Список публикаций по ключевому слову: «чувашская сказка «Юман-батыр»»
-
Чăваш халăхĕн «Юман паттăр» юмахĕ тăрăх панно тăвасси
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Соколова Светлана Георгиевна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статья тĕллевĕ – капăрлăхпа ал ăсталăх пултарулăхĕн студийĕсен пулас ертӳçисене професси енчен хатĕрлемелли формăсенчен пĕрне уçса парасси, тĕрĕсрех каласан, халăх культурипе çыхăннă пултарулăх проектне тăвасси. Тĕпчевĕн тĕп меслечĕ – проект туни. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн студенчĕсем коллаж техникипе «Юман паттăр» панно тунă пулнă. Проектăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕсенче чăвашсен «Юман паттăр» юмахне тĕпченĕ, сăнар, графика, текст материалĕнчен чи кирлине суйласа илнĕ, вĕсене коллаж блокне вырнаçтарас тĕллевпе ĕçленĕ. Статьяра ĕçе техникăпа экономика тĕлĕшĕнчен хакланă тата «Юман паттăр» юмах тăрăх панно тумалли йĕркене тĕплĕн çырса кăтартнă. Автор палăртнă тăрăх, чăваш халăх сăмахлăхĕн хайлавĕсем çамрăк ăрăва тивĕçлĕ ăс пама юрăхлă тата халăх культурине ăруран ăрăва куçарса пымалли чи пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулса тăраççĕ. Çавăнпа паян кун вĕренӳре халăх юмахĕсен сюжечĕпе усă курни яланах пĕлтерĕшлĕ. Çак енчен пăхсан чăвашсен «Юман паттăр» юмахĕ тăрăх панно тунин тĕллевĕ куракана кăсăклантарасси, халăх эткерлĕхне тĕпчеме хавхалантарасси пулса тăрать. Пĕтĕмлетӳре палăртнă тăрăх, проект, тĕпрен илсен, капăрлăхпа ал ăсталăх пултарулăхĕн студийĕсен пулас ертӳçисене профессин тĕп компетенцийĕсене (илемлĕ хатĕр-хĕтĕре халăх йăлине тĕпе хурса тăвас ăсталăхне) çирĕплетме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- панно, коллаж, чăваш халăхĕн «Юман паттăр» юмахĕ