Список публикаций по ключевому слову: «text-forming approach»
-
Профессипе çыхăннă текстсемпе вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентекен системăра усă курни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Кузнецова Юлия Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья урăх çĕр-шыв гражданĕсене вырăс чĕлхине Раççей вузĕсенче тăван мар чĕлхе шайĕнче вĕрентес ыйтăва тапратать. Тĕпчевре вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентнин тĕллевĕсемпе задачисене кăтартнă, занятисенче чи анлă усă куракан меслетлĕхсене тишкернĕ. Урăх çĕр-шыв гражданĕсене вырăс чĕлхине вĕрентме юлашки вăхăтра текст тăвас меле пысăка хунине палăртса каланă. Вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентнĕ чухне текст пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне кăтартнă. Текст çине таянса вĕрентни текста вĕрентĕвĕн тĕп единици тесе пăхма хистенине, текстпа ĕçлени пуплевĕн пĕтĕм енне (вулава, çырăва, каланине ăнланнине, каланине) вăй панине тата грамматика хăнăхăвĕсене аталантарнине, студентсене вĕренме хавхалантарнине палăртнă. «Текст» ăнлава ытти тĕпчевçĕсем мĕнле пăхнине тишкернĕ, текст вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентнин пĕлтерĕшне палăртнă. Ăслăлăх тата професси ыйтăвĕсемпе çыхăннă текстсемпе епле ĕçленине тишкерни пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен ку йышши текстсем ăнлавсен теори никĕсĕпе, мĕн пур чĕлхе единицин пĕлтерĕшĕсене пĕрлештереççĕ, урăх çĕр-шывран килнĕ студентсен пултарулăхне тата пĕлӳ илӳ хăнăхăвне ӳстереççĕ. Автор професси ыйтăвĕсене халалланă текстпа пысăк коплекслă ĕç тунин тĕслĕхне илсе парать. Студентсем комплекс картинче тунă ĕçсене ушкăнласа парать, вĕсен системине кăтартать. Статья вĕçĕнче автор текстпа ĕçлени вĕренекенсен професси ăсталăхĕпе тата нумай енлĕ пĕлĕвĕпе çыхăннă компетенцине тăвать тесе, хутшăнура професси енчен кирлĕ лексикăпа тата терминологипе ирĕклĕ усă курма çул уçать тесе пĕтĕмлетет.
- Тӗп сӑмахсем:
- текст, тăван мар вырăс чĕлхи, текст тăвас мел, профессипе çыхăннă текст