Список публикаций по ключевому слову: «parent-child relationships»
-
5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Быкова Ольга Николаевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку статьяра 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă май палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсене эксперимент мелĕпе тĕпченин результачĕсене çырса кăтартнă. Палăртнă ыйтăва тĕпченин сăлтавĕ тесе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче юлашки вунă çуллăхсенче çемье çыхăнăвĕсем пулас ăру аталанăвне сиен кӳрсе улшăннине пăхмалла. Ку ыйту картинче тĕп вырăнта малашне ачаран мĕнле çын пулассине, ача хăйне ЭПĔ тесе ăнланассине никĕслекен шкул умĕнхи тапхăр тăрать. Çав вăхăтрах, ыйтăвăн паян кунхи пĕлтерĕшĕ пысăк пулин те ăна çак таранччен те татса паман. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – 5–6 çул тултарнă ачасен харпăр ăнланăвĕн тытăмне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусене тĕпе хурса палăртасси. Тĕпчев меслечĕсен шутне тĕпчев ыйтăвĕпе çыхăннă ăслăлăх литературине теори енчен тишкерсе пĕтĕмлетни, констатаци тумалли эксперимент, пухнă материала хисеп тата пахалăх енчен тишкерни, ăна ăнлантаракан меслет кĕреççĕ. Тĕпчев результачĕсем: эксперимент тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх, 5–6 çул тултарнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă чух палăракан харпăр ăнланăвĕн уйрăмлăхĕсем акă епле палăраççĕ: ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинче килĕшӳллĕ çыхăнусем пурри çавнашкал хутшăнусем çуккипе танлаштарсан ача ăсĕнче «ЭПĔ» ăнлава çӳллĕрех шая çĕклет, ача хăйне шута илнине курма, арлăх енчен кам пулнине пĕлме, хăй вăхăтпа çыхăннине туйма, хăйĕн мĕнле ирĕклĕхпе тивĕç пуррине ăнланма май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- çын, харпăр ăнлавĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулакан çыхăнусем, шкула каяс умĕнхи аслă ӳсĕм ачисем