Список публикаций по ключевому слову: «social health»
-
Ташă занятийĕсене пĕр тăтăш çӳрекенсен ăс-тăн сывлăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Баранова Эльвира Авксентьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра çитĕннĕ çынсен ăс-тăн сывлăхне тĕпчесси çинчен сăмах пырать. Ăс-тăн сывлăхĕ хăйне майлă пулăм пулнине халалланă тĕп ĕçсене пĕтĕмĕшле хак панă, тĕрлĕ ĕç тăвакан, тĕслĕрен ĕç-хĕлпе пурăнакан çынсен (студентсен, педагогсен, медицина ĕçченĕсен, халăхăн тĕрлĕ-тĕрлĕ ушкăнĕпе хутшăнакансен, шалти ĕçсен министерствинче вăй хуракансен т. ыт. те) ăс-тăн сывлăхĕ епле пулнине уçса паракан ăслăлăх тĕпчевĕсен пĕр ушкăнне тишкернĕ. Ташă занятийĕсене пĕр тăтăш çӳрекен çынсен ăс-тăн сывлăхĕ пирки хальхи ăслăлăхра пĕлӳ сахал пулнине палăртнă, çакă тĕпчев эксперименчĕн тĕллевне витĕм кӳнине каланă. Статьяра икĕ ушкăн çынна тĕпченин результачĕсене илсе панă: занятисене пĕр тăтăш çӳрекенсенне (вĕсен вăтам ӳсĕмĕ 48 çул) тата ташă занятийĕсене çӳременнисенне (вĕсен ӳсĕмĕ 47 çул). Аслă çынсен ăс-тăн уйрăмлăхне – тĕпчекен пулăмăн автор хăй пайланă ку е вăл ушкăнĕ тăрăх çырса панă. Ташăпа кăсăкланакансен ăс-тăн сывлăхĕн паллăрах енĕсене уйăрса кăтартнă. Вĕсем тĕпчекен пулăмăн кăтартăвĕсем кĕтнинчен те лайăх пулнине ĕнентереççĕ. Ку вара ташă занятийĕсене çӳрекенсен ăс-тăн тăрăмĕ пĕтĕмĕшлен ырлава тивĕçлине пĕлтерет.
- Тӗп сӑмахсем:
- ăс-тăн сывлăхĕ, психологи сывлăхĕ, хутшăну сывлăхĕ, ташă занятийĕсем çыннăн ăс-тăн сывлăхне витĕм кӳни