Список публикаций по ключевому слову: «sports selection»
-
Бакалаврсене спорта суйласа хатӗрлемелли тĕслĕхе тĕрĕслесе пăхни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 2- Автор:
- Николаев Геннадий Михайлович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Хальхи вăхăтра çитӗнекен ӑрӑва спорт занятийӗсемпе интереслентерме тата малашне хавхалантарма спортри çул=йĕре суйласа илни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Малашлăхра çитĕнÿсем тума пултаракан спортсменсене хăйсене кӑсӑклантарасси, суйласа илнисемпе ҫитӗнӳсем тӑвасси, тӗнчери спортсменсен йышĕнче вĕсен конкурентлӑхне ӳстересси, нумай ҫул хушши тренировка ӗҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗсенче тата тӗрлӗ енлĕ дисциплина тӗлӗшӗнчен спортра пурнӑҫлама пултаракан пысӑк класлӑ специалистсене пулӑшасси те ялан кирлĕ. Анчах та спортӑн тӗрлӗ енĕсене палӑртнӑ чух тавлашусем пулни те спорт суйлавӗн пӗрлехи методикине йӗркелес ӗҫе кӑткӑслатать. Ку вара спорт суйлавӗн методикине тухӑҫлӑ пурнăçлама пултаракан специалистсене хатӗрлес ӗҫ питĕ кирлине тепĕр хут ҫирӗплетет. Спорт суйлавне пурнӑҫлас тата физкультура енӗпе пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем хăйсем спорт суйлавӗн методикине туллин те тухӑҫлӑ пурнăçлама хатӗррине, чармавлă ыйтусене ҫӗнтерсе мĕнле ĕçлес тӗллевпе эпир ятарлă тӗпчев туса ирттертӗмӗр. Ку тӗпчев тӗллевӗ пулас бакалаврсене «Физкультура» моделĕн методикине пурнӑҫлама хатӗрленĕ чух педагогика условийӗсене сителĕклĕ туса хатӗрлесси тата пурнӑҫа кӗртесси. Материалсемпе меслетсене илес пулсан, тӗпчеве Мари патшалӑх университечӗн базинче 2017 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен, физкультурӑпа спорт тата туризм факультечӗн 300 студенчӗ хутшӑннипе ирттернӗ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче теори тишкерĕвӗн, педагогика эксперименчӗн, тӗрӗслев тесчӗсен, анкета мелĕпе, проксиметри меслечӗн тĕсĕсемпе усӑ курнӑ. Пĕтĕмлетÿ. Туса хатӗрленӗ педагогика условийӗсене пурнӑҫлани питĕ кирлĕ. Вĕсем еплерех сăлтавланнине, когнитивлă шухăшлава, ӗҫлӗ тата рефлекслӑ хатӗрлеве «Физкультура» текен спорт енĕн методикине ятарласа пурнӑҫланă чух тата еплерех ӳстерме май пуррине тепĕр хут ҫирӗплетсе пачĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- спорта суйласа илни, спорта суйласа илнин меслечĕсене пурнăçлама хатĕрленни, бакалаврсене хатĕрлени, бакалаврсене хатĕрлемелли мелсем, вĕрентÿ никĕсĕсем