Список публикаций по ключевому слову: «кил-йыш»
-
И.Я. Яковлев аса илӳ эткерĕнче палăракан кил-йышăн чун-чĕм тата кăмăл-сипет тĕрекĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 1- Автор:
- Иванова Лариса Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Чаплă педагог тата çутта кăларакан Иван Яковлевăн (1848-1930) аса илӳ эткерĕ вăл чăваш халăх культуринчИ сайра йышши пуянлăх пулса тăрать. Унта хăйĕн йăхташĕсене çутта кăларас тесе çур ĕмĕр тăрăшнă тата нумай енлĕ аталаннă И.Я. Яковлевăн сăнарĕ хăйне майлă палăрать. И.Я. Яковлевăн нумай çырăвĕнче хăйĕн кил-йышĕ çинчен калакан йĕркесем тĕпчевшĕн уйрăм кăсăклăх çуратаççĕ. И.Я. Яковлевăн çыру эткерне тĕпчени пирĕн çутта кăлараканăн пурнăçĕнче çемье пысăк вырăн йышăннине кăтартать. Иван Яковлевич кил-йышра чи малтан чун-чĕм тата кăмăл-сипет енĕпе ырă хутшăнусем пулччăр тесе яланах тăрăшнă. Ку енчен И.Я. Яковлевăн аслă ывăлĕ Алексей Яковлевич Яковлев (1878-1952) патне çырнă çырăвĕсем кăтартуллă пулса тăраççĕ. Çутта кăларакан тата педагог хăйĕн ывăлĕ патне çырнă çырусене тишкернĕ май çемьере аслисемпе ачисем хушшинче еплерех хутшăнусем пулнине, йыш пурнăçпа ĕçре мĕне пысăка хурса хакланине ăнланса илетĕн. Çав хаклăхсем шутне аслисемпе ачисем пĕр-пĕрне юратнипе хисепленине, ытти çынсемпе ырă кăмăллă та тимлĕ пулнине, çывăх çынсемшĕн яваплăх туйнине, вĕсене асăрхаса тимленине, пысăк кил-йышăн пайĕ пулнăшăн, пĕтĕм çемьепе хутшăнса ирттернĕ хаклă сехетсемшĕн телей туйнине кĕртмелле.
- Тӗп сӑмахсем:
- чун-чĕм тата кăмăл-сипет тĕрекĕ, кил-йыш, çыру эткерĕ, Чĕмпĕр чăваш учитель шкулĕ
-
П.Ф. Лесгафтăн ачана ӳт-пӳ енчен сапăрлас пирки каланă шухăшĕсем тата вĕсем хальхи çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 1- Автор:
- Потапова Анна Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра П.Ф. Лесгафт ачана ӳт-пӳ енчен сапăрлас пирки каланă шухăшсем хальхи кил-йышра мĕн таран кирлине тĕпченин результачĕсене илсе панă. Тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ хальхи саманара çĕнĕ технологисем аталаннăран çынсен (уйрăмах ачасен) кулленхи хусканăвĕ чакса пыни хăрушлăх кăларса тăратнипе çыхăннă. Çавăнпа та çемьере ӳт-пӳ сапăрлавĕ кирлĕ пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕш туянать. П.Ф. Лесгафтăн ачасене ӳт-пӳ сапăрлавĕ парасси çинчен тата ку ĕçре кил-йыш мĕнле вырăн йышăнни çинчен калакан вĕрентĕвĕн тĕп шухăшĕсем ку ыйтăва тĕрĕс татса пама май паракан шанчăклă никĕс хываççĕ. Тĕпчевĕн тĕллевĕ хальхи çемьере ачасен ӳт-пӳ сапăрлавĕ П.Ф. Лесгафтăн идейисемпе мĕн таран килĕшсе тăнипе тăман-нине тупасси пулса тарать. Тĕпчеве анкетăлав мелне усă курса ирт-тертĕмĕр. Анкетăлав ĕçне 18 çул тултарнисенчен пуçласа 67 çул тултарнă çынсем таран пĕтĕмпе 96 çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен 88 çын тулли çемьерен пулчĕ, 8-ăшĕ – тулли мар çемьерен. Статьяра ача ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене ӳт-пӳ енĕпе сапăрлас пирки панă хуравсене тишкернин пĕтĕмлетĕвне патăмăр, вĕсене П.Ф. Лесгафтăн теорине шута илсе ăнлантартăмăр. Статьян вĕçĕнче анлă пĕтĕмлетӳ турăмăр. Тĕпрен илсен, П.Ф. Лесгафт шухăшĕсем паян куншăн та пĕлтерĕшлĕ, анчах вĕсем пурнăçра туллин палăрмаççĕ: ача ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки нумай енлĕ сапăрлав илтĕр тесен ӳт-пӳ енчен те аталантармалли занятисем кирлине ăнланать, ыйтăмра пул-нисен çурринчен ытларахăшĕ ачисене сапăрланă ӳт-пӳ хăнăхтарăвĕсем тутарать, ӳт-пӳ сапăрлавĕпе пурăнакансен хальхи йышĕ иртнĕ ăрусемпе танлаштарсан ӳссе пырать. Çав вăхăтрах, нумай кил-йышра, урамра уçăлса çӳренин, хускануллă вăйăсен, ӳт-пĕве çирĕплетекен кулленхи занятисен пĕлтерĕшне шута илмеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ӳт-пӳ сапăрлавĕ, çемье сапăрлавĕ, хальхи кил-йыш, ӳт-пӳ культури (ӳт-пӳ сапăрлăхĕ), ачасем, П.Ф. Лесгафт идейисем