳ ирĕклĕхне чылай сарать. Чикĕпе çывăх районсен ăслăлăх библиотекисем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлени вĕренĕве пуянлатнисĕр пуçне регионсене аталанма пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- библиотека, вĕренӳ функцийĕ, регион университечĕ, чикĕ çывăхĕнче пĕрле хутшăнса ĕçлени