Список публикаций по ключевому слову: «adaptation of foreign students»
-
Студент ĕçтешсем пурнăçлакан проект ют çĕр-шыв çамрăкĕсене вырăс культурипе чĕлхин талккăшне хăнăхтармалли витĕмлĕ меслет пулни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Павлова Ирина Викторовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра ĕçтешсен проекчĕн пуласлăхне тĕпченĕ, ют çĕр-шыв студенчĕсен Раççей чăнлăхне хăнăхас пултараслăхне, вĕсен ытти çынсемпе хутшăннин, урăх ушкăна хăнăхнин пĕлтерĕшне уçса панă. Пермь патшалăх медицина университечĕн тăван мар вырăс чĕлхи кафедри тата Экономика аслă шкулĕн Пермь Наци тĕпчев университечĕн ют чĕлхесен департаменчĕ ертсе пынипе хатĕрленĕ проектпа паллаштарнă. Проекта пурнăçа кĕртес енĕпе аслă шкулсем пĕрле ĕçленĕ. Проект тĕллевĕ аслă шкулсене иккĕшне те канăçсăрлантаракан ыйтусемпе çыхăннă: пĕр енчен, Пермьре пурăнакан Инди студенчĕсем хăйсемпе кăна хутшăнаççĕ, урăх никампа та çыхăнмаççĕ, хулан культурăпа чĕлхе талккăшне кĕмеççĕ; тата, тепĕр енчен, Пермь хулин çыннисем, хамăр студентсем ют çĕр-шывран килнĕ нумай студентăн пурнăçĕ хулара еплерех иккенне лайăх пĕлмеççĕ. Икĕ вуз пĕрлешсе хатĕрленĕ проектăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ Пермь тата Инди студенчĕсене пĕр-пĕринпе паллашма, кашни хăй çĕр-шывĕн культури çинчен каласа пама, туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем тытма, пĕрлехи пултарулăх ĕçĕ тума май пурринчен тухса тăрать. Ку, паллах, тĕрлĕ наци çыннисене пĕр-пĕринпе хушăнма, хутшăну хăнăхăвĕсене аталантарма, пулас специалистсене пĕр-пĕрин культурине пĕлме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- культурăсен хутшăнăвĕ, ĕçтешле çыхăну, проект ĕçĕ-хĕлĕ, ют çĕр-шыв студенчĕсем çĕнĕ вырăна хăнăхни