Список публикаций по ключевому слову: «пациентсем»
-
Врачсене професси енчен хатĕрленĕ май юла юпуллă (симуляциллĕ) вĕрентĕвĕн хальхи технологийĕсемпе чи çĕнĕ меслет шайĕнче усă курни. вĕренекенсен хаклавĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Осипов Евгений Викторович, Ануфриев Игорь Иванович, Саркисян Сусана Суреновна, Косякова Яна Сергеевна, Ковтун Таисия Анатольевна, Тарасова Анастасия Сергеевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья вĕрнтӳре çĕнĕ технологисемпе усă курас пирки, пулас врачсене хатĕрленĕ тапхăрта юла юпу (симуляци) тума май паракан чи тухăçлă технологисемпе усă курас пирки ыйту тапратать. Ку технологисем вĕренӳ пахалăхне чылай ӳстереççĕ, професси компетенцине тума, пулас врачсен клиника шухăшлавне калăплама май параççĕ тата медицина ĕçченне пурнăçра кирлĕ хăнăхусене алла илме пулăшаççĕ. Ку тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ медицина вузĕнче вĕренекенсем юла юпуллă (симуляциллĕ) технлогисемпе усă курнине, вĕсемпе вĕренӳре усă курма мĕн таран хатĕр пулнине палăртасси пулса тăрать. Тĕллеве пурнăçлас шухăшпа икĕ пайран тăракан анкетăлав ирттернĕ. Анкета ĕçĕн пĕрремĕш пайĕнче респондентсем чи тухăçлă технологи лару-тăрăвĕнче тăвакан ĕç пирки мĕн шухăшланине хаклас тĕллев лартнă, иккĕмĕш пайра – юла юпуллă (симуляциллĕ) вĕрентĕвĕн центрĕсенче усă куракан технологисене епле йышăннине хаклас тĕллев. Анкетăланин результачĕсем тăрăх, медицина вузĕсенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ вĕрентӳре симуляциллĕ технологисемпе усă курнин кирлĕлĕхне ырласа палăртаççĕ, мĕншĕн тесен ку технологисем сывату тата диагностика симуляцийĕсене пациентсемсĕрех ирттерме май параççĕ. Вĕрентӳре усă куракан инноваци технологийĕсем вĕренӳ ĕçĕн уйрăлми пайĕ пулни пирки нимле иккĕленӳ те юлмасть. Илнĕ результатсем пире юла юпуллă вĕрентӳ центрĕсем медицина вузĕсен вĕренекĕнсем валли те, пациентсем валли те ĕçре кирлĕ хăрушсăрлăх лару-тăрăвне йĕркеленине тата çамрăк специалистсем яланхи практикăра усă курма юрăхлă опыта пухма пулăшнине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ, чи тухăçлă технологиллĕ лару-тăру, вĕренекенсем епле хаклани (йышăнни), пациентсем, юла юпуллă (симуляциллĕ) технологисем, техника хатĕрĕсем, юла юпуллă вĕрентӳ центрĕ