Список публикаций по ключевому слову: «independent work technologies»
-
И.Я. Яковлев дидактикин концепци никĕсĕ тата педагогика аслă шкулĕнче вĕренекенсен хăйсем тĕллĕн ĕçлемелли хальхи технологийĕсем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Данилова Людмила Николаевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра И.Я. Яковлев дидактикин концепци никĕсне тĕпчесси пирки сăмах пырать. Ĕçре харпăр хăй тĕллĕн вĕреннин, кашни хăй тĕллĕн аталаннин, хăй тĕллĕн пĕлӳ илнин технологийĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă çыннăн вĕрентĕвĕнче мĕнле пулнине тишкерсе панă. Федерацин аслă шкулпа çыхăннă вĕренӳ стандарчĕсем çине таянса автор хальхи вăхăтра «Педагогикăн аслă вĕренĕвăн тĕшши» программăна пурнăçлама И.Я. Яковлевăн вĕрентӳ системи кирлĕ пулнине, Чĕмпĕр чăваш учителĕсен шкулĕнче вĕренĕве тухăçлă йĕркеленине ĕнентерет. Ĕçре «Шкулчченхи вĕрентĕвĕн педагогикипе психологийĕ» енĕпе хатĕрлекен вĕренӳ программисене харпăр хăй тĕллĕн вĕренме кирлĕ технологисене тата вăхăта тĕпе хурса тишкернин результачĕсене кăтартса панă. И.Я. Яковлевăн вĕрентӳ тытăмне тĕпченĕ май вĕрентӳре пĕлĕве, халăх культурине тата çын уйрăмлăхĕсене епле шута илнине тĕпе хунă, системăлăхпа пĕлӳлĕх принципĕсене пăхăннă. Тĕпчевĕн педагогика литературин теори материалне тата вĕрентĕве йĕркелекен документсене тишкерсе тунă пĕтĕмлетĕвĕсем пĕтĕмĕшле методологипе çыхăнса тăраççĕ, анлă профессилĕхпе кĕрет профессилĕх компетенцийĕсем епле пулмаллине уçăмлатакан кăтартусемпе килĕшсе тăраççĕ. Автор XVIII ĕмĕрте аудиторире тата аудитори тулашĕнче ирттернĕ ĕçсене йĕркелекен кăтартуллă технологисемпе – уйрăм çынсем усă кураканнисемпе тата анлă сарăлнисемпе тĕплĕн паллаштарать. Вĕсен шутне вĕренекенсен логика тата критика шухăшлавне аталантаракан çак технологисем кĕреççĕ: вулав, çырнин содержанине каласа пани, педагогика литературине конспектлани, тĕпчев, проект, шухăшлав сочиненийĕ. Çырса кăтартнă технологисемпе хальхи çĕнĕ лару-тăрура усă курма тивĕç пур. Вĕсемпе хальхи аслă шкулăн вĕрентĕвĕнче усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- дидактика, вĕренекенсем, педагогика аслă шкулĕ, И.Я. Яковлев, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлемелли технологисем