Список публикаций по ключевому слову: «psychological service»
-
Аслă шкул тытăмĕнче ют çĕр-шыв студенчĕсене çынсен пурнăçне хăнăхма психологи енчен пулăшса пыни: проектпа аналитика сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Гани Светлана Вячеславовна, Хайрова Зульфия Рафиковна, Брель Елена Юрьевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Статьяра ют çĕр-шывран килсе Раççей Федерацийĕн университечĕсенче вĕренекенсене пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхса пыма психологи енчен пулăшса пынă опыта тишкернĕ. Ĕçĕн паян кунхи пĕлтерĕшĕ, ытларах чух, ют çĕр-шыв студенчĕсем Раççей аслă шкулĕсенче вĕреннĕ май тĕл пулакан урăх пурнăç лару-тăрăвне, культурăна епле хăнăхнине, психологие, вĕренӳпе çыхăннă йывăрлăхсене тĕрĕс ăнланнинчен, студентсен хăйне майлă ушкăнĕ пурнăçа епле хăнăхса пынине кăтартакан пĕтĕмлетĕве халăхра епле сарнинчен килет. Ĕçре психологи службин специалисчĕсем ыйту парса ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсене илсе панă. Мониторинга 13 вузра ирттернĕ. Ку вузсем, яланхи йĕркепе, психологи службин моделĕсене тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнаççĕ. Ĕçре Федерацин ресурс центрĕ Раççей вĕренӳ академийĕн аслă шкулĕсен системинче психологи службиине ертсе пынипе ирттернĕ проектпа тишкерӳ сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене кăтартнă. Вĕсене ют çĕр-шывсенчен килнĕ студентсене психологи пулăшăвĕ панипе ун результачĕсене тĕпчени тăрăх тунă, психологи ертĕвне университет студенчĕсемпе ăнăçлă тунă ĕçсене ытти аслă шкулсенче анлăн сарма палăртнă. Пĕтĕмлетӳре ют çĕр-шывсенчен килнĕ студентсене психологи енчен пулăшма тесе ирттернĕ мероприятисене вузăн психологи службин пĕтĕмĕшле тытăмне кĕртме сĕннĕ тата психологи службин ĕçтешĕсем пĕлме тивĕçлĕ задачăсемпе мероприятисене палăртнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхни, психологи служби, ют çĕр-шывран килсе вĕренекен студентсем, пурнăçпа культура лару-тăрăвне хăнăхтармалли комплекс программа, çынсене культура енчен çывăхланма психологи енчен пулăшни
-
Студентсен тĕрлĕ культурăллă ушкăнĕнче хирĕçӳллĕ лару-тăрăва йĕркелесе ярас ĕçре йăлана кĕнĕ культура элеменчĕсене усă курни
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 3- Автор:
- Филиппова Светлана Анатольевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи политика лару-тăрăвĕ çĕр-шыв имиджне, вырăс культурипе чĕлхине, тĕнче шайĕнче вырăс чĕлхипе усă курса пĕлӳ парас ĕçе пулăшса пымаллине кăтартать. Нумай çĕр-шыври студентсем вĕренекен факультетра (тĕрлĕ культурăллă (расăллă, тĕнлĕ, чĕлхеллĕ, йăла-йĕркеллĕ çынсенчен тăракан) хутлăхра) пĕлӳ илес, вĕренес кăмăла хавхалантарса пырасси аслă вĕренӳ заведенийĕсенчи вĕренӳ процесĕн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл студентсен ушкăнĕнчи хутшăнусенчен, лару-тăруран нумай килет. Статьяра нумай çĕр-шыври студентсем вĕренекен факультетра йăлана кĕнĕ, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă культура элеменчĕсене (йăлана кĕнĕ тата халăх вăййисене, хутшăну нормисене тата йĕркисене, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене т.ыт.те) тĕпе хурса йĕркеленĕ программăна апробациленин, тĕрĕслесе пăхнин результачĕсене илсе панă. Çак программăна вырăс чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕренекен студентсен ушкăнĕсенче хирĕçӳлĕхе, лару-тăру çивĕчлĕхне сирсе ямалли инструмент вырăнне усă курма пуррипе çуккине кăтартса панă. Хирĕçӳлĕхĕн тата пĕр-пĕрин хушшинчи сивĕлĕхĕн, пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахнин шайне палăртма анкетăлав (ыйтăм), псохологи тестлавĕ тата эксперт хаклавĕ меслечĕсемпе усă курнă. Пĕтĕмлетӳ: нумай çĕр-шыври студентсем вĕренекен факультетри психологи хĕсмечĕн (службин) ĕçне йĕркелени вырăс чĕлхиллĕ студентсемпе ĕçленĕ чухнехинчен нумай уйрăлса тăрать; йăлана кĕнĕ, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă культура элеменчĕсене (йăлана кĕнĕ тата халăх вăййисене, хутшăну нормисене тата йĕркисене, халăх сăмахлăхĕн элеменчĕсене т.ыт.те) усă курни вĕреннĕ чухне ытти çĕр-шыври студентсене психологи пулăшăвĕ памалли усăллă меслет пулса тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- йăла-йĕрке, хирĕçӳлĕх (хирĕçӳллĕ лару-тăру), тĕрлĕ культурăллă хутлăх, сту-дентсем, психологи хĕсмечĕ (служби)