Список публикаций по ключевому слову: «legal training»
-
Юрист специальноçĕпе вĕренсе тухакансен цифра пĕлĕвне йĕркелени
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 4- Автор:
- Бурцева Елена Васильевна, Рак Игорь Петрович, Селезнев Андрей Владимирович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра хальхи цифра экономики лару-тăрăвĕнче кирлĕ цифра пĕлĕвне юридици кадрĕсене профессионал шайĕнче хатĕрленĕ чух информаци технологийĕсемпе епле усă курса алла илме пулăшнине пăхса тухнă. Юристсене хатĕрлекен тĕрлĕ аслă шкул цифра пĕлĕвĕ паракан дисциплинăсене епле суйласа илнине тишкернĕ. Ĕçре, уйрăмах аслă шкулсенчен чылайăшĕнче, цифра пĕлĕвĕ паракан предметсен чи пĕчĕк йышĕ хальхи информаци технологийĕсемпе усă курма пултаракан юристсене профессипе çителĕклĕ çыхăннă тĕллевсемпе килĕшӳллĕ хатĕрлеме май памасть тесе палăртнă. «Криминалистика» предмета тĕслĕх вырăнне хурса авторсем цифра енĕпе çителĕклĕ пĕлӳ пама май паракан мел сĕннĕ. Ун тăрăх, тивĕçлĕ енпе тата профильпе çыхăннă дисциплинăна вĕреннĕ май информаци технологийĕсемпе усă курмалла. Лекцисенче видеоматериалсемпе усă курмалла, конференци евĕр лекцисене презентаци кăтартса вуламалла; программа ыйтакан вĕренӳ хатĕрĕсемпе – ĕç тата вĕренӳ вăййисемпе, тренажер программăсемпе, виртуаллă чăнлăх технологийĕсемпе усă курмалли практика занятийĕсене ирттермелле. Ку вăл профильпе çыхăннă дисциплинăна вĕреннĕ май пулса пымалла, мĕншĕн тесен авторсем сĕннĕ мел студентсене теори илме кăна мар, цифра пĕлĕвĕсемпе пурнăçра кирлĕ шайра усă курма çул уçать.
- Тӗп сӑмахсем:
- цифрăлав, информаци технологийĕсем, юрист кадрĕсем хатĕрлени, цифра пĕлĕвĕсем, программăн вĕренме кирлĕ хатĕрĕсем