Список публикаций по ключевому слову: «the personnel potential of teachers»
-
Раççей Федерацийĕн патшалăх политикин педагогика пĕлĕвне тата педагогикăра ĕçлекен кадрсен потенциалне аталантармалли çул-йĕр
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Шонтукова Ирина Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Патшалăхăн вĕренӳ политикин ӳсĕмĕ аталану политикин тĕп векторĕ пулнă май, педагогика ĕçченĕсен вăй-хăватне пысăклатасси вĕренӳ пахалăхне ӳстернĕ чухне чи паллă вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Педагогсен потенциалне пысăклатнипе ачасен пĕлӳ результачĕсем ӳсни хушшинче икĕ енлĕ çыхăну пурри тата вĕсем пĕр-пĕрне витĕм кӳни куç кĕрет. Çакă тĕпчевĕн паян кунхи пĕлтерĕшне уçăмлатать. Ку статьян тĕллевĕ Раççей Федерацийĕнче педагогика пĕлĕвĕ тата педагогика ĕçченĕсен ăсталăхне ӳстерес енĕпе патшалăх хăйĕн политикине епле улăштарнин тĕп çул-йĕрне тупасси пулса тăрать. Раççей Федерацийĕнчи федераципе регионсен педагогика пĕлĕвне тата педагогика ĕçченĕсен ăсталăхне ӳстерес енĕпе мĕн тунине кăтартакан нормăпа право докуменчĕсем тĕпчев ирттермелли тĕп материал пулчĕç. Асӑннӑ документсене тишкерни пирĕн тӗпчев ĕçĕн тӗп меслечӗ пулчĕ. Унсӑр пуҫне вӗренӳ сферинчи патшалӑх политики аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне Кабардин-Балкар Республикинче регион шайĕнче мĕнле аталантарса, пурнăçа кĕртсе пынине тишкерни тĕпчев никӗсне хывнӑ. Тĕпчев ирттерсе Раççей Федерацийĕн патшалăх политикин педагогика пĕлĕвне тата педагогикăра ĕçлекен кадрсен потенциалне аталантармалли тĕп çул-йĕре палăртма май килчĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогикăра ĕçлекен кадрсен потенциалĕ, патшалӑхăн вӗренӳ политики, педагогика ӗҫченӗсен професси ӳсӗмӗн наци системи